Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ
план-конспект на тему

Ярухина Людмила Александровна

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне ирттермелли уяв сценарийĕ.  Уяв каçĕ 2 пайран тăрать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл tencheri_halahsen_tavan_chelhe_kune.docx44.76 КБ

Предварительный просмотр:

        

«Тĕнчери халăхсен  тăван чĕлхе кунĕ»

(Класс тулашĕнче ирттермелли уяв каçĕн сценарийĕ, 2 пайран тăрать)

                                         Хатĕрлекенĕ: Ярухина Л.А.

                                         Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи

 Çĕнĕ Упири тĕп шкул

 Пĕлÿ тĕллевĕ: тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн историйĕпе паллаштарасси; хальхи саманара чĕлхе проблемине пăхса тухасси;

Сапăрлăх тĕллевĕ:  тăван чĕлхене хисеплеме, юратма унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарасси; тĕрлĕ халăх культурине, чĕлхине хисеплеме хăнăхтарасси;

Аталантару тĕллевĕ: ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухăшлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстересси; тавра курăмне аталантарасси;

 Актуаллăхĕ: Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.  ЮНЕСКО шучĕпе тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать,. Вĕсене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, Power Point  программăпа хатĕрленĕ слайдсем, карточкăсем, жетонсем, жюри членĕсен хаклав хучĕ,              плакатсем, ( «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех» (И.Я.Яковлев)      

                                      Ĕç юхăмĕ.

1 вулакан: Паян пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.  Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.  ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр  чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи  чĕлхесене  упраса хăварас тĕллепе  Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.

2 вулакан:Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Çак куна ахальтен суйласа илмен иккен. Нарăсăн 21-мĕшĕнче 1952 çулта Бангладешăн тĕп хулинче хăйсен чĕлхине хÿтĕлеме тухнă студентсене полицейскийсем  пеме пуçланă.

3 вулакан: Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.

Кĕвĕ янăрать  (голоса мира)

1 вулакан: Тĕнчере чи анлǎ сарǎлнǎ чĕлхе вǎл – Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать, акǎлчанла 295 миллион, вырǎсла – 200 миллион, чǎвашла – 2 миллион ытла. Халǎх шучĕ миллионран иртсен çав халǎха йышлǎ, аслǎ халǎхсен  картине кĕртеççĕ. Пирĕн чǎваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сǎваплǎ, ырǎ ятлǎ.  

2 вулакан: Çĕр чăмăрĕ çинчи  чĕлхесене 6 ушкăна пайланă: «  пĕтес хăрушлăх çук», «çывăх вăхăтра çухалма пултарать», «чĕлхе пĕтес хăрушлăх пур», «чĕлхе пĕтес пысăк хăрушлăх пур», «вилме патне çитнĕ», "  "чĕлхе пĕтнĕ".

Раççей гимнĕ янăрать

3 вулакан: ЮНЕСКО Раççĕйра вилсе пыракан чĕлхесене шутланă. Раççейри чĕлхесен карттине пăхсан 20 чĕлхе пачах пĕтнине курма пулать (айн, юг,убых,…), 22-шĕ пĕтес патне çитнĕ (алеут, ительмен,…), 29 чĕлхе пысăк харушлăхра (чукот, карели,…), 49 чĕлхе пĕтес хăрушлăх пур (калмăк, удмурт,…) тата 20 чĕлхе шиклентерет (белорус, чечен, якут,…), кусен шутне чăваш чĕлхи те кĕрет. Пурĕ 136 чĕлхе…Хăш-пĕр чĕлхепе 10 е ытларах çын анчах калаçать, вĕсем те ватăсем кăна.

1 вулакан:Мĕне пула чĕлхесем пĕтеççĕ-ха? Хыпарсем илмелли майсем ÿссе пыраççĕ, çавăнпа чĕлхесен вырăнĕ чакать.

2 вулакан: Кашни халăх чĕлхи –турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Чăваш кĕвви янăрать

3 вулакан: «Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков

1 вулакан: Пурнăçра – пĕр  анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн  тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл .  

2 вулакан: Чăваш юрри – чăваш чĕри,

        Тăван атте вăйне пире кăтартрĕ

        Çич тинĕс урлă çук унтан чĕрри

        Аттила пек пире вăл паттăрлатрĕ!

Чăваш юрри янăрать.

Уяв каçĕн 2-мĕш пайĕ   «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» конкурс

   1-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» конкурса пуçлатпăр. Командăсем, жюри членĕсем  хăйсен вырăнне йышăнма пултараççĕ.

