"Вăрçă ачисене халалласа". Сăвă.С. Васильева.
материал (7 класс) по теме
Вăрçă ачисене халалласа çырнă сăвă.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
varsa_achisene_halallasa_dokument_microsoft_office_word.docx.doc | 35.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Вăрçă ачисене халалласа
© С. Васильева-Тельмова
Телейлĕ ачалăх, хаваслă ачалăх,
Телейлĕ çемьен йăл! кулли –
Ялан асăнмаллăх, ялан ас тумаллăх
Пĕрле пухăнса сăн ÿкни.
Ик çивĕтлĕ аслă хĕрне çупăрланă
Çап-çамрăк хĕрарăм – анне,
Чи кĕçĕн ачи алăра. Чăмăртанă
Ăна аллинчнен яш атте.
Анчах ăнсăртран хаяр вăрçă пуçланнă:
Тăхлан тăкнă урнă тăшман.
Телейлĕ çемьен пурнăçне вăл таптанă –
Пулас çук вĕсем нихăçан…
Çĕр-шывăм ман çуннă, вут-хĕм айне пулнă,
Анчах тăшмана парăнман.
Пĕр кар! çĕр-шыв тăнă. Малтан йывăр пулнă,
Анчах фашистран хăраман.
Кам вут айĕнче çавăн чух пулса курнă,
Тăван кĕтесрен аякра,
Нихçан манса каймĕ, ялан асра тытĕ –
Мĕнле йывăр пулнă чунра.
Кам вăрçăн хуйхи-суйхине чăтса курнă,
Çав пĕлнĕ, мĕнле килнине.
Ав пĕр сăн ÿкерчĕк – вăрçăн сăн-пичĕ –
Унта тăлăхсен куçĕсем.
Çак пĕчĕк ача йăтайми хурлăх курнă:
Асрах унăн выçă кунсем.
Ан вилтĕр, тесе, хуларан илсе тухнă,
Ăна илсе кайнă çынсем…
Çак пĕчĕк ача Ленинград ачи пулнă.
Унпа хăйĕн пек тăлăхсем.
Ачалăх кун(ĕ)сем Ача çуртĕнче иртнĕ:
Кунтан шкула чупнă вĕсем.
Унта – уроксем. Вăрçăри пек вĕреннĕ:
Пач тĕттĕм чухне – лампăсем
Краççын ярса çутнă, хĕлле вутсăр пулнă -
Вăрçă хирĕнче ар çынсем.
Анчах та вĕреннĕ, анчах та вĕреннĕ,
Çапах та вĕреннĕ вĕсем!
Çĕр-шыв аннене вăй илме пулăшмашкăн
Пулас, тенĕ, кирлĕ çынсем.
Çу кунĕ çитсен аслисем уя тухнă –
Суха ĕçне тунă хăйсем,
Кайран сÿреленĕ. Атьсем те ĕçленĕ.
Тыр акнă. Вăй хунă вĕсем.
Кĕрхи кунсенче аслисем пек ĕçленĕ.
Ěçленĕ вара тĕттĕмччен.
Ěç кунĕ пĕтсен, кашнинех уншăн панă
Ик ывăç телей. Мĕн, пĕлсем?
Ыраш çăнăххи… Хаклăрах мĕн-ши пулнă
Çав вăрçăллă сăх çулсенче?
Çавах та çĕнтернĕ çĕр-шывăм. Çĕнтернĕ
Чунтан курайман фашистне!
Эй, вăрçă ачи! Сан ачалăху пулчĕ,
Чăнах та, ытла пит кĕске.
Этем курманни сан куçу умне пулчĕ,
Ним айăпсăр пĕчĕк пепке…
Çурхи хаваспа пĕтĕм халăх ĕçлетĕр,
Кÿлентĕр çĕн пурнăç ĕçне.
Яш-кĕрĕм вĕрентĕр, çĕн пурнăç çĕклентĕр,
Çĕклетĕр çĕр-шывăн чысне!
Кун хыççăн кун иртĕ, çул хыççăн çул иртĕ –
Çапла пулнă вăл ĕмĕрне.
Хаваслă ачалăх кашни çынăн пултăр,
Мир пултăр ялан Çĕр çинче!
Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ, 2017 ç.
Хуракасси (Эльбарусово)
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
«Наставник, незабвенный руководитель и Учитель» Васильева Т.А..
ДАННОЕ СОЧИНЕНИЕ НАПИСАНО О ЧЕЛОВЕКЕ, ПОСВЯТИВШЕМ ЖИЗНЬ ШКОЛЕ.ДАННАЯ РАБОТА УДОСТОЕНА ДИПЛОМА ПЕРВОЙ СТЕПЕНИ В ОБЛАСТНОМ КОНКУРСЕ "бОЕВОЙ И ТРУДОВОЙ ПОДВИГ УЧИТЕЛЯ"...
ПОДГОТОВКА к ЕГЭ.Васильева Т.А.
В аналитическом отчёте ФИПИ сказано: «Ошибки, связанные с употреблением паронимов, достаточно часто встречаются в речи. Их причины объясняются многозначностью аффиксов в русском языке, различной сочет...
Тема урока «Доли и дроби»_Васильева Жанна Витальевна
Презентация к уроку "Доли и дороби"...
Интегрированный урок развития речи по русскому языку 7 классТема: Сочинение по картине К.Васильева «Русалка».
Тема: Сочинение по картине К.Васильева «Русалка».Цели:·...
Сочинение по картине Ф.А.Васильева "Перед дождём"
Мини-сочинение по картине Ф.А.Васильева "Перед дождём". Урок в 6 классе проводится во время изучения темы "Переходные и непереходные глаголы"...
"Девочки рождаются не для войны"внеклассное чтение по произведению Б.Васильева "А зори здесь тихие"
Уважение и преклонение перед подвигом российского народа в ВОв, уважение к памяти павших. Поиски ответа на вопросы:"Почему можно назвать героической гибель каждой из девушек? В чём же сила...
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс.
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс....