Муркаш районĕ-70 çулта. Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)
план-конспект по теме

Тюрина Нина Михайловна

           Муркаш районĕ-72 çулта

Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)

Уяв тĕллевĕ: ачасене район историйĕпе, культурипе, паллă çыннисемпе паллаштарасси;  

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon murkash_rayone1.doc71 КБ

Предварительный просмотр:

           Муркаш районĕ-70 çулта

Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)

Уяв тĕллевĕ: ачасене район историйĕпе, культурипе, паллă çыннисемпе паллаштарасси;  

Муркаш районěн гимнě янăрать (кěвви Ф. Лукинăн сăвви А. Лукинăн).

  Ертÿçĕ: 1944 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Муркаш районне туса хунă. Çапла, кăçал район 70 çул тултарать. Муркаш районĕ хăй историйĕпе, йăли-йĕркипе, паллă вырăнсемпе, пултаруллă çыннисемпе пуян.

Муркаш районĕ Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Территорийĕпе вăл пысăках мар, пĕтĕмпе 84,6 пин гектар йышăнать.

 Республикăри, çĕршыври событисем район историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. 1842 çулхи хресченсен пăлхавĕ историе Шурча вăрçи ятпа кĕрсе юлнă, 1906 çулта Чемей пăлхавĕ пулса иртет. Граждан вăрçи çулĕсенче ку тăрăхри хресченсен пурнăçĕ тата йывăрланса çитнĕ. Çав тапхăрта Шурча пăлхавĕ пĕтĕм Муркаш районне çавăрса илнĕ. Ку пăлхава та çар çыннисем путарнă.  

 Муркаш районне 1944 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче  туса хунă. Район йĕркеленнĕ тапхăрта Муркашсем  Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Районтан çав çулсенче 9845 çын вăрçа тухса кайнă, 5044 çын унтан таврăнайман. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пиллĕкĕн Совет Союзĕн Геройĕ ят илнĕ. Кусем: Борис Михайлович Васильев (Лебедкино), Григорий Алексеевич Алексеев(Исетеркăра), Илья Григорьевич Мешаков(Пăсăрман), Яков Анисимович Анисимов(Уйкас-Апаш), Алексей Иванович Воробьев(Çурлатри). Исетеркăри Татьяна Николаевнăпа Алексей Илларионович кăна хăйсен сакăр ывăлне Тăван çĕршыва сыхлама ăсатнă. Арçынсемпе пĕрлех вăрçă çулĕсенче вутпа çулăм витĕр хĕрарăмсем хастаррăн утнă.Киле ачасем, хĕрарăмсем, ваттисем юлнă. Вĕсем тăван уй-хирсенче хастар ĕçпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Вăрçăран таврăннă çамрăксем, ваттисем, ача-пăча- пурте пĕрле тытăнса вăрçă çулĕсенче юхăннă колхозсене ура çине тăратма тата аталантарма тытăннă.Енчен те çур ĕмĕр каялла пирĕн тăрăхра электричество та, радиопа телевидени пулман пулсан, хальхи вăхăтра ку ырлăхсем кашни килтех пур. 20 çула яхăн ĕнтĕ çуртсене газпа ăшăтма тытăнтăмăр, ку питĕ пысак çăмăллăх.Енчен те вăрçă хыççăнхи çын урине çăпата сырнă, хăй çине фуфайка тăхăннă пулсан, халĕ ял çынни хула халăхĕнчен нимĕнпе те кая мар.

 Муркаш тăрăхĕнче вун-вун ăсчах çуралса çитĕннĕ.Николай Васильевич Никольский ятне эпир тата ĕçне сума суса асăнатпăр. Вăл Купăрляра çуралнă. Чăвашсен чи пирвайхи профессорĕ, «Хыпар» хаçата пуçараканĕ. Леонид Павлович Сергеев- чăвашсен паллă чĕлхеçи, профессор, Çурлатри ялĕнче çуралнă.Андрей Степанович Львов ученăй, Кашмаш ялĕнче çуралнă. Спиридон Михайлович Михайлов (Янтуш) чăвашсен малтанхи писателĕ, этнографĕ, ăсчахĕ, Юнкăпуç ялĕнче çуралнă.

