Урок по чувашскому языку по теме "Зима"
план-конспект урока (5 класс) по теме
Тема: Хĕллехи вăрманта.
Тĕллевсем:
1) Хĕл çинчен аса илесси, çирĕплетесси, малалла вĕренесси.
2) Тĕрĕс вулама хăнăхтарасси
3) Çут çанталăка юратма, упрама,унпа перекетлĕ усă курма вĕрентесси.
4) Ачасене урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси – хутшăнса вĕрентесси. Туслăх, пĕрлĕх туйăмĕ çуратасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Хĕллехи вăрман», «Хĕл каçакан кайăксем», «Ачасен хĕллехи вăййисем», «Тискер чĕр чунсем» темăсемпе ÿкерчĕксем, карточкăсем, пулăшу карточкисем, учебник.
Ушкăнсем валли хатĕрленĕ ĕçсем – 4 карточка, пулăшу карточкисем.
Тĕсне кура консультантсем хăйсене ĕç темисемпе суйласа илеççĕ.
Ачасем урокра ушкăнсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕç тĕллевĕсемпе пĕр пек, ĕçĕсем тĕрлĕрен.
Ачасене 4 ушкăна уйăрнă: 1-мĕш ушкăн – 4 ача, 2-мĕш ушкăн – 4 ача, 3-мĕш ушкăн – 4 ача, 4-мĕш ушкăн – 3 ача.
Ĕçсене, пулăшу карточкисене, дидактика материалне урок умĕн валеçсе памалла.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
plan-konspekt_uroka_v_zimnem_lesu.doc | 102 КБ |
Предварительный просмотр:
Тема: Хĕллехи вăрманта.
Тĕллевсем:
1) Хĕл çинчен аса илесси, çирĕплетесси, малалла вĕренесси.
2) Тĕрĕс вулама хăнăхтарасси
3) Çут çанталăка юратма, упрама,унпа перекетлĕ усă курма вĕрентесси.
4) Ачасене урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси – хутшăнса вĕрентесси. Туслăх, пĕрлĕх туйăмĕ çуратасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Хĕллехи вăрман», «Хĕл каçакан кайăксем», «Ачасен хĕллехи вăййисем», «Тискер чĕр чунсем» темăсемпе ÿкерчĕксем, карточкăсем, пулăшу карточкисем, учебник.
Ушкăнсем валли хатĕрленĕ ĕçсем – 4 карточка, пулăшу карточкисем.
Тĕсне кура консультантсем хăйсене ĕç темисемпе суйласа илеççĕ.
Ачасем урокра ушкăнсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕç тĕллевĕсемпе пĕр пек, ĕçĕсем тĕрлĕрен.
Ачасене 4 ушкăна уйăрнă: 1-мĕш ушкăн – 4 ача, 2-мĕш ушкăн – 4 ача, 3-мĕш ушкăн – 4 ача, 4-мĕш ушкăн – 3 ача.
Ĕçсене, пулăшу карточкисене, дидактика материалне урок умĕн валеçсе памалла.
1-мĕш карточка - 1 - мĕш ушкăн (4 ача)валли
Тема: Хĕллехи çанталăк.
Ĕçсем :
- «Пĕрремĕш юр» сăвва черетпе тĕрĕс вуласа парăр (60 стр)
1-мĕш ача →2-мĕш ача
- 62-мĕш страницăри 7-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлăр. 3-мĕш ача.
- Хĕллехи çанталăк çинчен тупмалли юмахсем калăр.
4-мĕш ача → класс. - Хĕллехи çанталăк çинчен калаçу йĕркелĕр.
2 ача: 1-мĕш ача → 2-мĕш ача
5.«Хĕллехи ÿкерчĕк» калавпа усă курса хĕллехи вăрман çинчен
илемлĕ каласа пар. (66 стр.)
3-мĕш ача
2-мĕш карточка - 2 - мĕш ушкăн (4 ача) валли
Тема: Кайăксем.
Ĕçсем :
- «Юр çунă» сăвва черетпе тĕрĕс вуласа парăр. (62 стр)
- 68-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлăр
1-мĕш ача. - Кайăксем çинчен тупмалли юмахсем калăр.
2-мĕш ача →класс - Кайăксем çинчен калаçу йĕркелĕр.
2ача: 3-мĕш ача → 4-мĕш ача - Ула такка çинчен каласа парăр.
