Ыйтуллă предложенисем
план-конспект урока (7 класс) на тему

Орлова Светлана Вячеславовна

Урок чувашского языка в 7 классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konspekt_k.v.ivanov.doc100.5 КБ

Предварительный просмотр:

7-мĕш класра ирттермелли уçă урок йĕрки

Тема: «Ыйтуллă предложенисем»

Эпиграф: Ун ырă ячĕ вĕçĕмсĕр пырать.

                  Ик хĕрĕх çул та иртĕ, пиллĕк те...

                  Паян чысра вăл аслă çĕр-шывра,

                  Ыран ăна тĕнче тÿпи кĕтет.

(В. Станьял)

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: чăвашсен классикăлла сăвăçин К.В.Ивановăн пултарулăхне хаклама вĕрентесси, „Нарспи“ поэма чĕлхин илемлĕхне туйма вĕрентесси, чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.  

Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашсен классикăлла сăвăçин К.В.Ивановăн пултарулăхĕпе паллаштарасси, чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи ыйтуллă предложенисем хушшинчи уйрăмлăха асăрхасси, ыйтуллă предложенисемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: вĕренекенсен шухăшлавне аталантарасси, хăйсен шухăшне ирĕклĕн пĕлтерме хăнăхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, кластер, поэма сыпăкĕпе ĕçлесси, тишкерÿ, ыйту-хурав, калаçу, предложени, икĕ енлĕ дневник, суйлавлă вулав, пĕтĕмлетÿ, куç хусканăвĕ, хускану саманчĕ, каласа пани.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: 

  1. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли / И.А.Андреев, Р.И.Гурьева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011. – 48-50 с.
  2. Компьютер
  3. Проектор
  4. Экран
  5. Доска
  6. К.В.Иванов портречĕ
  7. „Нарспи“ поэма кĕнеки
  8. Валеçÿ материалĕ

Словарь ĕçĕ:

  1. Çĕрме пуян – очень богатый человек
  2. Кама пÿрнĕ – кому ещё досталась (такая дочь)
  3. Кĕмĕл тенкĕ – женские украшения из серебра
  4. Сĕт-турăх – молочные продукты
  5. Сăра-пыл – мёд и пиво

Урок планĕ:  I. Класа йĕркелесси – 3 мин.

                  II. Килти ĕçе тĕрĕслесси – 3 мин.

                  III. Çĕнĕ тема вĕрентесси – 16 мин.

                  IV. Вĕреннине çирĕплетесси – 14 мин.                

                  V. Урока пĕтĕмлетесси – 7 мин.

                  VI. Киле ĕç парасси – 1 мин.

                  VII. Ачасен ĕçне хакласси – 1 мин.

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелесси.

1) Сывлăх сунасси:

- Ырă кун пултăр, ачасем.

- Ырă кун пултăр, вĕрентекен.

- Ырă кун пултăр, хăнасем.

Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр

Урок пырать ку класра.

Эп çыратăп, эп вулатăп,

Калаçатăп чăвашла.

Эй, савнă тусăм,

Кăшт итле-ха эс мана,

Эп пĕлетĕп, эп пĕлетĕп чăвашла!

2) Дежурнăйсемпе калаçасси:

В: Паян класра кам дежурнăй?

- Паян класра эпир дежурнăй.

В: Паян класра кам çук?

- Паян класра … çук, ыттисем пурте пур.

В: Паянхи çанталăк çинчен итлетпĕр.

Д:(ачасем каласа параççĕ)

В: Маттур, ачасем, ларма пултаратăр.

II. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

а) Местоименисен ушкăнĕсене аса илесси (ыйту местоименисем, çуклăх местоименисем, паллă мар местоименисем).

ă) Ачасем панă местоименисене ушкăнсем çине пайлаççĕ.

Кам – никам – такам

Мĕн – нимĕн – темĕн

Ăçта – ниçта – таçта

Хăçан – нихçан – тахçан

Мĕнле – ним(ĕн)ле – тем(ĕн)ле

Хăшĕ – нихăшĕ – тахăшĕ

Тахăшĕ, мĕнле, нихçан, таçта, нимĕн, кам, нихăшĕ, темĕнле, хăçан, ниçта, мĕн, такам, хăшĕ, нимĕнле, тахçан, ăçта, темĕн, никам.

б) Ачасем килте местоименисем усă курса хатĕрленĕ предложенисене вуласа параççĕ.

III. Çĕнĕ тема вĕрентесси.

1) Умĕнхи калаçу. Ачасем мозаика пуçтараççĕ.

- Камăн портретне куратăр?

- К.В.Иванов çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?

