Внеклассное занятие по чувашской литературе
план-конспект занятия (8 класс) по теме

Захарова Марина Анатольевна

Внеклассное занятие по чувашской литературе

К. Ивановăн «Нарспи» поэми – чăваш поэзийĕн ахахĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл narspi_poema_-_chavash_poeziyen_ahahe.docx30.67 КБ

Предварительный просмотр:

Внеклассное занятие по чувашской литературе

К. Ивановăн «Нарспи» поэми – чăваш поэзийĕн ахахĕ

Захарова Марина Анатольевна,

учитель родного языка и литературы

первой квалификационной категории

МБОУ «Новоильмовская СОШ»

Черемшанского муниципального района

Республики Татарстан

I. «Нарспи» ятлă видеоклип курасси.

-Мĕн куртăр?

-Курни çинчен мĕн шутлатăр?

II. Темăпа тĕллевсене палăртасси.

III. Калаçу

- К. Ивановăн «Нарспи» хайлавĕ пĕрремĕш хут хăçан тата ăçта пичетленсе тухнă?

-Константин Иванов «Нарспи» поэмăна 18 çулта чухне çырнă. Çав вăхăтра вăл Чĕмпĕрти И.Я. Яковлев уçнă шкулта вĕреннĕ. Вун саккăрти çамрăк каччă, аслă шкулта та вĕренсе тухман, çавăн пек чаплă произведени çырса чăваш поэзине çÿлти шая çĕклет, чăваш литературин пĕрремĕш классикĕ пулса тăрать. Сирĕн шутăрпа «Нарспи» поэма мĕн çинчен?

-Тĕрĕс, анчах ку кăна та мар.  Чăвашсен  йăли-йĕрки шăнарласа тăрать поэмăна.Поэмăна вуланă май мĕнле йăла-йĕркесем çинчен çырнине тĕл пулатпăр?

-Ачасем, «Нарспи» поэма çинчен тем чухлĕ вăхăт калаçсан та калаçса пĕтереймĕн. Тĕпчĕвçĕсем те паянхи кун та-ха хайлава тишкерсе пĕтереймеççĕ. «Нарспие» тĕпчекен статьясем кашни çулах пичетленеççĕ. Хайлава 100 çул ытла каялла çырнă пулсан та, вăл халĕ те витĕмлĕ, эпир ăна юратса вулатпăр, вĕренетпĕр. «Нарспи» поэма чăвашла кăна мар, вырăсла, тутарла, пушкăртла, акăлчанла тата та нумай чĕлхепе янрать.

-Кам «Нарспи» поэмăна пĕрремĕш хут вырăсла куçарнă? Кам ун тăрăх пĕрремĕш драма çырса сцена çинче лартнă?

-«Нарспи»  поэмăпа «пĕрремĕш» теекен сăмах яланах çумăн. Чăвашсен пĕрремĕш опери те «Нарспи» ятлă.

-Кам тата миçемĕш çулта «Нарспи» оперăна  çырнă?

-Чăвашсен пĕрремĕш мюзиклĕ те «Нарспи» ятлă. Миçемĕш çулта ăна лартнă? Мюзикл валли кĕввине кам çырнă?(2008ç., Николай Казаков, Борис Чиндыков)

IV. «Нарспи» поэмăна сцена çинче лартасси.

-Эпир те паян «Нарспи» поэмăна сцена çинче сăвăлла та, юрласа та, ташласа та янратса пăхас терĕмĕр.

1. Силпи ялĕ. Сарă хĕр.

1-мĕш хĕр ача:

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен,

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса,

Сивĕ куççулĕпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

Путăксемпе, варсемпе

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.

Анчах мĕнле йĕрсен те,

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара.

Ачи-пăчи выляса

Чупса çӳрет урамра. 

2-мĕш хĕр ача:

         Ешĕл курăк хушшинче

      Сап-сарă чечек ӳсет,

      Аслă Силпи ялĕнче

      Нарспи ятлă хĕр ӳсет.

Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек.

Явăнаççĕ хыçалта

Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.

Утса-утса пынă чух

Шăнкăртатать тенкисем.

Куçĕсемпе пăхнă чух

Каччăн чĕри çĕкленет,

Çӳхе тути кулнă чух

Каччăн чунĕ çемçелет.

Хирти сарă чечеке

Ăшă куçпа кам пăхмĕ?

Ун пек лайăх хитре хĕре

Мĕнле каччă юратмĕ?