1-мĕш ача.
З-мĕш карточка - 3-мĕш ушкăн (3 ача) валли.
Тема: Тискер чĕр чунсем.
Ĕçсем:
1. «Хĕлле» сăвва тĕрĕс вуласа парăр. (69 стр)
2. 65-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлăр
К → А1
А3 ←А2
3. Тискер чĕр чунсем çинчен тупмалли юмахсем калăр.
1-мĕш ача →класс.
4. Тискер чĕр чунсем çинчен калаçу йĕркелĕр.
2 ача: 2-мĕш ача → 3-мĕш ача.
5. Мулкачпа пăши çинчен каласа парăр.
1-мĕш ача.
4-мĕш карточка - 4-мĕш ушкăн (3 ача) валли
Тема: Ачасен хĕллехи вăййисем
Ĕçсем:
- «Çĕнĕ юр» сăвва тĕрĕс вуласа парăр (63 стр)
- Экран çинчи сăмахсене кирлĕ пек çыхăнтарăр 1-мĕш ача.
3.
4. «Ачасен хĕллехи вăййисем» калаçу йĕркелĕр. 2-мĕш ача→3-мĕш ача
5. Ачасем мĕншен сивĕрен xăpaмаççĕ? 1-мĕш ача.
Каласа парăр.
1- мĕш пулăшу карточки.
(1-мĕш ушкăн валли)
4-мĕш ĕç. «Хĕллехи çанталăк» çинчен калаçу йĕркелĕр.
1-мĕш ача → 2-мĕш ача.
- - Хĕл хăçан пуçланать?
- - Хĕллехи уйăхсем мĕн ятлă?
- - Хĕлле кун, çĕр мĕнле?
- - Хĕллехи çанталăк çинчен каласа пар, тархасшăн.
- - Çил-тăман вырăсла мĕнле пулать?
- - Хăш уйăхра çил-тăман ытларах пулать? (Нарăс уйăхĕнче)
7. - Кала-ха, хĕллехи кун мĕнле пулать?
(Кĕске, сивĕ, çил-тăманла, çиллĕ, тĕксĕм, ăмăр, пĕлĕтлĕ пулать).
8. - Хĕвеллĕ пулать-и?
9. - Юр мĕнле-мĕнле çăвать?
(Юр лапка-лапка, вĕлтĕр-вĕлтĕр çăвать).
5- мĕш ĕç. «Хĕллехи ÿкерчĕк» калавпа усă курса хĕллехи вăрман çинчен
илемлĕ каласа пар. (66 стр.)
3-мĕш ача
Уçланкă çывăхĕнчи пилеше хĕл шурă пĕркенчĕкпе витрĕ. Пилеш хитреленсе кайрĕ. Турат вĕçĕнче çырла сапакисем шурă пĕркенчĕк айĕнчен хĕрлĕ алка çаккисем пек курăнаççĕ.
Йывăçсем айĕнчи юр çинче тискер чĕр чунсен йĕрĕсем пур: шăши йĕрĕ, мулкач йĕрĕ, тилĕ йĕрĕ.
Хĕвел тĕксĕм пĕлĕте сирчĕ те хĕллехи вăрман çине, улăхсем çине ачашшăн пăхрĕ. Тавралăх пушшех илемленчĕ. Вутăн - хĕмĕн çуталса кайрĕç юр пĕрчисем.
Илемлĕ ÿкерчĕк пулса тухрĕ вăрманта.
2-мĕш пулăшу карточки.
(2-мĕш ушкăн валли)
4-мĕш ĕç. Кайăксем çинчен калаçу йĕркелĕр.
3-мĕш ача → 4-мĕш ача.
1. - Пирĕн вăрмансенче мĕнле-мĕнле кайăк хĕл каçма юлать? (чакак, ула такка, тăмана)
2. - Мĕнле кайăксем пирĕн пата хĕл каçма çурçĕртен вĕçсе килнĕ? (кăсăяпа уйăп)
3. -Хула е ял таврашĕнче мĕнле кайăксем хĕл каçаççĕ? (çерçи, кăвакарчăн, чана, ула курак, кăсăя, уйăп)
4. - Вĕсем мĕншĕн пÿрт-çурт çывăхне пыраççĕ?
(Мĕншĕн тесен вĕсем выçă, апат шыраççĕ)
- - Эсир кайăксене пулăшатăр-и?
- - Мĕнле пулăшатăр?
