Урок по чувашскому языку "Кун йĕрки "
методическая разработка (5 класс) по теме
Кун йӗрки.
5-мӗш класс.
Воспитании тӗллевӗсем : Кун йӗркине тӗрӗс йӗркелеме хăнăхтарасси.
Пӗлӳ тӗллевӗсем: Вăхăта палăртассине пуплевре усă курасси , хальхи вăхăтри глаголсемпе пуплевре тӗрӗс усă курма хăнăхтарасси.
Аталантару тӗллевӗсем : Çыхăнуллă пуплеве , вулав хăнăхăвне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Урокра кирлӗ хатӗрсем : компьютер, проектор,экран, темăпа хатӗрленӗ слайдсем.
Усă курнă литература :1.И. А.Андреев, Р.И. Гурьева .Чăваш чӗлхи; вырăс шкулӗн 5- мӗш класӗнче чăвашла вӗренмелли кӗнеке, И. А . Андреев, Р.И. Гурьева.-Шупашкар,2006.
2. Г.В. Абрамова, А. Л. Краснова. Чăваш чӗлхи: вырăс шкулӗн 5-мӗш класӗнче чăвашла вӗренмелли кӗнеке Г.В. Абрамова, А. Л. Краснова.-Шупашкар, 2006
3. Андреев И.А. Чăваш чӗлхи : вырăс шкулӗн 1-9 классен программи И.А. Андреев.-Шупашкар,-2004
Слайдсен аннотацийӗ:
1-мӗш слайд:Тема.
2-мӗш слайд: Урок тӗллевӗсем.
3-4-мӗш слайдсем: Грамматика материалӗ : вăхăта палăртнине аса илсе çирӗплетмелли хăнăхтару.
5-мӗш слайд: « Вăхăт» темăна çирӗплетни.Ӳкерчӗк тăрăх предложенисем йӗркелесси.
6-мӗш слайд: Словарь ӗçӗ иртермелли сăмахсем.
7-мӗш слайд :Ушкăнсенче ӗçсене тӗрӗслемелли схемăсем.
8-мӗш слайд: «Шкулта» ӳкерчӗк .
9--мӗш слайд: « Каçхине» ӳкерчӗк.
10-мӗш слайд:Ирхи кăмăл каçчен пырать.Утреннее настроение сохраняется до вечера.
11-мӗш слайд: Киле ӗç пани.
Урок юхăмӗ.
1.Класа урока йӗркелени.
-Сывлăх сунатăп, ачасем.
-Ырă кун пултăр, вӗрентенен.
Шăнкăрав сас пачӗ
Урока чӗнсе
Пӗтӗм класс шăпланчӗ.
Парта хушшинче.
2. Урокăн темипе ,тӗллевӗсемпе, планӗпе паллаштарни.(1-2 слайд)
-Паян урокра эпир кун йӗрки çинчен калаçăпăр, вăхăта палăртассине тата хальхи вăхăтри глаголсене аса илсе çирӗплетӗпӗр.Ӳкерчӗк тăрăх калав йӗркелӗпӗр.Урок тăршшӗпех ушкăнсенче ӗçлӗпӗр.Класа икӗ ушкăна уйăратпăр.Ушкăнри пӗр ачи-консультант. Пӗлменнине ăнланманнине консультантран ыйтма пултаратăр. Паянхи урок девизӗ: Пӗри пуриншӗн, пурте пӗриншӗн. Ыттисене пулăшса хамăр вӗренетпӗр.Ушкăн ăнăçӗвӗ кашни ачаран килет.Çавăнпа та кашни ачан тăрăшса ӗçлемелле.
3. Грамматика материалӗпе ӗçлени. (3-4 слайд)
-Вăхăта палăртасси ,предложенисем йӗркелесси. Ушкăнсен тӗрлӗ ӗç. Консультант ушкăнра рольсем валеçет, ӗçленине сăнать, пулăшу парать.
1 –мӗш ушкăн ӗçӗ.
7.00 8.00 17.10
7.15 12.30 20.50
7.50 14.15 21.00
2-мӗш ушкăн ӗçӗ .
6.00 8.00 16.20
6.15 12.30 20.05
6.50 14.45 21.00
4. «Вăхăта палăртасси» темăна çирӗплетни.(5-мӗш слайд
«Манăн кун йӗрки» ӳкерчӗк тăрăх предложенисем йӗркелесси. Ачасем вăхăта палăртассине çирӗплетсе хăвараççӗ.Ушкăнсенче ӗçленӗ хыççăн ачасем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштараççӗ.Ачасем вӗренекенӗн хуравӗсене пӗрле итлеççӗ,тӳрлетеççӗ, хушса калаççӗ.Тепӗр ушкăнри ачасем ыйтусем пама пултараççӗ.
