открытый урок "Ыра чунла кукамай" 6 класс
план-конспект урока (6 класс) на тему
Открытый урок на воспитание любви к близким людям и уваженю к старшему поколению.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
открытый урок "ыра чунла кукамай | 45.12 КБ |
otkr.urok_kukamay.docx | 45.12 КБ |
Предварительный просмотр:
Тема: Ырă чунлă кукамай.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: паллă ячĕ çумне -лан, - лен аффикссем хушăнса пулнă глаголсене тĕрĕс вулама тата çырма хăнăхтарасси, тăванлăх сăмахĕсемпе пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма вĕрентесси, кукамай çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван çынсене юратма, вĕсене пулăшма, ĕçчен пулса ÿсме вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, калаçу, ыйту-хурав, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемелли тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси, слайдсемпе ĕçлени (çĕнĕ материалпа паллашасси, грамматика материалĕпе ĕçлесси, ушкăнсенче ĕçе йĕркелесси)
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.
Усă курнă литература:
Урок юхăмĕ
- 1.Класа урока хатĕрлени. ( 1- мěш слайд)
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, …!
- Пирĕн урока паян хǎнасем. Вĕсене те ырă кун сунар.
- Ырă кун пултăр, хǎнасем!
- а) Дежурнăй калаçни. (3-мĕш слайд)
Дежурнǎй:-Паян юпа уйǎхӗн ҫирӗм тǎваттǎмӗшӗ.
-Класра пурте пур-и?
-Кǎмǎлсем мӗнле?
-Апла пулсан урока пуҫлар.
-Паян урокра хӗвел ҫутатса тǎрӗ. Анчах та хӗвел ҫутах мар, унǎн пӗр пайǎрк
Ватман ҫинче хӗвел ӳкернӗ.Пӗр пайǎрки ҫук.
2.-Пǎхǎр-ха хӗвелӗн мӗн ятлǎ пайǎрки ҫитмест-ши?
асанне атте анне
?
асатте ?
кукка
пичче кукаҫи
йǎмǎк аппа
Тǎванлǎх ячӗсене аса илни.
Кашни сǎмахне хорпа вулани, чǎвашла куҫарни.
-Мӗнле сǎмах ҫитмест? (кукамай)
-Мӗнле 4 сǎмах вырǎсла пӗр пек куҫать?
-Тӗрӗс,паянхи урок теми апла пулсан - кукамай.
Урок темипе паллаштарни.
Атǎп-атǎп-атǎп кукамая юрататǎп.
Атǎп-атǎп-атǎп кукамая пулǎшатǎп.
Ри-ри-ри-кукамай ман чи хитри.
II. Фонетика хăнăхтарăвě. (4-мěш слайд).
- Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.
Ырǎ, лайǎх ҫын ҫӗр ҫинче пин-пин
Пӗри вара-кукамай , пурǎнтǎр вǎл пит нумай!
Юратататǎп эпӗ кукамай сана
Пулǎшатǎн эсӗ яланах мана.
1) учитель вулать;
2) вырăсла куçарасси;
3) учитель хыççăн ачасем вулаççĕ;
4 ) хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулаттарасси.
IV.Урок темипе, тěллевěсемпе паллаштарни. (7-мĕш слайд)
Кукамай. Кашни çын чĕлхинче янăракан сăмах. Çак сăмах пирĕн чĕрере ырă та ăшă туйăм вăратать. Кукамайсене халаллатпăр та паянхи урока. Кукамай çинчен калаçăпăр, паллă ячĕ çумне -лан, - лен аффикссем хушăнса пулнă глаголсене тĕрĕс вулама тата çырма хăнăхăпăр, тăванлăх сăмахĕсемпе пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр, кукамай çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхăпăр.
V.Урокăн эпиграфĕпе паллашни (8-мĕш слайд)
Урок эпиграфӗпе паллашар-ха!
1)- Халĕ çак таблицăпа усă курса шифрланă урок эпиграфне вулăр.
2) Ачасем таблицăра ваттисен сăмахне тупса вулани. Ват çын – тăват çын. Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр? Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр?
Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ пулĕ. (9-мĕш слайд)
- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр.
Урока килнĕ хăнасем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла мĕнле калаçнине итлесшĕн, эсир урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене лайăх ĕçлесе савăнтарар.
VI. Грамматика материалĕ (10-мĕш слайд)
Малтанах урокри ĕçсене тĕрĕс те туллин пурнăçлама грамматика материалĕпе паллашăпăр.Çак таблицăна тишкерсе эсир мĕн калама пултаратăр? (Изучив эту таблицу, что вы можете сказать, как образованы эти глаголы?)
Тĕрĕс, ачасем. Сирĕн умра паллă ячĕсем çумне –лан, -лен аффикссем хутшăнса пулнă глагол тĕслĕхĕсен таблици.
Глаголы образуются от многих прилагательных. Вторичные глаголы, образованные от прилагательных, имеют значение «делаться таким». Их образуют различные аффиксы. Мы сегодня с вами рассмотрим аффиксы -лан, - лен.
Например: симĕс–симĕслен, сахал-сахаллан, пысăк-пысăклан, пĕчĕк-пĕчĕклен, нумай-нумайлан.
-Кукамайǎн мӗн нумайланнǎ-ши?Текста вуласа пӗлер-ха!Вуличчен куҫсем валли гимнастика тǎвар-ха!
VII. Кану саманчě. Куç гимнастики.( 11- мěш слайд)
VIII. Кěнекери «Ват çын – тăват çын?» текстпа ěçлени. (12-мĕш слайд)
- Словарь ěçě: ăс-тăн – ум, пĕр тан – одинаково, чун анлăшĕ – широта души, кучченеç- гостинец, пĕркеленчĕк – морщина, кăвакарнă- поседели, пит- щека, лицо, курас килет – хочется видеть
- учитель - хор;
- Сǎнчǎрпа-пӗри чǎвашла вулать, тепри куҫарать.
