Стихотворение о Сурском и Казанском рубежах
материал

Стихотворение о Сурском и Казанском рубежах

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл stih_o_kazanskom_i_surskom_rubezhe.docx35.16 КБ

Предварительный просмотр:

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Елена Васильева,

Канаш муниципаллă округĕн

Россия Федерацийĕн Геройĕ

Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ

Янкăлч вăтам шкулĕ

Ертӳçи: Е.В.Васильева

Çыхăнмалли мел: 8-903-379-81-02

Çĕнтерĕве çывхартса

Ват кукамай асилĕвне

Аннем тĕрленĕ хут çине.

Вуланă май йĕркисене

Эп таврăнатăп иртнине…

Кĕрленĕ вăрçă таврара.

Талпăннă нимĕç хурахла

Шав малалла та малалла,

Çитесшĕн пулнă Мускава!

Ӑсатнă мăшăрне вăрçа

Ман кукамайăм пил парса.

Хаяр тăшмана аркатма,

Ыр суннă сывă таврăнма.

Указ кăларнă çĕр-шывра:

«Окоп чавмашкăн каймалла…»

Хавшак Акруль юлман тăрса.

Унпа пĕрле кӳршĕ аппа

Инçе çула пуçтарăнса

Хул урлă çакнă кутамкка...

Çанталăк тăнă шартлама,

Çĕр çурăлнă йĕри-тавра!

Хусанпа Сăр чиккисенче

Такканă пăрлă шăн çĕре…

Лум, кĕреçе те наçилкке -

Ĕç шавĕ тăнă кунĕпе.

Пит йывăр килнĕ халăха.

Ĕçленĕ выçă-çăварла,

Пайланă татăк çăкăра,

Юлашкине çумри çынпа…

Çĕр çĕклейми çак хурлăха

Чăтса ирттернĕ ял-йышпа:

Ват мучисем, шкул ачисем,

Ĕçчен чăваш арăмĕсем!

Çĕр сухаланă вăкăрпа,

Тыр акнă, вырнă çурлапа.

Вăрман та каснă алăпа,

Çĕнтерĕве шанса чунпа!

Ман паттăр халăх ĕмĕрне

Çук, манмĕ çак историе…

Ват кукамай асилĕвне

Чыслă упратăп чĕремре!

Чун тĕпĕнчен шăранса тухнă çак сăвă йĕркисене вулатăп та сирсе сирейми тунсăх авăрне путатăп. Вĕсенче – пурнăç чăнлăхĕ, иртнĕ кунсен ахрăмĕ, çĕр-çĕр çын шăпи…Унпа пĕрлех усал тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, ирĕклĕхпе телейшĕн юн тăкнă салтаксем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пуç хунă фронтри, тылри паттăрсем. Умрах акă – савнă кукамай, вăрçă хирĕнче выртса юлнă çап-çамрăк кукаçи, окоп чавма кайсан шăнса чирленĕ çирĕм ултта пуснă Акруль (Агриппин), вăхăт таппипе пиçĕхнĕ тăхăр çулхи Раис…

Андрей Филиппович Сотников 1910-мĕш çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш республикинчи Канаш районне кĕрекен Янкăлч салинче кун çути курнă (Янкăлч ялĕ унччен Çĕрпӳ уесне кĕнĕ). Унăн ачалăхĕ ытти хресчен ачисенчен нимпех те уйрăлса тăман: тырă вырнă, авăн çапнă, кĕтӳ кĕтнĕ… Каçсерен ялти шăпăрлансемпе пĕрле улăха лаша çитерме çӳренĕ.Чиркӳпе прихут шкулĕнче вĕренсе пĕлӳ пухнă. Унтри мĕн ачаран хăюллă та çирĕп ӳснĕ. Ял активисчĕ пулнă май, малтан читальнăра, унтан милици ĕçĕнче вăй хунă. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 1941 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл çапăçăва кĕнĕ. 50-мĕш стрелковăй дивизийĕн рядовойĕ Смоленск облаçĕнчи хуласемпе ялсене ирĕке кăларассишĕн паттăррăн çапăçнă.1942 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Андрей Филиппович Сотников хĕрӳ çапăçура пуçне хунă. Ăна Смоленск облаçĕнчи Гжатск (халĕ Гагарин) районĕнчи Чурилово ялĕнче пытарнă. Шел пулин те, вĕри чунлă вăйпитти арăн пурнăç çулĕ вăтăр иккĕрех татăлнă…