5. Çӗнӗ материалпа ӗçлени.
Словарь ӗçӗ.( 6-мӗш слайд). Экран çинче çӗнӗ сăмахсем.
Пуçланать-начинается
Малтан-сначала
Вырăн пуçтаратăп-заправляю постель
Ун хыççăн-после этого
Каласа паратăп-рассказываю
Паллах-конечно
Тӳрех-сразу
Паллаштар-знакомить
Улăштаратăп-меняю
Уçăлса çӳретӗп-гуляю
А) учитель-хор;
В)сăнчăрпа пӗрер сăмахăн вулани;
Г)сăмахсемпе предложенисем туни.(Кашни ушкăн хăйне килӗшекен 2 сăмахпа предложении туса калать.)
6.Тектпа ĕçлени.
Манăн кун йĕрки.
Манăн ĕç кунĕ ытларах çичĕ сехетре пуçланать. Малтан эпĕ вырăн пуçтаратăп,унтан зарядка тăватăп. Ун хыççăн çăвăнатăп,шăл тасататăп,апат çиетĕп.Ирхине эпĕ пăтă çиетĕп. Хăш чухне сĕт,хăш чухне чей ,хăш чухне турăх ĕçетĕп.
Манăн пĕрремĕш урок сакăр сехетре пуçланать.Çавăнпа эпĕ шкулта ялан çичĕ сехет те хĕрĕх минутра пуçланать.Кунта эпĕ тăрлĕ ĕç тăватăп: вулатăп,çыратăп,задачăсем шутлатăп,ÿкеретĕп,юрлатăп,бассейнта ишетĕп.
Уроксем хыççăн хăш чухне эпĕ тÿрех киле каятăп, Хăш чухне Люсьăпа-библиотекăна .Кунта эпир çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллашатпăр.
Килте малтан тумтире улăштаратăп.Унтан апат çиетĕп,кашăк-чашăк çăватăп, хваттере тирпейлетĕп.Кăштах канатăп та уроксем тăватăп,урамра уçăлса çÿретĕп.Ун хыççăн телевизор пăхатăп.Унтан вара çăвăнатăп та çывăрма выртатăп.
1-мӗш ушкăн ӗçӗ .(7-мӗш слайд)
-1,2 мӗш абзаца вуламалла
- вырăсла куçармалла
- схема тăрăх калаçу йӗркелемелле
А1 А2
К А3
Консультант ыйту пама пуçлать.Пӗрремӗш ачи хуравлать,унтан –ыйту парать.Йăнăшсем пулсан тӳрлетсе пыраççӗ.Иккӗмӗш ушкăнри ачасен те ыйту пама юрать
2-мӗш ушкăн ӗçӗ (7-мӗш слайд)
3,4-мӗш абзаца вуламалла
-вырăсла куçармалла
Схема тăрăх калаçу йӗркелемелле
А1 А2
К А3
7. Физкультура саманчӗ.
8. Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.Калава малалла тăс.
А) Сентябрӗн 1-мӗшӗнче пирӗн класа çӗнӗ ача килчӗ. « Халӗ вăл пире хăйпе паллаштарӗ» -терӗ Светлана Леонидовна……(8-мӗш слайд)
Калав пуçламăшӗ икӗ ушкăнăн та пӗр пекех. Ушкăнри ачасем пӗрле калав йӗркелеççӗ.Ку ӗçре вара диалог, рольсемпе калаçни,словарьсемпе усă курни.Ачасем хăйсемех шыраççӗ-тупаççӗ.Хатӗрленӳ тапхăрӗнче учитель ытларах консультантсемпе ӗçлет.Кашни ушкăн хăйне майлă калав тăвать.Кайран доска умне тухса калаççӗ.Тепӗр ушкăнри ачасем ыйтусем параççӗ.Ача ыйту çине хуравлаймасан консультант пулăшать.
Б ) «Каçхине» ӳкерчӗк тăрăх ӗçлени.(9-мӗш слайд)
Кашни ушкăнăн уйрăм ӗç .Çак ыйтăва хуравлас тесен 1-мӗш ушкăнăн хальхи вăхăтри глаголсене аса илмелле. 2-мӗш ушкăнăн паллă ячӗсене аса илмелле.Ачасем ӗçӗсене пӗчченшерӗн пурнăçлаççӗ.Ача пӗччен ӗçлет пулин те ушкăнри ачасем ăна пулăшма ,ăнлантарма пултараççӗ.Унтан кашни ача хăйӗн ӗçӗпе паллаштарать.Тепӗр ушкăнри ачасем ыйтусем пама та пултараççӗ.
