Выдающийся ученый и кораблестроитель Алексей Николаевич Крылов
учебно-методическое пособие (8 класс) на тему
А. Н. Крылов был выдающимся математиком и механиком, инженером и изобретателем, замечательным педагогом и популяризатором научных знаний. Крылов читал лекции по теории кораблестроения будущим инженерам. Крылов излагал сложные вещи простыми словами. Хотя книги были предназначены для специалистов, изложены они были в научно-популярном стиле. Благодаря Крылову, широкие массы инженеров и техников повышали свою специальную подготовку, приобщались к высокой культуре и становились новаторами в своей области деятельности.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
krylov_a.n._almazova_ilina.doc | 153.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Карап ăсти
(А.Н. Крылов çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май)
Л.М.Алмазова, А.Ю.Ильина, Шупашкарти 4-мĕш лицейра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем
Шкулсенче тăван халăх ятне çÿле çĕкленĕ çынсен ячĕпе тĕрлĕ уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пирĕн шкулта та Алексей Николаевич Крылов 150 çул çитнине халалласа мероприятисем иртрĕç.8-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче паллă карап ăсти çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетес тĕллевпе ирттернĕ „ Телейлĕ самант“ вăйă уйрăмах ачасен асĕнче юлчĕ. Малтанхи урокра вĕренекенсем мухтавлă ентешĕн пурнăç çулĕпе тĕплĕн паллашрĕç.
Алексей Николаевич Крылов - тĕнчипе паллă ученăй, карап ăсти, çыравçă. Вăл 1863 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пăрачкав районне кĕрекен Висяга ялĕнче çуралнă.Унăн ашшĕ, Николай Александрович, артиллери офицерĕ пулнăскер, отставкăна тухсан çĕр ĕçĕпе пурăнма тытăнать. Çав вăхăтрах общество ĕçне те хастар хутшăнать, литературăпа тата журналистикăпа интересленет. Алексей Николаевич амăшĕ Софья Викторовна Ляпунова дворян çемьинчен пулнă. Сăмаха май, Крыловăн ашшĕпе амăшĕ енчи тăванĕсем пурте паллă наука деятелĕсем: И.М.Сеченов - чаплă физиолог, Б.М.Ляпунов - славян филологине тĕпченĕ сумлă лингвист, Н. Ф. Филатов – хисеплĕ профессор.
Алеша тăхăр çул тултарсан вĕсен çемьи Францие куçса каять. Марсельте вăл француз чĕлхипе тата арифметикăпа интересленме тытăнать. Раççее таврăнсан Алексей 1878 çулта Петербургри Тинĕс училищин хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕрет. Çак училище вăл вăхăтра питĕ чаплă вĕренÿ заведенийĕ шутланнă. Вĕреннисĕр пуçне кунта ачасене хăйсем тĕллĕн вулама тата тĕпчеме ирĕк панă. Алексей Крылов пушă вăхăтра математикăпа кăсăкланма пуçлать. 1884 çулта Тинĕс училищине питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет те флот мичманĕн званине илет. Лайăх вĕреннĕшĕн унăн ятне училищĕн мрамор хăми çине ылтăн сас паллисемпе çырса хураççĕ.
Училище хыççăн Алексей Николаевича Гидрографи управленийĕнчи компас мастерскойне ĕçлеме яраççĕ. Çак çулсенче И.П. Коллинг ученăй ертсе пынипе вăл хăйĕн пĕрремĕш наука ĕçĕсене çырать. Магнит тата гирокомпас теорине Алексей Николаевич пурнăç тăршшĕпех тĕпчет. Компаса çĕнетессишĕн ырми-канми ĕçлет. Çак наука ĕçĕ ăна тĕнчипех чапа кăларать. 1941 çулта унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ, вăл Сталин премине илме тивĕç пулать.