(Сырăшсем тăватпăр. Сырăш çине çăкăр тĕпренчĕкĕ, кĕрпе, тырă, хĕвелçаврăнăш хурса паратпăр)
5- мĕш ĕç. Ула такка çинчен каласа парăр.
1-мĕш ача.
Ула такка - вăрманта пурăнакан кайăк. Вăл шурă - хура çунатлă, шурă хырăмлă, пуçĕ хĕрлĕ.
Хыр йĕкелне çурăка хĕстернĕ те шĕвĕр сăмсипе таккать те таккать. Ула такка - усăллă кайăк. Вăл чирлĕ йывăçсене сыватать, хурт - кăпшанкăсене пĕтерет, çут çанталăка упрать.
Çавăнпа ăна вăрман санитарĕ теççĕ.
3- мĕш пулăшу карточки.
(3- мĕш ушкăн валли)
4-мĕш ĕç. Тискер чĕр чунсем çинчен калаçу йĕркелĕр.
2-мĕш ача → 3-мĕш ача.
- - Вăрманта мĕнле тискер чĕр чунсем пурăнаççĕ?
- - Хĕлле пакша ăçта пурăнать?
(Пакша хĕлле йывăç çинче хăвăлта пурăнать.)
3. - Çÿлевĕç мĕнле чĕр чун?
Вăл вырăсла мĕнле пулать?
- - Упапа чĕрĕп мĕн тăваççĕ?
- - Хĕлĕпех çывăраççĕ пулсан, вĕсем вара нимĕн те çимеççĕ пулĕ?
- Çимеççĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра хăйсен ăшне хывнă çупа тăранса пурăнаççĕ.
5- мĕш ĕç. Мулкачпа пăши çинчен каласа парăр.
1-мĕш ача.
Мулкач хĕлле шурă, çулла сăрă тĕслĕ. Унăн тăшман нумай, тăшмансенчен мулкач тарса хăтăлать.
Хĕлле вăл ял çывăхне калча çиме çÿрет. Улмуççие те кăшлать. Çамрăк туратсем, утă çиет.
Пăшисем тепĕр чух яла та пырса кĕреççĕ. Вĕсем çынран хăрамаççĕ. Пăши пĕччен кашкăртан хăрамасть. Ăна мăйракипе те тĕкет, урипе те тапать. Кашкăр кĕтĕвĕ çеç пăшие çĕнтерме пултарать.
4-мĕш пулăшу карточки.
(4-мĕш ушкăн валли)
4-мĕш ĕç. «Ачасен хĕллехи вăййисем» калаçу йĕркелĕр.
2-мĕш ача → 3-мĕш ача.
1. - ÿкерчĕкре камсене куратăн?
(ÿкерчĕкре ачасене куратăп. Вĕсем тăвайккине килнĕ)
- - Вĕсем мĕн тăваççĕ?
- - Ачасем мĕнле тумтир тăхăннă?
- - Мишăпа Ваня мĕн тăваççĕ?
- - Оля мĕн тăвать?
- - ÿкерчĕке мĕнле ят пама пулать?
(ÿкерчĕке «Тăвайккинче» ят пама пулать).
5- мĕш ĕç. Ачасем мĕншен сивĕрен xăpaмаççĕ? 1-мĕш ача.
Каласа парăр.
Ачасем сивĕрен хăрамаççĕ. Сивве пăхмасăр ачасем çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, юрпа выляççĕ юртан çын кĕлетки купалаççĕ. Тăвайккине шыв сапаççĕ. Çавăнпа ачасене сивĕ мар.
Хĕл тарăхать, çапах та ачасене нимĕн те тăваимасть.
Çапла вара ачасем сивĕрен хăрамаççĕ.
Урок юхăмĕ.
I. Урока йĕркелени, хатĕрлени.
1. Сывлăх сунни.
2. 100 таран теçеткесемпе малалла, каялла шутласси.
3. Дежурнăйпа калаçасси.
- Паян класра кам дежурнăй?
- Паян эпĕ дежурнăй. Паян чÿк уйăхĕн вăтăрмĕшĕ, кĕçнерни кун. Класра пурте пур.
- Паян мĕнле çанталăк?
Урамра çанталăк сивĕ, тĕксĕм, ăмăр, пĕлĕтлĕ. Тÿпе сăрă тĕслĕ.
