Иван Мучин «Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!» хайлавĕ
план-конспект урока (8 класс) по теме

Кузьмина Галина Витальевна

Урок тĕсĕ – хайлава тишкерÿллĕ вуласа, пĕтĕмлетсе тĕрĕслемелли урок.

Вĕрентÿ  тĕллевĕ – 1) Иван Мучи пурнăçĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе паллаштарасси .  2) Хайлава вуласа тишкересси, халăх кун – çулĕпе тата паянхи пурнăçпа çыхăнтарасси. 3) Писатель чĕлхин  хăйевĕрлĕхĕсене, усă курнă илемлĕх мелĕсене палăртасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ – вĕренÿ çине яваплăрах пăхма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ – хайлавсенчи  сăнарсем  урлă ачасен чун – чĕринче ырă енсене аталантарасси, пĕтĕмлетÿсем тума  хăнăхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем – тишкерÿллĕ вулав меслечĕ, ачасем рольсем тăрăх пайланса вулани, ыйту – хурав.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Иван Мучин  «Хурах!.. Хут  вĕрентеççĕ!»        хайлавĕ

                           Кулăш – пурнăçра  пулăш.

                                             Ваттисен  сăмахĕ

Урок тĕсĕ – хайлава тишкерÿллĕ вуласа, пĕтĕмлетсе тĕрĕслемелли урок.

Вĕрентÿ  тĕллевĕ – 1) Иван Мучи пурнăçĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе паллаштарасси .  2) Хайлава вуласа тишкересси, халăх кун – çулĕпе тата паянхи пурнăçпа çыхăнтарасси. 3) Писатель чĕлхин  хăйевĕрлĕхĕсене, усă курнă илемлĕх мелĕсене палăртасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ – вĕренÿ çине яваплăрах пăхма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ – хайлавсенчи  сăнарсем  урлă ачасен чун – чĕринче ырă енсене аталантарасси, пĕтĕмлетÿсем тума  хăнăхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем – тишкерÿллĕ вулав меслечĕ, ачасем рольсем тăрăх пайланса вулани, ыйту – хурав.

                              Урок юхăмĕ

1.Иртнĕ уроксенче вĕреннине аса илесси

- «Ирĕке, танлăха, çутта» пайра эпир мĕнле çыравçăсен хайлавĕсене вĕрентĕмĕр?

- Сире хăш хайлавĕ килĕшрĕ?  Мĕншĕн?

2.Çĕнĕ тема вĕрентесси:

1) Иван Мучи  пурнăçĕпе,  ĕçĕ – хĕлĕпе паллаштарасси.

 - Малтан  пĕр  ача  каласа  парать.

 - Иван Мучи (чăн хушамачĕ Илларионов  Иван  Иванович) нумай  хушма хушаматпа çырнă хăйĕн хайлавĕсене. Чи анлă сарăлни – çакă.  Мучи тени чăвашсен  нумай курнă – тÿснĕ, ăслă çыннна пĕлтерет.

   Çыравçă хăйĕн автобиографине  те кулăшларах  çырать: «Ĕлĕкхи пупсене  тупăш паракан  метрика (çурални çинчен панă хут)  кĕнеки тăрăх, эпĕ 1895  çулта  Утик – касси  ялĕнче çуралнă.»  Çак йĕркесенчех эпир автор кун –çул – тăршшĕнче тĕл пулакан йывăрлăхсене  çĕнтерме кулăш сцйласа илнине куратпăр. Вăл йăмăкĕ аса илнĕ тăрăх, артист евĕр сасса  улăштарса  кулăшсем тума тата пачăшкă сăнарне туллин  кăтартма  пултарнипе палăрнă.  Çамрăк чух  Хусанпа  Ĕпхÿ  театрĕсенче статист ( сăмахсăр  рольсене ) пулса выляни ,  Хусанти мăнастир  хорĕнче  М. Д. Михайлов  юрăçпа  пĕрле юрлани те  пулас писатель тĕрлĕ енлĕ аталаннă  çын пулнине çирĕплетет.

