Литературно-музыкальная композиция
план-конспект урока (7 класс) по теме

Данный материал связан с Годом Человека Труда и приемлимо для проведения 6-7 классов

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon literaturapa_muzyka_kompozitsiye.doc64 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

Энĕшпуçĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

«Чăваш çынни - ăста çĕр  ĕçченĕ»

( Ĕç çыннин çулталăкне халалланă  литературăпа музыка композицийĕ)

Ĕçе хатĕрлекенĕ:

Вăрмар районĕнчи

Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта

чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

З.М.Дмитриева

Энĕшпуç-2016

Ăнлантару çырăвĕ

    Çак класс тулашĕнче ирттермелли мероприятине шкул ачисем валли хатĕрленĕ. Ăна Ĕç  çыннин çулталăкне халалланă, çавăнпа та  çак çул ирттерни питĕ вырăнлă пулмалла тата вĕренекенсене малашнехи пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме  те пулăшмалла.

Çак  класс тулашĕнче ирттермелли мероприятин  тĕп тĕллевĕсем:

*пĕлÿ тĕллевĕсем:

-вĕренекенсене  тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарасси

-çăкăр çĕр-пуянлăхĕ пулнине ăнлантарасси;

*сапăрлăх тĕллевĕ:

-çĕр ĕçĕ- йывăр ĕç, апла пулсан хисеплĕ пулнине ăнлантарасси;

-ачасене çăкăра хасеплеме, перекетлĕ тыткалама вĕрентесси;

-хамăр тăрăхри паллă  çынсене  пĕлмелле

*илемлĕх тĕллевĕ:

-ачасене илемлĕ литература чĕлхипе калаçассине аталантарасси;

-сăвăсене интонаципе калама хăнăхтарасси;

-ачасен пултарулăхне аталантарасси;

Мероприятие ирттерме кирлĕ хатĕрсем:

-презентаци

-кутамкка

-çăкăр

-тункатасем

-кĕреçе

-йывăç  хăмасем

Йĕппе çеç пусă  алтнă  евĕр  тертлĕ

Хĕн пурнăçра та  йывăр тÿсĕмре

Чăваш ачисене ĕçе вĕрентнĕ,

 «Юратăр,-тенĕ,- çĕр аннемĕре».

                                                                                                                          У.Яккăвĕн  «Атте-анне» поэминчен

1 ача: Кăçалхи 2016 –мĕш  çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ  Ĕç çыннин   çулталăкĕ тесе палăртнă. Паян вара эпир сирĕнпе ытларах çĕр ĕçченĕ çинчен калаçăпăр.

    Чăн малтанах çакăн пек  халап аса  килет: «..Ĕлĕк пиртен малтан çĕр çинче шултăра, çÿллĕ этемсем- улăпсем пурăннă тет. Пĕрре ярса пуссан таçта  çитиччен ярса пусатчĕç тет.

    Пĕрре çав Улăпăн ачи хире кайнă тет те хирте этемсем суха тунине курнă тет. Суха тăвакана сухи-лаши мĕнĕпех кĕсйине чиксе таврăнать тет те амăшне калать тет:

- Анне, темĕскерле сар кайăк тытса килтĕм, хирте çĕре тăрмалать,- тесе калать тет.

- Ан тив, ачам, вĕсене: эпир пĕтсен çĕр çинче çавăн пек çынсем пулĕç,- тесе калать тет амăшĕ.

Ача вара  суха  тăвакана хире кайса ячĕ тет.

2 ача: Василий Сбоев  хăйĕн  «çĕр ĕç ăстисем» хайлавĕнче çапла  çырнă:  «Кам чăвашсен тăрăхĕнче пулнă, вăл чăвашсем тавçăруллă, тăрăшуллă, маттур çĕр ĕçченĕсем  иккенне  асăрхамасăр  юлман ĕнтĕ.Хăйсен çĕр лаптăкĕсене вĕсенчен кам та пулин тислĕклемесĕр вырттармасть, тырра вăхăтра вырмасăр, йĕтем çине турттармасăр тата çапмасăр пĕр чăваш та хăварас çук….»