Хĕвел пăхмасть. Юр çумасть. Пур çĕрте те шап-шурă юр выртать. Йывăçсем çара. Сивĕ çил вĕрет.
- Маттур, лар, тархасшăн.
II. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
- Ачасем, тимлĕ пулăр. Çулталăкăн хăш вăхăчĕ çинчен çак сăвă? Тупсăмне тупăр.
Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах…
Вăл хăçан пулать-ши?
Тĕрĕс, паянхи урок теми «Хĕллехи вăрманта». Эпир сирĕнпе хĕллехи вăрмана экскурсие кайăпăр.
Вăрманта хĕллехи çанталăка, йывăçсене, кайăксене, ачасем мĕн тунине сăнăпăр. Вĕсем çинчен калаçусем (диалогсем), монологсем йĕркелĕпĕр, тупмалли юмахсемпе, халăх сăнавĕсемпе ĕçлĕпĕр.
Çапла вара малтан хĕл çинчен мĕн вĕреннине аса илĕпĕр, çирĕплетĕпĕр.
III. Аса илÿ, пĕтĕмлетÿ материалĕпе ĕçлени:
а) ушкăнри ĕçсене тума хатĕрленни
- Ачасем, ушкăнсенче ĕç карточкисемпе, пулăшу карточкисемпе паллашăр. Ĕçсене ушкăнра уйăрăр – кам хăш ĕçне тăвать?
ă) ачасем ушкăнсенче ĕçлеççĕ, учитель вĕсем мĕнле ĕçленине сăнать, ĕç йĕркине тĕрĕслет, ыйтусене хуравлать, пулăшать;
б) ушкăнсен ĕçне тĕрĕслени:
- Ачасем, халĕ сирĕн ĕçе тĕрĕслетпĕр. Малтанах «Кам тĕрĕсрех вулать?» конкурс ирттеретпĕр.
Ачасем сăвăсене карточкăсенче кăтартнă йĕркепе вулаççĕ:
1 - мĕш ушкăн - «Пĕрремĕш юр» (60 стр)
2 - мĕш ушкăн - «Юр çунă» (62 стр)
3 - мĕш ушкăн - «Хĕлле» (69 стр)
4 - мĕш ушкăн - «Çĕнĕ юр» (63 стр)
Учитель хăш ушкăн, кам тĕрĕсрех вуланине, камăн тимлĕрех пулмаллине палăртса хăварать.
в) Малалла 2-мĕш ĕçсене пурнăçлатпăр.
1-мĕш ушкăнăн 2-мĕш ĕçĕ – 62 страницăри 7-мĕш хăнăхтару.
Сăмахсене чăвашла куçарăр. 5 сăмахĕпе предложени тăвăр.
Зима, снег, лыжи, санки, ёлка, снегурочка, заяц.
- Хĕлле çанталăк сивĕ.
- Урамра шап-шурă, кăпăшка юр выртать.
- Ачасем тăвайккинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.
- Хырпа чăрăш яланах сип-симĕс лараççĕ.
- Мулкач хĕлле шурă, çулла сăрă тĕслĕ.
2-мĕш ушкăнăн 2-мĕш ĕçĕ. (68-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлăр).
Скобкăри сăмахсене кирлĕ формăпа лартăр.
Çуркунне кайăксем пирĕн пата вĕçсе килеççĕ. Пирĕн патра вĕсем чĕпĕ кăлараççĕ. Кĕркунне пирĕн патран кăнтăра каяççĕ.
3-мĕш ушкăнăн 2-мĕш ĕçĕ.
К → А1
А3 ←А2
65-мĕш страницăри 3-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлăр
Скобкăри сăмахсене кирлĕ формăра лартăр.
Упа кашкăртан хăрамасть. Тилĕ упаран, кашкăртан хăрать. Мулкач кашкăртан, тилĕрен хăрать. Упа хĕлле сунара çÿремест, хĕлĕпех шăтăкра çывăрать. Тилĕ хĕлле тĕсне улăштармасть, мулкач улăштарать. Мулкач хăвăрт чупать, хăй тăшманĕсенчен тарса хăтăлать. Кашкăр тилле хăвалать. Тилĕ шăшие тытать.
4-мĕш ушкăнăн 2-мĕш ĕçĕ.
Доска çинчи сăмахсене кирлĕ пек çыхăнтарăр.