Асăмрах кукамайăм – Пелагея Даниловна Сотникова каласа пани: «Мăшăрăм хыпарсăр çухални пирки, хальхи пек астăватăп,1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче виç кĕтеслĕ çыруран пĕлтĕм. Çакă мана пĕтĕмпех вăйран ячĕ. Алăра - виçĕ пĕчĕк ача…Чĕрем ырă мара сисрĕ çав...Тута-çăвар хуйхăрнипе çуркаланса пĕтрĕ. Чирлесе ӳкрĕм, ӳт талккăшĕпе çăпанланса кайрĕ. Каçпала кăмака çумне таянса çĕр каçакан пултăм. Утайми, çиейми асаплантăм…Упăшкан йăмăкне - Акруле, Йĕпреçе вăрман касма илсе кайрĕç. Мĕн тăвам? Кама шанам… Пĕтĕм ĕçĕм аслă хĕрĕм Раиса çине тиенчĕ. Ун чух вăл 9 çулхи хĕрачаччĕ…Апăрша ачи, кăмака хутса апат пĕçернĕ, пĕчĕккисене пăхнă, хирте тăрăшнă. Пĕр ĕçе те тиркемен. Çĕленĕ,çыхнă, тĕрленĕ. Чăтнă…»

Таврара çĕр çуннă, кисреннĕ! «Пурте – фронтшăн, пурте – çĕнтерӳшĕн!»-çапла пулнă ун чухнехи лозунг. Фронт валли тылрисем тонни-тоннипе апат-çимĕç хатĕрленĕ, алсиш-чăлха çыхнă, ачисене çитĕнтернĕ. Фронтран мăшăрĕсем, тăванĕсем вилни çинчен хура хут илсен сасăсăр йĕнĕ ачи-пăчине, çемйине систермесĕр.