3 ача: Паянхи вăхăтра та механизаторсем тырă  ÿстерме кĕркуннех хатĕрленме тытăнаççĕ. Вĕсем çĕре сухалаççĕ, тырă  акаççĕ.Çуркунне анана апатлантараççĕ, кăпкалатаççĕ, çум курăксене пĕтерме им-çам сапаççĕ.Ăна пухса кĕме те нумай вăй хума тивет ял ĕçченĕн.

Юрă: «Савнă çĕр,  чăваш çĕр-шывĕ»(П.Хусанкай сăвви, Г.Лебедев кĕвви, А.Асламас юрра хывнă)

4 ача: Энĕшпуç ял истрийĕнчен….1929 çулта  Энĕшпуç ялĕнче «Аниш» ятлă колхоз йĕркеленет.Пĕрремĕш колхоз председателĕ Федоров Василий Федорович пулнă.1950-1960-мĕш çулсенче «Аниш» колхоза пысăклатаççĕ те 1965-мĕш çулхи çуркунне «Авнгард» совхоз туса хураççĕ. Унта юнашар ялти Атайкассинчи - «Сталь», Хуруйĕнчи- «Пионер», Урнар ялĕнчи- «Победитель», Саруйĕнчи-«Труд» ятлисем кĕреççĕ.

5 ача: Пирĕн  ялта паллă çĕр ĕçченĕсем нумай, вĕсем хăйсен ĕçĕнче палăрнă.Вĕсенчен пĕри- Николаев Владимир Алексеевич, 1936-мĕш çулта çураплнăскер. Вăл 1937 –мĕш çулта ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем  тунăшăн «За трудовую доблесть» медаль , 1976-мĕш çулта вара- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ текен хисеплĕ ята тивĕçнĕ.Пенсие тухсан та вăл чылай вăхăт хушши тăван «Аниш» ятлă колхозра вăй хунă.

6 ача: Хальхи вăхăтра та çĕр ĕçне чунтан юратса тăвакан  механизаторсем пур.Вĕсем кăна мар, паянхи пурнăç таппипе пырсан вĕсене фермерсем теççĕ. Юлашки цифрăсем: пирĕн ялта 990 çын  пурăнать, пурĕ-440 хуçалăх.Фермерсем-5.Ялта трактор-машина таврашĕ пурĕ-15, мотоблок-30 яхăн. Шултра мăйркаллă выльăх пурĕ--287, вĕсен шутĕнче ĕне- 135, сурăх- 901. 

 7 ача:   Пирĕн вара пĕр çемье пирки каласа хăварас килет- Александрова(Сарапаева) Татьяна Николаевна çемйи пирки.Вĕсем çемйипех ялта тĕпленсе пурăнаççĕ: хăйсем çине тăнипе тата патшалăх пулăшу панипе «Сарапаева» ятлă хресчен( фермер) хуçалăхĕ ертсе пыраççĕ.Вĕсен хайсен ферма пур, унта 9 ĕне, 8 сурăх, 25 чăх-кăвакал усраççĕ.Çăмăлах мар ялти хуçалăха тытса пыма: ирех тăрса ĕне кайса сумалла, выльăх-чĕрлĕхне апатлантармалла… Унсăр пуçне вĕсен çемйи- нумай ачаллă çемье- пурĕ 5 ача:2 хĕр те 3 ывăл, пĕри тепринчен пĕчĕккĕ.Йывăрлăхсене пăхмасăрах хресчен(фермер) хуçалăхĕ аталанать. Ахальтен мар ĕнтĕ И.Я.Яковлев хăйĕн Халалĕнче çапла каланă: «Юратса пикенсе ĕçлесен чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма пулать;- тенĕ.

8  ача: Валентин Лукша сăмахĕсем питĕ тĕрĕс те витĕмлĕ

Этем ĕмĕрĕ çапах

Пуринчен те вăрăмрах.

Ыр ĕçсем тăвать пулсан

Çын вилмест вăл нихăçан.

Унăн ячĕ манăçмасть,

Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать.

9 ача: Вут çинчи пек хĕрÿ вăхăт пулсан та  чăвашсен авăн уйăхĕнче канса илмелли йăласем тупăннă.Вĕсенчен пĕри-асра юлмалли- çĕнĕ çăкăра чыс туни.