3-мĕш хер ача:

    Одуванчик ярко-желтый
    Средь травы цветет в степи
    А в Сильби растет девица
    С редким именем Нарспи.
    На лицо она прекрасна,
    Как цветочек полевой.
    Очи — черные агаты —
    Блещут силой огневой.
    Вьется локон своевольный,
    От косы спускаясь вниз.
    В лад с походкою девичьей
    Раздается звон монист.
    Лишь окинет парня взором —
    Затрепещет сердце в нем;
    Улыбнется — переполнит
    Душу негой и теплом.
    Кто приветливо не взглянет
    На цветок родных полей?
    Кто, красавицу увидев,
    Не вздохнет потом по ней?

 4-мĕш хĕр ача:

       Хĕвел анса ларсăнах

Питне çăвать, шăлăнать,

Вăййа тухма шӳлкеме

Кăкăрĕ çине çакать,

Шăнкăр-шăнкăр теветне

Хулпуççи урлă ярать,

Хĕрлĕ пурçăн тутăрне

Хĕрле çавăрса çыхать.

Вăйăсенче ун сасси

Кайăк сасси евĕрлĕ,

Ахăлтатса кулнă чух

Çирĕп çын ку темелле.

Вăйă саланичченех

Савăнтарать сассипе.

(Нарспипе ытти хĕрсем вăйă карти тăваççĕ, юрлаççĕ , çĕрĕ памалла выляççĕ)

Хурǎн çулçи, хурǎн çулçи,

Хурǎн çулçи çурǎлсан,

Килет вǎрман,килет вǎрман,

Килет вǎрман илемĕ.

Хурǎн çулçи, хурǎн çулçи,

Хурǎн çулçи тǎкǎнсан,

Каять вǎрман, каять вǎрман,

Каять вǎрман илемĕ.

Хĕрсем вǎййа, хĕрсем вǎййа,

Хĕрсем вǎййа тухсасǎн.

Килет урам, килет урам,

Килет урам илемĕ.

Хĕрсем вǎйран, хĕрсем вǎйран,

Хĕрсем вǎйран кĕрсессĕн.

Каять урам, каять урам,

Каять урам илемĕ.

 -Атьǎр вǎйǎ выляр!

- Атьǎр, атьǎр выляр!

-Эпĕ çĕрĕ паратǎп.  

   Вĕт вĕлтĕрен айĕнче

   Сарǎ кайǎк чĕппи пур.

   Эс те чипер эп те чипер

   Чǎн чиперри сик те тух!

Миша тухать. Куçусене хуп.

- Миша, çĕрĕ камра?

-Павǎлта.

-Çук, пĕлеймерĕ!

-Мĕн тутарǎпǎр?

-Ташă ташлаттаратпăр

Ташă «Шăнкăртатса шыв юхать»

 

Ангелина:

Ирех тăрать, тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçăн çип илет те

Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;

Е çĕлеме ларать те,

Çĕвви шăрçа пек пулать —

Сӳс хӳреллĕ хурçă йытă

Пĕр кĕрет те пĕр тухать;

Е пир тĕртме ларать те

Вылянтарать ăсине;

Е хултăрчă тытать те

Çипне тиет çĕррине;

Е сак çинчи кушакĕ

Питне çăва пуçласан,

Апат хатĕр хăнашăн

Алли-ури çăмăлран...

Аван иртрĕ пурăнăç

Хĕрĕн çулĕ туличчен,

Ашшĕ килне хăтана

Çичĕ ютран киличчен.

2. Инсцинировка «Çимĕк каçĕ»

Ангелина:

Шăнкăртатса шыв юхать

Çӳллĕ валак пуçĕнче,

Кĕмĕл пекех ялтăрать

Шывĕ хĕвел çутинче.

Кĕмĕл мерчен тухьяпа

Сарă хĕрĕ шыв ăсать,

Сарă каччă калаçса

Хăй лашине шăварать.

Çӳллĕ йăмра ăшĕнче

Кайăк юрлать юррине,

Лаши ĕçсе тăнăçем

Каччă калать сăмахне:

 Сетнер:

     «Çаплах вара, Нарспиçĕм,

Çук-ши манăн ăрăскал?

Çаплах сана ют çĕре

Илсе кайĕ-шим усал?

Ах, телейĕм çук-тăр çав,

Аçу-аннӳ пит пуян!

Хăйсен пуянлăхĕпе

Пăрăнаççĕ çук çынран».

Нарспи:

«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,

Мĕншĕн çынна ӳпкелес?

Ăçта тарса каяс-ха

Пуян атте-аннерен?