Акă ман умрах – сарăхса кайнă тетрадь, илемлĕ почеркпа çырнăскер. Унăн авторĕ – манăн анне, Раиса Андреевна Сотникова (Васильева). Паллашар-ха унăн асилĕвĕпе: «Эпĕ –вăрçă ачи, йывăр вăхăтра ӳсрĕм. Пурнăç мана пуçран ачашламарĕ. Тăххăртах фермăна сысна пăхма кайрăм. Икĕ пăтлă михĕсене çурăм çине хура-хура мĕн чухлĕ сĕтĕрмен пуль ун чух? Ырхан кĕлеткеллĕскер, кун каçа йывăр палтушкăллă витресене йăтса авăнсах анаттăм… Хыт ывăнсан симĕс курăк çине выртса канаттăм.Унтан каллех ĕçе пуçăнаттăм. Вите ăшне шăлса тасататтăм, сыснасене уçăлма илсе тухаттăм. Астăватăп вăрăм курăк ăшĕнче çĕр кăмпи пуçтарнине те. Вăл кăпăк пекскер, çумăр çусан сап-сарă тухатчĕ.Ӑна саппун çине пуçтараттăм та киле илсе каяттăм. Анне çатма çинче шаритлесе паратчĕ. Те тутлă пулнă, те çук… Çинĕ. Мăян çăкри те, крахмал пашалăвĕ те. Вилес килмен… Вăрçă пуçлансан вăй питти арçынсене фронта ăсатрĕç. Каярахпа – вун сакăр çултан иртнĕ яшсене те. Ялта хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕсем, уксах-чăлахсем кăна тăрса юлчĕç. Кĕçех окоп чавма кайма указ тухрĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнчен те çамрăк хĕрарăмсене çавăнта илсе кайрĕç. Акруль аппана та – Агриппина Филипповна Сотниковăна. «Ир пуçласа сĕм тĕттĕмччен шăннă çĕре чаваттăмăр.Тăприне наçилккепе, çатанпа йăтаттăмăр. Ал-урана, пите тăм илетчĕ. Сивве, выççине,ывăннине пăхмасăр ĕçленĕ. Кун-каçа виç çĕр грамм çăкăр тивнĕ пулĕ…Тепĕр чух вăл та лекмен. Кăçатă çĕтĕлсен çапата сырнă. Пурăнасса пĕр пĕчĕк пӳртре выртса тăраттăмăр. Улăм сарнă урайĕнчех упаленнĕ, çири тумпа витĕннĕ.Чунра тăвăл тулсан куççулленеттĕмĕр те…Ĕçленĕ çĕртех ӳксе вилекенсем те чылайччĕ. Ах! темесĕр кун та иртместчĕ. Çапах та фронтрисене пушшех те йывăр килнине пĕлсе тăраттăмăр, пирĕннисем çĕнтерессе шанаттăмăр»,- çапла каласа паратчĕ вăл пире. Шел пулин те, Акруль аппа чирлесе таврăнчĕ, илтми пулчĕ. Çавна пулах пурнăçне хăраххăн ирттерчĕ. Эх, вăрçă,вăрçă!.. Нумай çын телейне татрĕ çав … Эпĕ те, Вера Кузьмина пек, артистка пуласшăнччĕ. Емĕтленнĕ ĕмĕтĕм çитмерĕ. Сапах та сцена çинчен анмарăм: юрларăм, ташларăм, нумай тĕрлĕ роль вылярăм.Темле йывăр вăхăтра та атте пек çирĕп пултăм…»

Çамрăк ĕмĕрне хĕрхенмесĕр аслă Çĕнтерĕве çывхартса куçне хупнă паттăрăн харсăр хĕрĕ... Вăл ашшĕ йывăр ыйхăран вăранасса паянхи кун та кĕтме пăрахман. Мĕншĕн тесен паттăрсем вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ м вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче пурăнаççĕ!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Анализ стихотворения М.Ю. Лермонтова "Листок" (опубликовано на сайте "Казанское образование, Мастер-класс, Управление образования ГИДЦ/Казань")

http://www.kros.ru/_info/russ.master1.doc В помощь для додготовки к муниципальному этапу Всероссийской олимпиады по литературе...

Урок Памяти «Строительства Сурского оборонительного рубежа».

Урок Памяти «Строительства Сурского оборонительного рубежа»....

Конспект внеклассного мероприятия по математике «Сурский рубеж в цифрах и фактах» для 5 класса с презентацией

Конспект внеклассного мероприятия по математике «Сурский рубеж в цифрах и фактах», посвященного Году трудового подвига строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей для 5 класса ...

"НЕВИДИМЫЕ СЛЕЗЫ ВОЙНЫ" как строился Сурский оборонительный рубеж и Казанский обвод в Чувашии

Глава Чувашской республики Олег Николаев 2021 год объявил годом Трудового подвига строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей.И это не случайно. В этом году исполняется 80 лет, как началос...

Внеклассное мероприятие для 5-9 классов Урок Памяти «Строительство Сурского оборонительного рубежа»

Внеклассное мероприятие для 5-9 классовУрок Памяти «Строительство Сурского оборонительного рубежа».  Цель: актуализация и расширение знаний учащихся о трудовом подвиге  сове...

Литмонтаж "Сурский рубеж"

Сценарий творческого выступления фестиваля "Нам этот мир завещено беречь"...