План-конспект урока "Хĕлле" 5 класс
план-конспект урока (7 класс)

Яковлева Ирина Валерьевна

 Вырăс шкулĕнче  5-мĕш класра чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕп тĕллевĕ - ачасене чăвашсемпе чăвашла калаçса хутшăнма хăнăхтарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл 5-mesh_klasri_urok_konspekche.docx44.15 КБ

Предварительный просмотр:

 

                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                         

       Предмет: чăваш чĕлхи                                                                                                                                                           

       Шкул  : тăван (чăваш) чĕлхене начар пĕлекен е пĕлмен ачасем  валли хатĕрленĕ программăпа ĕçлекен вĕренÿ организацийĕ.

       Класс: 5 класс

      Вĕренÿ кĕнеки: Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли/ И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова. – Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 271 с.

       Раздел : Çулталăк вăхăчĕ. Хĕллехи кунсем

       Урок теми: Хĕллехи кайăксем. Кăвакарчăн

       Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок

      Урок тĕллевĕ: вуланă текст тăрăх пĕтĕмлетсе ыйтусем йĕркелени тата хуравлани; глаголсен сăпат формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарни; кайăксен пурнăçне сăнама хавхалантарни.

       ПУЛМАЛЛИ РЕЗУЛЬТАТСЕМ

       Харкамлăх результачĕсем:

Вĕренекен ачара обществăпа çут çанталăк условийĕсем улшăннине хăнăхас йăлана аталантарасси енчен тавралăха витĕм кÿме пултарнине шута илсе харпăр хăй ĕçне хаклама пĕлни.

       Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

       Вĕренекенсен çакăн пек тĕп шухăшлав шăнăрĕн никĕсĕ (логика) ĕçĕсем универсаллă (нумай енлĕ) пĕлÿ ĕç-хĕлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: объектсен (илемлĕ литература, вĕренÿ кĕнекисем, сăнарсем т.ыт.те), пулăмсен (литературăри юхăмсем, литература аталанăвенчи тапхăрсем) чи пĕлтерĕшлĕ паллисене тупса палăртни.

       Вĕренекенсен çакăн пек тĕп тĕпчев ĕçĕсем  универсаллă (нумай енлĕ) пĕлÿ ĕç-хĕлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: тĕпчев вăхăтĕнче тупнă информаципе усă курассине тата унăн тĕрĕслĕхне хаклани.

      Вĕренекенсен информаципе çакăн пек ӗҫлеме пĕлни универсаллӑ (нумай енлĕ) пĕлÿ ĕç-хĕлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: информацие ҫитермелли чи тухӑҫлӑ формӑна (литература тексчĕ, презентаци, таблица, схема) харпӑр хӑй тӗллӗн суйласа илни; тата ку е вӑл тӗллеве пурнӑҫлама ансат схемӑсемпе, диаграммӑсемпе, урӑх йышши графикӑпа тата вӗсен комбинацийӗпе хутшӑну лару-тӑрӑвне шута илсе илемлетни (иллюстрацилени).

       Вĕренекенсен чĕрĕ калаçу хăнăвăвĕсем универсаллă (нумай енлĕ) хутшăну ӗç-хӗлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: харпӑр хӑйӗн шухӑшне калаҫӑва хутшӑнакансен шухӑшӗпе танлаштарни, пӗр шухӑш тепринчен расна е унпа пӗрешкел пулнине асӑрхани.

       Вĕренекенсен харпăр хăй хальлĕн ĕçлеме хăнăхса çитни универсаллă (нумай енлĕ) йĕркелÿ ӗҫ-хĕлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: пĕтĕмлетÿсем (харпăр хăй хальлĕн, ушкăнра, ушкăнпа) тунă чухне тĕрлĕ мелсемпе уса курни.

       Вĕренекенсен харкам тӗрӗслев, кӑмӑл-туйӑмлӑ ӑс-тӑн, харпӑр хайне тата ытти ҫынсене ӑнланса хисеплени универсаллă (нумай енлĕ) йĕркелÿ ӗҫхĕлĕн пĕр пайĕ пек йĕркеленни: ĕç результачĕ ăнăçлă е ăнăçсăр пулнин сăлтавĕсене кăтартса ăнлантарни.

       Вĕренекенсен пĕрлехи ĕç-хĕл хăнăхăвĕсем йĕркеленни: сана уйăрса панă ĕçĕн пайне туни, хăв енчен паха результат кăтартни тата хăвăн ĕçне ушкăнăн ытти членĕсен ĕçĕпе килĕштерсе йĕркелени.

       Предмет результачĕсем: текст содержанине туллин, кĕскен, суйласа илсе, комментарисем туса, творчествăлла хăнăхтарусемпе каласа пани.