   Иван Мучи  вырăс  писателĕсен  хайлавĕсене чăвашла куçарас  тĕлĕшпе  чылай  ĕçленĕ.  Вăл М. Горькин «Манăн университетсем» (Л. Агаковпа пĕрле), М. Салтыков – Щедринăн «Шутсăр  ăслă  ырашпăтри», Д. Бедныйăн «Христос  чĕрĕлни», «Чиркÿ юрри» А. Чеховăн «Лашаллă хушамат», «Хуйхă», «Пысăк кăмăлпа», «Усал шухăшлă çын»,  «Чин илмелли экзамен», «Хупăлчари  этем»  тата  ытти хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

2) Иван Мучи  «Капкăн»  журнала йĕркелесе яраканĕ  пулнă  тата  яваплă секретерĕ пулса 15 çул тăрăшнă.  Журналăн пĕрремĕш номеоĕ 1925 çулхи пуш уйăхĕн 16 – мĕшĕнче « Канаш» хаçат  хушма кăларăмĕ пек тухнă ( тиражĕ  6751 экз. ).   1926 – 1931 çулсенче  икĕ  уйăхра  пĕрре,  1932 çултан  пуçласа кашни уйăхрах тухнă. 1933 – 1934 çулсенче  журнал çумĕнче уйрăм хушма кăларăмсем  «Капкăн» акара», «Капкăн» вырмара» пичетленсе  пынă.              Тăван çĕр – шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче журнал  тухман, 1956 çулта çĕнĕрен тухма пуçланă. Колхоз, промышленность предприятийĕсен  ĕçĕ – хĕлне çутатнă. 1966 – 1992 çулсенче  «Капкăн» библиотеки»  хушма  кăларăм  тухса тăнă.

   «Капкăн» яланах пурнăçри çитменлĕхсене  критикленĕ, тĕрлĕ йăх – яха питлесе тĕрлĕ жанрпа хайлавсем пичетленĕ.  

   Журнала илемлетес  енĕпе  паллă  художниксем  А. Быков, Г. Яковлев, Ю. Смирнов, Н. Яковлев, Г. Харлампьев, В. Агеев  ырми – канми тăрăшнă.

   Ачасемпе те çыхăну тытнă «Капкăн». Кашни номертех ятарлă страница пулнă вĕсем валли.

 -Кулăшпа питлевĕн мĕнле жанрĕсене пĕлетĕр эсир?  (шÿт, фельетон, памфлет,  юмах, халап, калав).  

   Иван Мучи  пултарулăхĕнче  кулăшпа питлевĕн  мĕнпур тĕсĕсене тупма пулать.  Фольклор  жанрĕн  пуянлăхĕпе те  тухăçлă усă курнă çыравçă: легенда, миф, юмах.        

3) «Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!» тата «Асаплă сăмахсем» калавсемпе  паллашасси.  Рольсем тăрăх пайланса вуласси , вуланă май калаври ĕçсене чăваш халăх кун –çулĕпе (çĕр – шывра  хутпĕлменлĕхе пĕтернĕ тапхăрпа ) тата  паянхи пурнăçпа çыхăнтарасси , танлаштарасси, тишкересси.

4) Писатель чĕлхине тишкересси, усă курнă илемлĕх мелĕсене палăртасси.

 Тĕслĕхрен, табак хутаççи шыранă чухнехи пек утать – танлаштару;

ăс –пуçĕ çавра çил пек çаврăнать -  танлаштару;  яраплан пек вĕçтерчĕ яла  - танлаштару; уринчи çăпатине каллех хула еннелле çавăрнă – сăпатлантару.

 - «Хурах!..» калав сюжечĕ сире мĕне аса илтерет? (Калав сюжечĕ халăхра анлă сарăлнă юмахсенни пек. «Сармантей» юмах сюжетне çывăх.)  

5) «Капкăн» журнала тишкерни (парта пĕрер журнал парса тухатăп):  - Ăна  еплерех илемлетнĕ? Унти пур япала та вырăнлă – и?

 - Журналта ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе  усă курнин пĕлтерĕшне уçса парăр.

  -«Капкăн»  журнал пуласлăхĕ пирки мĕн шутлатăр? (Хальхи вăхăтра   журнала «Хресчен сасси» Издательство çурчĕ кăларса тăрать.)

6) Сатира, юмор терминĕсен пĕлтерĕшĕсем . Кулса, тăрăхласа, тиркесе, тарăхса çырнă хайлавсем кулăшпа(юмор)  питлев(сатира)  ушкăнне кĕреççĕ. Унăн жанрĕсем: юптару, шÿт, шарж, пароди, эпиграмма, фельетон, памфлет, камит.

   Юптару – сăвăласа  çырнă  ытарлă пĕлтерĕшлĕ сатирăллă хайлав.

   Шарж – çын сăнне кулăшла ÿкерни.

