Текст тытăмĕ.
план-конспект урока (7 класс)

Иванова Ирина Васильевна

Урок тĕсĕ:   çĕнĕ тĕмăпа паллашмалли  урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ:  Хамăрăн  çывăх çынсене хисеплеме, вĕсемпе  савăнма вĕрентесси, тăванлăх туйăмне аталантарасси.

Пĕлÿ  тĕллевĕ: Текст, унăн пайĕсем çинчен аса илсе пĕлĕве çирĕплетесси. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_temi_atte-.docx69.58 КБ

Предварительный просмотр:

«Чăваш чĕлхипе литератури.

Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç»

Республика шайĕнчи конкурса хутшăнмалли

ЗАЯВКА

Хушамат,ят.ашшĕ ячĕ (туллин) Иванова Ирина Васильевна

Вĕренÿ учрежденийĕн чăвашла тулли ячĕ. Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Вĕренÿ учрежденийĕн вырăсла туллии ячĕ МБОУ «Большеяниковская СОШ» Урмарского района

Должность, педагогика стажĕ  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, 31 çул

Шкул адресĕ  ЧР, Вăрмар районĕ. Пысăк Енккасси ялĕ, Карл-Маркс урамĕ, 98 çурт

Килти адрес ЧР, Вăрмар районĕ, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕ, Пушкин урамĕ, 48 çурт

Кĕсье телефонĕн номерĕ  8-960-305-02-96

Электрон почтин адресĕ  ivanova-04@yandex.ru

Конкурса тăратнă материал ячĕ  Текст тытăмĕ

Конкурса тăратнă материала сборника кĕртмелле е çук - çук

Номинаци номерĕ № 5

Дата 03.07.2017.

Урок теми: Текст тытăмĕ.

Урок тĕсĕ:   çĕнĕ тĕмăпа паллашмалли  урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ:  Хамăрăн  çывăх çынсене хисеплеме, вĕсемпе  савăнма вĕрентесси, тăванлăх туйăмне аталантарасси.

Пĕлÿ  тĕллевĕ: Текст, унăн пайĕсем çинчен аса илсе пĕлĕве çирĕплетесси.

Аталантару  тĕллевĕ:  ачасен  çыхăнуллă  пуплевне,  шухăшлавне  аталантарасси, илемлě  вулавне  йěркелесе  пырасси,  танлаштару  мелěпе  усă  курса  ĕнентерÿллĕ  пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.

Урок мелěсемпе меслечěсем: текстпа ĕçлесси, учитель сăмахĕ, ачасен илемлĕ вулавĕ,  ушкăнпа, пĕчченшерĕн ĕçлени, ыйту-хурав, ваттисен сǎмахěсемпе ěçлесси, танлаштаруллă тишкерÿ, синквейн, икě енлě дневник йěркелесси.

Пуплеве аталантарасси: ыйтусем çине туллин хуравласси, вуланǎ текстпа усǎ курса шухǎша çирěплетесси,  туллии хурав пама кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси.

Кăтарту хатĕрĕсем: Компьютер, мультимеди проекторĕ, экран,  ÿкерчĕксем,

презентацисем,  пуç  ватмăш, карточкăсем, ваттисен сăмахĕсем.

Словарь ĕçĕ: пехил- наставление; пархатар- усă;

Урок эпиграфě:  Атте—аннерен хакли çук (ват. сăм.)

Урок юхăмĕ.

Класа йĕркелени.

- Ырă кун пултăр, ачасем. Паянхи  урокра  эсир  тăрăшса ĕçлессе шанатăп, пурне те ăнăçу сунатăп.

I. Кăсăклантарса яни.

Ачасем, сирĕн умра цифрограмма. Чăваш  алфавичĕпе усă курса  мĕн  вулатăр эсир унта? (23 7 14 21 23 23 33 23 2 16 9).

