Статья
статья по теме
На чувашском языке о месяцах и народных приметах
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
soobshchestvo_uchiteley.docx | 26.91 КБ |
Предварительный просмотр:
УЙĂХСЕМ ÇИНЧЕН
Нарăс.Нарăсра вăйлă çилпе кастаракан çил-тăман хӳтлĕх тупса ăшăнасси çинчен тăтăшах асăрхаттарать, çавăнпа ку уйăха кĕçĕн кăрлач тесе те хаклаççĕ. Нарăсра икĕ тус: сивĕ тата çил-тăман. Нарăсăн пĕр ыйту: санăн тăлăппа кăçатă пур-и? Нарăс — улшăнуллă уйăх: пĕрре мăн кăрлачла хăтланать, тепре пуш уйăхнелле туртăнать; пĕрре сивĕпе тӳпелесе илет, тепре ăшăпа çупăрлать. Нарăс — хĕл мăйракине хуçаканни, хĕл кунĕсене вĕçлекенни, çурхи кунсене çул кăтартаканни. Нарăс — тайлăк-сулăнчăклă çулсемпе аскăнчăк çилсен уйăхĕ. Нарăсра хĕлпе çур тĕл пулаççĕ. Нарăс уйăхне шартлама сивĕсемшĕн — хаяр, нумай юр çунăшăн — юрлă теççĕ, хĕлпе çур хушшине палăртнăшăн мишавай ятпа та чыслаççĕ. Çак уйăхри çанталăк кĕр мĕнле пулассине. систерет: лăпкă е сăлпăранлă. Вăл çил-тăманпа вăйлă, пуш уйăхĕ — тумла юхнипе. Нарăс вĕçĕнче кукăрсăмса çура кăларать, шампа пулă вăлча сапать.
- Сивĕ мĕн тери хаяр, юр çăвасси çав тĕри катара.
- Ирхине хĕвел хĕрелсе тухсан çил-тăман тухма пултарать.
- Ирхи шурăмпуç ялтăркка çутатсан — сивĕтессе, имшер пулсан — ăшăтасса.
- Хĕвел пĕлĕт хыçне ансан — юр çăвасса.
- Хĕвел тавра тĕтреллĕ ункă амалансан çил-тăманлă çанталăка кĕтмелле.
- Пĕлĕтсем çиле хирĕç куçаççĕ пулсан — юр çăвасса.
- Йывăç турачĕсем пасарса ларсан çанталăк сивĕтет, таврана тĕтре карсан — ăшăтать.
- Çĕрле йывăçсене пас тытсан кăнтăрла юр çумасть.
- Çил çук çĕртенех мăрьерен тухакан тĕтĕм çĕрелле анать пулсан юр çăвасса кĕтмелле, тӳрремĕнех çулелле хăпарсан — сивĕтессе. Хĕллехи кун аслати авăтсан вăйлă çил тухасса.
- Юр çунă чух йывăçсемпе тун-катасен çумне çыпăçни çанталăк ăшăтасса пĕлтерет.
- Каç еннелле çил вăйлансан çанталăк пăсăлма пултарать.
- Çанталăк ăшăтас умĕн йытă юр çинче выртма юратать.
- Сивĕре лаша чĕрнисем тарласан /пас тытсан/ — ăшăтасса.
- Хаяр сивĕсем умĕн пакшасем пĕр йăвана темиçен пухăнаççĕ.
- Çанталăк ăшăтас умĕн пĕр талăк малтан шăшисем юр çине тухма пуçлаççĕ.
- Мулкач сад пахчине кĕрет пулсан хаяр сивĕсем часах пĕтмеççĕ.
- Чăхсем ирех кашта çине хăпарса ларсан — сивĕтессе, мĕн тери çӳлерех лараççĕ — çав тери сивĕрех пулать.
Пуш. Пуш уйăхне нарос, нурăс, çăварни, хĕр çураçнă, ĕне, ĕне ырри, çуркуннене пуçлакан уйăх тесе калаççĕ.
Нарос, нурăс сăмахсем чăваш чĕлхине перссен — зороастризм /сарташ/ тĕнĕпе пурăнакансен чĕлхинчен кĕнĕ.
