Открытый урок "Самал сакар"
план-конспект урока (5 класс) на тему
Открытый урок "Самал сакар" (вырас шкулен 5-меш класенче ирттермелли урок)
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
camal_cakar_otkrytyy_urok.doc | 43.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче «Çăмăл çăкăр» темăпа ирттермелли урок.
Зарифзянова Альмира Небиулловна
Урок тĕллевĕсем:
1) Çǎкǎр çын пурнǎçĕнче пысǎк пĕлтерĕшлĕ иккенне, ǎна ỹстересси йывǎр ĕç пулнине ǎнлантарасси;
2) Тыр-пул ячĕсене аса илсе сǎмах çаврǎнǎшĕсем, предложенисем тума хǎнǎхасси;
3)Тǎван тавралǎха сǎнама, юратма, çǎкǎр туса илекенсене хисеплеме, çǎкǎра тирпейлĕ тытма хǎнǎхтарасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, тест(пичетлени), тыр-пул гербарийĕ.
Урок юхăмĕ.
- Класа урока йĕркелесси
Ырă кун пултăр, ачасем.
- Паян пирĕн пысăк уяв. Пирĕн пата паян хисеплĕ хăнасем килнĕ. Айтăр-ха эпир вĕсене те сывлăх сунар.
- Сывлăх сунатпăр хаклă хăнасем. Шăппăн кăна ларăр.
ФОНОЗАРЯДКА.
2. Çĕнĕ темăпа паллашасси.
Ачасем паянхи урок теми çак ребусра пытаннă. Айтăр-ха пурте пĕрле тупсăмне тупар.
Ç М Ă Л К Р
ÇĂМĂЛ ÇĂКĂР
- Ачасем кам паянхи урок темине вуласа парасшăн?
- Çăмăл çăкăр.
- Маттур, ачасем. Вырăсла «легкий хлеб».
Паян эпир сирĕнпе урокра çăкăр çинчен калаçăпăр. ( Сĕтел çинче алшăлли çинче çавра çăкăр). Çак çавра çăкăр сĕтел çине çитиччен питĕ нумай тар юхтармалла.
- Доска çине пăхăр-ха ачасем. Паянхи урок эпиграфĕ (учитель вулать).
- Пурте пĕрле вулатпăр.
- Мĕн çинчен çырнă ку сăвăра?
- Кам вырăсла куçарать?
(Куçараççĕ)
- Маттур.
3. Çăкăр! Ытла та асамлă сăмах-çке вăл. Вăл хаклăран та хаклă ырлăх , пуянлăх! Çынсем çăкăра тытса хăйĕн чи çывăх тăванĕсем умĕнче тупа тăваççĕ. Çăкăр ĕмĕртенпех хисепре. Чăвашсем те, тутарсем те, пур халăх та хăнасене хисеплесе кĕтсе илнĕ чухне çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Çăкăр пирĕн сĕтелсем çине çитиччен нумай ĕçлемелле.
- Анчах паян эпир вулакан юмах «Çăмăл çăкăр» ятлă. Мĕнле майпа çăмăл çăкăр тупма пулать-ши? Кăна ачасем эпир юмаха вуласа пĕлĕпĕр. Малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр.
4. Сухала – пахать
Сÿреле – боронить
Ак – сеять
Выр – жать
Авăн çап – молотить
Авăрт – молоть (на мельнице)
Такан – подкова
Предложенисем тупасси.
ТЕТРАДЬСЕМ çине çыраççĕ.
- Ачасем слайд çине пăхăр-ха. Трактор мĕн тăвать? (сухалать)…….
5. Юмаха вуласси.
Кĕнекесене 157-мĕш стр. уçăр. «Çăмăл çăкăр» юмаха тупатпăр. Мĕнле халăх юмахĕ? Вуласа пĕлер-ха мĕнле майпа çăмăл çăкăр тупма пулать.
1) Учитель вулать.
2)Рольпе вуласси.
3) Суйлавлă вулав.
4) Тест.
6. ФИЗКУЛЬТМИНУТКА.
7. Ачасем, çăкăр пирĕн ума çитиччен мĕн-мĕн тумалла-ха? Юмахра хресчен кашкăра йĕркипе каласа ăнлантарать. Анчах кашкăр ĕçлес килменнипе çăмăл çăкăр шырарĕ. Юмах тăрăх çăкăр çулне тупар-ха. (Длинная дорога хлеба)
8. Пирĕн пĕчĕк тĕпчевçĕсем тĕрлĕ тыр-пул çинчен вуласа пĕлнĕ. Тĕпчевçĕсене тимлĕ итлер.