-Паянхи урок темине мĕнле палăртатпăр? ( Текст  тытăмĕ)

 -Апла паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр? (Текстсене мĕнле йĕркелеме май пурине палăртăпăр).

- Ачасем,   ваттисен сăмахне вулăр та мĕншĕн çак  сăмаха эпиграф вырăнне илнине ăнлантарăр? (Аннепе атте - çĕр çинчи пур çыншăн та чи çывăх та юратнă çынсем).

- Аттепе анне çын пурнăçенче мĕнле вырăн йышăнса тăраççĕ? (Атте- аннесĕр кил тăлăх  та кичем. Вĕсемсĕр пурнăç илемĕ çук).

- 2017 çул Чăваш Республикинче мĕнле çулталăк? ( 2017 ҫула Амӑшĕпе Ашшĕн Çулталӑкĕ тесе ят панӑ).

Ачасем паракан хуравсене пĕри  доска çине çырса пырать.

Аннепе атте - çĕр çинчи пур çыншăн та чи çывăх та юратнă çынсем. Атте- аннесĕр кил тăлăх  та кичем. Вĕсемсĕр пурнăç илемĕ çук . Атте—анне пурри — телей. Ахальтен мар ĕнтĕ юрӑра «Аттепе анне пулсассăн, пуринчен те эп пуян» тесе юрлаҫҫĕ. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫĕнче аннепе атте чи пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе Чӑваш Республикинче  2017 ҫула Амӑшĕпе Ашшĕн Çулталӑкĕ тесе ят панӑ.

-Ачасем,  предложенисем хушшинче  çыхăну пур-и?  Вĕсем мĕн йĕркелеççĕ? (Текст).

-Текстăн мĕнле паллисем пур? Хĕвеллĕ кластер тăватпăр.

план

абзац

тĕп  шухашĕ

Текст

тĕсĕ

тема

ячĕ

II Çěнě темăна ăнлантарни.

Текст çинчен мĕн вĕреннине аса илсе «Текст тытăмĕ» темăпа паллашатпăр.

Кашни ачана пĕрер предложени панă, вĕсем ăна черетпе вулаççĕ.

1.Атте—анне пурри — телей. 2.Атте—анне пурри — ăраскал.3. Хама çуратса ÿстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук. 4.Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăс çулĕ çине тăратнă хаклă çынсем умĕнче пуçăма таятăп.

5.Хамăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсене нихăçан та чĕререн кăлармастăп. 6. Тата çакна хушса калам. 7. Тусăм, тантăшăм! Аçупа аннÿне хисепле! 8.Вĕсемшĕн эсĕ яланлăхах ача—пăча — пĕчĕк чухне те, ÿссе çитĕнсен те, вăтам çулсене çитсен те. 9. Санăн кашни утăму, кашни ĕçÿ— аçупа аннÿ куçĕ умĕнче. 10. Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç  кÿрĕç, тĕрĕс мар утăм туни вара — хурлăх. 11. Çавăнпа та аçупа аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вĕсене нихăçан та ан кулянтар.12.  Яланлăхах ас ту: пурнăç  малалла шăвать, эсĕ çитĕнетĕн, аçу—аннÿ ватăлать.13.  Вĕсене пурнăçра куллен пулăшса пыр. 14. Пĕчĕк чухне, ача чухне панă чун ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. 15. Эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.

- Текста мĕнле ят пама пулать? (Атте-анне пурри - телей).

-Текстăн тĕп шухăшне хăш предложени палăртать? (Пĕчĕк чухне, ача чухне панă чун ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар.  Эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.)

-Предлженисен содержанийĕ уçăмлă-и? (Предлженисем пĕр-пĕринпе вĕçе-вĕçĕн сыпăнса пыраççĕ, çавăнпа вĕсен содержанийĕ уçăмлă).

- Предложени пуçламăшĕнчи   сăмахсене палăртса  тухатпăр (Атте-анне, хама, чун панă,  хамăн, тата, тусăм, вĕсемшĕн, санăн, тĕрĕс те лайăх, çавăнпа, яланлăхах, вĕсене, пĕчĕк чухне, эпир ).

