план урока в 4 классе
методическая разработка на тему
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
План урока по литературному чтению в 4 классе | 596.45 КБ |
Предварительный просмотр:
«Чăваш çĕр-шывĕ»
(4-мĕш класра ирттермелли вăйă урокĕ)
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Сăпарлăх тĕллевĕ: 1. Тăван ене юратас, унăн пуянлăхне упрас туйăма вăйлатасси.
2. Ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме
хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Чăваш çĕр-шывĕ çинчен тарăнрах пĕлÿ илесси.
Аталанÿ тĕллевĕ: Ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси, пултарулăхне аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, ЧР карти, фотоÿкерчĕксем, карточкăсем., валеçÿ хатĕрĕсем.
I.Урока йĕркелени
а) Сывлăх сунни.
Ырă кун пултăр, ачасем, урока килнĕ хăнасем! Эпĕ сире пурне те курма хавас.
Ырă кун, Людмила Петровна.
ă) - Паян класра кам çук?
- Паян класра кам дежурнăй?
II. Конкурссем ирттерни:
Слайд №3
- Ачасем, паян пирĕн пата аудиоçыру килчĕ, Атьăр-ха, ăна итлер.
Аудиоçырăва итлени
- Ачасем, çырура мĕн çинчен каланă? Кам каласа пама пултарать?
Ачасен хуравĕсем
- Кам калама пултарать, паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр?- Ачасен хуравĕсем
- Тĕрĕс, паян эпир сирĕнпе Чăваш Республики çинчен маларах вĕреннине аса илĕпĕр, паллашăпăр, хăйне май çулçÿреве тухăпăр.
Ачасем, халь эсир хутсем çине ЧР çинчен мĕн пĕлнине çырса çак карçинккана хурăр.
Слайд №5.
- Ачасем, сирĕн сĕтелсем çинче картăсем пур. Çак карта çине пăхса эсир мĕн калама пултаратăр?
III. Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарасси.
Тĕп хула мĕн ятлă? – Хусан.
Халĕ Чăваш Республикинчи хула ячĕсене вулăпăр та вырăсла куçарăпăр.
- Шупашкар – Чебоксары
- Çĕнĕ Шупашкар – Новочебоксарск
- Сĕнтĕрвăрри – Марпосад
- Етĕрне – Ядрин
- Канаш – Канаш
- Куславкка – Козловка
- Çĕрпÿ – Цивильск
- Çĕмĕрле – Шумерля
- Улатăр – Алатырь
Хуласене карта çинче тупни, слайд çинче кăтартни.
Ачасем, эпир сирĕнпе хăш хулара пурăнатпăр? (Анат Камăра).
Слайд №7
Çак картă çинче эпир Чăваш Республики мĕнле регионсемпе чикĕленнине курма пултаратпăр, каласа тухар вĕсене. (Тутар Республики, Мари Республики, Чулхула облаçĕ, Мордва Республики, Ульяновск облаçĕ)
Слайд №16
Ачасем, Чăваш Республикин те, ытти Республикăсем пекех хăйĕн патшалăх символĕсем пур. Вĕсене ку слайдра курма пултаратăр, вĕсем çинче малалла тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр.
Слайд №17
Кам пире ялав çинчен каласа пама пултарать?
Чăваш Енĕн патшалăх ялавĕ тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаҫҫĕ. Ялавăн тĕп палли — «Пурнăç йывăççи» — чăваш халăхĕн вăрăм кунçулĕн палли. Тĕксĕм хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, ҫакă ĕнтĕ халахăн авалхи йăла йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш сарă тĕс — пĕтĕм тĕнчене пурнăҫ хаваллакан Хĕвел тĕсĕ. Сакăркĕтеслĕ ҫăлтăр — чăваш орнаментĕнче питĕ анлă саралнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕҫе пĕлтерет.
