«Иванова вулать ман çěрěм-шывăм». Учебно-методический материал по творчеству К. В. Иванова
материал (8, 9, 10 класс) на тему

Иванова Лариса Николаевна

Внеклассное мероприятие, посвященное творчеству классика чувашской поэзии К. В. Иванова.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon narspi.doc63.5 КБ

Предварительный просмотр:

 «Иванова вулать ман çěрěм-шывăм»

(вырăс шкулĕнчи 8 класра  ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприяти)

1-мěш вулакан: 

Паянхи уява эпир чăваш сăвăçне, чăваш литратурин классикне К. В.  Иванова  халаллатпăр.

2-мěш вулакан: 

К. Иванов 1890-мěш çулта çу уйăхěн 15-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче çуралнă. 8 çулхи Кěçтука ялти пуçламăш шкула вěренме янă, унтан Чěмпěрти чăваш шкулне.

Тăрăшуллă та ăнкаруллă Кěçтук питě тăрăшса вěреннě. Йывăçран касса кăларма, сăрăпа ÿкерме юратнă. Йывăçран пичетлекен машинка тума пултарнă.

 3-мěш вулакан :

 1905-1907çулсенче поэт Чěмпěрти чăваш шкулěнче вěренет. Пăлхав хумне хутшăннăшăн К. Иванов вěренекен класа шкултан кăларса яраççě. Вăл Слакпуçне таврăнать.

 4-мěш вулакан:

 Шăв-шав лăпланнă хыççăн И. Я. Яковлев талантлă ачасене хăй патне пухнă. Константин Иванов вěрену кěнекисене редакцилет, калавсемпе юмахсем куçарать, укерчěксем тăвать. И. Я. Яковлев хастарлăхне кура 1908 çулта К. Ивановăн хайлавěсем 1-мěш  хут пичетленсе тухаççě. 1913 çулта вара  Чěмпěрти чăваш шкулěнче вěренекенсем «Иван Сусанин» оперăна сцена çине кăлараççě.

 5-мěш вулакан: 

Ăстаçă ÿпкепе аптраса ÿкет,  Чěмпěртен 3-мěш хут  Слакпуçне таврăнать.

 1915 çулта пуш уйăхěн 15-мěшěнче сăвăç чěри тапма чарăнать.

6-мěш вулракан:           

                                           Хаклă сăвăç, халь сан умăнта

                                           Çамрăкки те ватти те пуç таять.

                                           Юмахри пек хитрее вырăнта

                                           Ырă туйăм кашнин çуралать. (Павел Васильев)

7-мěш вулакан:               

                                           Иванова вулать ман çěрěм-шывăм.

                                            Пăлхар, француз сума сăвать ăна.

                                           Мěншěн тесен,

                                           Нарспи вилсен те –

                                           Пирěнпе çÿрет-çке яланах. (Георгий Ефимов)    

8-мěш вулакан:             

                                          Хăй халăхне этем савать пулсассăн,

                                          Вăл юратать мěн-пур халăхсене

                                          Çавăнпа вăл янраттарнă сасă

                                          Тăван пекех кěрет кашнин килне. (Георгий Ефимов)  

Чаршав уçăлать. Сцена çинче «Нарспи» поэмăпа киллěшуллěн хатěрленě декорации.

1-мěш вулакан: 

Шăнкăртатса шыв юхать

Çӳллĕ валак пуçĕнче,

Кĕмĕл пекех ялтăрать

Шывĕ хĕвел çутинче.

Кĕмĕл мерчен тухьяпа

Сарă хĕрĕ шыв ăсать,

Сарă каччă калаçса

Хăй лашине шăварать.

Çӳллĕ йăмра ăшĕнче

Кайăк юрлать юррине,

Лаши ĕçсе тăнăçем

Каччă калать сăмахне:

1- мěш курăну. Сцена çине Сетнерпе Нарспи тухаççě.

Сетнер:

«Çаплах вара, Нарспиçĕм,

Çук-ши манăн ăрăскал?

Çаплах сана ют çĕре

Илсе кайĕ-шим усал?

Ах, телейĕм çук-тăр çав,

Аçу-аннӳ пит пуян!

Хăйсен пуянлăхĕпе

Пăрăнаççĕ çук çынран».

Нарспи:

«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,

Мĕншĕн çынна ӳпкелес?

Ăçта тарса каяс-ха

Пуян атте-аннерен?

Атте-анне ухмах çав,

Мĕн каласа кăнтарас?

Мĕн тăвар-ха, кала-ха,

Мĕнле пирĕн май тупас?

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Паян туя лартаççĕ,

      …

Сетнер, Сетнер, кала-ха,

Ăçта каяс, мĕн тăвас?

Сетнер:

 «Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,

Вĕри юнлă чĕрем пур,

Ватă карчăк аннем пур,

Урхамах пек утăм пур,

Вĕсенчен те хаклăрах

      Чунăм савни эсĕ пур,

Нарспи:

— Сетнер, таврăн хăвăртрах,

Шыва анать пĕр арăм...

Сетнер:

 «Сывă пул эппин, Нарспи,

Ан ман эппин мĕскĕне!»

1-мěш вулакан: 

Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,

Вĕçсе кайрĕ килнелле.

Нарспи ăна хурланса

Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,

Хускалмарĕ вырăнтан

      Савни куçран кайиччен

Нарспи: 

«Сывă пулах, сывă пул!

Епле сана манăп-ши?

Санпа пĕрле пулмасан

Епле ютра пулăп-ши?»