Вĕсем хĕвеле "нар", хĕвел çутă кун енне куçнă куна 21.03 "ноуруз" — "çĕнĕ çул" тесе уявлаççĕ. Вĕсем хĕвеле пăхса тулнă 365 1/4 кунлă 12 уйăхлă календарьпе пурăннă. Кашни уйăхра 30 кун тесе шутланă. Çулталăка çитермелли 5 /6/ кунсене çут çанталăка пăхакан турăсен ячĕпе каланă, вĕсене юлашки уйăх /нарăс çумне хушнă /Энциклопедия для детей. Аванта. Т.6. Ч.1 191 стр./. Çулталăк пуш уйăхĕнче пуçланнă.
Хĕвеле пăхакан, хĕвел çулĕпе çӳрекен турăна вĕсем "пуш", "пушан", "пуçланаканĕ, çеçке çураканĕ" тенĕ. Ăна пăтăпа, сăрапа асăннă.
Чăвăшсем "пуш" сăмахпа çулталăк иртнине палăртса калаççĕ: пушмак пăру - çулталăкри, хĕл каçнă пăру.
Сарташ тĕнĕпе пурăнакансем Çĕнĕ çул умĕн 12 кун чӳклесе кĕлĕ ирттереççĕ. 13-мĕшĕнче усалсене хăвалаççĕ. Чӳк тумалли вырăна тухса каяççĕ. 14-мĕшĕнче таврăнаççĕ. Усалсем пӳрте пĕрле ан кĕччĕр тесе алăк умĕнче вут чĕртсе ун урлă сиксе каçса пӳрте кĕреççĕ. Ку чăвашсен Сĕрен, Мăнкун уявĕсене аса илтерет.
Чылай йăли-йĕрки уйăх календарĕ тăрăх ирттерекен Çăварни, Христос тĕнĕнчи Мăнкун, Çимĕк уявĕсен йышне кĕнĕ.
Паянхи кунччен те Кĕнер тăрăхĕнчи /Куславкка, Сĕнтĕрвăрри/ Кĕнер, Туçи, Шамал ялĕсенче Мăнкун эрнинчи тунти кун урамра, хапха умĕнче, "пуш" ятлă вут çунтараççĕ.
Çунтармасан усалсем яла, çурта çунтарса яраççĕ имĕш.
Ку йăлана авал Мăнкунра — "нартуханра" /25.03/ ирттернĕ.
Н.И. Ашмарин тата ытти ăсчах çырнă тăрăх, "пуш" "пушă" вăхăта, пушă /çулталăк ярăмĕн чăпăркки/ пăрахнине пĕлтерет иккен.
Сăмахăн тупсăмне мăн асаттесен тĕн вĕрентĕвĕнчи сартош тĕнĕнче шырамалла.
Перссем ноуруз кунне пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ислам тĕнĕпе пурăнакансем навруз кунне, нарăс — пуш уйăхĕнче çĕнĕ уйăх тулнă кунра шутлаççĕ. Çав вăхăтра Ураза байрам, курбан байрам, Хадж уявĕсем ирттереççĕ.
Еврейсем, иудаистсем Мăнкун /Пасха/ уявне пуш /иккĕмĕш çурринче/ е ака уйăхĕсенче ирттереççĕ.
Христиансем Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ куна — Мăнкуна пуш-çу уйăхĕнчи çĕнĕ уйăх çуралнă эрнери вырсарни кун ирттереççĕ.
Чăвашсем авалхи тĕн тăрăх ирттерекен Мăн кунĕ пуш уйăхĕн 25-мĕшĕпе тĕл килнĕ. Вырăссем чăваш Мăнкунне "языческая пасха" тенĕ.
Мăнкун умĕн тури кайăкĕ — тăри — вĕçсе килнĕ. Вăл килсен çуркунне пуçланать иккен.
Чăвашсен авалхи Мăнкун умĕн Нартăван, Сĕрен, Вирĕм уявĕсене ирттернĕ. Вĕсем çинчен Н.И. Ашмарин словарĕнче çырса кăтартнă /Т.5. 240-243 стр. Т.11. 316-319 стр./.
Çанталăка сăнанинчен
- Пуш уйăхĕ уяр килсен çуркунне тăршшĕпех уяр тăрать.
- Пуш уйăх тунă кун кантăк çине пăр шăнсан çав çул хăяр ăнать.
