Петр Пильщиков пултарулăхĕ
статья на тему

Васикова Ирина Севастьяновна

Калавсем

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon p._pilshchikov_pultarulahe.doc131.5 КБ

Предварительный просмотр:

КИВ, САВРЁШРИ ТĔП ШКУЛ

«КИВ, САВРЁШ +ЫРАВ+ИСЕМ» ЯРЁМРАН

ВАСИКОВА И. С. ПУХСА ХАТ,РЛЕН,

2014

ЯЛА ТАВРĂНСАН

Эпĕ ял хуçалăх институтĕнче вĕренетĕп. Экзаменсем парса пĕтертĕм те киле, тăван яла, аттепе анне патне вĕçсе ӳкес пек васкарăм. «Ракета» çине лартăм та шыв тăрăх, чăнах та, кайăк пек вĕçетĕп. Атăл сарăлса кайнă, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Кама тата сарлакарах. Лайăш патĕнче тинĕсре пынă пек туйăнать. Пĕр енчи çыран таçта кайса çухалнă, курăнмасть. Тепĕр çыран хĕррипе илемлĕ ялсем курăнса лараççĕ. Мечĕтсен, чиркӳсен çутă тăррисем таçтанах курăнаççĕ. Илеме пăхса савăнса пыма питĕ кăмăллă. Акă, Кама урлă кĕпер курăнса кайрĕ. Этем тем те тума пултарать, иçмасса. Нумай пулмасть кунта паромпа каçаттăмăр, халь машинăсем вĕçтереççĕ кăна.

Пристане çитсен автовокзала васкарăм, унта çитсе хамăр района каякан автобус çине лартăм. Халĕ киле çитесси нумай юлмарĕ. Хуларан тухсан, урăх тĕнчене лекнĕ пек чун уçăлса кайрĕ. Йĕри-тавра тинĕс пек тырă хумханать. Улăхра ĕне кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Ялсем те самай çĕнелнĕ. Нумайрах кирпĕчрен тунă капăр çуртсем, шкулсем, культура çурчĕсем курăнса лараççĕ. Яла çитрĕм. Пирĕн ял та самай улшăннă. Яла кĕнĕ çĕрте çĕнĕ кĕпер туса хунă. Унта йывăç кĕперччĕ. Урама асфальт сарнă. Çуртсем те илемлĕн курăнса лараççĕ.

Килте анне кăначчĕ. Атте шофер, киле час таврăнмасть. Станцирен тĕрлĕ япаласем турттараççĕ. Анне питĕ савăнчĕ. Мана чей вĕретсе ĕçтерчĕ. Эпĕ çул çинче ывăннипе канма выртрăм.

Каçхи апат çисен, çамрăксем пуçтарăнакан вырăна юлташсене тата хамăн савнине Маринăна курас тесе тухса утрăм. Унта самаях çамрăк пуçтарăннă. Эпĕ Маринăна шыратăп. Вăл эпĕ килнине пĕлнĕ ĕнтĕ. Ман пата пырса сывлăх сунчĕ. Эпир хамăр ялан ларакан йăмра айне кайса лартăмăр. Калаçа-калаçа çутăлма пуçланине те сисмен. Автансем авăтма пуçларĕç. Савнин тăваттăра ĕне сума каймалла. Вăл дояркăра ĕçлет. Васкаса килне кĕрсе тумне улăштарса тухрĕ те лагерь еннелле утрăмăр. Хĕр юлташĕсем те пĕрлешрĕç. Лагере çитсен пурте хăйсен ĕнисем патне саланчĕç. Эп хурал пӳртне кĕтĕм. Унта Павăл пичче хуралçă телевизор курса ларать.

– Аван-и, Павăл пичче?

– Аван-ха, Володя шăллăм. Мĕнле сывлăху, вĕренӳ мĕнле пырать?

– Лайăх...

Çапла Павăл пиччепе калаçса лартăмăр.

– Шăллăм, акă эпĕ ватă çын ĕнтĕ. Мĕн кăна курман. Ак, телевизор пăхатăп та тĕлĕнсе каятăп. Пирĕн çĕршыв хими япалисем кăна кăларать-шим? Ялан порошок та порошок, унтан экрана çӳç хупса хурать, каллех шампунь, тута сăрламалли. Тĕлĕнмелле. Ĕлĕк кино умĕн «Новости дня» кăтартатчĕç. Унта Совет Союзĕнче ăçта завод хăпартни, ГЭС, хула, ялти çитĕнӳсем çинчен кăтартатчĕç. Халь çук. Тата концерт кăтартаççĕ. Мĕн ахăраççĕ вăл артистсем? Эпĕ сăмахĕсене те ăнланмастăп, кĕввине те ăнланма çук. Хĕсĕннĕ качака пек çухăраççĕ. Мĕне пĕлтерет ку?