 

Урок юхăмĕ

  1. Урока йĕркелени
  1. Ачасене сывлăх сунни.
  2. Урок пуçламăшĕнче мĕнле кăмăл-туйăм пулнине ыйтса пĕлни.
  1. Вĕренÿ ĕçне пуçăнма хавхалантарни

2024-мĕш çул  Чӑваш енре Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталӑкӗ тесе палăртнă. Ҫут ҫанталӑка упрасси - пирӗн тивӗҫ пулнине манар мар!

  1. Килте тунă ĕçе тĕрĕслени
  • План тăрăх содержани каласа пама хатĕрленмелле.
  • «Кăсăя» ÿкерчĕк туса килмелле.

Ачасем килте пурнăçланă ĕçĕсемпе паллаштарни.

  1. Никĕсри пӗлӗве çивĕчлетни

Чăваш енри кайăксене вĕреннĕ май халăх сăнавĕсемпе усă курни. Ачасем сăнавсене вуласа ăнлантарни.

  • Кайăк чÿречерен шаккасан хăна килет.
  • Кайăксем кантăртан ир килсен часах çуркунне пулать.
  • Вĕçен кайăксем выляса вĕçсен çил тухать, шыва кĕрсен çумăр пулать.
  • Шăпчăк авăтма пуçласан купăста лартма вăхăт.
  • Пÿрт пуçне чĕкеç йăва çавăрсан – пуясса.
  1. Çĕнĕ темăна вĕрентни

     1.  Экран çинчи ÿкерчĕксем тăрăх кăвакарчăн кайӑк тупсӑмне  тупни. (Ачасен умĕнче виçĕ ÿкерчĕк. Вĕсене мĕн пĕрлештернине ăнланса илмелле.)

Кăвакарчăн  сассине итлени –  https://zvukipro.com/ptici/46-zvuki-golubya.html

     2. Урок темине палӑртни.

Доска çине пăхса ачасем саспа сăвă вулани.

Кăвакарчăн кунсерен

Кăвăлтатать чĕререн:

- Кăмăл ту, - тет мăшăрне,-

Куç хывмашкăн ман çине!)

     3.   Словарь ĕçĕпе ĕçлени.

тури чăвашсем – верховые чуваши

анатри чăвашсем- низовые чуваши

шупка кăвак – бледно-голубой

тăпăл-тăпăл – привлекательный, складный

типтерлĕ – аккуратный

çемçе – мягкий

мăшăр – пара

ÿркен – лениться

http://samahsar.chuvash.org/cgi-bin/s.cgi        

     4. Вĕренÿ кĕнекинче пана текстпа ӗҫлени. Ачасем пĕрер предложени вуласа куçарни, ăнланнине тĕрĕслени.

     5.Кăвакарчăн тĕсĕсемпе паллаштарни. Видеоролик пӑхни, сӱтсе явни.

https://ya.ru/video/preview/13771454107163024730

VI. Пĕлÿпе хăнăхăва пирвайхи хут тĕрĕслени.

     1. Ӑс-тӑн тӗпчевӗ.

Блиц-опрос «Тĕрĕс е тĕрĕс мар?»

  1. Кăвакарчăн ялта  кăна пурăнать (-)
  2. Тури чăвашсем ытларах кулюкка теççĕ (+)
  3. Анатрисем кульки теççĕ (-)
  4. Кăвакарчăн кĕлетки тăпăл-тăпăл та илемлĕ (+)
  5. Кăвакарчăн çĕр çинче утса çÿремест (-)
  6. Кăвакарчăнсем мăшăр тупса пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ (+)
  7. Кăвакарчăнсем йăвисене йывăç тăрринче тума тăрăшаççĕ (-)
  8. Тăватă эрнерен кăвакарчăн чĕпписем вĕçме те тытăнаççĕ(-)
  9. Хăш-пĕр çĕрте кăвакарчăнсене ашĕшĕн ĕрчетеççĕ (+)

-Ачасем вырăнтан тăрса хăйсен хуравĕсене вуласа пани.

-Кăвакарчăнăн ячĕ чăвашра расна пулнине палăртса хăварни.

Тури чăвашсем ытларах кульки е кулюкка теççĕ, анатрисем – кăвакарчăн.

    10) Кану саманчĕ. Сывламалли гимнастика. Ачасем ура çине тăрса вĕрентекенпе пĕрле сăвă калаççĕ, тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ.

Шăппăн çĕкленетпĕр,

Хумханса илетпĕр.

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă

Çунатпа вĕçетпĕр.

Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр

Кăвакарчăн пек сикетпĕр.

Тăххăр, вуннă – лăпланатпăр.

Шăппăн вырнаçса ларатпăр.

11) Кăвакарчăнпа çыхăннă сăмахсене асăнса хăварни.

