Димăпа Коля И.Штраус пултаруллăхĕпе паллашаççĕ
материал (7 класс) на тему

Петрова Антонина Геннадьевна

Готовый материал на открытый урок.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл dimapa_kolya_i.shtraus_pultarullahepe_pallashacce.docx27.52 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Димăпа Коля И.Штраус пултаруллăхĕпе паллашаççĕ.

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1).Вырăс композиторĕ П.Чайковскипе, чăваш композиторĕ Ф.Павловпа, австри композторĕпе Иоганн Штраус пултаруллăхĕпе паллаштарасси.

2).Палартнă тема çине таянса ачасен пуплевне аталантарасси, калаçу йĕркелеме вĕрентесси.

3). Икĕ сăмахлă глагол пĕрлешĕвĕсем çинчен вĕреннине çирĕплетесси.

Сăпарлăх тĕллевĕ: Классика кĕввине ăнланса итлеме, юратма хăнăхтарасси .

Аталану тĕллевĕсем: 1.музыка терминĕсене пуплевре усă курма хăнăхтарасси.

                                          2.калавăн содержанине кĕскен кластер туса калама вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем : а) учитель сăмахĕ

                                                        б) фонетика зарядки (çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени);

                                                        в) юрă ярăмĕ;

                                                        г) тишкерÿ

                                                        д) презентацисемпе ĕçлесси;

                                                        е) ачасем каласа пани;

                                                        е) музыка произведенийесене итлесе тишкерни;

                                                        ж) кĕнекепе ĕçлени;

                                                        з) кластер тăвасси;

Курăмлăх хатĕрĕсем : Ф.Павлов, П.И. Чайковскипе И.Штраус портречĕсем.

                                П.И.Чайковскин «Времена года», И.Штраусăн «Сказки Венского леса»

                               музыка хайлавĕсем;

                              Нота станĕ, хутран касса кăларнă нотăсем.

                                2 ватман А-3.

Çĕнĕ сăмахсем: 7-мĕш ĕç. 158 стр.

                                    Урокюхăмĕ.
Доска
çинче: паянхи число.

Тема: Димăпа Коля И.Штраус пултаруллăхĕпе паллашаççĕ.

«Эстрада кĕввисем вăхăтлăх.Чайковский, Минкус, Штраус хайлавĕсем яланлăхах.»

                                                                                                                       /Эпиграф./

Класа йĕркелени.

  1. а) Сывлăх сунни.

Ырă кун пултăр, ачасем.

Ырă кун пултăр, хăнасем.

       а) Дежурнăйпа калаçни, паянхи çанталăк çинчен каласа пани.

2.   Килти ĕçе тĕрĕслени.

 2-мĕш ĕç.156 стр. «Манăн юратнă юрăç» калав тумалла пулнă (4-5 ачана  вулаттаратăп)

3.Çĕнĕ темăпа ĕçлени

Паянхи урокра эпир чăваш композиторĕпе Ф.Павловпа, вырăс композиторĕ П.Чайковскипе тата австри халăх композиторĕ И.Штраус пултаруллăхĕпе паллашатпăр.

Классика кĕввине ăнланса илме, юратма хăнахатпăр.

Музыка терминĕсене пуплевре усă курма хăнăхăпăр.

Кĕнекери калавăн содержанине кĕскен кластер туса каласа пама вĕренепĕр.

-Ачасем, паян пирĕн урока музыка нотисем килнĕ. Вĕсем мĕн ятлине пĕлетĕр-и эсир ?

А) ДО нотăна стан çине вырнаçтаратпăр.

До нота çакăн пек ыйтусем илсе килнĕ.

Кĕнекери 7-мĕш ĕçпе ĕçлетпĕр. Учитель чăвашла калать, ачасем хыççăн каласа пыраççĕ.

Сăмахĕсене доска çине ретпе çыпăçтарса тухатăп. 159 стр.

Ари-оперăн юрă еверлĕ пайĕ.

Опера-юрласа,ташласа лартакан драма хайлавĕ.