Эпĕ унпа килĕшрĕм, хурав вара тупаймарăм.

Хĕрсем ĕнисене суса пĕтерчĕç. Эпĕ Павăл пиччепе сывпуллашса уйрăлтăм та хĕрсемпе ялалла уттартăм. Ялта кĕтӳ хăвалама пуçланă. Маринăсен амăшĕ те ĕнине хăваласа кайрĕ. Эпир пĕр-пĕрне чуп туса, тутлă ыйхă сунса уйрăлтăмăр. Киле çитсен мĕн курнине, илтнине аса илсе тутлă ыйха путрăм. Тутлă çав ыйхă тăван ялта.

 192, «Сувар» хаçат: 52 (730), Категори: Çунатлă çамрăклăх

КĂРЧАМА ÇЫРЛИ МЫСКАРИ

Пирĕн пата Ташкентран мăнаккасем хăнана килчĕç. Эпир ун чухне пĕчĕкчĕ-ха. Вĕсем хăйсемпе килте тунă кăрчама илсе килнĕ. Кăрчамине темшĕн çырларан тунă, чие çырли пек тĕхĕмлĕ. Вĕсем çиелтен юхтарса пирĕн килтисене, тăвансене хăна турĕç. Юлнине, çырлине, таз çине ярса пусма çине кăларса лартрĕç. Эпир, ачасем, компот çырли тесе тытăнтăмăр çиме. Çисе тăрантăмăр та ыттине кил картишне сапрăмăр, ăна, паллах, чăхсем çирĕç. Ак хайхи, эпир, ачасем, ӳсĕрĕлме пуçларăмăр, куçсем иккĕлле кăтартаççĕ. Юрлас килет. Пăхатпăр – чăхсем темле уткалаççĕ, автан çине-çине авăтать, чăххисене хăвала пуçларĕ, лешсем тараççĕ, хăшĕсем чикеленсе каяççĕ. Вĕсем те çуначĕсене çапса темле сасă кăларма пуçларĕç. Тата пирĕн йытă Бобик уласа вĕрет. Вăл та çав çырлана çинĕ иккен. Эпĕ пăхатăп та – ман умра икĕ йытă. «Ăçтан тепри килнĕ?» – тетĕп. Хăвалама тытăнтăм та – алă йытта лекмест. Эпĕ хамăр йытта иккĕлле курнă иккен, манăн йăмăксем ахăлтатса кулаççĕ. Вĕсем те аванах «хĕрнĕ». Ыталашса темле юрă юрла пуçларĕç. Автан пĕр вĕçĕмсĕр авăтать, чăхсем кăтиклетеççĕ, йытă уласа вĕрет. Мăнакка тухрĕ те ахăлтатса кулать. Вăл ăнланчĕ кунта мĕнле «ĕçкĕ-çикĕ» пынине. Пӳртрисем те тухрĕç, пурте кулаççĕ. Эпир те кая юлмастпăр.

Çапла пĕрремĕш хут ĕçмесĕр ӳсĕрĕлнĕччĕ.

 

: 250, «Сувар» хаçат: 42 (720), Категори: Çырусен страници

Пĕве хĕрринче

Калав

Çулла. Çумăр çуманни пайтах пулать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Шăрăх. Шăрăхран шыва кĕрсе çеç хăтăлма пулать. Ача-пăча кунĕпех пĕвере шăмпăлтатать. Урам пушах курăнать.

Эпир те Кĕркури пиччепе (кӳршĕпе) кăшт ĕçленĕ хыççăн уçăлас тесе шыв хĕрне антăмăр. Вăл ачасем шывра чăмса вылянине, çыранран сикнине пăхса ларчĕ те пуçларĕ калавне: «Ара, мĕн кăна пулса иртмен ача чухне. Эпир те вăрçă пĕтсен хиртен е утă тавăрса килсен тӳрех шыва чăматтăмăр. Пĕррехинче

Куля чупса пычĕ те пуçхĕрлĕ сикрĕ. Пăхатпăр, шыв çинче унăн урисем пăлтăртатса тăраççĕ. Мĕн пулнă? Кăшт тăрсан, шывран кăвак тăм чăмăркки сиксе тухрĕ. Вăл пуçĕпе шыв тĕпĕнчи кăвак тăма тăрăннă иккен. Пичĕ тăрăх тăм юхса анать. Хăй аран сывлать. Макăрса яманни çеç.