- Эхер те пуш уйăх уяр килсен, çанталăк лăпкă пулсан, тăнăç тăрсан çур лайăх пулать, çу тăршшĕпех çанталăк лайăх тăрать, тĕрлĕ тыр-пул ăнса пулать.
- Пуш уйăхĕн малалла тăхринче çанталăк çиллĕ пулсан пĕтĕм çу çиллĕ пулать.
- Пуш уйăх тусан урамра шыв курăнсан шыв вăйлă анать; çырмара шыв ейӳ каять.
- Эхер пуш уйăх ăшăра тусан, тумла юхсан юр час каять, çу каçа ăшă тăрать.
- Алтакки кунĕ кăнтăрлаччен çанталăк лăпкă тăрсан, кăнтăрла иртсен çил тухсан çав çăвăн çурри лайăх пулать, çурри йĕпе-сапа пулать.
- Пуш уйăх тăманлă çанталăкра тусан хура тула килĕшет.
- Пуш уйăх пуçланнă чух çил кай енчен (кăнтăртан) пулсан тыр-пул аван пулать, эхер те мал енчен е çурçĕр енчен вĕрсен тыр-пул начар пулать.
- Пуш уйăх тунă чух çил ăçтан пулать пĕтĕм çу çапла пулать.
- Пуш уйăх уяр тăрать — пахчара хăяр пулать.
- Пуш пуçĕнче тумла юхсан çу лайăх пулать.
- Пуш пуçламăш кунĕ çерçи сăхмалăх шыв пулсан çу лайăх килет.
- Пуш уйăхĕнче пĕрремĕш эрне кун юр çусан чиклевĕк (мăйăр) нумай пулать, хăмла лайăх пулать.
- Пуш уйăхĕн каялла тăхрине юр çусан ыраш лайăх пулать.
- Чӳк уйăхĕ, — кĕркуннехи юлашки уйăх. Чук уйăхĕнче урапа тăварса çуна кӳлнĕ, çĕнĕ юр çийĕн çуна çулĕ уçнă. Ĕçчен чăваш çу кунĕнчех çуна таврашне тирпейлесе тухнă. Çуна çулĕ уçма тухсан вара хирĕç пулан-тăван: "Кусен çуни çуна пек, ырă çын хĕрĕсен арчи пек", - тесе пăхса савăнса тăнă.
Авалхи чăваш календарĕнче чӳк уйăхĕ çулталăка пуçлакан уйăх пулнă. XVIII ĕмĕрте çырса хăварнă ĕçсенче пуринче те пекех уйах ячĕсен йĕрки чӳк уйăхĕнчен пуçланать. А.Ф.Риттих, сăмахран, "Тĕне кĕмен чăвашсен Çĕнĕ çулĕ ноябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланать, вăл Турра тав туса ирттерекен хĕр сăри уявĕпе пĕрле килет", — тесе çырса хăварнă. А.А.Фукс, В.А.Сбоев, Й.Г.Георги ĕçĕсенче те чăвашсем Çĕнĕ çула ноябрь уйăхĕнче чуклеме е кĕр сăри туса уявланине кăтартса хăварнă. Çапла вара, сĕм авалхи чăвашсен çулталăкра икĕ Çĕнĕ çул пулнă. Пĕр Çĕнĕ çула чăвашсем пуш уйăхĕнче, тепĕрне чӳк уйăхĕнче уявланă.
Кĕрхи Çĕнĕ çул çитнĕ тĕле чăваш хресченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ. Ывăçласа сапнă çичĕ тĕслĕ тыр-пула ытамласа илсе капана хунă, капан пăсса, авăн аштарса çĕнĕ тырра кĕлете кĕртнĕ. Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе картана кĕртсе витене хупнă. Ĕççипе ĕççи хушшинче сывлăш çавăрса ярса йăл илмелли вăхăт пуçланнă.