Оперетта-çăмăл сюжетлă кулăшла опера. Опереттăра юрлаççĕ те, ташлаççĕ те, калаçаççĕ те.

Композитор-музыка хайлакан.

Дирижер – оркестра, хора ертсе пыракан.

Солист – пĕччен юрлакан, калакан е ташлакан артист.

Симфони - оркестрпа каламалли пысăк музыка хайлавĕ.

Балет - ташăлла, музыкăлла спектакль.

Балерина- балет артистки.

Консерватори - музыкăна вĕрентекен аслă шкул.

Ă) РЕ нота ĕç хушать.

Ачасем, эсир мĕнле кĕвве (музыкăна) килĕштеретĕр? Джаз-и, классика-и, опера-и,симфони-и, оркестр-и, эстрада кĕввине-и?

-Эстарада кĕввине, теççĕ ачасем. Мĕншĕнне ăнлантараççĕ (кĕввисем нумай, ют çĕршыврисем, пирĕн çĕршыврисем. Унпа караоке юрлама та, ташлама та пулать,кĕввисем те илемлĕ.)

Доска çинчи эпиграфа вулатпăр  /Эстрада кĕввисем вăхăтлăх. Чайковский, Штраус, Минкус хайлавĕсем яланлăх/.

Б) МИ НОТА канса илмелли ĕç хушать.

Ачасем, эпир сирĕнпе пĕрле урокра халăх юррисене те юрлатпăр. Мĕнле халăх юррисене пĕлетпĕр, аса илĕр-ха?

«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» чăваш халăх юррине юрлаççĕ.

«Во поле березка стояла» вырăс халăх юррине юрлаççĕ. Юрланă икĕ халăх юррине танлаштараççĕ: пĕрпеклĕхне , уйрăмлăхне калаççĕ.

Пĕрпеклĕхĕ – халăх юрри.

Уйрăмлăхĕ – тăсса-хăвăрт, хурлăхлă- хаваслă, ĕçкĕре-вăйăра.

В) ФА нота ĕç хушать.

Чăваш композиторĕсенчен кама пĕлетĕр? Анисим Асламас, Василий Воробьев, Герман Лебедев,Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Федор Павлов.

( Федор Павлов синчен слайд тăрăх каласа пани).- «Сăпка юррине» итлени.

Г). СОЛЬ нота ĕç хушать.

Вырăс композиторĕсенчен кама пĕлетĕр?

П.И.Чайковский пултаруллăхĕпе паллаштарни (слайд).- П.Чайковскин  «Времена года» музыка хайлавне итлени.

Д). ЛЯ нота ĕç хушать.  (157 стр.)

И.Штраус çинчен кĕнекере вуласа пĕлетпĕр. (çĕнĕ сăмахсене вулани, сасăпа, пайăн-пайăн вулани, текстра икĕ сăмахлă глагол пĕрлешĕвĕсене тупни).

Ыйтусемпе ĕçлени: ачасем ыйтăвĕсене пĕр-пĕрне параççĕ.

- И.Штраус хăш çулсенче пурăннă?

-Вăл ăçта суралнă?

-И.Штраус кам пулнă?

-Вăл мĕнле музыка хайлавĕсем çырнă?

-Хăш-хăш çĕршывсенче пулнă?

                                                           Кластер туни.

 

Композитор                                                                                                              музыкант

Дирижер                                                                                                              «Вальс королĕ»

                                                        Иоганн Штраус

16 оперетта,        (1825 - 1899)

«Летучая мышь»,                                                                                                500-е яхăн ташă

 «Цыганский барон»                                                                                        кĕввиллĕ  хайлав

                                     И.Штраус хайлавĕсем.

            Вальсĕсем: «Сказки венского леса», «На прекрасном голубом Дунае».

Штраус çинчен кластер тăрăх 2 ачана калаттаратăп.

(Штраусан «Сказки Венского леса» хайлавне итлени.)

Е). СИ нота экспресс тĕрĕслев ирттерет.