Вăл вăхăтра пирĕн аялтан тăхăнмалли йĕм таврашĕ пулман. Хĕр ачасен те çавах. Çавăнпа та эпир пĕр енчен, хĕрсем тепĕр енчен кĕреттĕмĕр. Пĕр-пĕринчен вăтаннă. Халь авă пурте пĕрле шăмпăлтатаççĕ. Пĕрре çапла утă тавăрса килтĕмĕр те шыва кĕретпĕр. Хуларан килнĕ пĕр хитре кăна хĕр пурччĕ. Шыв айĕнчен кайса, çавăн урисене кăтăкласа пăхас-ха терĕм. Çитсе урисене тĕкĕнтĕм çеç – вăл ман пуçа урисемпе рак пек хĕстерчĕ те хучĕ. Эпĕ ни сывлаймастăп, ни кăшкăраймастăп, вăл хĕстерет те хĕстерет. Пĕтĕм вăя пухса çемçе çĕртен чĕпĕтрĕм. Вăл ман пуçа вĕçертрĕ. Эпĕ пуçа шывран кăлартăм кăна, вăл мана татах шыва чикет. Аран чăмса тухрăм, çерем çине кайса выртрăм. Турра асăнтăм – урăх ун пек нихăçан та хăтланмăп терĕм. Вăл: «Ну как, нормально?» – тесе кăшкăрать. Ăçта унта, аран сывласа выртатăп.

Пĕррехинче эпир хĕр ачасенчен маларах пăрçа çулса килтĕмĕр те шыва сикрĕмĕр. Вĕсем килчĕç те пирĕн кĕпе-йĕмсене пуçтарса мунчана кайса хучĕç (ун чухне мунчасем çырма хĕрринчеччĕ). Хăйсем пĕр хускалмасăр çырма хĕрринче симĕс пăрçа çисе лараççĕ. Эпир шывран тухаймастпăр, ара, çаппа-çарамас-çке-ха. Тутасем кăвакарса кайрĕç, чĕтретпĕр. Вĕсем ним пулман пек лараççĕ. Юрать лашасене шыва кĕртме пысăкрах ачасем килчĕç. Хĕр ачасем хăйсен енне кайрĕç. Эпир савăнса мунчаналла чупрăмăр.

Кулăшла япаласем яланах пулатчĕç. Тепринче, эпир шыва кĕнĕ вăхăтра, Карачăм мучисен йытти Санюкăн йĕмне выля-выля çурса пĕтернĕ те таçта сĕтĕрсе кайса пăрахнă. Санюк тухрĕ шывран, шăлаварĕ çук. Аллипе хуплакаласа килне макăрса кайрĕ. Эпир кулатпăр.

Шыв айĕнчен кам инçерех ишсе каймалла выляттăмăр. Ваççа пек инçе каяканни çукчĕ. Вăл ишме те çăрттан пек ишетчĕ. Лашапа ĕçлекен арçын

ачасем лашисене шыва кĕртетчĕç. Эпир çума пулăшаттăмăр. Унта хӳрисенчен тытса шыв тăрăх чăматтăмăр. Лашасем савăнса (хартлатса) тулхăрса тăратчĕç. Хирте вĕт вĕсене пăвансем ăнран янă.

Çапла, ачалăх çак çырмари шыв пек юхса иртсе кайрĕ. Халь асăнмалăх çеç юлчĕ. Мĕн чухлĕ савăнмалли те, хурланмалли те пулнă. Çапла пулмалла ĕнтĕ вăл. Пурнăçра пурте пĕрре çеç пулать. Урапа пĕр йĕрпе кусмасть. Нумайрах савăнса юлмалла», – вĕçлерĕ сăмахне Кĕркури пичче. Эпир те кайса шыва кĕрсе çăвăнтăмăр, уçăлтăмăр та килелле утрăмăр.

ТУПМАЛЛИ

ЯЛА ТАВРĂНСАН......................................................2

КĂРЧАМА ÇЫРЛИ МЫСКАРИ.................................5

Пĕве хĕрринче.....................................................6


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Гаврил Кореньков пултарулăхĕ

Ку презентаципе Г. Кореньков пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ

Петĕр Хусакай пултарулăхне 7-мĕш класра вĕреннĕ чух усă курма хатĕрленĕ презентаци...

Читательская конференция "Куçма Пайраш пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ"

Статья по итогам читательской конференции учителей чувашского языка и литературы Моргаушского района Чувашской Республики...