  • кăвакарчăн куçĕ —  незабудка
  • кăвакарчăн шăтăкĕ — слуховое окно (в надворных постройках)

VII. Пĕлĕве пĕрремĕш хут çирĕплетни

1.Текстпа ĕçлени. Виççĕмĕш абзацри предложенисене пĕрремĕш сăпатран вуласа пани. (1-2 ача вулать)

     2.  Ачасене карточкăсем валеçсе пани. Текстри глаголсене тупса çырни. Ĕçсене вĕрентекен пуçтарса илсе хак пани.

Хушамат, ят

Глагол

Пурăнать, тăрантарать, пăрахкалаççĕ, ÿркенеççĕ…

 

 VIII. Тĕрĕслев. Пĕлĕве ача хăй тĕллĕн тĕрĕслени

«Кăвакарчăн» сăмахпа синквейн çырни. Доска умĕнче ĕçлени. Хатĕрленĕ сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе синквейн туни.

Кăвакарчăн

тăпăл-тăпăл, илемлĕ

кăвăлтатать, ÿркенет, вĕçет

Кăвакарчăн питĕ йăваш кайăк

                                                         Тăнăçлăх      

«Кăвакарчăн — мир кайăкĕ, шурă тĕсли — тăнăçлăх палли». Çак сăмахсене, ачасем, яланах асра тытăр.  Çĕр çинче мирлĕ пурнăç пулнинчен хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та пирĕн пуç тăрринче яланах таса тÿпе пултăр, шурă кăвакарчăнсем вĕçчĕр.

IX. Урок пĕтĕмлетĕвĕ. Рефлекси

Вĕренекенсем хăйсем урокра мĕнле ĕçленине рефлекси карточки тӑрӑх хаклани.

Рефлекси карточки

Класс

Хушамат, ят

Инструктаж. Ҫырса панă сӗнӳсене хăвӑр ирĕкпе суйласа илĕр, вӗҫлĕр

Паян эпĕ урокра çĕннине _______

илтĕм, илмерĕм

Маншăн тема___________ пулчĕ

çăмăл е йывăр

Эпĕ пур ĕçе __________________

пурнăçларăм е пурнăçлаймарăм

Урокра эпĕ __________________

активлă / пассивлă пултăм

Хамăн урокри ĕçпе эп ____________

кăмăллă/ кăмăлсăр

Урок материалĕ маншăн ________

кăсăклă, çĕнĕ, усăллă е кăсăклă мар, çĕнĕ мар, усăллă мар

X. Килте тумалли ĕç çинчен пĕлтерни

Пĕр ĕçе суйласа илме сĕнни:

  1.  «Кăвакарчăн» сăмахпа мĕнле? мĕн тăвать? ыйтуллă «Хĕвел» кластер тумалла.
  2. Кăвакарчăн  кайăка ÿкермелле е фото тумалла, каласа пама хатĕрленмелле.
  3. Кĕнекери 122-мĕш стр. 6-мĕш хăнăхтарăва пурнăçламалла.

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»

Урок с использованием  ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль  "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы.  В практический модуль входи...

План-конспект урока в 9 классе по английскому языку на тему: “British Writers”(«Британские писатели») составлен по основам УМК для 9 класса, автор УМК «English,9» Student\'s Book ,(В.П. Кузовлев, Н.М.Лапа, Э.Ш.Перегудова). Учитель английского языка Луц

Место в учебном плане: Unit 1«Reading…? Why not? » Lesson 3 «Famous British Writers»  Материал может быть использован при изучении Раздела 1 (Unit 1) на уроках разного типа:объясне...

План-конспект урока в 9 классе по английскому языку на тему: “British Writers”(«Британские писатели») составлен по основам УМК для 9 класса, автор УМК «English,9» Student\'s Book ,(В.П. Кузовлев, Н.М.Лапа, Э.Ш.Перегудова).

Пояснительная записка к уроку английского языка в 9 классе на тему «British Writers»Автор: Нестерук Елена ВикторовнаДолжность:учитель английского языкаМесто работы: МБОУ «СОШ» пгт. СиндорПредмет:...

План-конспект урока для 7 класса по немецкому языку, тема “Autos überall!” - " Автомобили повсюду!" по учебнику "Немецкий язык" 7 класс, автор учебника И. Л. Бим.

Урок позволяет проверить и систематизировать знание лексики за курс 5, 6 и 7 классов по темам "Транспорт", "Движение в большом городе", "Правила дорожного движения". В материалах к уроку имеютя: ...

Развёрнутый план конспект урока в 7 классе по теме «Cпорт. Из истории олимпийских игр» по учебнику И.Л.Бим «Немецкий язык. 7 класс».

Развёрнутый план конспект урока в 7 классе по теме «Cпорт. Из истории олимпийских игр» по учебнику И.Л.Бим «Немецкий язык. 7 класс»....