Кăпăшка çанталăк тĕксĕм кун
Ăмăр юр хĕвеллĕ тумтир
Сивĕ ÿкерчĕк ăшă пĕлĕт
Хĕллехи хĕл савăнăçлă вăхăт
- Малалла 3-мĕш ĕçсемпе ĕçлетпĕр.
Тупмалли юмахсем калăр.
1-мĕш ушкăн – Хĕллехи çанталăк çинчен
1) Пĕр пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ (Вся земля покрыта одним одеялом)
2) Çулла кĕрĕкпе, хĕлле кĕрĕксĕр
3) Тÿпере илемлĕ хĕр çÿрет (По небу ходит красивая девушка).
2-мĕш ушкăн – Кайăксем çинчен тупмалли юмахсем калăр.
1) Вăрман тухтăрĕ мĕнле вĕçен кайăк? (ула такка).
2) Хĕрлĕ тумпа, кĕркунне çурçĕртен вĕçсе килет (уйăп).
3-мĕш ушкăн – Тискер чĕр чунсем çинчен.
1) Çулла сăрă, хĕлле шурă.
2) Хĕлле çывăрать, çуркунне вăранать.
3) Вăл пĕчĕк, сăрă тĕслĕ, ăна кушак юратать.
I Кану саманчĕ.
Малалла 4-мĕш ĕçсене пурнăçлатпăр.
Сирĕн калаçу йĕркелемелле.
1-мĕш ушкăн – Хĕллехи çанталăк çинчен
2-мĕш ушкăн – Кайăксем
3-мĕш ушкăн – Тискер чĕр чунсем
4-мĕш ушкăн – Ачасен хĕллехи вăййисем.
5-мĕш ĕçсем. «Хĕллехи ÿкерчĕк» калавпа усă курса хĕллехи вăрман çинчен каласа пар.
Ула такка çинчен каласа пар.
Мулкачпа пăши çинчен
Ачасем мĕншĕн сивĕрен хăрамаççĕ? Каласа пар.
Пĕтĕмлетÿ. Кашни ушкăн мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетесси.
Халĕ халăх ăслăлăхĕсемпе ĕçлетпĕр.
Халăх ăслăлăхĕ – вырăсла мĕнле пулать? Эсир ăна мĕнле ăнланатăр? Как вы это понимаете?
Эсир мĕнле халăх ăслăлăхĕсене пĕлетĕр?
Тăман умĕн.
- Ула кураксемпе чанасем пÿрт-çурт тавра пухăнаççĕ. (перед метелью вороны и галки жмутся к домам).
- Ăсансем çÿллĕ хурăнсем çинчен чăтлăха вĕçсе каяççĕ (тетерева слетают с высоких берёз и прячутся в чащобах).
Сивĕтес умĕн
- Кушак кăмака çумне тĕршĕнет (кошка жмётся к печке)
- Çерçисем йăвисене мамăк йăтаççĕ (воробьи таскают в гнёзда пух)
- Пакшасем хăвăла пытанаççĕ те шăтăкне питĕреççĕ (белки прячутся в дупло и закрывают отверстие)
Тата çĕнĕ халăх ăслăлăхĕсене тетрадьсем çине çырса хуратпăр.
- Хĕл сивĕ пулсан – çу шăрăх пулать.(зима морозная – лето жаркое)
- Юр нумай çусан тырпул лайăх пулать (Много снегу – много хлеба)
Киле ĕç парасси.
Отметкăсем лартасси.
Урока пĕтĕмлетесси.
Сывпулашасси.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок по чувашскому языку по теме "Туслăх вăйĕ" ("Сила дружбы")
Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăр...
Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.
1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...
Открытый урок по чувашскому языку на тему: «Эпир - И.Я.Яковлев ачисем» - «Мы – ученики И.Я.Яковлева»
Данный урок в учебном процессе относится к разделу «Славные люди Чувашской земли» на уроках чувашского языка и культуры родного края....
Урок чувашского языка на тему: "Урокра мĕн тумалла?"
Урок чувашского языка в 3 классе...
Урок чувашского языка на тему "Ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи"
Презентация к уроку чувашского языка для 4 класса...
Урок чувашского языка на тему "Пирĕн çутă ĕмĕтсем"
Презентация к уроку чувашского языка в 4 классе...
Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Осень зима"
Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Осень зима". На уроке дети изучат новые слова, вспомнят пословицы и поговорки на тему "осень и зима", через игры и вопросы отгадают тему этого ...