Атте-анне ухмах çав,

Мĕн каласа кăнтарас?

Мĕн тăвар-ха, кала-ха,

Мĕнле пирĕн май тупас?

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Паян туя лартаççĕ,

Хушăлкари пуянпа

Манăн туя пуçлаççё.

Тăшман ытла хаяр тет,

Епле унтан хăтăлас?

Сетнер, Сетнер, кала-ха,

Ăçта каяс, мĕн тăвас?

Сана тем пек юратса,

Савса эпĕ пурăнтăм.

Анчах çапах çак куна

Çамрăк пуçăмпа куртăм».

Сетнер:

«Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,

Вĕри юнлă чĕрем пур,

Ватă карчăк аннем пур,

Урхамах пек утăм пур,

Вĕсенчен те хаклăрах

Чунăм савни эсĕ пур,

Анчах сана та паян

Туртса илен тăшман пур,

Вăл тăшмана пĕтерме

Икĕ вăйлă аллăм пур,

Анчах, ăна пĕтерсен,

Унран усал тĕнче пур.

Хăвăн кăмăлу пулсан

Лашам çине лартăттăм,

Аяккаллах ку ялтан

Вĕçĕттĕм те кайăттăм».

Нарспи:

 «Сетнер, таврăн хăвăртрах,

Шыва анать пĕр арăм...

Чун савнипе калаçса

Уйрăлассăн туймарăм.»

Сетнер:

 «Сывă пул эппин, Нарспи,

Ан ман эппин мĕскĕне!»

Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,

Вĕçсе кайрĕ килнелле.

Нарспи ăна хурланса

Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,

Хускалмарĕ вырăнтан

Савни куçран кайиччен:

«Сывă пулах, сывă пул!

Епле сана манăп-ши?

Санпа пĕрле пулмасан

Епле ютра пулăп-ши?»

Алена Михлеева:

- Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?

Каччу ытла ватă-им?

Парнӳ ытла сахал-им?

- Терĕ арăм çитрĕ те.

Нарспи шывне ăсрĕ те

Килне утрĕ хуйхăрса,

Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ

Сетнерĕшĕн хурланса.

3. Инсцинировка «Туй»

Тăхтаман(Коля):

«Мĕн кĕçĕнрен ӳстертĕм

Çак тарана çитерме,

Ĕнтĕ паян юлашки

Ĕçĕм пултăр хĕрĕме.

Ÿсрĕ çитрĕ, пулчĕ хĕр —

Пуян упăшка кирлĕ,

Упăшкине тупрăмăр —

Кӳми лайăхрах кирлĕ.

Çитрĕ ĕнтĕ Çимĕк те,

Хĕрĕн туйне тумалла.

Тантăшăмсем пухăнсан

Кĕçĕр туйне лартмалла».

Нарспи: 

- Çичĕ ютран килчĕ ют

Атте килне хăтана.

Сарă хĕре çураçать

Çичĕ ютри пуяна.

Атте-анне, ан васкăр,

Тата пĕр çул тăрăр-ха,

Пĕртен-пĕрех хĕрĕре

Тата пĕр çул усрăр-ха.

Ангелина:

Атте-анне ӳсĕрпе

Хĕрне итлес темерĕ,

Каччи пуян тенипе

Хĕрĕн чунне пĕлмерĕ. —

Ватă чун та хытнă чун,

Хытса кайнă кĕççе çав.

Михетер карчăкĕ (Оля):

       - Ырă тантăш-тăвансем!

Пире хисеп тумăр-ши?

Хĕре качча паратпăр,

Турикаса утмăр-ши?

Алена Михлеева:

       - Пырăпăрах, пырăпăр,

Пымасăрах юлмăпăр!

Турă пӳрсен, сывă пулсан,

Кăмăлăра татмăпăр!

Оксана:

       Пирĕн тăван хĕр парать,

Пире унта йыхăрать,

Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн

Урăм-сурăм туй пуçлать.

Туйне-çуйне пуçличчен

Авал чăваш йăлипе

Ваттисене асăнса

Тăкар çăкăр-тăварне:

«Ват аттесем, аннесем,

Ырă курăр çăтмахра,

Пирĕн çăкăр-тăварсем

Пулччăр сирĕн умăрта.

Пирĕн савнă Нарспие

Парăр ырă пурăнăç,

Парăр унăн телейне

Ырăлăхпа савăнăç!»

Михетер:

       - Нарспи, хĕрĕм, пил сана!

Упăшкуна ан пăрах,

Аван пурăн унпала,

Тату пулăр яланах.