 Василий Ржанов,Юрий Скворцов, Александра Лазарева,Кăтра Мишша, Куçма Пайраш, Иван Григорьев, Михаил Ахмане, Андрей Алексеев писательсен ячĕсемпе те тивĕçлипех мухтанатпăр.

Чăвашсен сцена çинче лартнă пĕрремĕш оперин «Шыв арманĕн» авторĕ Федор Васильев та Муркаш районĕнче çуралнă. Кам кăна пĕлмест пулĕ Аверий Токарев композитора, Кашмашра çуралнăскере.

Чаплă юрăçсем те нумай тухнă:Виталий Гордеев, Александр Ильин, Венера Иванова, Михаил Мокшанов, Иосиф Александров хăйсен çепĕç сассисемпе пĕтĕм халăха савăнтараççĕ.

Спортсменсем хушшинче те Муркашсен хăйсен паттăрĕсем пур. Сăмах кунта Олимп чемпионки Валентина Михайловна Егорова çинчен пырать. Пурин хушамачĕсене асăнса та пĕтерес çук. Ятлă çынна ял савать теççĕ, вĕсем халăх асĕнче упранаççĕ.

Çапла вара Муркаш çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ çĕр тата хресчен. Районти ял çыннисем ĕçшĕн чун-чĕре хĕлхемĕпе çунса тăраççĕ, тăван çĕре çав тери юратаççĕ. Хĕрÿ ĕç кăна ăнăçусем тума пулăшать.  

            Сиридон Михайлов çырнă «Хĕрринче выртасшăн мар» шÿт( инсценировка),5класс кăтартать.

Çулла Вятка çыннисем тавар сутма кайнă. Çул çинче каç пулнă. Çывăрма выртас тенĕ, анчах пĕрин те хĕрне выртас килмен. Тавлашнă. Салтак иртсе пынă.

-Мĕн тавлашатăр?-тенĕ вăл.

Кусем ăнлантарнă.

Салтак шалча илнĕ те çĕре çапса кĕртнĕ. Шалча еннелле  пуçпа выртма хушнă.

Çапла тавлашăва татса панă.

«Сунарçăн пуç пулнă-и?» шÿт.(6 класс )

Çунарçăсем вăрмана упа тытма кайнă. Пĕри упа шăтăкĕ патне çывăхах пынă. Упа пуçне татнă та шăтăка пытаннă. Ытти сунарçăсем юлташĕ пуçсăррине кураççĕ те тĕлĕнеççĕ.

-Пурччĕ-ши унăн пуçĕ е çукчĕ-ши?

Арăмĕнчен ыйтаççĕ:

-Упăшкун упа тытма кайнă чухне пуçĕ пурччĕ-и?

-Сухалĕ силленнине курнăччĕ, пуçĕ пурччĕ –ши - ăна пĕлместĕп.

Ачасем çырнă сăвăсем.

1.Муркаш пит илемлĕ район

Çĕнелет-çĕнелет кашни кун.

Çĕкленеççĕ кашни çул çĕн çуртсем,

Муркаша юратаççĕ çынсем.

Муркашра ыр çынсем пурăнаççĕ,

Саламлаççĕ ăна, юратаççĕ.

Кăçал юбилей сан, Муркашăм,

Савăнар-ха эппин чĕререн.  (Михайлова А., 5 класс.)

              Шкулта.

Ирпе тăтăм, тумлантăм,

Шкул еннелле чуптартăм.

Кунсерен шкула эпир

Пĕлÿ  пухма  çÿретпĕр.

Шăнкăравĕ янăрарĕ,

Математика пуçланчĕ.

Эп тухатăп шутлама

Числосене хутлама.

Акă часах пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи урокĕ.

Сăмахсене вĕçлетĕп,

«Пиллĕк» паллă илетĕп.

Яланах вăйлă пулма

Физкультурăна чупар.

Ăмăртура çĕнтерме

-Атьăр, туссем, вăй пухар.

Учительсем тăрăшса

Пире пĕлÿ параççĕ.

-Лайăх вĕренни шкулта

Кирлĕ теççĕ пурнăçра. (Иванова Зина, 6 класс.)

           Муркашăм.

Юрататăп сана эп, Муркашăм,

Мухтанатăп санпа эп, Муркашăм.

Савăнатăп чунтан-чĕререн

Кунран кун эс ешер, чечеклен.

