8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"
план-конспект урока (8 класс) по теме

Константинова Лариса Федоровна

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_varmanesem.docx19.58 КБ

Предварительный просмотр:

                                  8 класс

Урок  теми: Чăваш вăрманěсем.

Тěллевěсем: 1. Вырăс чěлхинчен йышăннă сăмахсене тěрěс çырма вěрентесси. Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси; хамăр тăрăхра ÿсекен йывăç ячěсене аса илсе, çирěплетсе хăварасси. Куçару хăнăхěвěсене аталантарасси

                        2.Йывăçăн çын пурнăçěнчи пěлтерěшне куçпа курма, чунпа туйма вěрентесси.

                        3. Çут çанталăка юратма хăнăхтарасси.

Урока кирлě хатěрсем: мультимеди проекторě, тěрлě слайдсем,вěренÿ кěнеки.

Урок юхăмě:

  1. Урока йěркелени.Пěр-пěрне сывлăх сунни.
  2. Фонозарядка. Учитель  йывăç ячěсене вырăсла калать, ачасем ушкăнпа чăвашла калаççě.

   Дуб-юман;      клен- вěрене;    береза-хурăн;    осина- ăвăс;    черемуха- çěмěрт;    сосна-хыр;    орешник-шěшкě;       рябина- пилеш;     калина-палан.

Вěрентекен:  Çак йывăçсем пурте пирěн вăрмансенче ÿсеççě. Вăрман пире строительство материалě, мěн чухлě мăйăр, кăмпа, çырла, эмел курăкě парнелет, çынсене хăйěн илемěпе савăнтарать.Çавăншăн вăрмана пирěн тав тумалла. Ăна упраса хăварас тесен унăн пурнăçне лайăх пěлмелле.

  1. «Чăваш вăрманěсем» текстпа ěçлесси.

Вěрентекен:   Кěнекесене 190 стр. уçатпăр. Текст вăçěнче словарьпе паллашатпăр.

  1. Вěрентекен çěнě сăмахсене вулать. Ачасем вěрентекен хыççăн  калаççě. Çěнě сăмахсемпе предложенисем тăваççě.
  2. 1-меш, 2-мěш абзаца вěрентекен вулать.
  3. Ачасем вулаççě.
  4. Мăшăрла ěçлеççě. Вырăсла пěр-пěрне каласа параççě.
  5. Пěр –пěрне ыйтусем параççě.
  6. Куçару ěçě. Текстри предложенисене вěрентекен вырăсла калать, ачасем чăвашла тупса вулаççě.

Вěрентекен:    Вăрман пурнăçне тěплěн, йывăçсене ěрчетес тесе хытă тăрăшакан çынсенчен пěри – Б.И.Гузовский пулнă.

   Б Гузовский – паллă вăрманçă, ученый(экран çинче Б.И.Гузовский çинчен слайдсем).  Б.Гузовский лартнă юманлăх лаптăкěсем Берендей, Лакрей, Альгеш вăрманěсенче, Ботаника садěнче паянхи кунччен сыхланса юлнă. Вăл Ильинка лесничиствинче 25 çул тăрăшнă, нумай юман лартса хăварнă. Унта унăн ячěпе музей тата обелиск пур. Музей территорийěнче «Чи ватă чăваш юманě» упранса юлнă.

  1. Ыйтусемпе ěçлесси (ыйту-хурав)

- Кам  вăл Б. И.Гузовский?

- Вăл  мěнле йывăçсем ытларах лартса хăварнă?

- Пирěн тăрăхри юманлăхсем ăçта сыхланса юлнă?

  1. Кану саманчě.

Ура çине тăрăр,

Алăсене çěклěр, сарăр, ярăр.

Алăсене пилěк çине хурăр,

Сылтăмалла, сулахаялла.

Малалла, хыçалалла.

  1. Иртнě уроксенчи материала аса илсе çирěплетсе хăварасси. Пуç  ватмăш шутласси.

1.Йăмра тата…(çÿçе) – пěр йăхри йывăçсем.

2. …(хурăн) шывě – сиплě эмел.

3. …(тирек) мамăкě çулла урамсене «шап-шурă» çуса лартать.

4. …(çăка) чечекěнче пыл нумай.

5. …(йăмра) кашни чăваш ялěнчех тěл пулать.

6. …(вěрене) вăрри мăшăр çунатлă.

7. …(çěмěрт) çырли вар виттипе аптранинчен пулăшать.

8. Ывăл ачасегн çирěн сывлăхлă пулччăр тесе … (Юман) ят параççě.

9. Çулла … (палан) çырлисем симěс те йÿçě, кěркунне вара хěрлě тěслě те кăвасак пылак тутăллă

10. … (шăлан) – роза йăхěнче тěм.

11 . … (çирěк) – хурăн йăхěнчи 100 çул ÿсекен йывăç.

1

    ç

2

    у

3  т

 4  ç

5

     а

6

     н

7

     т

8

     а

9

     л

10

     ă

11

     к

4.Кěнеке тăрăх ěçлесси. Таблицăри сăмахсемпе  5-6  предложени тупасси.

5.Урока пěтěмлетесси. Ачасен ěçне хакласси.

Ачасем, маттур. Урокра пурте питě аван ěçлерěр.Тавтапуç сире.

- Урокра мěн çěнни пěлтěр? Мěн килěшрě?

6. Килти ěç. 191 стр.2-мěш хăнăхтару.

Пěтěмлетÿ.  Вăрман пек пуянни çук. Вăрман пуянлăхěшěн пурин те тăрăшмалла. Упрасчě вăрмана, сыхă тăрасчě, кÿрентерес марччě, йывăç тураттисене хуçас марччě.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...

Урок чувашского языка на тему "Ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи"

Презентация к уроку чувашского языка для 4 класса...

Урок чувашского языка на тему "Пирĕн çутă ĕмĕтсем"

Презентация к уроку чувашского языка в 4 классе...

Презентация к уроку чувашского языка на тему: "Урокра мĕн тумалла?"

Презентация к уроку чувашского языка в 3 классе...

Презентация к уроку чувашского языка на тему "Çуралнă кун" ("День рожденя")

Данная презентация разработана для урока чувашского языка в 3 классе русскоязычной школы на основе учебника Абрамовой Г.В. согласно тематическому планированию....

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"...