   Пароди – литература жанрĕ; хайлавăн форми ытларах чухне  - камитле – кулăшла, содержанипе тулса ларать; çаву вăхăтрах тăрăхланакан хайлаври уйрăм сăмахсем, пуплевсем, çаврăмсем, йĕркесем, стилĕ сыхланса юлаççĕ А. Ĕçхĕл,  С. Шавли, Н. Теветкел тата ытти çыравçăсем хайланă.

   Эпиграмма – пĕр – пĕр çынна мухтаса е унран тăрăхласа кулакан кĕске сăвă.

   Фельетон – общесвăпа политикăри, йăлари, ял хуçалăхĕнчи, вĕренÿри  тата ытти ĕçри çитменлĕхсемпе çынсен киревсĕр енĕсенчен кулса çырнă çивĕч статья, илемлĕ хайлав. (М. Акимов, Л. Агаков, Иван Мучи, Митта Петĕрĕ)

   Памфлет – эпос жанрĕ; кама та пулсан, мĕншĕн те пулсан самана проблемисем, ытларах  социаллă – политикăллă ыйтусем тăрăх тÿррĕн, куçран пăхса, хăйюллăн та çивĕччĕн питлекен  сатирăпа публицистика  хайлавĕ.

   Камит – кулăшлă – шÿтлĕ  кĕске  пьеса, комеди, спектакль, мыскараллă пĕчĕк  пулăмпа  ĕç –пуç (Н. Айзманăн «Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ»).    

7)  «Капкăнра» чылай çыравçă хăйĕн пултарулăхне  туптанă: Çĕпритун Шăпчăк, Марк  Аттай, Леонид Агаков,  Митта Петĕрĕ,  Николай Евдокимов, Виталий  Енĕш, Геннадий Мальцев.  

3. Пĕтĕмлетÿ. –Ухливанăн мĕншĕн вĕренескилмен –ши?

- Пур çĕрте те Ухливана хут вĕрентесси пирки калаçаççĕ. Мĕншĕн кирлĕ –ши хутла пĕлни?

- Пĕлÿ илни Ухливана чăрмантарĕччĕ –ши?

- Ухливан пеккисем халĕ пур –ши? Эсĕ вĕренÿ çине мĕнле пăхатăн?

- Иван Мучи хут вĕренес килменнине питлени сире килĕшрĕ –и?

- Шкул ачи умне мĕн сăлтавпа асаплă сăмахсем сике –сике тухаççĕ? Вĕренме юратать –и калаври ача?

-Ача мĕншĕн ыйтусене тĕрĕс хуравлаймасть? Çирĕп тĕллев лартса вĕренме пĕлет – вăл?

- Амăшĕ ачине ăнланать –и? Пулăшать –и вăл ăна?

- Сирĕн пурнăçра çак калаври пек самантсем пулса иртмеççĕ –и?

- Иван Мучи вĕренме те, канма та пĕлмен ачана, Оренбург хулипе Эренбург çыравçа та уйăрайманскере, шеллесе çырать –и е ăшшăн тăрăхлать?

4. Киле ĕç. « «Капкăн»журналăн пĕр номерне вуласа тухсан» хайлав çырмалла .




По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конференци «Çын пул!» (Халăх вĕрентĕвĕн наукăпа практика конференцийĕ)

Çынлăх ыйтăвĕсене пăхса тухса ачасене ырă чунлă, кăмăллă пулмаллине ăнлантарасси....

Презентация по семейному воспитанию на тему "Мир семьи" (для воспитанников детского дома "Хуры тын")

Данная презентация способствует формированию нравственных основ семьи и укреплению кровно-родственных отношений...

ПЕРСПЕКТИВНЫЙ ПЛАН работы социальной службы ГКОУ ДД «Хуры тын» на 2017 – 2018 учебный год

Организационная работа и ведение документацииСоциальная защита и социальная адаптация воспитанниковОказание помощи в социальной адаптации выпускниковРабота с воспитанниками группы рискаПривлечение вос...

План работы психолого-медико-педагогического консилиума (ПМПк) ГКОУ ДД «Хуры тын» на 2017-2018 учебный год.

1.Выявление уровня и особенностей развития познавательной деятельности воспитанников: памяти, внимания, работоспособности, развития речи.2.Обеспечение диагностико-коррекционного, психолого-педагогичес...

Илпек Микулайĕ. "Хура çăкăр" хайлав. Викторина ыйтăвĕсем

11-мĕш класра хайлава вуласа тухнă хыççăн вĕренкенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли викторина ыйтăвĕсем....