70 çул ĕнтĕ эс тултаратăн

Хăв та паллах савăнатăн

Эпĕ сана кăмăллатăп

Телей,вăрăм кун-çул сунатăп.

Тавта пуç сана, Муркашăм,

Илем кӱрен эс тĕнчене.

Тавта пуç сана, районăм,

Эс юлатăн чĕрере.(Иванова Элла, 6класс.)

 Валерий Туркай  «Муркашра»

Муркашра тахçанах эп пулманччĕ,

Килĕшет мана темшĕн Муркаш.

Муркашсем питĕ паттăр та харсăр,

Муркашсем ăшă пиллĕ, йăваш.

Муркашра тахçанах эп пулманччĕ.

Халь куратăп та-ак тамаша!-

Йăлт çĕнелнĕ кунта, чиперленнĕ,

Паллама та май çук Муркаша.

Йăлт çĕнелнĕ кунта, илемленнĕ

Пур Муркашăн та хĕвеллĕ малаш.

Муркашсем, ĕçĕрсем сирĕн ăнччăр,

Такăр пултăр çулу сан,  Муркаш.

Викторина ыйтăвĕсем:

1.Муркаш районĕ миçемĕш çулта йĕркеленнĕ?

2.Муркаш районĕ   мĕнле районсемпе чикĕленет?

3. «Шурча таврашĕнче» кĕнеке авторĕ?

4.Муркаш ялĕ Шупашкартан миçе çухрăмра вырнаçнă?

5.Муркаш районĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçăра миçе çын Совет Союзĕн Геройĕ         ята илнĕ?

6.Кашмаш ялĕнче çуралнă композитор?

7.Хусанта чăвашла тухнă пирвайхи хаçат ячĕ?

8. «Хыпар» хаçатăн пирвайхи редакторĕ?

9.Муркаш районне туса хунăранпа кăçал миçе çул çитет?

10.Районта тухса тăракан (хальхи ) хаçат ячĕ?

11.Муркаш районĕ Атăлăн  хăш çыранĕнче вырнаçнă?

12.Атăл миçе çухрăм тăршшĕ Муркаш район çĕрĕпе юхса иртет?

13.Чăвашсен чи пирвайхи писателĕ, этнографĕ тата историкĕ хăш районта, хăш ялта çуралнă? Кам вăл?

14.Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнче çуралнă çыравçă?

15.Янтуш псевдоним. Çак çыравçăн хушамачĕпе ятне çырăр?

16.Исетерккăри Татьяна Николаевнăпа Алексей Илларионович миçе ывăлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнă?

17.1944 çулта Муркаш район хаçачĕ мĕнле ятпа тухнă?

18.Муркаш гимнĕн авторĕсем?

19.Шурча вăрçи миçемĕш çулта пулса иртнĕ?

20.Муркаш районĕнче çуралнă çыравçăсене камсене пĕлетĕр?

Кашни хуравшăн 1 бал.

Викторина хуравĕсем:

1.1944 çулта. 2.Етĕрне, Мари Эл, Шупашкар, Красноармейски, Элĕк. 3.Хветĕр Уяр(Федор Ермилович Афанасьев). 4.47 çухрăмра вырнаçнă. 5.5 çын Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ: Борис Михайлович Васильев (Лебедкино),Григорий Алексеевич Алексеев(Исетерка), Илья Григорьевич Мешаков(Пăсăрман), Яков Анисимович Анисимов(Уйкас-Апаш),Алексей Иванович Воробьев(Çурлатри ).6.Аверий Матвеевич Токарев композитор. 7. «Хыпар»хаçат. 8.Николай Васильевич Никольский.9.70 çул. 10. «Çĕнтерӱ ялавĕ»хаçат. 11.Муркаш районĕ Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. 12.Атăл Муркаш район çĕрĕпе 20 çухрăм юхса иртет. 13.Спиридон Михайлович Михайлов Муркаш районĕнчи Юнкă пуç ялĕнче çуралнă. 14.Юрий Илларионович Скворцов. 15. Спиридон Михайлович Михайлов. 16.Сакăр ывăлне. 17. «Колхозник сасси»ятпа тухнă.18.А.Лукинпа Ф.Лукин. 19.1842 çулта. 20.Иван Григорьевич Григорьев), Михаил Ильич Ильин Кудрявцев(Кăтра Мишши),Александра Назаоовна Лазарева(Агакова), .Спиридон Михайлович Михайлов (Янтуш),Кузьма Ильич Садиков(Куçма Пайраш),Андрей Трофимович Петухов(Петтоки), Василий Тимофеевич Ржанов, Юрий Илларионович Скворцов.