Çамрăк ученăй кунпа кăна çырлахмасть, ăна карап теорийĕ тата карап тăвас ĕç интереслентерет. Карап тăвакансен тĕп задачи вăл - карап хăйĕн службине пурнăçланă чухне кирек мĕнле хăрушлăхра та шанчăклă хÿтлĕхре пулни. Çакна математика расчечĕпе, физика тата механика законĕсене шута илсе пурнăçлама пулать. Çак облаçра тимлĕ ĕçлес тесе А.Н.Крылов карапсем тăвакан Тинĕс академине вĕренме кĕме шутлать. Карап тăвакан заводра вăл пĕр çул ĕçленĕ хыççăн, 1888 çулта Тинĕс академийĕн итлекенĕ пулса тăрать. Кунта вĕрентекен профессорсем хушшинче чаплă ученăйсем вăй хунă: Коркин А.Н. математик, Цингер Н.Я., Коллинг И.П. астраномсем, Евневич И.А. механик. Вĕсем Крылова тата нумайрах тĕпчеме хавхалантараççĕ те ĕнтĕ. 1890 çул вĕçĕнче Алексей академие „питĕ лайăх“ паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Унăн ятне академин мрамор хăми çине çырса хураççĕ, акдемирех ĕçлеме хăвараççĕ. 1892 çулта Тинĕс акдемийĕнче карап теорине вулама пуçлать. Алексей Николаевич нумай тĕпчев ĕçĕсем çырать. Карап тăвас енĕпе кăна 18 пысăк кĕнеке пичетлесе кăларать. А.Н.Крылов ячĕ тĕнчипех сарăлать. Çав вăхăтрах вăл обществăпа патшалăх ĕçне активлă хутшăннă. Д.И. Менделеевпа пĕрле вăл Раççейри пĕрремĕш политехника институтне уçнă. Алексей Николаевич Тинĕс академийĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, флотăн генерал-лейтенанчĕ званисене илме тивĕçлĕ пулать. А.Н.Крылов ĕçне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Ăна Социализмла Ĕç Геройĕн ятне параççĕ, виçĕ хутчен Георги хĕресĕпе тата нумай орден-медаль парса чысланă.
А.Н.Крылов 1945 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче çĕре кĕрет. Ăна Ленинградра Волков масарĕнче «Литературные мостки» текен вырăнта пытарнă.
Паянхи кун та Алексей Николаевич ĕçĕсем хăйсен çивĕчлĕхне çухатман, тĕпчевçĕсем вĕсем çине тайăнса малалла ĕçлеççĕ, пирĕн ентеш эткерĕпе тĕнчипех усă кураççĕ. А.Н.Крылова асăнса çуралнă ялĕнче унăн бюстне лартнă, мемориал музейĕ ĕçлет. Улатăр, Николаев, Ленинград, Севастополь хулисенче Крылов урамĕсем пур ятне. Алексей Николаевича халалласа темиçе тинĕс карапне «Крылов академик» ят панă. Тинĕс наукине лайăх вĕренекенсене Крылов стипендине параççĕ.
Малалла эпир ĕçтешĕмĕрсене А.Н.Крылова халалласа ирттернĕ «Телейлĕ самант» вăйă сценарийĕпе паллаштарасшăн. Ăна хула шкулĕсенче 8-мĕш класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ
Тĕллевсем: 1) А.Н. Крылов çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси; 2) Тăван çĕр-шывăн мухтавлă ывăлĕсемпе мăнаçланма хавхалантарасси.
Ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр, вĕренекенсем! Сире пурне те „Телейлĕ самант” вăйăра курма хавас. Паян эпир тĕнчипе паллă карап ăсти Алексей Николаевич Крылов академик çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетĕпĕр. Çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн виçĕ ушкăн тупăшĕ. Халĕ вĕсене хăйсемпе паллаштарма ыйтатпăр. (Кашни ушкăнра ултă ача. Капитансем ушкăн ячĕпе, девизĕпе паллаштараççĕ. Кĕвĕ янăрать).
Пĕрремĕш гейм. „Тĕрĕс вĕçлĕр”. (Разминка)
Ыйтусем çине виçĕ ушкăнĕ те хуравлама пултарать. Тĕрĕс хуравшăн - жетон.
1. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. (И.Я. Яковлев)
2. Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ виççĕмĕш космонавт.
(А.Г. Николаев)
3. Пирĕн ентеш, паллă çар пуçĕ, граждан вăрçин легендарлă геройĕ. (В.И. Чапаев)
4. „Эпир пулнă, пур, пулатпăр” сăмахсен авторĕ, чăваш халăх поэчĕ. (П. П. Хусанкай)
5. Чăваш чĕлхи тĕпчевçи, 17 томлă словарь авторĕ. (Н. И. Ашмарин)
6. Тухăçри халăхсен историне тĕпчесе Китайра 14 çул пурăннă паллă ученăй. (Н.Я. Бичурин)
7. Санкт-Петербургри Çуллахи сад архитектура палăкĕн авторĕ, пирĕн ентеш. (П.Е. Егоров)
8. Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ. (Н.В.Федоров)
9. Тĕнчипе паллă карап ăсти, пирĕн ентеш. (А.Н. Крылов)
Иккĕмĕш гейм. „Эс мана, эп сана”.