Пĕтĕмлетÿ тăватпăр: Текстри предложенисене çыхăнтармалли мелсем йышлă пулаççĕ.  Çак мелсем шутне: местоименисем, кÿртĕм сăмахсем, синонимсемпе антонимсем, предлдожени тытăмĕ пĕрешкелли- кĕреççĕ.

ТЕКСТ ТЫТĂМĔ

Сыпăнчăклă

Паралеллельлĕ

Хутăш

Предлженисем пĕр-пĕ-

ринпе вĕçе-вĕçĕн сыпăн-

 са пыраççĕ, çавăнпа вĕсен содержанийĕ уçăмлă

тема – рема

               

             тема-рема

 

  тема- рема

Текстра темиçе предло-

женин теми пĕр ситуаципе, пĕр-пĕр сăнлăхпа çыхăнать

тема – рема

тема – рема

тема – рема

Сыпăнчăклă текстпа параллельлĕ текст пĕр- пĕринпе ылмашăнса пыраççĕ

III.Вĕреннине çирĕплетесси.

1). Карточкăпа  ушкăнпа ĕçлетпĕр. Пăтраштарнă пайсенчен çыхăнуллă текст тăвăр.

Анне пек сăпайлă, атте пек хăюллă

1.Атте - анне!  6. Ăслă- тăнлă çынсем  пулччăр тесе пире вăй-халне панă.  

11.Çавăнпа эпĕ аслисен сăмахне итлеме тăрăшатăп. 2.Еплерех илемлĕ, çепĕç, ытарайми чăваш сăмахĕсем! 7. Анчах та хăш чухне атте- анне каланине итлесшĕн мар эпир. 13. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă çынсене нихăçан та чĕререн кăлармăп. 3. Илемлĕхĕ пĕлтерĕшĕнче те. 12. Анне пек сăпайлă, вашават, ĕçчен, атте  евĕр тÿрĕ кăмăллă, хăюллă пулма ĕмĕтленетĕп. 8. Çамрăксем  хамăр тĕллĕн пурăнасшăн. 10. Ашшĕ - амăш пехилĕнчен иртекенĕн пархатарĕ çук тесе ахальтен каламан пулĕ. 4.Кашни ачанах шкул пĕтерсен малалла вĕренме тăван килтен тухса кайма тивет. 9. Вĕсем пире ăслă- тăнлă та пултаруллă, ырă кăмăллă, телейлĕ тăвасшăн тăрăшнине манатпăр пулас. 5. Апла пулсан та эпĕ вĕсене яланах асра тытăп.

-Предложенисенче пĕр - пĕринпе çыхăнма пулăшакан сăмахсене  палăртăр.

-Текстра мĕнле ваттисен сăмахĕ пур?

- Пехил тата пархатар сăмахсен пĕлтерĕшне мĕнле ăнланатăр?

2. Пултару ĕçĕ.  Панă сăмахсемпе тата сăмах майлашăвěсемпе  ÿкерчĕк тăрăх Çыхăнуллă текст йĕркелĕр. (Ерипен «Одинокий пастух» кĕвĕ янăрама пуçлть.)

http://dpish.edu5gor.ru/cache/f/4ffde451c08c5f2c6b61e80b136ec1e5.jpg

 Усă курмалли сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем:

Кил ăшши, пуянлăх, вăй- хал кÿреççĕ, атте- анне сăнарĕ, атте- аннерен хакли çук, ĕçчен, сăпайлă пулма, манас çук, çак куна асра тытатăп, юнашар пулса, шăкăл- шăкăл пуплесе, телейлĕ туятăп, савăк кунсем, асрах ырă сăнĕ, ăшă кулли, çепĕç чĕлхи, ачалăх, çирĕп кĕлетки, вĕрентсе каланă  сăмахĕ.

