Пирĕн тăрăхри пахча çимĕç. Топинамбур.
план-конспект урока (6 класс)
Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса по разделу "Овощи и фрукты нашей местности"
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
konspekt_uroka_topinambur.doc | 80 КБ |
Предварительный просмотр:
Григорьева Инна Валериановна,
Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш вăтам шкулта
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Класс: 6-мĕш класс
Урок теми: Пирĕн тăрăхри пахча çимĕç. Топинамбур.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: топинамбур çинчен калаçасси; пирĕн тăрăхри пахча çимĕçсен усăллă енĕсене вĕрентесси.
Пĕлÿ тěллевĕ: пат хыç сăмахпа тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, пахча çимĕç ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси, туслăх туйăмне çуратасси.
Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав; мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, ĕçне ирттермелли карточкăсем, асамлă чечек, сарă тĕслĕ çаврашкасем.
Лексика материалĕ:
Ăнса пулнă ― хорошо уродились
уйрăмах – особенно
паха апат – питательный корм
кăмăла кайрĕ - понравился
Урок юхăмĕ.
- Класа урока йĕркелени.
В: Ырă кун пултăр, ачасем!
А: Ырă кун пултăр!
В: Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшине
- Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни).
1. Дежурнăйпа калаçни.
- Паян класра кам дежурнăй?
- Паян класра эпĕ дежурнăй. Паян раштав уйахен çирем пĕрремĕшĕ, кĕçнерни кун.
- Класра кам çук? - Класра пурте пур.
2. Дежурнай паянхи çанталăк çинчен ачасене ыйтусем патать.
-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (Халĕ хĕл.)
-Урамра мĕнле çанталăк тăрать? (Урамра сивĕ çанталăк тăрать).
- Тÿпе мĕн тĕслĕ? (тÿпе кăвак е сăрă)
- Çил вĕрет-и? (çил вĕрет)
- Мĕнле çил вĕреть? (сивĕ çил вĕрет)
- Хĕвел пăхать-и?
-Юр çăвать-и?
- Сире паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?
У: -Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте хĕл паллисем.
- Мĕн тери илемлĕ, хаваслă вĕсем хĕллехи кунсем!
- Хĕлле чирлес маар тесен мĕн çимелле, мĕн тумалла? (витаминсем нумай пахча çимĕçсене çимелле, шăнмалла мар, уçă сывлăшра çÿремелле т. ыт. те )
III. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине экран çинче панă цифрограммăра вулама пултаратăр (урок темине тупмалла).
- Нумĕрленĕ алфавитпа усă курса паянхи урок темине тупăр.
(23, 18, 19, 12, 17, 1, 16, 3, 24, 20 ушкăнсенче нумĕрленĕ алфавитпа усă курса урок темин ятне тупаççĕ – ТОПИНАМБУР)
-Паянхи урокра эпир сирĕнпе пахча çимĕссем çичен аса илĕпĕр, топинамбур çичен текста вулăпăр, ушкăнсече ĕçлĕпĕр, тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр, выляса та илĕпĕр.
-Çапла вара, паянхи урок теми «Топинамбур».
IV. 1. Фонетика зарядки
Хăвăрт каларăша темиçе хут калани:
Топи-топи топинамбур,
Топинамбур камăн пур?
V. Текстпа ĕçлесси.
;ĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени.
- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.
Ăнса пулнă-хорошо уродилось
çĕре тиркемест-не привередлив к почве
ретĕн хур-укладывать рядами
каçса кайсах çиеççĕ-поедают охотно, жадно
хурт-кăпшанкă тапăнмасть-не нападают насекомые
Ĕç мелĕсем:
а) учитель хыççăн хорпа калама вĕренни;
ă) хĕр ачасем, арçын ачасем;
б) 1 рет, 2 рет, 3 рет;
в) пĕр-пĕрин хыççăн калани;
г)словарьсене çырса хуни.
2. Текстпа ĕçлесси.
а) текста вĕрентекен вуланине итлени;
- Халĕ текстпа паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, эпĕ вулатăп, эсир ăнланма тăрăшăр.