Çăкăр! Ытла асамлă-çке çак сăмах! Унăн пурнăçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сăмах та çитес çук. Вăл çĕр-анне паракан хаклăран та хаклă ырлăх, пуянлăх.Çынсем çăкăр тытса хăйсен чи çывăх тăвансемпе юлташĕсем умĕнче тупа тăваççĕ. Ахальтен мар пурте ун умĕнче пуç тайса «çăкăртан асли çук» тенĕ.

1 ача: «Çăкăр» ятлă сăвва вулать

Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

Çĕн çăкăр куратăп умра.

Ун пичĕ- тин тухнă хĕвел.

Сасартăк çуталчĕ тĕпел.

Шăпланчĕ пÿрт ăшĕ пĕр си.

Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ,

Савса хăналаççĕ: астив.

Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.

Вăл-сăкăр.

Ун ячĕ çÿлте.

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ÿте.

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».

Саккун пек вăл пулчĕ ялан.

Юрă «Анне  пĕçернĕ çăкăр»

 2 ача: Çак самантра Ленинград блокадине тÿссе ирттернĕ çынсем çинчен калас килет. Тăшман Ленинград хулине пур енчен те çавăрса илнĕ. Апат-çимĕç, шыв çукки халăха  пурăнма май паман. Блокада 900 куна пынă. Хулара 850 пин çын вилнĕ.Ĕçлекен çынсене кунне 250 гр., ыттисене вара-125 гр. çăкăр тивнĕ.

Халĕ сире блокада вăхăтĕнчи 11 çулхи хĕр ача Таня Савичева дневникĕпе паллаштарасшăн.

(Хурлăхлă кĕвĕ янăрать)

3 ача:

Девять страничек. Страшные строки.

Нет запятых, только черные точки.

Пусто  и тихо в промерзшей квартире,

Кажется, радости нет больше в мире.

Если бы хлебушка всем по кусочку,

Может, короче дневник был на строчку.

«Маму и бабушку голод унес.

Нет больше сил, и нет больше слез.

Умерли дядя, сестренка и брат

Смертью голодной»… Пустел Ленинград.

Умерли все. Что поделать. Блокада.

Голод уносит людей Ленинграда.

Тихо в квартире. В живых только Таня.

В маленьком сердце столько страданья1

Умерли все. Никого больше нет.

Девочке Тане 11 лет.

Я расскажу вам, что было потом.

Эвакуация, хлеб, детдом.

Где после голода, всех испытаний

Выжили все, умерла только Таня.

Девочки нет, но остался дневник,

Детского  сердца слезы и крик.

Дети мечтали о корочке хлеба,

Дети боялись военного неба.

Этот дневник на процессе Нюрнбергском

Был документом страшным и веским.

Плакали люди, страницы читая,

Плакали люди, фашизм проклиная.

Танин дневник- это боль Ленинграда,

Но прочитать его каждому надо.

Словно кричит за страницей страница:

 «Вновь не должно повториться!»

4 ача: Çапла вара, çăкăр пулсан- эпир те сывă, çĕр-шыв та малалла аталанать.

5 ача: Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене еплерех пĕлнине тĕрĕслер-ха: эпĕ пуçлăп, cирĕн вара вĕçлемелле пулать.

*Ир тăнă кайăк…выçă вилмен.

*Ĕçчен çынран…ĕç хăрать

*ÿркенмен…ăста пулнă

*Мĕн акнă…çав шăтать

*Ĕçчен çыннăн ….ыйхи кĕске

*Хырăм выçмасăр….çăкăр  ан тыт

*Ĕçрен ан хăра…. вăл хăй санран хăратăр

*Ĕçне тумасăр… ан мухтан

*Ĕç çеклет….ÿркев ÿкерет

6  ача: Тупмалли юмах та нумай чăваш халăхĕн. Паянхи тĕл пулура вара  тыр-пул çинчен калаканнисене парăпăр.