2) Кластер тăвасси

                          „Нарспи“ поэма               Сăвăçă

              Юмахсем                К.В.Иванов                Куçаруçă

                           И.Я.Яковлев          Чĕмпĕр шкулĕ

3) Урок темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштарасси

К.В.Иванов – чăвашсен классикăлла сăвăçи. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Вăл çыравçă та, куçаруçă та, ÿнерçĕ те, фотограф та. К.В.Иванов сăвăсе, юмахсем, „Нарспи“ поэма çырнă. Паян урокра К.В.Иванов пултарулăхĕпе паллашăпăр, „Нарспи“ поэма сыпăкĕпе ĕçлĕпĕр, ыйтуллă предложенисене тишкерĕпĕр.

- Урок эпиграфĕнчен мĕн пĕлтĕр?

4) Вĕренекенсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллаштараççĕ (монолог).

5) Хăнăхтару пурнăçласси

Предложенисенчи сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарăр

1. çуралнă, К.Иванов, Республикинче, Пушкăрт.
2. Ятлă пулнă, ашшĕ - Ваçинкка, амăшĕ – Евдокия Васильевна.

3. Шкулĕнче, чăваш, Константин, Чĕмпĕрти, вĕреннĕ.
4. вĕрентнĕ, ăна, Иван Яковлевич Яковлев.
5. Константин, çырнă, «Нарспи» поэма, юмахсем,  сăвăсем.
6. иллюстрациленĕ, Иванов, чăваш букварьне.
(Чĕлхене начартарах пĕлекен ачасем валли)

Предложенисенчи пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартăр
1. К.Иванов ... çуралнă.

А) Пушкăрт Республикинче

Ă) Чăваш Республикинче

Б) Тутар Республикинче

В) Чĕмпĕр облаçĕнче

2. Ашшĕ - ... , амăшĕ – Евдокия Васильевна ятлă пулнă.

А) Микулай

Ă) Ваçинкка

Б) Элекçей

В) Хветĕр

3. Константин Чĕмпĕрти ... шкулĕнче вĕреннĕ.

А) вырăс

Ă) çармăс

Б) чăваш

В) пушкăрт

4. Ăна ... вĕрентнĕ.

А) Петр Николаевич Осипов

Ă) Мефодий Иванович Денисов

Б) Николай Иванович Ашмарин

В) Иван Яковлевич Яковлев

5. Константин  ... , юмахсем, сăвăсем çырнă.

А) „Салампи“ повесть

Ă) „Нарспи“ поэма

Б) „Сарпике“ балет

В) „Айтар“ драма

6. Иванов чăваш букварьне  ... .

А) пичетленĕ

Ă) туяннă

Б) çырнă

В) иллюстрациленĕ

6) Куç хусканăвĕ (слайд)

7) „Нарспи“ поэмăри „Сарă хĕр“ сыпăкăн пĕрремĕш пайĕпе ĕçлесси.

- сыпăка итлесси, йĕрлесе пырасси

Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ӳсет,

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ӳсет.

Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек.

Явăнаççĕ хыçалта

Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.

Утса-утса пынă чух

Шăнкăртатать тенкисем.

Куçĕсемпе пăхнă чух

Каччăн чĕри çĕкленет,

Çӳхе тути кулнă чух

Каччăн чунĕ çемçелет.

Хирти сарă чечеке

Ăшă куçпа кам пăхмĕ?

Ун пек лайăх хитре хĕре

Мĕнле каччă юратмĕ?

Хĕвел анса ларсанах

Питне çăвать, шăлăнать,

Вăййа тухма шӳлкеме

Кăкăрĕ çине çакать,

Шăнкăр-шăнкăр теветне

Хулпуççи урлă ярать,

Хĕрлĕ пурçăн тутăрне

Хĕрле çавăрса çыхать.

Вăйăсенче ун сасси

Кайăк сасси евĕрлĕ,

Ахăлтатса кулнă чух

Çирĕп çын ку темелле.

Вăйă саланичченех

Савăнтарать сассипе.

Ирхи çăлтăр хăпарса

Йăл-йăл кулать тӳпере.

Хăйĕн ашшĕ килĕнче

Нарспи канлĕ çывăрать:

Ырă тĕлĕксем курса

Тĕлĕкре те савăнать.

 

Ирех тăрать, тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçăн çип илет те

Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;

Е çĕлеме ларать те,

Çĕвви шăрçа пек пулать —

Сӳс хӳреллĕ хурçă йытă

Пĕр кĕрет те пĕр тухать;

Е пир тĕртме ларать те

Вылянтарать ăсине;

Е хултăрчă тытать те

Çипне тиет çĕррине;

Е сак çинчи кушакĕ

Питне çăва пуçласан,

Апат хатĕр хăнашăн

Алли-ури çăмăлран...