Тест:

1.Чăвашсен пирвайхи профессорĕ:

 а)Леонид Павлович Сергеев;

 ă)Николай Васильевич Никольский;

 б)Федор Семенович Васильев;

 в)Андрей Степанович Львов;

2.Муркаш районĕ мĕнле районпа чикĕленмест:

 а)Етĕрне;

 ă)Шупашкар;

 б)Элĕк;

 в)Çĕрпӱ;

3.Муркаш районне йĕркеленĕ çул:

 а)1959 çулта;

 ă)1944 çулта;

 б)1940 çулта;

 в)1945 çулта.

4. «Шурча таврашĕнче» кĕнекен авторĕ:

 а) Александр Егорович Алка;

 ă)Петр Петрович Хусанкай;

 б)Федор Павлович Павлов;

 в)Федор Ермилович Афанасьев.

5.Чăваш Республикин пуçлăхĕ(президенчĕ):

 а)Николай Васильевич Федоров;

 ă)Михаил Васильевич Игнатьев;

 б)Ростислав Николаевич Тимофеев;

 в)Михаил Васильевич Зайцев.

6.Купăрля ялĕнче çуралнă паллă çын:

 а)Спиридон Михайлович Михайлов;

 ă)Николай Васильевич Никольский;

 б)Аверий Матвеевич Токарев;

 в)Василий Тимофеевич Ржанов.

7.Ахмане ялĕнче çуралнă поэт:

 а)Александра Назаровна Лазарева;

 ă)Леонид Яковлевич Агаков;

 б)Андрей Трофимович Петухов;

 в)Константин Васильевич Иванов.

8.Шупашкар хули миçемĕш çулта пуçланнă?

 а)1469çулта;

 ă)1551 çулта;

 б)1500 çулта;

 в)1470 çулта.

9.Йăнăш тупăр, хăш хула ятне тĕрĕс куçарман:

 а)Ĕпхÿ - Уфа;

 ă)Çĕрпÿ - Цивильск;

 б)Чикме – Козьмодемьянск;

 в)Хусан – Самара.

10.Чăвашсен пĕрремĕш хаçат ячĕ:

 а) «Коммунизм ялавĕ»;

 ă) «Хыпар»;

 б) «Канаш»;

 в) «Çĕнтерÿ ялавĕ».


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

08.10.15 г. Год назад: районный кросс, олимпиада по географии и олимпиада по ОПК. Впервые в истории школы завоеваны первое место в районном кроссе, в районном этапе олимпиады по географии и третье место в районном этапе олимпиады по ОПК.

На снимке: ГЕРОИ школы СО СВОИМ УЧИТЕЛЕМ.Кросс на 1 км. Шаманаев Максим ( 5 кл.)Олимпиада по географии. Рязанов Сергей (7 кл.)Олимпиада по ОПК. Семченко Святослав (5 кл.)...

Муркаш районĕ-72 çулта Халăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)

Муркаш районĕ-72 çултаХалăхсен пĕрлехи çемйинче (сценари)...

Сценарий открытия районного слета социально-активных школьников Сызранского района "Быть в теме".

Сценарий проведения четвертого слета социально-активных школьников Сызраского района...

Сценарий литературно-музыкальной композиции «Район родной, все песни о тебе» к 90-летию Тулунского района

Сценарий литературно-музыкальной композиции «Район родной, все песни о тебе» к 90-летию Тулунского района...

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне ирттермелли уяв сценарийĕ.  Уяв каçĕ 2 пайран тăрать....

Самостоятельная работа по обобщению тем: Центральный район, Центрально-Черноземный район, Волго-Вятский район, Северо-Западный район 9-класс

Обобщение по темам Центральный район,Центрально-Черноземный район, Волго-Вятский район, Северо-Западный район,9-класс, учебник- География России.Хозяйство и географические районы под ред.А.И.Алексеева...