3) Кану саманчĕ.

4).  Икшерĕн ĕçлетпĕр.  Текста предложенисем çине пайласа, тивĕçлĕ чарăну паллисем лартса вулăр.

Атте-анне пурри пысăк телей

«Атте-аннерен пахи çук», - теççӗ ваттисем атте… анне… кун-çул парнеленӗ чи çывăх çынсем кашни çыншăн тăван кил, атте-анне пурри пурнăçра тĕрек пулса тăрать  çаксем çук пулсан, çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ атте - анне  кирлĕ вăхăтра ырă сĕнӳ, канаш пама пултарать  инкекре пулăшу аллине тăсать  атте- анне пуртан тавралăх та илемлĕрех курăнать,  пурнăç çине те ăшă куçпа пăхатăн вĕсем пурри — чи пысăк пуянлăх

5).  Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс   суйласа илĕр, вĕсемпе   усă курса пĕр- пĕрин валли  пехил сăмахĕсем  çырăр.

 Пехил сăмахĕсем.

1.Хаклă тусăм, эсĕ пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленетĕн. 2.Ватă çын- тăватă çын.  3.Яш ĕмĕр иккĕ килмест.4. Ырă çынпа çул та кĕске.5. Кахала кашни кун уяв. 6.Аçун чысне  çухатсан, хăвăн чысу та çухалĕ. 7. Тăван кил ăшши – чěрем тулли ырри. 8. Пĕччен пурнăç упа пурнăçĕ. 9.Анне -  кил ăшши, атте- çемье тĕрекĕ. 10. Атте- аннерен хакли тĕнчере нимĕн те çук. 11. Лаша тăват ураллă, çапах такăнать.12.Аçу - аннÿ пур чухне пыр та тутă, çипуç та питĕ.13. Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. 14. Вырăсла пĕлместĕп, чăвашла маннă. 15. Ĕнсе хыçнипе ĕç пулмасть. 16. Аçу - аннÿ чысне нихçан та ан ман.

17. Атте-анне пилĕ пурнăç парать. 18. Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ.

6) Нумай точка вырăнне кирлĕ сас палли хушса  сăвва вулăр, хăвăр сăмахпа калавласа парăр.

Атте-анне пире сыхланă

Мĕн пĕчĕкрен. мĕн ачаран

Атте-анне пире сыхланă,

Сап-сарă пушăт сăпкаран

Уксе аманасран хăранă.

Атте-анне пире юратнă,

Сиктернĕ юрă юрласа,

Юмах-халап ярса йăпатнă,

Йăпатнă шупăр каласа.

Атте-анне пире пилленĕ

Вĕçмешкĕн кăйкăр çунатне,

Чун-чĕререн шанса çĕкленĕ,

Ялан вĕрентнĕ çĕр ĕçне.

Атте-анне пире ăс панă

Ята-чыса çÿлте тытма.

Ăс-хал пани ĕçре юранă,

Юранă лайах çын пулма. (Васлей Давыдов-Анатри)

IV. Киле ĕç пани.

1.Тăванлăх сăмахĕсене чăвашла- вырăсла çырса килмелле.

2.«Атте», «анне» сăмахсем тĕл пулакан 6 ваттисен сăмахĕ тупмалла,

V. Урока пéтéмлетни.

Паян эпир мĕн  çинчен калаçрăмăр?

Паян урокра ……. аван éçленé. Ачасемпе пéрле отметка лартатпáр.

Урока Валем Ахун сăмахĕсемпе вĕçлес килет.

Тăван  çĕршыв вăл  пирĕн-

Çуралнá кил, умри йăмра.

Тăван  çĕршыв вăл  пирĕн-

Кил –çурт паран чунри хĕлхем.

 Тăван  çĕршыв вăл  пирĕн-

Асран кайми атте-анне.

Тавтапуç урокшăн. Манпа сапăр та ырă кăмăллă пулнăшăн.

Хушса пани

  1. мĕш хушса пани.