1-мӗш ушкăн : ӳкерчӗк тăрăх хальхи вăхăтри глаголсем тупать.
2-мӗш ушкăн :ӳкерчӗк тăрăх паллă ячӗсем тупать.
9. Урока пӗтӗмлетни.(10-мӗш слайд)
Малтан ачасенчен кам мӗнле ăнланнине ыйтса пӗлмелле.Ачасем хăйсен шухăшӗсене калаççӗ.Унтан учитель пӗтӗмлетӳ тăвать.
В народе говорят : «Ирхи кăмăл каçчен пырать» (Утреннее настроение сохраняется до вечера ) Старайтесь каждое утро вставать с легким, приятным настроением и сохраняйте его на весь день. Помните ,не настроение должно управлять человеком , а человек своим настроением.
-Паянхи урокра мӗн çинчен калаçрăмăр?Мӗн турăмăр ?
-Сире паянхи урок килӗшрӗ-и?(Ачасем хăйсен шухăшне калаççӗ).
10. Ачасен ӗçӗсене хаклани.
11. Киле ӗç пани.(11-мӗш слайд)
«Аннен кун йӗрки» ятлă калав çырăр.( 7-8 предложени).
12.Урока вӗçлени.
Уçă урокăн план-конспекчӗ.
ТЕМА: КУН ЙӖРКИ.
5-МӖШ КЛАСС.
Иванова Татьяна Васильевна
Çӗнӗ Шупашкар хули
8-мӗш шкул
Çӗнӗ Шупашкар-2010
Ушкăнсемпе ӗçлени-ачасен хастарлăхне ӳстермелли
тухăçлă меслет.
Проект ӗçӗ.
Хатӗрлекенӗ-Иванова Татьяна Васильевна
Çӗнӗ Шупашкар хулинчи 8-мӗш
номерлӗ пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ
паракан шкулта чăваш чӗлхипе
литератури вӗрентекенӗ
Çӗнӗ Шупашкар-2010
Тӗллевӗсем:
1.Чӗлхеçӗсен материалӗсене тишкересси:
2.Проекта пурнăçа кӗртме май паракан технологине палăртасси;
3.Ушкăнпа ӗçлени усăллă е усăллă маррине тӗрӗслесе пăхасси;
Тупмалли
Кӳртӗм 1
Ушкăнра ӗçлени-хутшăнса вӗренни 2-3
Ушкăнри ӗç тӗсӗсем 5-8
Командăри ӗç
Пăчкă
Ушкăнра сăмах вӗççӗн ыйтса тӗрӗслени
Пӗрлешӳллӗ тӗрӗслев
Вӗренӳри тӗл пулу
диспут
Пӗтӗмлетӳ 9
Усă курнă литература 10
Уçă урокăн план-конспекчӗ
Проект тӗсӗ:
Практикăра усă курмалли проект
Проекта хутшăнакансем:
5-мӗш класра вӗренекенсем
проект теми актуаллăхӗ:
ятарласа тишкернӗ материалсем сахал
гипотеза шайӗнчи шухăш:
Ушкăнпа ӗçлени ачасене лайăхрах вӗренме пулăшать
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_kun_erki.ppt | 1.45 МБ |
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок по чувашскому языку по теме "Туслăх вăйĕ" ("Сила дружбы")
Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăр...
Презентация к уроку по чувашской литература
Презентация к уроку "Литература 30-х годов" на чувашском языке....
презентация к уроку по чувашской литературе
Ахмед ибн Фадлан Аталси Палхар патшалахне ситсе курни....
сценарий урока по чувашского языку "Аквариумные рыбки"
Урок на тему "Аквариумные рыбки". Позволяет развить творческие способности ребёнка,ввести на уроке элементы проектной деятельности....
Урок по чувашскому языку по теме "Зима"
Тема: Хĕллехи вăрманта. Тĕллевсем: 1) Хĕл çинчен аса илесси, çирĕплетесси, малалла вĕренесси.2) Тĕрĕс вулама хăнăхтарасси3) Çут çанталăка юратма, ...
Разработка урока по чувашской литературе 7 класс
Урок-викторина...
Разработка урока по чувашскому языку. Фонетика. 5 класс
Конспект урока 5 класс. Обобщение темы "Фонетика"...