Çĕнĕ тырра киветме тесе чăваш хресченĕ хурăнташ-ратнене йыхăрса илнĕ, тăван-пĕтене кĕрекене лартнă. Вара, алăран алла куçса пырса, кĕрекере "чуклеме курки", "Турăпа патша курки", "турамăш курки" çаврăнма пуçланă. Хура çĕрпе кăвапаран çыхăннă çĕр ĕçченĕ тĕнче хушши тикĕс тăнăшăн, çĕр кăкри çичĕ тĕслĕ тыр-пул çуратса панăшăн çут çанталăк-турра тав туса чӳкленĕ: ял-йыша, хурăнташ-ăрăва, кил-тĕрĕше чипер тытса тăнăшăн йăх-ăру пуçĕсене кĕреке умне лартса пуç çапнă. Ырă хуçа çĕнĕ тырă шерпетĕнчен тунă хăймаллă сăра кăларса лартнă, кĕреке пуçĕ "Турăпа патша ташламине" пуçласа янă, чуклеме пуçĕ такмак çаптарма пуçланă:
— Илтнĕ пулăр, ватăсем-вĕтĕсем, алăк патĕнчи алпассем, тĕпелти хулăн-сурăн кассисем, тĕрлĕ минтер çыннисем, кĕске йĕм пĕççисем! Ырă хуçа Турă амăш курки тăвать, ятлă курка пуçласа ярать. Паçăрхи кивви пулчĕ, халь — çĕнни, паçăрхи суйи пулчĕ, халь — чăнни. Тав сире! Чунран пĕр курка ĕçмелле... Ут туртайми урпи пултăр, ар çĕклейми хăмли пултăр, умрин те, хыçалтин те перекечĕ пултăр! Еçейменни карăш пулать, ĕçекенни путене пулать. Ĕçейменнин пĕр çулта çиччĕ те пилĕк хăлаç ӳснĕ хула /хăмла аври/ тупас пулать /сăра сĕрес пулать/, хăлашпа юр типĕтес пулать /салат типĕтес пулать/. Ашшĕ тӳрĕ /хăмла шалчи/, амăшĕ кукăр /хăмла пултранки/, хĕрĕ ластăк /хăмла çулçи/, ывăлĕ хаяр /хăмла пучаххи/. Кам та кам ĕçейменнин çавсене тупас пулать /вун икĕ курка ĕçес пулать/...
Такмакĕ пĕтсен кĕреке тавра курка çаврăннă. Унтан юрă-ташă пуçланнă. Илемлĕ те килпетлĕ пулнă-çке çав чаваш кĕреки! Алла панă куркана "Асран кайми аки-сухине" юрламасăр ас тивмен.
Чӳклеме йĕрки вĕçленсе пынă май килти ватăсене кĕреке пуçне лартнă. Мĕн пур чӳклеме халăхĕ ватăсен умне сулахай чĕр куççисене хутлатса ларнă — ваттисене салам панă. Салам парса пехил илнĕ чухне юрламалли юрри хăйне пулнă. Малтанхи çаврăма çут çанталăкшăн тесе юрланă: - Çитмĕл те çичĕ çухрăм çеçен хир.
- Çеçен хир варринче çавра кӳлĕ.
- Çавра кӳлĕ варринче çавра утрав,
- Çавра утрав çинче ылтăн юман.
- Ылтăн юман тăрринче мамăк йăва.
- Мамăк йăва çийĕнче икĕ кайăк -
- Услан кайăкпа ăмăрт кайăк -
- Мĕнле Турă çырнă-ши пĕр çĕре?
Иккĕмĕш çаврăмне мир-халăхшăн тесе юрланă:- Çитмĕл те çичĕ чалăш çӳллĕ ту,
- Çӳллĕ тусем çинче аслă ял,
- Аслă ялăн варринче атте картиш.
- Атте картиш варринче çавра кĕреке.
- Çавра кĕреке варринче çавра çурхат,
- Çавра çурхат тавралла икĕ курка —
- Симпыл куркипеле шерпет курки —
- Мĕнле Турă çырнă-ши пĕр çĕре?
Виççĕмĕш çаврăмне тăван-пĕтеншен, атте-аннешĕн тесе юрланă:- Атте кĕреки — çавра кĕреке
- Çавра кĕреке пуçĕнче икĕ ватă —
- Пĕри — аттем, тепри — аннем, —
- Менле Турă çырнă-ши пĕр çĕре?
- Аттем, тутсам сим пыл куркана.
- Аннем, илсем шерпет куркана,
- Хăш урăртан тытса тайăлам?