Анне пек сăпайлă, атте пек хăюллă

1.Атте - анне! 2.Еплерех илемлĕ, çепĕç, ытарайми чăваш сăмахĕсем!

3.Илемлĕхĕ пĕлтерĕшĕнче те. 4.Кашни ачанах шкул пĕтерсен малалла вĕренме тăван килтен тухма кайма тивет. 5. Апла пулсан та эпĕ вĕсене яланах асра тытăп. 6. Ăслă- тăнлă çынсем  пулччăр тесе пире вăй-халне панă.  7. Анчах та хăш чухне атте- анне каланине итлесшĕн мар эпир. 8. Çамрăксем  хамăр тĕллĕн пурăнасшăн. 9. Вĕсем пире ăслă- тăнлă та пултаруллă, ырă кăмăллă, телейлĕ тăвасшăн тăрăшнине манатпăр пулас. 10. Ашшĕ - амăш пехилĕнчен иртекенĕн пархатарĕ çук тесе ахальтен каламан пулĕ. 11.Çавăнпа эпĕ аслисен сăмахне итлеме тăрăшатăп, 12. Анне пек сăпайлă, вашават, ĕçчен, атте  евĕр тÿрĕ кăмăллă, хăюллă пулма ĕмĕтленетĕп. 13. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă çынсене нихăçан та чĕререн кăлармăп.

2-мĕш хушса пани.

Атте-анне пурри пысăк телей.

«Атте-аннерен пахи çук», - теççĕ ваттисем. Атте… Анне… Кун-çул парнеленĕ чи çывăх çынсем. Кашни çыншăн тăван кил, атте-анне пурри пурнăçра тĕрек пулса тăрать.  Çаксем çук пулсан, çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ. Атте - анне  кирлĕ вăхăтра ырă сĕнӳ, канаш пама пултарать.  Инкекре пулăшу аллине тăсать.  Атте- анне пуртан тавралăх та илемлĕрех курăнать,  пурнăç çине те ăшă куçпа пăхатăн.  Вĕсем пурри — чи пысăк пуянлăх.

3-мĕш хушса пани.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Открытый урок по теме "Работа с текстом (в плане подготовки к ЕГЭ). Основные проблемы текста. Авторская позиция. Составление вторичного текста"

Этот урок поможет учителям, готовящим детей к ЕГЭ, на любом открытом материале составить вторичный текст....

Учебный текст как фактор смыслообразования учащихся (публикации о работе с текстом учебника и текстом задачи на уроке физики) (часть 2)

               В современной педагогической науке наряду с традиционными методами обучения используются и инновационные, одним из которых являе...

Учебный текст как фактор смыслообразования учащихся (публикации о работе с текстом учебника и текстом задачи на уроке физики) (часть 1)

В современной педагогической науке наряду с традиционными методами обучения используются и инновационные, одним из которых является метод графического моделирования. В инновационном образовании ...

Урок развития речи в 6 классе «Текст .Признаки текста .Способы связи предложений в тексте".

Урок развития речи в 6 классе«Текст .Признаки текста  .Способы связи предложений в тексте". Урок разработан и проведён Петровой Натальей Николаевной, учителем  МОУ СШ № 6 Центрального района...

3-Текст. Тема текста. Основная мысль текста.

laquo;Разработки конспектов уроков русского языка для учащихся 5 классов в соответствии с требованиями ФГОС по разделу «Вспоминаем. Повторяем. Изучаем»...

Текст. Структуры текста. Способы построения текста. Методы построения текста(индуктивный, дедуктивный методы)

На уроках родного русского языка (7 класс) изучается очень интересная тема о методах постоения текста...

4 класс Текст - повествование. Характерные признаки текста - повествования. Схема построения повествовательного текста.

Формировать умения определять  особенности текста - повествования, последовательность частей в тексте; формировать умения пересказывать повествовательный текст по плану и опорным словам; развиват...