ă) пĕр ачана текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;
б) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;
б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани;
- Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр,
ыйтусем пама хатĕрленĕр.
в) калав тăрăх ыйтусем йĕркелсе тĕрĕс хуравлани (текст тăрăх ачасен ыйтусене ушкăнсенче пĕрне-пĕри парса хуравлама хатĕрленмелле).
- Халĕ çак калав тăрăх ыйтусем çине хуравлăр.
г) ушкăнсече сăнчăрпа ĕçлени;
- Халĕ хатĕрленĕ ыйтусене пĕрне-пĕри парса туллин хуравлăр.
- Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.
д) текста чăвашла каласа пани (1 ача калавне итлени);
- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп.
VI. Кану саманчĕ
- Ывăнни сисĕнме пуçларĕ, кăштах çан-çурăмсене хускатса илер. (хусканусене сăвă каласа тăваççĕ)
VII. Грамматика материалĕпе ĕçлени.
#1059;шкăнсече ĕçлени. ПОСЛЕЛОГИ
- Малалла ĕçлетпĕр. Кашни ушкăнăн текстра хыçсăмахлă предложенисене тупса палăртмалла, вырăсла куçармалла. Экран çинчи тĕслĕхпе усă курăр. (экран çинче текстран илнĕ предложенисем, хыçсăмах тĕслĕхĕн схеми)
2. Ункăнри ĕçе тĕрĕслени.
(ушкăнри ачасем преложенисене вулаççĕ, экран çинчен тĕрĕслеççĕ)
- Вăл каçпа та чарăнмарĕ, тул çутăлас умĕн кăна чарăнчĕ.
- Аван, тавтапуç, лайăх ĕçлерĕр.
VIII. Ушкăнсенчи ĕçсем. (Ушкăнсем ăмăртмалла ĕçлеççĕ.)
1. «Пахча çимĕçсем» вăйă кроссворд
1) Ушкăнсенче ÿкерчĕкесемпе усă курса пахча çимĕç ячĕсене чăвашла куçарса кросводăн тупсăмне тупмалла, тĕрĕс ячĕсене çыпăçтармалла.
2) Тĕрĕслени.
2. «Манăн юратнă пахча çимĕç» калав йĕркелени.
1) Кашни ушкăнăн панă ÿкерчĕк тăрах ыйту-хурав хатĕрлемелле.
2) Панă ÿкерчĕк тăрăх калав хатĕрлемелле.
3. Пахча çимĕç ячĕсене аса илни, вĕсене ушкăнлани.
1) Ачасен пахча çимĕç ячĕсене, вĕсен ÿкерчĕкĕсене икĕ ушкăна пайласа панă ÿкерчĕксем çине çыпăçтармалла. (çер çинче ÿсекеннисем, çĕр ăшĕнче ÿссе пулаканнисем)
2) Тĕпчев ыйтăвĕ лартни.
- Ачасем текстра мĕнле çимĕç çинчен каланă? (топинамбур)
-
2) - Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.
4.
IX. Урока пĕтĕмлетни
- Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).
- Пахча çимĕçсем мĕнлисем пулаççĕ пулаççĕ?
(çĕр çинче ÿссе çимĕç параканнисем, çĕр ăшĕнче ÿссе пулаканнисем…………..)
- -Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ? (тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлаççĕ, микроэлементсем, тĕрлĕ витаминсем параççĕ).
X. Рефлекси.
1. Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?
- Эпĕ сире сарă çаврашкасем валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хурлăхлă смайлик ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр, тархасшăн.
XI. Ачасен ĕçне хаклани.
- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Пурте маттур ĕçлерĕç. Алă çупса тав тăватăп
- Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.
XII. Урока шăнкăравпа вĕçлени.
- Сывă пулăр, ачасем!
- Сывă пулăр, Инна Валериановна!
- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Подсолнечник клубненосный(Топинамбур)
Строение, значение томинамбура в годы Великой Отечественной войны для голодающих людей, как лекарственное растение, его строение,...