Çирĕплетсе каланисем тĕрĕс е тĕрес мар? (Доска умĕнче пĕр ача ĕçлет.)

1.Ф.Павлов-чăваш композиторĕ.

2.Ф.Павлов-«Времена года» хайлав авторĕ.

3. «Шăнкăр – шăнкăр шыв юхать» эстрада юрри.

4. «Сăпка юрри» ачасен юратнă юрри.

5. П.И.Чайковский –австри композиторĕ.

6. Ф.Павлов – «вальс королĕ».

7. И.Штраус –вырăс композиторĕ.

8. И.Штраус -«Летучая мышь», «Цыганский барон» опереттăсен авторĕ.

9.Ф.Павлов «Ялта» драма авторĕ.

10.П.И.Чайковскипе И.Штраус композиторсем – тĕнчипе паллă çынсем.

         1   2   3   4   5   6   7   8   9   10

+      .                .                   .     .   .

-            .      .        .     .  .

Ё). ДО нота сире театра кайма илемлĕ афиша тума сĕнет.

Хале эпир икĕ ушкăна пайланса ĕçлетпĕр. Сире Ф.Павловпа И.Штраус портречĕсене валеçсе паратап. Сирĕн 3минутра илемлĕ афиша хатĕрлемелле, текстне çырмалла. 1-мĕш ушкăн Ф.Павловăн «Ялта» драмине кайса курма сĕнет, 2-мĕш ушкăн Штраусăн «Цыганский барон» опереттине кайса курма сĕнет.

 Ачасен ĕçне хаклани.

 Урока пĕтĕмлетни.

Паянхи урокра мĕнле композиторсемпе паллашрăмăр?

Вĕсем çырнă хайлавсенчен хăшне ас туса юлтăр? Хăше сире килĕшрĕ?

Классика хайлавĕсене ăнланса итлемелле, вĕсем эстрада юррисенчен нумай тарăнрах, илĕртÿллĕрех.

Киле ĕç: 5, 6-мĕш ĕçсем. 159 стр.

Урока хаклани: урокра пурте лайăх ĕçлерер, маттурсем.

Ура çине тăрăр, сывă пулăр.

-Сывă пулăр, Антонина Геннадьевна, сывă пулăр, хăнасем.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация к уроку в 7 классе коррекционной школы VIII вида "Йоганн Штраус - "Король вальса" разработана Назаровой Кристиной Павловной, г.Березники

Данный материал содержит иллюстрации стран, которые посещал великий композитор, а так же в нем приведены факты из его биографии. Вы можете использовать кроссворд по жизни и творчеству Й.Штрауса и допо...

Сценарий оперетты И.Штрауса "Летучая мышь"

Этот материал предназначен для учащихся старших классов или студентов для проведения мероприятия по немецкому языку....

Т.И.Бурцева. Обучающий видео ролик к занятиям. "Штраус. Звуки весеннего вальса".

"Штраус. Звуки весеннего вальса". Составитель ролика - Татьяна Ивановна Бурцева.Ролик можно использовать на уроках музыки, внеклассных музыкальных мероприятиях, уроках по музыкальной литературе.http:/...

Игра "Пултаруллă ачасем"

Игра - конкурс для подведения итогов года "Лучший знаток чувашского языка" Каждый ученик выполняет задания самостоятельно и набирает баллы. Кто больше всех наберет баллов тот и является побе...

Иоганн Штраус в Петербурге и Павловске

Презентация с кратким описанием жизни Иоганна Штрауса в период, когда он приехал в Россию, В Петербург и Павловск. Музыку можно вставить по желанию в презентацию. Это Большой вальс, Вальс "Сказки Венс...

Урок - презентация по теме "Творчество Иоганна Штрауса".

Урок - презентация по теме "Творчество Иоганна Штрауса"...

сценарий внеклассного мероприятия "Штраус- король вальса"

Целью данного внеклассного мероприятия является развитие творческих способностей учащихся через постановку театрального проекта.  Оно охватывало учащихся 2-11 классов....