Ушкăнсем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ. Хуравсене слайд тăрăх тĕрĕслеççĕ.
Пĕрремĕш ушкăна сĕннĕ ыйтусем:
1. А. Н .Крылова мĕншĕн пирĕн ентешĕмĕр тетпĕр?
2. Крылов ятне мĕнле вĕренÿ заведенийĕсен мрамор хăмисем çине çырса хунă?
3. Алексей Николаевич кампа пĕрле Раççейри пĕрремĕш политехника институтне уçнă?
4. Крылов мĕнле прибора çĕнетессишĕн нумай ĕçленĕ?
Иккĕмĕш ушкăна сĕннĕ ыйтусем:
1. Паллă академик хăçан çуралнă?
2. Крылова мĕнле хисеплĕ ятсем панă?
3. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче Крылова мĕнле хулана янă?
4. Карап тăвас енĕпе вăл миçе кĕнеке çырнă?
Виççĕмĕш ушкăна сĕннĕ ыйтусем:
1. А.Н. Крыловăн миçе ача пулнă?
2. А. Крыловăн ĕмĕчĕ – моряк пуласси - мĕншĕн пурнăçланаймасть?
3. Алексей Николаевич мĕнле вĕренÿ заведенийĕнче преподавательте ĕçленĕ?
4. Тинĕс наукине лайăх вĕренекенсене мĕнле стипенди парса хавхалантараççĕ?
Виççĕмĕш гейм. „Пичкери ыйтусем”.
1) Çак йĕркесене А.Н Крылова халалланă. Вĕсен авторĕ кам-ши?
...В науку пламенно влюбленный,
В делах всегда «неугомонный»,
Сумел земляк наш доказать,
Что «может собственных Платонов
И быстрых разумом Невтонов
Российская земля рождать.»
а) Владимир Грибанов;
ă) Владимир Маяковский;
б) Владимир Высоцкий.
2) Раççейри тăватă хула урамĕсене Крылов ятне панă. Хăш хуласенне-ши?
а) Канаш, Мускав, Хусан, Шупашкар;
ă)Санкт-Петербург, Николаев, Шупашкар, Севастополь;
б) Санкт-Петербург, Шупашкар, Саратов, Канаш.
3) Алексей Николаевичшăн С.П. Капица тата А.П. Капица камсем пулаççĕ?
а) ывăлĕсем
ă) мăнукĕсем
б) вĕренекенĕсем
4) Çак сăнÿкерчĕкре А.Н.Крылов кампа-ши?
а) Лида ятлă мăнукĕпе;
ă) Аня ятлă хĕрĕпе;
б) юлташĕн хĕрĕпе.
5) „Архимедпа Леонардо да Винчи, Паскальпе Ломоносов, Н.Е. Жуковскипе А.Н. Крылов ĕçĕсем пирĕн планета çинчи çынсен пурнăçне çăмăллатма май панă”. Çак сăмахсене кам каланă?
а) П.Л. Капица;
ă) Д.И. Менделеев;
б) К.Ф. Фролов.
6) А.Н. Крылов Георгий хĕресне миçе хутчен илме тивĕç пулнă?
а) икĕ хутчен;
ă) пĕр хутчен;
б) виçĕ хутчен.
„Куракансемпе вылятпăр ”.
Куракансен рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупмалла. Тĕрĕс хуравшăн – пылак приз.
Кĕмĕл юрĕ йăлтăр-йăлтăр,
Ÿкрĕ акă çутă ... (çăлтăр)
Питĕмрен каймасть йăл кулă,
Эпĕ тытнă пысăк ... (пулă)
Ах, çулла епле çав ырă,
Юрлама эп хатĕр ... (юрă)
Вăлтана илсе алла
Эп тухса утап ... (пулла)
Чечексем кунта тем тĕрлĕ,
Ман умри ак сарă... (хĕрлĕ)
Ав унта ÿсет сар тырă.
Ах, çулла епле çав ... (ырă)
Пирĕн аслă урамра
Кашласа ларать ...(йăмра)
Çуллахи вăрман пуян!
