Чăваш маттурĕ (сценарий)
статья (5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 класс) на тему

Петрова Антонина Геннадьевна

Чăваш маттурĕ (сценарий)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_matture_stsenariy.docx19.28 КБ

Предварительный просмотр:

                              «Шкул  маттурĕ - 2015» конкурс сценарийĕ.

Сценарие хатĕрлекенĕ – Петрова Антонина Геннадьевна

Чăвашла  музыка янăрать.

Сцена çине ертÿçĕсем тухаççĕ.

Ертсе пыракансем пĕрле:  Сывлăх сунатпăр! Чăваш маттурне халалланă  уява пуçлатпăр.

2 вед. Эпир  ват асаттесен йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ашшине парнелесе сире çак уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр!

1вед. Чăвшлăх  сирĕнте ан чактăр

          Тăван çĕре чунтан  юратăр.

         Мухтавлă Çеçпĕл çеçкисем

         Шупашкарăн ачисем.

          Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр

         Чăваш юррийĕ ян янратăр!

        Пехил сана, чăваш ачи!

        Санра çĕршывăн пуласси!

2 вед. Сцена çине конкурсантсене чĕнетпĕр. ( Музыка янăрать).

Пĕрремĕш номер -                                                        

Иккĕмĕш номер -                                                          

Виççĕмĕш номер -                                                    

Тăвттăмĕш номер -                                                      

Пиллĕкмĕш номер -                                                      

Улттăмĕш номер -                                                        

Çиччĕмĕш номер -                                                        

Саккăрмĕш номер -                                                      

Тăххăрмĕш номер -                                                      

Вуннăмĕш номер -  

1вед.  Чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан маттур та ĕçчен, хăюллă та хастар каччăсем! Сирĕн

тăрăшуллăхупа тата тавçăруллăхупа, сирĕн пултаруллăхупа эпир мухтанатпăр.

2 вед. «Чăваш маттурĕ» конкурса пуçланă май, жюри членĕсемпе паллаштаратпăр.

1.

2.

3.

I. 1вед.  Пĕрремĕш конкурс –визитка «Хампа паллаштарам-ха». Конкурсантсем 1 минут хушшинче хăйсем çинчен каласа параççĕ. Сцена çине пĕрремĕш номерлĕ каччă тухать, кĕтсе илĕр тархасшăн.  ( ача каласа парать)

2 вед.----------------------------------------------------------------- кĕтсе илĕр, тархасшăн.

1вед.  Сирĕн умăрта   ----------------------------------------------------.

И т.д.

II. 1 вед.  Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕнче хăйĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет. Иккĕмĕш конкурсăн тĕп ыйтăвĕ тухса тăрать - «Чăваш ачин мĕнле пулмалла-ха? Конкурса килнĕ маттур ачасем Тăван çĕршыва юратни çинчен мĕнле ваттисен сăмахĕсемпе çирĕплетсе пама пултараççĕ?

2вед. Халĕ кашни ачан панă ÿкерчĕксенчи  ваттисен  сăмахĕн пуçламăшне туртса кăлармалла, вĕçне каласа пĕтермелле.

III.  1вед. Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

                 Пĕлмелли питех нумай.

                  Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр

                 Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.

Конкурсăн виççĕмĕш пайĕ «Эпир тĕл пеме пултаратпăр-и?».

 2 вед.  Халĕ конкурсантсем хăйсен хастарлăхне карçинккана çăмха персе кăтартĕç

IV.  1 вед.  Ай ,юрлар-и юррине,

                 Ай, ташлар-и ташшине.

                 Ай, калар-и сăввине

                Савăнтарар-и туссене! – теççĕ маттур ачасем «Пирĕн пултаруллăх» конкурсра.

V.   2 вед.  Хăвăртрах салтак пуласчĕ,

                    Чикĕре тăрасчĕ ман.

                    Çĕршыва савса сыхласчĕ

                     Тĕрлĕ – тĕрлĕ  тăшмантан.

1 вед.  Халĕ конкурссантсен «тавăрса хунă салтак тумне кам хăвăртрах та тирпейлĕ тăхăнма пултарнине» кăтартмалла.

2 вед. Ку «Чăваш маттурĕ - 2014» конкурсăн юлашки пайĕ пулчĕ. Халĕ вара, жюри канашланă вăхăтра, сире валли 47-мĕш вăтам шкулта вĕренкен Смирнов Антон «Çыру çырсамăр салтаксем патне» юрă юрласа парать.

1 вед. Конкурсантсене сцена çине чĕнетпĕр.

Телее кашни çын хăйне май ăнланать.Пĕри –сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ. Тепри- мул, пуянлăх пуррипе мухтанать. Тата теприсем, нумай вĕренсе пĕтĕм халăхшăн усăллă ĕç тунипе хăйне чăн телейлĕ тесе шутлаççĕ. Паянхи конкурса хутшăннă каччăсем те телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăн чăваш маттур каччисем! Тавах сире, каччăсем, сывлăхлă пулăр!

 

2 вед.  Халĕ вара, Жюрисене сăмах паратпăр.

1 вед          Харсăр,çамрăк паттăрсем,

                  Тупăшрĕç чун-чĕререн.

                       Çак уяв асра эс юл!

                   Пирĕншĕн тиветлĕ пул!

Çакăнпа пирĕн уяв каçĕ вĕçленчĕ, сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен!

       


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

сценарий последнего звонка "Сценарий многосерийного фильма"

интересный тематический сценарий последнего звонка....

Сценарий: Мастер-класс «Победи конфликт!» Сценарий: Мастер-класс «Победи конфликт!»

Сценарий: Мастер-класс «Победи конфликт!»    Сценарий: Мастер-класс «Победи конфликт!»  Цель: познакомить педагогов с опытом эффективного взаимодействия классного руковод...

разработка сценария "исторический КВН".Сценарий игры "исторический аукцион"

Сценарии "исторический КВН2и игра "исторический аукцион" способствуют к самореализации ученика, воспитание настойчивости, выдержки, способности принимать решения, т е все то, что необходимо для успеха...

Сценарий спектакля на английском языке "The magic gift". Сценарий спектакля "Волшебный дар"

Сценарий подходит для проведения предметных  недель на тему Хеллоуин, Рождество, День Святого Валентина.Мы поставили спектакль силами учащихся 7, 2, 3 классов. Выступили перед начальной школой на...

Сценарий праздника русского языка «СЛОВО О СЛОВАХ» (сценарий праздника русского языка, проведенного в рамках декады «Филология»)

Сценарий праздника русского языка   «СЛОВО О СЛОВАХ»(сценарий праздника русского языка, проведенного в рамках декады «Филология»)Щербак Е.В., МКОУ СОШ № 42013-2014 уч.год...

Сценарий праздничного концерта, посвященного международному женскому дню 8 марта «Песни весны в кругу семьи» методическая разработка мероприятия (сценарий).

Данная методическая разработка является сценарием праздничного концерта, посвящённого международному женскому дню 8 марта. В разработке представлен полный сценарий со стихами, авторами и названиями пе...