(Кашни команда хăйĕнпе паллаштарать, паллашу йĕрки ирĕклĕ, вăхăт 2 минут)

 2-мĕш ертсе пыракан:. Пирĕн тăван чĕлхе ваттисен сăмахĕсемпе  пуян.Пĕрремĕш конкурс «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» ятлă. (Командăсем карточкăпа ĕçлеççĕ) – 3 минут

         Алăра ĕç пултăр, пуçра … (ăс пултăр)

         Ырă çынна ырă ятпа асăнаççĕ,  усал çынна …   ( усалпа)

         Ыр лашана пĕр пушă , ырă çынна …  ( пĕр сăмах)

         Пуян вилет –мул юлать, ыр çын вилет … (ят юлать)

         Васкакан вакка … (сикнĕ)

         Ĕмĕр пурăн …(ĕмĕр вĕрен)

         Пур пĕрле, çук …(çурмалла)

         Вăйлинчен вăйли пур, ăслинчен  …( ăсли)

         Сивĕ апат сивĕтмест …(сивĕ сăмах сивĕтет)

         Таракан пĕр çул, шыракана ….( çĕр çул)

         Çамрăкла вĕренни чул çинче, ватăлла вĕренни …. (юр çинче)

         Ырă сăмах ылтăнран … (хаклă)

1-мĕш ертсе пыракан: «Çамрăк чĕлхеçĕсем» ĕçленĕ самантра куракансен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхар.Тĕрĕс хуравшăн жетон тивĕçет.Жетон нумай пуçтаракан «Куракансем хушшинчи çамрăк чĕлхеçĕ» ятне  илме тивĕç пулать

-Лашан иккĕ, качакан виççĕ, сурăхăн пачах та çук . Мĕн вăл? (а сасă)

-Çĕр варринче мĕн тăрать? (ĕ)

 - Страус хăйне кайăк теме пултарать-и? (Çук, вăл калаçма пĕлмест.)

 - Ирхине чи малтан эпир мĕн тăватпăр? (Вăранатпăр)

 - Нарăс уйăхĕн 31-мĕшĕнче мĕнле  уяв палăртаççĕ? (Нимĕнле те)

 - Пĕрремĕш хĕрарăм лётчик?(Баба Яга)

 - Шлепки пур – пуçĕ çук, ури пур – атти çук. Мĕн вăл? (Кăмпа)

2-мĕш ертсе пыракан:Иккĕмĕш  конкурс «Алфавита пĕлетĕр-и?» ятлă. Алфавитпа усă курса панă вăрттăнлăхсене тупăр. (Командăсем карточкăпа ĕçлеççĕ)- 5 минут

          9-16-9-20   19-24-20-2-17   23-2-4-1-17   22-9-20-30-33-4-20-1:

9-16-9-20   4-9-20-8-17  23-2-20-2-30-21-1  23-2-4-1-17  29-9-15-27-8-19-8

    ( Ĕмĕр пурăн тăван çĕршывра:   Ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене)

1-мĕш ертсе пыракан: Эпир куракансен ăсталăхне малалла тĕрĕслер. Тĕрĕс хуравлакан жетон илет.

 -Миçе ав илсен суя пулса тухать? (Ултав)

 - Чăх «ачисем» мĕн ятлă? (Чĕпĕ)

-Тÿпе юрăçи мĕн ятлă? (Тăри)

- Çур апельсин мĕне асилтерет? (Çур апельсина)

 - Çут тĕнчере мĕн çивĕч? (Чĕлхе)

  - Çут тĕнчере мĕн мăнтăр? (Çĕр)

  -Упăшки ятлаçать, арăмĕ уй шăварать. (Аслатиллĕ çумăр.)

2-мĕш ертсе пыракан:Виççĕмĕш  конкурс «Чăвашсен апат-симĕçĕ»   Ку конкурсра  чăвашсен апат-çимĕçĕ çинчен тата ăна мĕнле  хатĕрлемелли çинчен каласа памалла.- 3 минут хатĕрленме

1-мĕш ертсе пыракан: Командăсем ĕçленĕ вăхăтра куракансемпе малалла жетон пухар. Тăвансем сирĕншĕн кам пулнине тĕрĕс каламалла.