Туслă тилĕпе... (куян)
Пиçенсем те пур тĕл-тĕл,
Вăл тирет, çавна эс ... (пĕл)
Пахчара ÿсет палан,
Вăрманта çÿрет ...(пăлан)
Тăваттăмĕш гейм. „Тĕрĕс çыхăнтар».
Сулахай тата сылтăм юпари йĕркесене тĕрĕс çыхăнтармалла.
Пĕрремĕш ушкăна сĕннĕ ĕç:
1878 ç. А.Н.Крылова вăрçă çулĕсенче эвакуаци мелĕпе Хусана янă
1890 ç. Петербургри Тинĕс училищине вĕренме кĕрет
1941 ç. Тинĕс академине вĕренсе пĕтерет
Иккĕмĕш ушкăна сĕннĕ ĕç:
1915 ç. А.Н. Крылова Тинĕс академийĕн тава тивĕçлĕ профессор ятне панă
1908 ç. Ньютонăн «Математические начала натуральной философии» ĕçне вырăсла куçарнă
1912 ç. А.Н.Крылов Раççейри карап тăвас ĕçе ертсе пыма тытăнать
Виççĕмĕш ушкăна сĕннĕ ĕç:
1921-1927 çç. А.Н. Крылов çуралса ÿснĕ ялта палăк уçнă
1955 ç., 1963 ç. Лондонра пурăннă çулсем
1984 ç. А.Н.Крылова хисепелесе маркăсем пичетленĕ
Пиллĕкмĕш гейм. „Тĕрĕс, тĕрĕс мар”.
Ушкăнсем панă ĕнентерÿсем тĕрĕс е тĕрĕс мар пулнине каламалла.
1) А.Н.Крылов мăшăрĕ Елизавета Дмитриевна Драницына пулнă.
2) А.Н.Крыловăн икĕ ывăлĕ те - Николай тата Алексей - граждан вăрçинче пуçĕсене хунă.
3) А.Н. Крылов тăлăх ÿснĕ.
4) Академик Французсен тинĕс обществин членĕ пулнă.
5) А.Н. КрыловУлатăрта 1930-1945 çулсенче пурăннă.
6) Алексей Николаевич çывăхран кăна курнă.
7) А.Н.Крылов ача чухне инженер пулма ĕмĕтленнĕ.
8) А.Н.Крылов малтанхи çулсенче шкулта ĕçленĕ.
9) Крылов ĕçĕсемшĕн виçĕ хутчен Георги хĕресне илнĕ.
10) Вăл карапсене тинĕсре путмалла мар тăвас ыйтусене тĕпчет.
11) Уйăх çинчи кратера Крылов ятне панă.
12) А.Н. Крылова Улатăрта пытарнă.
13) Шупашкарта Крылова хисеплесе мемориал музей уçнă.
14) Академик 300 ытла кĕнекепе статья çырать.
15) А.Н.Крылова Социализмла Ĕç Геройĕн ятне парса чысланă.
Пиллĕкмĕш гейм хыççăн ушкăнсем жетонсене шутлаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантараççĕ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Выдающиеся ученые лингвисты
Презентации о ученых-языковедах. Работы учеников....
Наука о русском языке. Выдающиеся ученые-русисты.
Презентация представляет собой материал для проведения урока -конференции по русскому языку в 10 классе.Работа выполнена учащейся 10 класса Заплатиной Екатериной....
Учебно-методическая разработка интегрированного урока-конференции по английскому языку и психологии «Выдающиеся ученые Великобритании и России в области медицины и психологии»
Данная методическая разработка ставит целью развитие формирования целостного представления о выдающихся ученых России и Великобритании в рамках перекрестного года культуры...
« Выдающийся ученый- математик Воронежского края А.П Киселев
Презентация ученика к научно - практической конференции по математике. В работе прослеживается жизненный путь, научное творчество и педагогическую деятельность выдающегося учёного-м...
М. Е. Евсевьев - выдающийся ученый, историк, этнограф, просве-титель мордовского народа
Исследовательская работа, посвящённая жизни и деятельности выдающегося мордовского учёного и просветителя М. Е. Евсевьева....
Применение вычислительных навыков. Выдающиеся ученые Англии.
Интегрированный урок алгебра+английский язык...
М.В. ЛОМОНОСОВ — выдающийся ученый, поэт и просветитель
Цель проекта:Создать Виртуальный музей Дома-усадьбы М.В. ЛомоносоваПоказать историческую обстановку того времени, в которое он жил и работалЗадачи проекта:углубить знания о жизни и деятельности М.В. Л...