Михетер карчăкĕ:

Итле ăна, йăваш пул,

Усал çынпа ан çыхлан,

Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,

Кирлĕ марпа ан хăтлан! —

Ангелина:

Хĕвел тухнă-тухманах

Тĕтĕм кайрĕ ял çинче.

Куçне уçнă-уçманах

Чăваш ларать мунчинче.

Çимĕк кунĕ йăлипе

Çынсем мунча кĕреççĕ,

Çимĕк курăкĕпеле

Çан-çурăмне хĕртеççĕ.

(Ват аттесем, аннесем

Çапла хушса хăварнă.)

Çапла паян чăвашсем

Мунча кĕрсе тасалнă.

Çĕнĕ кĕпе-йĕмпеле

Тухрĕç вĕсем урама,

Тухрĕç вĕсем ерипе,

Утрĕç ирех туй курма.

Николай:

— Акă туй та акă туй,

Пирĕн туйсем çаплалла! —

 Алена Михлеева:

     «Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Шăппăн-шăппăн лармашкăн

Шăпчăк чĕппи мар эпир!»

Мила:

     «Сывă пулччăр, пур пулччăр,

Ача-пăчаллă пулччăр;

Ырă-тату пурăнччăр,

Усал сăмах ан илтчĕр.

Ĕçер-çиер, тăвансем,

Ĕмĕр пĕрле пурăнар!

Хĕрпе качча юратса

Атьăр шепрех туй тăвар!»

Ташă

       

 4. Инсцинировка «Вăрманта»

     

Сетнер:

      «Хура вăрман, сĕм вăрман,

Мĕншĕн хытă шавлатăн?

Савни пекех юрласа,

Вилнĕ чуна вăрататăн?

Тĕттĕм вăрман, сĕм вăрман,

Ан ултала тăлăха.

Савни пекех юрласа

Ан хăварсам хурлăха.

Аслă вăрман, сĕм вăрман,

Мана чăнне кала-ха!

Мĕскĕн чуна шеллесе,

Чун савнине кăтарт-ха.

Анчах утать кунталла

Ман паталла хĕрарăм:

Ырă Турă, çырлахсам!

Нарспи, Нарспи, эсĕ-им?»

Юрă «Саншăн кăна»

     Нарспи:

Саншăн кăна

Çичĕ ютра тунсăхпа асаплантăм.

Саншăн кăна

Çичĕ ютра шанăçа çухатмарăм.

Сансăр пурнăç пулмĕ мана

Ахăмах тĕнчере.

Нихăçан, никам

Уйăраймĕ тек халь пире.

       Сетнер:

Илтсем сассуна

Сĕм вăрман варринче,

Уçăлчĕ тÿпе,

Сирĕлчĕ вăрман савăнса.

        Нарспипе Сетнер:

Нихăçан, никам

Уйăраймĕ тек халь пире.

Иксĕмĕр пĕрле, пĕр-пĕрин çумĕнче

Хурлăхра, савнăçра, тамăкра, çăтмахра.

V. Пĕтĕмлетÿ.

-Поэмăра Нарспипе Сетнер шăпи телейсĕр вĕçленет, анчах эпир хамăрăн спектакле Нарспипе Сетнер иккĕшĕ пĕрле пулнă самантпа вĕçлеме шутларăмăр, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕншĕн яланах сывă.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное занятие по литературе на базе школьного музея народного быта "Прикосновение к истокам" ( Фольклорные мотивы в русской литературе".

Интерактивная игра в форме Турнира двух славянских племён - Березовичей и Кленовичей, позволяющая закрепить понятие "фольклорные мотивы в русской литературе", сформировать живое представление о...

Внеклассное мероприятие на тему: «Тӑван ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи чӑваш литератури» («Развитие чувашской литературы в период Великой Отечественной войны»).

Разработка внеклассного мероприятия на тему: "Развитие чувашской литературы в период Великой Отечественной войны"....

Конспект внеклассного занятия на чувашском языке Цивильская ярмарка

Занятие на чувашском языке, для учащихся среднего звена....

Внеклассное мероприятие по чувашскому языку и литературе "Родной язык - душа народа"

21 февраля весь мир отмечает Международный день родного языка.   В этот день  МБОУ  « Староильмовская СОШ»  совместно с  сельской библиотекой провели день зан...

Презентация к уроку по родной (чувашской)литературе "Творчество чувашского писателя Ю Скворцова"

Презентация предназначена к уроку в 7 классе по чувашской литературе по рассазу Ю.Скворцова "Вяхирь"...