Аван иртрĕ пурăнăç

Хĕрĕн çулĕ туличчен,

Ашшĕ килне хăтана

Çичĕ ютран киличчен.

    Одуванчик ярко-желтый

    Средь травы цвететв степи

    А в Сильби растет девица

    С редким именем Нарспи.

    На лицо она прекрасна,

    Как цветочек полевой.

    Очи — черные агаты —

    Блещут силой огневой.

    Вьется локон своевольный,

    От косы спускаясь вниз.

    В лад с походкою девичьей

    Раздается звон монист.

    Лишь окинет парня взором —

    Затрепещет сердце в нем;

    Улыбнется — переполнит

    Душу негой и теплом.

    Кто приветливо не взглянет

    На цветок родных полей?

    Кто, красавицу увидев,

    Не вздохнет потом по ней?

   

   Только сядет солнце — время

    К хороводу выйти ей;

    Вмиг умоется, повесит

    Шельгеме на грудь скорей;

    На плечо накинет звонкий

    Свой теветь одним броском;

    Лоб по-девичьи повяжет

    Алым шёлковым платком.

    Запоет ли в хороводе —

    Будто пташка-соловей;

    Захохочет — всякий скажет:

    Нет девицы здоровей!

    Этот голос всех пленяет,

    В играх слышен он всегда...

    Занялась заря, улыбку

    Шлет последняя звезда.

    И Нарспи в родимом доме

    Безмятежно, мирно спит.

    Сон ей снится легкий, светлый,

    Радость, счастье он сулит.

   

    А с утра Нарспи в работе,

    Всё спорится, что ни взять:

    Или с песней ярким шёлком

    Начинает вышивать;

    Иль берется шить и бойко

    Мелким бисером строчит, —

    Пес стальной с хвостом кудельны

    То нырнет, то вверх взлетит;

    Иль засядет ткать и ловко

    Заиграет челноком;

    Иль - за скальницу, и цевку

    Намотает мигом с холм;

    Иль, когда на лавке кошка

    Станет лапкой рыльце мыть,

    Ждет гостей она желанных,

    Стол большой спешит накрыть...

    Хорошо жила девица

    До положенных годов,

    До поры, пока в дом отчий

    Не прислал жених сватов.

- ыйтусем çине хуравласси

1. Нарспи мĕнле хĕр?

2. Автор Нарспие мĕнпе-мĕнпе танлаштарать?

- икĕ енлĕ дневник тăвасси

Автор

Эпĕ мĕнле ăнланатăп

Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,

Хирти сарă чечек пек

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек

Вăйăсенче ун сасси

Кайăк сасси евĕрлĕ

- „Хĕр - чечек“ ÿкерчĕкпе ĕçлесси (1-мĕш ушкăн)

Хĕр мĕнле-мĕнле пулма пултарать? (ăслă, илемлĕ, çÿллĕ, сăпайлă, ĕçчен ...)

- „Куç - шăрçа“ ÿкерчĕкпе ĕçлесси (2-мĕш ушкăн)

Куç мĕнле-мĕнле пулма пултарать? (кăвак, хура, хăмăр, симĕс, ăшă, ачаш ...)

- „Сасă - кайăк“ ÿкерчĕкпе ĕçлесси (3-мĕш ушкăн)

Сасă мĕнле-мĕнле пулма пултарать? (çепĕç, шăп, вăйлă, илемлĕ...)

  •  Чем являются словосочетания чечек пек, шăрçа пек, кайăк сасси евĕрлĕ (сравнение)
  • К.В.Иванов Нарспи илемне чечекпе, шăрçапа, кайăк сассипе танлаштарать. П.Сизов, Э.Юрьев, Праски Витти художниксем Нарспи илемне çапларах кураççĕ (картинăсемпе паллашни). Ку вăл çыннăн тулаш илемĕ. Кунсăр пуçне чун илемĕ пур.

Çыннăн шалти илемне мĕн палăртма пултарать? (Ырă кăмăл, сăпайлăх, ĕçченлĕх)

8) Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси (пуçламăшне кура ачасен вĕçлемелле)

А) Ĕç çынна илем кÿрет

Ă) Ĕç – пурнăç илемĕ

Б) Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр

В) Кам ĕçлемест, çав çимест

Г) Ĕç кахала юратмасть

9) Хускану  саманчĕ

Уҫă ҫилě вěрчě, вěрчě.

Пит-куҫа вăл уҫăлтарчě,

Йывăҫа та хумхантарчě.