-Пĕр йывăç çинче çĕр çирĕм çăмарта(вир)

-Йĕтĕр-йĕтĕр йĕтĕрпи, йĕтĕр тăрри шерепи(сĕлĕ)

-Виç кĕтеслĕ  пÿртĕм пур, тухса кĕме шăтăк çук.(хура тул)

-Кукăр – макăр турат пур, турат çинче кукăль пур, кукăлĕнче-çăмарта(пăрçа)

-Пуçĕ пысăк, мăйĕ çинçе, сарă  пурçăн тутăр çыхнăскер(хĕвел çаврăнăш)

Пĕчĕк инсценировка.И.Я.Яковлевăн «Кулачă» калавĕ тăрăх

(Ашшĕпе ачи.Ашшĕ пасара кайма хатĕрленет)

Ача:Атте, паян  пасартан кулачă илсе кил-ха.(Ашшĕ тухса каять, ачи вылять)

(Ашшĕ пасартан килсен)

Ачи: Атте, кулачă илсе килтĕн-и?

Ашшĕ: çук, паян май килмерĕ.

Ачи: ыран  илсе кил вара

Ашшĕ(хутаççа çăкăр чиксе хурать): Атя, ачам, кăк кăклама.

Ашшĕ: Акă, ачам,  çак кăксене кăкла,çăкăрна пĕртте ан пăх, вăл хăех кулачă пулса выртать

Ачи: Юрĕ, атте.(Кăклать-кăклать те çăкăрне пырса пăхать.Çăкăр кулачă пулман.

Хырăм та выçрĕ ,çăкăртан  халĕ те кулачă пулман.Эй, тек чăтса пулмасть.Çием-ха çăкăрнех.(çăкăра касать те тăвар сапса çиет.

Ача: Ай-ай, тутлăланса кайнă.Çăкăр  кулачăран та тутлă.

(Ашшĕ пасартан килет)

Ашшĕ: Ну, ывăлăм,    çăкăр кулачă пулчĕ?

Ачи: Тĕсĕ кулачă тĕслĕ пулмарĕ те, тутти кулачăран та аван.

Ашшĕ: Çапла çав, ачам, ĕçлесе çисен сăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ

7 ача: Ĕçчен çын ăста пулнă . Çавăн пек çын çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пирĕн пурнăç.Чăваш çыннин   чи хаклă ырă  енĕ-ĕçченлĕх.Çак пархатарлă туртăм кашни чăваш ачинче пулсан- тем пекехчĕ.Вара пуласлăх та тĕреклĕ пулĕччĕ.

8 ача:

 Йĕппе çеç пусă  алтнă  евĕр  тертлĕ

Хĕн пурнăçра та  йывăр тÿсĕмре

Чăваш ачисене ĕçе вĕрентнĕ,

 «Юратăр,-тенĕ,- çĕр аннемĕре»,- çапла çырнă Ухсай Яккăвĕ хăйĕн «Атте-анне» поэминче.

9 ача: Кашни çын   хăйĕн  ĕç вырăнĕнче пулса çĕр-шыва малалла ярать. Хăйсен мухтавлă ĕçĕпе çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм халăх хисепне тивĕç. Пирĕн вĕсене тав тумалла.

                             Юрă: «Тавах сире, атте-анне»


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Литературно-музыкальная композиция "Военной песни негасимый свет..."

Материал может быть использован к Дню защитника Отечества или 9 Мая...

Литературно-музыкальная композиция к Дню Победы

Литературно-музыкальная композиция в сопровождении презентации. Достаточно важный момент в представлении - это перестроения. Доступна и интересна любой возрастной группе учащихся....

Литературно-музыкальная композиция "Память сердца"

Всё дальше и дальше уходит от нас в глубь прошлого Великая Отечественная война. Всё меньше её живых свидетелей и участников. Придёт время - и мы будем узнавать о событиях и людях военных лет только из...

Литературно-музыкальная композиция "Человек поднялся в небо"

Литературно-музыкальная композиция "Человек поднялся  в небо" разработана в рамках проведения недели, посвященной  Дню космонавтики....

Презентация литературно-музыкальной композиции "Романса трепетные звуки" (Век нынешний и два минувших)

Презентация литературно-музыкальной композиции может быть использован во внеурочной работе с учащимися среднего и старшего возраста...

Методическая разработка «Сорок черный год» (литературно-музыкальная историческая композиция)

История России показывает, что двигателем общественных сил в тяжелые для государства времена становится патриотизм к Родине, своему народу, к лучшим национальным традициям, что воплощалось в стремлени...