Слайд № 18
Чăваш Республикин патшалăх Гербне геральдика щичĕ сăнлать, ун ҫинче чăваш ҫĕрĕ ҫинче ÿсекен "Пурнăҫ йывăçне" куратпăр. "Пурнăҫ йывăҫĕ" чăваш халăхĕ хыҫа хăварнă вăрăм истори ҫулĕн палли. Йывăҫăн тата аялти ҫурма ункăн тĕттĕм хĕрлĕ тĕсĕ халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле ăнтăлнине палăртать, ҫакă ăна хăйĕн йăлисене, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма май панă. Ҫутă сарă тĕс ҫĕр ҫинче пурне те пурнăҫ парнелекен Хĕвел тĕсĕ. Чăваш халăхĕ сарă тĕсе мĕн пур тĕс хушшинче чи хитри вырăнне хурать. Геральдика щичĕ ҫийĕн 8 кĕтеслĕ виҫĕ ҫăлтăр вырнаҫнă. 8 кĕтеслĕ ҫăлтăр чăваш эрешĕн чи анлă сарăлнă пайĕсенчен пĕри, вăл илемпе аталану шайне кăтартать. Ҫурма ункă вĕҫĕсенчи еврлесе ÿкернĕ хăмла чăваш халăхĕн тата Республикăн йăлана кĕнĕ пуянлăхĕ "симĕс ылтăн".
Слайд №19
Малалла эпир сирĕнпе Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем çинчен калаçăпăр. Сирĕн умăрта таблица. Кунти иккĕмĕш юпара çырнисем пĕрремĕш юпара çырнипе тÿр килмеççĕ.
Ачасен ĕçĕ
Слайд №20
Тĕрĕс хурав.
Халĕ вара карçинккара çырнисĕр пуçне тата мĕн çĕннине пĕлнине хушăпăр.
Килти ĕç. Хамăр хула çинчен çыру çырасси.
Пĕтĕмлетÿ.
Пирĕн хамăр çĕре упрамалла-и? (Çĕре упрамалла, тăван халăха хисеплемелле, чăваш чĕлхине юратмалла.)
Ачасен ĕçне хаклани.
Сывпуллашни.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Планы уроков (1 класс)
Планы уроков по физкультуре для 1 класса (новые стандарты). 2 часа в неделю. Третья страница в планах это обратный лист для каждой страницы....
План урока - 8 класс по чувашскому языку
Здесь дается план урока и презентация по чувашскому языку на тему "Ãслã сãмахсем" (Умные слова) для 8 класса русскоязычной школы....
План урока 9Б класса (Вторник 7 апреля ) Урок №69 "Преломление света. Физический смысл показателя преломления.Дисперсия света. Цвет тела ."
В рамках дистанционного обучения обучающимся предлагается подробный план занятия в соответсвии с учебным планом и тематическим планированием гуманитарного профиля. Занятие составлено с опрой на видео ...
План урока 9Б класса (Среда 8 апреля) Урок №70 "Поглощение и испускание света атомами ." 9Б класс (гуманитарный профиль)
Ввиду с необходимости дистанционного обучения, в соответствии с программой и планированием учебного материала, разработан подробный план занятий для учащихся гуманитарного профилия 9 класса. Использов...
План урока 9Б класса Урок № 71 «Типы оптических спектров (§ 52). Инструктаж по ОТ. Лабораторная работа № 5 «Наблюдение сплошного и линейчатых спектров испускания»
В рамках дистанционного оучения разработан план урока для 9 класса гуманитарного профиля на основе интернет ресурсов по выполнению лабраторной работы....
План урока 9Б класса (Вторник 14 апреля) Урок №72, контрольная работа "Электромагнитное поле"
В рамках дистанционного обучения, для обучающихя 9Б класса (гуманитарный профиль), составлен план занятий по выполнению контрольной работы с подбором деманнстрационного варианта....
План урока 9Б класса (Среда 15 апреля) Урок №73 "Радиоактивность. Модели атомов ."
В рамках дистанционного обучения для обучающихся 9 Б класса (гуманитарный профиль) составлен краткий план занятий с использованием платформы РЭШ....