Çакна юрласа пĕтерсен пурте черетпе кил хуçи ваттисен умне пырса чĕр куçленнĕ те сылтăм аллипе ваттин ури пуçне перĕнсе тăнă. Ватти вара икĕ аллине унăн пуçĕ çине хĕреслетсе хунă та пехил панă. Пехил илсе пĕтерсен чӳклеме халăхĕ ваттисене тав туса çул курки ĕçнĕ, вара тепĕр киле кайнă. Çак чӳклеме уявĕ — авалхи чăваш Çĕнĕ çулĕ — кашни килех кĕрсе тухнă.
Чуклеме! Илемлĕ те, кăмăллă йăла! Çут çанталăк ырлăхĕсене сума суни те, шурă кулачă çитерекен хура çĕр ĕçне пурнăç тыткăчи вырăнне хисеплени те, яшшисемпе ваттисене чысра та хисепре усрани те — çак сăваплă йăлара пурте пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăнса тăраççĕ.
Авалхи уйăх ячĕсене сыхласа хăварнă тĕрĕк халăхĕсенчен чылайăшĕ хура кĕркуннехи пĕр уйăха чӳклеме йăли-йĕркипе çыхăнтарать. Акă, кумансем, сăмахран, вун пĕрмĕш уйăха курбан байрам ай "хăрпан /е чӳк/ уйăхĕ" тенĕ. Кĕрешĕн тутарсем ноябрь уйăхне келеу ай теççĕ, чăвашлатса каласан кĕлĕ уйăхĕ тени пулать ĕнтĕ ку. Кĕрешĕн тутарсем те кĕлĕ уйăхĕнче чӳклеме йăли туса ирттернĕ.
Чăваш хутлăхĕнче хура кĕркуннехи уйăха пур çĕрте те чӳк уйăхĕ е чӳклеме уйăхĕ теççĕ. Уйăх ячĕн варианчĕсем çукки хăех чӳк уйăхĕн ячĕ сахалтан та пĕр пин çул авалах çирĕпленсе çитнине пĕлтерет. Чӳк сăмахăн кăкĕ-тымарĕ темиçе пин çула та çитет, вăл тĕрĕк халăхĕсем пĕр йăхра пурăннă чухнех пулнă.- Николай Егоров, профессор
"Чăваш тĕнчи" хаçатăн 10 (2005, чӳк, 22) номерĕнчен илнĕ
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Статья "Главное захотеть стать здоровыми"
Из опыта работы учителя физической культуры о реализации ФГОС НОО...
Статья о проектной деятельности учащихся: Проект "Путешествие по зоопарку", статья размещена на сайте ПАПО в архиве новостей, http://pacad.ru, выступление было 29 апреля 2011 г. в г. Черноголовка состоялись Московские областные педагогические чтения
29 апреля 2011 г. в г. Черноголовка состоялись Московские областные педагогические чтения "Проектная и исследовательская деятельность учителя"Проект: «Путешествие по зоопарку»Бойкова Анна Александровн...
профессиональное становление личности. Статья опубликована в сборнике статей 3 конференции психологов образования Сибири.
профнаправленность...
Статья "Влияние музыки на здоровье человека" Автор статьи Дёмина Наталья Анисимовна
Важна и та музыка, которая звучит в дошкольном учреждении и дома, которая формирует дальнейшие предпочтения и культурный уровень подрастающего поколения. Ведь сегодняшние дети – будущее нашего государ...
Статья "Помогите ребенку стать одаренным", опубликованная в сборнике статей и научно - методических материалов научно - практической конференции"Одаренность и девиация современного ребенка: опыт развития и преодоления" 28 сентября 2012 г .
По данным американского психолога Е. Торренса, около 30 процентов детей, отчисленных из школы за неуспеваемость, были одаренными.Развивайте способности ребенка, все подряд, какие в нем только обнаружа...
Статья "Очень трудно сразу стать взрослым"
Чему и как учит школа? Что важней - знать математику, химию, биологию или уметь правильно ориентироваться в жизненном пространстве, развивать в каждом ученике способность самообразования, самоконтроля...
Статья "Образование будущего",эффективный педагогический опыт:сборник научных статей и методических материалов.
Статья "Образование будущего",эффективный педагогический опыт:сборник научных статей и методических материалов....