Сцена çине кěвенте йăтнă хěр арăм тухать:

— Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?

Каччу ытла ватă-им?

Парнӳ ытла сахал-им?

1-мěш вулакан: 

Нарспи шывне ăсрĕ те

Килне утрĕ хуйхăрса,

Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ

Сетнерĕшĕн хурланса.

2- мěш курăну. Сцена çинче Михетерпе карчăкě.

2-мěш вулакан: 

Пӳртре ватă карчăкĕ

Вăрçса çӳрет ахалех.

Сиплет тулта Михетер

Туй кӳмине пĕчченех.

Ĕçлет ватă пуçĕпе,

Пурттипеле каскалать.

Савнă хĕршĕн тăрăшса

Пичĕ тăрăх тар юхать:

Михетер:

Çитрĕ ĕнтĕ Çимĕк те,

Хĕрĕн туйне тумалла.

Тантăшăмсем пухăнсан

Кĕçĕр туйне лартмалла».

3-мěш вулакан: 

Михетерĕн килĕнче

Сăра пичĕки кусать,

Ялти тантăш-тăвансен

Пырĕ тĕпĕ ярăнать.

Икĕ пысăк кăмака

Тĕрлĕ апат пăсланать,

Ялти тантăш-тăвансен

Тута-çăвар çуланать.

Хура пӳртре шăпăрçă

Ларать шăпăр тӳрлетсе,

Ялти çамрăк каччăсен

Ури каять çĕкленсе.

Туйăн хăватне кĕтсе

Пурте вĕçсе çӳреççĕ,

Килти пĕр чун хуйхине

Пĕртте вĕсем сисмеççĕ.

3- мěш курăну. Сцена çинче Михетерпе карчăкě, ял халăхě тата Нарспи.

    1-мěш вулакан: 

       Пирĕн ватă Михетер

Тантăшсене йыхăрать;

Унăн ватă карчăкки

Сăра йăтнă, уттарать.

Тантăш патне кĕрет те

Уçать сăра чĕресне.

Туя пыма йыхăрса

Ĕçтерет туй сăрине:

Карчăк:

— Ырă тантăш-тăвансем!

Пире хисеп тумăр-ши?

Хĕре качча паратпăр,

Турикаса утмăр-ши?

Халăх:

— Пырăпăрах, пырăпăр,

Пымасăрах юлмăпăр!

Турă пӳрсен, сывă пулсан,

Кăмăлăра татмăпăр! —

— Ыра тантăш-тăвансем,

Турикаса уттарар!

Перекетлĕ сăрана

Ĕçе-ĕçе туй лартар!

2-мěш вулакан: 

Пирĕн тăван хĕр парать,

Пире унта йыхăрать,

Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн

Урăм-сурăм туй пуçлать.

Туйне-çуйне пуçличчен

Авал чăваш йăлипе

Ваттисене асăнса

Тăкар çăкăр-тăварне:

3-мěш вулакан: 

Ваттисене асăнчĕç

Авалхисен йĕркипе,

Унтан туя пуçлама

Кĕчĕç шурă кĕлете.

Курка тулли сăрипе

Ашшĕ-амăш пехиллет,

Ашшĕ-амăш умĕнче

Хĕрĕ хурланса йĕрет.

Михетерпе карчăкě:

— Нарспи, хĕрĕм, пил сана!

Упăшкуна ан пăрах,

Аван пурăн унпала,

Тату пулăр яланах.

Итле ăна, йăваш пул,

Усал çынпа ан çыхлан,

Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,

Кирлĕ марпа ан хăтлан!

1-мěш вулакан: 

Атте-анне ӳкётлет

Хĕр куççульне юхтарса.

Шăпăр сасси чăйлатать,

Туя ячĕç пуçласа.

Чаршав.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

учебно- методический материал, сценарии внеклассных мероприятий, учебные программы

Данный материал является результатом многолетней работы педагога музыкально-теоретических дисциплин на отделении "хореографическое искусство" ДШИ. Это план-конспект открытого урока по истории хореогра...

Контрольная работа по литературе в 5 классе по творчеству М.Ю. Лермонтова, Н.В. Гоголя, Н.А. Некрасова, И.С. Тургенева, учебно-методический материал

Контрольная работа  по литературе в 5 классе по творчеству  М.Ю. Лермонтова, Н.В. Гоголя, Н.А. Некрасова, И.С. Тургенева, учебно-методический материал...

Учебно-методический материал по изучению творчества Н.В. Гоголя

Сайт - помощник в изучении жизни и творчества Н. В. Гоголя....

Апробация учебно - методического пособия «Внеурочная деятельность в школе. Народное искусство и художественное творчество. 1-4 класс. 5-8 класс». Отчёт о проделанной работе за учебный год

Отчет о работе региональной инновационной площадки за 2015-16 уч.г.  Апробация учебно - методического пособия «Внеурочная деятельность в школе. Народное искусство и художественное творчеств...

Учебно - методический материал «Дидактический материал для учащихся 7 кл. по русскому языку, тема "Служебные части речи"

Учебно - методический материал «Дидактический материал для учащихся 7 кл. по русскому языку,  тема "Служебные части речи"...

Учебно - методический материал «Тренировочный материал для учащихся 5 кл. по русскому языку, тема " Правописание личных окончаний глаголов (практикум)»

Учебно - методический материал «Тренировочный материал для учащихся 5 кл. по русскому языку,  тема " Правописание личных окончаний глаголов (практикум)»...