  1. Аннен аппăшĕ( мăнакка)
  2. Аннен ашшĕ (кукаçей)
  3. Пиччен арăмĕ( инке)
  4. Аннен пиччĕшĕ (кукка)
  5. Аттен амăшĕ (асанне)
  6. Ывăлăн арăмĕ (кин)
  7. Тăван аппан упăшки (йысна)
  8.  Хĕрĕн упăшки ( кĕрÿ)
  9. Аннен амăшĕ (кукамай)
  10. Аннен упăшки (атте)

2-мĕш  ертсе пыракан: Командăсем чăнах та тавçăруллă пулнине тĕрĕслер-ха? Халĕ хăвăрт хуравламалли ыйтусем?  Ыйтусем çине   черетпе хуравлатпăр. 

  1. Чăваш Республикин тĕп хули (Шупашкар)
  2. Чăваш чĕлхинче миçе падеж? (8)
  3. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмасене мĕн теççĕ? (Антоним)
  4. Мăшăр сăмахсене менле çыраççĕ? (Дефиспа)
  5. Чăваш алфавитĕнче миçĕ сас палли? (37)
  6. Чăваш алфавитне кам йĕркеленĕ? (И.Я.Яковлев)
  7. К.В.Ивановăн вилĕмсĕр произведенийĕ? («Нарспи»)
  8. Тĕнчипе паллă чăваш космоновчĕ? ( А.Г.Николаев)
  9. Подлежащипе сказуемăй мĕнле  членсем пулаççĕ? (Тĕп членсем)
  10. Яколевăн ячĕ? (Иван)                                

1-мĕш ертсе пыракан: Тепĕр конкурс «Кам маларах?» Панă сыпăксенчен предложени тумалла. ÇЫН ЧУ НĔ ЧĔЛ ХИН ЧЕ ПА ЛĂ РАТЬ. – 1 минут

2-мĕш ертсе пыракан: Командăсем шутланă самантра  куракансемпе «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?»  вăййа ирттерер. Кайăк ячĕсене чăвашла каламалла. Тĕрĕс хуравшăн – жетон.

  1. Сорока –чакак
  2. Воробей – çерçи
  3. Голубь – кăвакарчăн
  4. Журавль – тăрна
  5. Снегирь – уйăп
  6. Соловей – шăпчăк
  7. Жаворонок – тăри
  8. Стриж- вĕршĕн
  9. Скворец – шăнкăрч
  10.  Галка – чана, чавка
  11.  Ворон – çăхан
  12.  Ястреб – хурчка
  13.  Чайка – чарлан

1-мĕш ертсе пыракан  Паян пирĕн сирĕнпе интереслĕ тĕл пулу  пулса иртрĕ. Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, ан пĕттĕр. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!

2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ, жюри членĕсене пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитрĕ. Вĕсем канашланă вăхăтра жетонсем шутлар та куракансен хушшинчи çамрăк чĕлхеçе палăртар.

1-мĕш ертсем пыракан: Мана Раиса Сарпи сăмахӗсем  аса килчĕç:                             «Тӑван чӗлхене суйламаҫҫӗ.                                                                                            Суйлас пулсан та ӑна                                                                                                            Эпӗ илӗттӗм суйласа                                                                                                                   Чӑваш чӗлхийӗ — сана».                                                                                                   Çак сăмахсем кашни чӑваш ачишӗн гимн вырӑнӗнчех пулмалла.

2-мĕш ертсе пыракан: Чĕлхе сăмахпа синквейн тăвар-ха!

Чĕлхе

илемлĕ   çепĕç

янăрать   вĕрентет   ăнлантарать

Тăван чĕлхене пирĕн упрамалла.

Хутшăну хатĕрĕ

1-мĕш ертсе пыракан: Сăмах жюри членĕсене парар!

       

Хушса пани

Жюри членĕсен хаклав хучĕ

Конкурссем

1-мĕш команда

2-мĕш команда

«Ваттисен сăмахĕсене вĕçле»

(Кашни ваттисен сăмахĕшĕн 1 балл. Пурĕ – 12 балл пухма пулать)

«Алфавита пĕлетер-и?»

(Кашни тĕрĕс предложенишĕн -3 балл. Пурĕ – 6 балл пухма пулать)

«Чăвашсен апат-çимĕçĕ»

(чи пысăк балл-5)

«Хăвăрт ыйтусем»

(Кашни тĕрĕс хурав – 1 балл. Пурĕ – 5 балл пухма пулать.)

«Кам маларах?»

(Чи пысăк балл – 3)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Муркаш районĕ-70 çулта. Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)

         Муркаш районĕ-72 çултаХалăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)Уяв тĕллевĕ: ачасене район историйĕпе, культурипе, паллă çыннисемпе паллаштарасси; ...

Муркаш районĕ-72 çулта Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)

Муркаш районĕ-72 çултаХалăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)...