Тулă ( Айнур)
Ыраш (Айзиле)
Урпа (Гелгене)
Сĕлĕ (Алсу)
Ачасем çăкăра мĕн çăнăхĕнчен пĕçереççĕ?
- Айтăр-ха ачасем «ушкăнсене пайла» выйă вылятпăр. ( Ушкăнсене пайласси)
Слайд çинчи сăмахсене 3 ушкăна пайласси: яп. ячĕ, паллĕ ячĕ, глагол.
- Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.
Халĕ эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп, сирĕн стрелкăсемпе тĕрĕс кăтартмалла.
- Картинăпа ĕçлесси.
- \керчĕкре мĕн куратпăр?
- Уйра мĕн хумханать?
- Вăл мĕн евĕр курăнать?
- Унăн пĕрчисем мĕн тĕслĕ?
Ачасем пирĕн тăрăхра та уй-хирсем питĕ анлă. Эсир ÿссе çитсе, шкул пĕтерсе, аслă шкулсем пĕтерсе хамăр яла, ял хуçалăх енĕпе ĕçлеме таврăнасса шанас килет. Çакăн пек тутлă çăкăр çиес тесен трактористсем те, комбайнерсем те, агрономсем те çăкăр пĕçерекенсем те кирлĕ. Эсир пире тутлă çăкăр çитерессе шанас килет, тусăмсем.
- Пĕтĕмлетÿ.
Ачасем эпир паян çăкăр çинчен нумай калаçрăмăр. ( Слайд)
Анчах та хăш-пĕр чухне эпир çăкăра перекетлеменни курăнать. Эпир сирĕнпе апат хыççăн столовойĕнчен çăкăр татăкĕсем пуçтартăмăр. Пăхăр-ха ачасем, мĕн чухлĕ татăк юлнă пирĕн хыççăн. Айнур пире пĕр батон пĕçерме 10 пин тулă пĕрчи кирлĕ терĕ. Ачасем кунта миçе пин тырă пĕрчи кайнă-ши? Мĕн чухлĕ тырă сая кайнă. Çак çăкăр пирĕн пата çитиччен мĕн чухлĕ çын тар юхтарнă.
Çавăнпа та ачасем, урок пуçланмăшĕнчи сăмахсене тепĕр хут калас килет. (эпиграф)
- Ачасем эпир паян мĕн çинчен калаçрăмăр?
- Мĕн çĕнни илтĕр?
- Паянхи урок сире килĕшрĕ-и?
Эсир, ачасем паян маттур ĕçлерĕр. Эпĕ сире «пиллĕк» паллă лартса паратăп. Эсир «маттур» сăмаха мĕнле ăнланатăр? (ачасем хуравлаççĕ).
- Маттур пулас тесен мĕн тумалла-ха.
Халĕ эпĕ сире сăвă вуласа паратăп. Маттур пулас тесен сирĕн чи малтан мĕн тумалла?
(ăс-тăн пухмалла).
Киле ĕç ачасем çак сăвва пăхмасăр вĕренмелле (дневниксем çине çырса хурасси).
13. Сывă пулăр, ачасем.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Разработка открытого урока по теме: «Географическая оболочка» Урок-открытие
Что такое географическая оболочка? ГО – это взаимосвязь и взаимодействие всех оболочек Земли - всех сфер Земли.Какие это сферы?Постановка проблемы1. Ученику дается г...
Торжественное открытие I открытого слёта юных экологов Агинского Бурятского округа (с приглашением команд Забайкальского края).
Природа является первоосновой всякой красоты. Она может размягчить даже самые чёрствые сердца. Великая природа, окружающая нас, способна порождать великие мысли и поступки.Вы услышали звуки музыки. Ав...
Открытое занятие по английскому языку в дошкольной группе в рамках "Дня открытых дверей" для родителей.Название "Вместе весело дружить""
Открытое занятие для родителей детей, посещающих дошкольную группу. Дети с преподавателем ищут друзей для загрустившего Шалтая-Болтая, который хочет найти себе друзей среди домашних питомцев ...
Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной». Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной».
Открытый урок по алгебре в 7 классе «А»тема: «Уравнения с одной переменной».презентация по данной теме...
Открытый урок по географии "Антарктида, история открытия и исследования"
Материалы этого урока можно использовать на уроках географии в 7-х классах....
Открытый урок по теме «АВСТРАЛИЯ. Географическое положение. История открытия материка. Рельеф и полезные ископаемые».
ЗАДАЧИ УРОКА: ОБРАЗОВАТЕЛЬНЫЕ: 1. Отработка навыков составления составления характеристики географического положения материка Австралия;2.Продолжить работу с картами, атласами, таблицам.ВОСПИТ...
Урок-вайа "Сакар"
Урок -игра "Хлеб всему голова"...