Майěпен вара лăпланчě.

10) „Сарă хĕр“ сыпăкăн малалли пайĕпе ĕçлесси (кĕнекери 50-мĕш страница)

- Вĕрентекен вуласси.

- Словарь ĕçĕ: экран çинчи сăмахсене вулаççĕ, куçараççĕ, пĕлтерĕшĕсене ăнлантараççĕ, вĕрентекен вырăсла вулать – ачасем чăвашла,

- Ачасем мăшăрăн вуласси (пĕр ача вулать, тепри итлет, йăнăшсене тÿрлетет).

- Сасăпа вуласси.

Нарспи ашшĕ Михетер

Çĕрме пуян пурăнать.

Вăл хăй хĕрне юратать,

Нарспийĕпе мухтанать:

«Ман хĕр пекки камăн пур?

Кама пӳрнĕ ун пек хĕр?

Пушмак çук-и хĕрĕмĕн?

Çӳрет-и вăл тенкĕсĕр?

Силпи ялĕ ĕмĕрне

Ун пек хĕрсем курас çук!

Пĕр чăваш та хăй хĕрне

Михетер пек пăхас çук!

Михетере мĕн çитмен?

Мĕнĕм çук-ши çуртăмра?

Кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир

Сахал-ши-мĕн çӳпçемре?

Тырă-пулă туллиех

Ишĕлмест-и кĕлетре?

Çу, сĕт-турăх, сăра-пыл

Тулли мар-и нӳхрепре?»

Нет богаче Мигедера

    По окрестности по всей;

    Дочь он любит и гордится

    Красотой Нарспи своей:

    «Кто имеет дочь такую?

    Где такая рождена?

    Башмаков ли нет у дочки,

    Ходит без монист она?

    Нет, таких девиц вовеки

    Не видать селу Сильби!

    Никакой чуваш не сможет

    Холить дочь, как я Нарспи!

    В чём нужда у Мигедера?

    Кто в округе мне подстать?

    В коробах просторных мало ль

    Серебра, сукна, холста?

    В закромах зерна — до крыши,

    Не один такой амбар!

    Масла, сыру, пива, меду

    Не полны ли погреба?»

- Поэма сыпăкĕнчен ыйтуллă предложенисене тупса вуласси.

- Правило аса илесси, вырăс чĕлхинчи ыйтуллă предложенисен пулăвĕпе чăваш чĕлхинчи ыйтуллă предложенисен пулăвне танлаштарасси.

11) Диалог йĕркелесси (ачасем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне тишкерсе, правило усă курса диалог йĕркелеççĕ)

1) Кам вăл К.В.Иванов?

2) К.В.Иванов мĕнле произведенисем çырнă?

3) К.В.Иванов произведенийĕсене ытти халăх çыннисем пĕлеççĕ – и?

4) Нарспи ĕçчен хĕр – ши?

5) Эсир „Нарспи“ драма е опера курнă – и?

IV. Вĕреннине çирĕплетесси

Кроссворд шутлани

1) К.В.Иванов юратнă вырăс поэчĕ

2) К.В.Иванов мĕн иллюстрациленĕ?

3) К.В.Иванов ... Республикинче çуралнă

4) Нарспи çуралса ÿснĕ ял ячĕ

5) „Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă“ – мĕн вăл?

6) Нарспи ашшĕ мĕн ятлă?

1

Л

Е

Р

М

О

Н

Т

О

В

2

Б

У

К

В

А

Р

Ь

3

П

У

Ш

К

Ă

Р

Т

4

С

И

Л

П

И

5

Й

Ĕ

П

6

М

И

Х

Е

Т

Е

Р

V. Урока пĕтĕмлетесси

1) Калаçу

2015 çул – литература çулталăкĕ, Чăваш Республикинче – К.В.Иванов çулталăкĕ. К.В.Иванов çуралнăранпа кăçал 125 çул çитрĕ. Ку çулталăкăн хăйĕн эмблеми пур. К.В.Иванов – чăвашсен классикăлла сăвăçи. Унăн произведенийĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, чĕлхи пуян, сăнарĕсем чĕрĕ, содержанийĕ тарăн шухăшлă. Поэта хисеплесе Шупашката 2 палăк лартнă, пĕр урам, библиотека, музей, театр ятне панă. К.Иванов ячĕпе укçа, марка кăларнă.

2) Рефлекси

VI. Киле ĕç парасси

1) Правило аса илесси

2) „Нарспи“ поэмăран 10 ыйтуллă предложени çырса илесси

3) К.В.Иванов çинчен каласа парасси

VII. Ачасен ĕçне хакласси


По теме: методические разработки, презентации и конспекты