- ăсра предложенисем туни.Калани.
2.Кăтартуллă вулав. (Пуçламăшне учитель вулать, малалли пайĕсене - лайăх вулакан ачасем.)
а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни; текстра нумайлан глагол пур предложение тупса вулани, ăна вырăсла куçарни (Унăн питĕнче перкеленчĕксем нумайлансах пыраççĕ)
ă) сăнчăр мелěпе вулани; куҫарни
б) ыйтусене хуравлани (13- мěш слайд)
1. Настя кам çинчен калав çырнă?
2. Ват çын пирки халăхра мĕнле калаççĕ?
3. Кукамăшĕ Настьăна мĕн-мĕн тума вĕрентнĕ?
4. Кукамайăн миçе мăнук?
5. Кукамай мăнуксене мĕн сунать?
6. Вăл миçе çулта?
7. Ун питĕнче мĕнсем нумайлансах пыраççĕ?
8. Ачасем мĕншĕн кукамăшне яланах пулăшма тăрăшаççĕ?
9. Кукамай хĕлле тата çулла ăçта пурăнать?
10. Ачасем кукамăшне юратаççĕ-и?
11. Унпа мĕнле калаçаççĕ?
в) текст содержанине кĕскен каласа пани.
3. Текстри ваттисен сăмахĕсемпе паллашни.
Ку калавра эсир мĕнле ваттисен сăмахĕсемпе тĕл пултăр? (14-мĕш слайд)
«Ват çын – тăват çын», «Ĕçлĕ çын – телейлĕ çын» (учитель хыççăн пурте пĕрле вулани). Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр?
Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр? Манăн сире тата икĕ ваттисен сăмахĕпе паллаштарас килет. (15-мĕш слайд)
- Ачасем, сире Настьăн калавĕ килĕшрĕ-и?
Мана та питĕ килĕшрĕ. Ку çемьере пурте кукамăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ. Чăвашсем ваттисене мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ.
-Калǎр-ха ,кукамай сǎмах мӗнле пулнǎ-ши?
-Л.П.Сергеев хǎйӗн кӗнекинче ҫапла ǎнлантарса панǎ:
Çемьере ачана, çамрăка ырă ăс параканни – яланах ватă çын пулнă. «Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать; ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук,»- тесе ăс панă. Çав вăхăтрах ватлăха хисеплеме вĕрентнĕ: «Ватта хисепле , хăв та ватă пулăн; ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан,»- тесе вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ хăй ачисене мĕн пĕчĕкрен. Ачисем ашшĕ-амăшĕ ватă çынсене хисепленине, сума сунине, вĕсене итленине курса ÿснĕ. Хăйсем çемье çавăрсан та çак йĕркенех тытса пынă. Кашни ватă çыннах телейлĕ ватлăха тивĕçлĕ. Вĕсен ватлăхне канăç кÿрекеннисем-ачисемпе мăнукĕсем. Ачисемпе мăнукĕсем хăйсен ватă ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплесе, сума суса пурăнасси - кашни çын тивĕçĕ. Çакна эсир яланах асра тытăр.
Аудировани.(Хам кукамай ҫинчен каласа пани)
Ачасем, маншǎн та вара кукамай-чи ҫывǎх ҫын. Эпӗ те ҫак урока ахальтен илмерӗм. Мӗншӗнне итлесе пǎхǎр-ха! Эпӗ сире паян хам ҫинчен ытларах пӗлтересшӗн.(Хам кукамай ҫинчен каласа пани.)
Манǎн кукамай Пелагея ятлǎ. Вǎл халь пирӗнпе юнашар мар ӗнтӗ, анчах яланах манǎн асра. Кукамай - ман чи ҫывǎх ҫын. Мӗншӗн тесен тǎхǎр ҫулта чух эпӗ атте-аннесӗр тǎрса юлнǎ. Вара мана кукамай ӳстернӗ. Вǎл мана апат пӗҫерме, ҫыхма, ҫӗлеме вӗрентнӗ. Ырǎ ҫынпа паллаш, усал ҫынран тар, тесе вӗрентетчӗ.Эпӗ хамǎн кукамая питӗ юрататǎп, Мана ӳстернишӗн тав тǎватǎп.
-Мӗн ҫинчен пӗлтертӗм эпӗ?
-Кам хǎйӗн кукамǎшӗ ҫинчен каласа пама пултарать? (Çыхǎнуллǎ калав)
-Маттур,ачасем.Эсир те кукамамǎрсене юратни курǎнать.
IX. Кану саманчĕ.кукамайсене юратса юрǎ юрласа парар(16-мĕш слайд)
реп
X. Ушкăнсенче ĕçлени (17-мĕш слайд)
1) домино вǎйǎ
2)кластер
3) грамматика заданийӗ
- Маттурсем. Эсир те хăвăрăн кукамайсем çинчен нумай пĕлетĕр, вĕсене чăннипех хисеплетĕр, юрататăр.
XI. Кластер туни. (18-мĕш слайд) Настя хăйĕн кукамăшне мĕнле сăмахсемпе сăнлать? (48 стр. 9-мĕш ĕç) Эсир кукамайсене мĕнле сăмахсемпе сăнарлама пултаратăр?
XII. Кукамай валли юрǎ. Реп.
XIII. Киле ĕç пани (19-мĕш слайд) кукамайсене юрǎ юрласа памалла.
XIV. Ачасен ěçне хаклани.
XV. Пĕтĕмлетни. Рефлекси (20-мĕш слайд)
XVI. Ачасем, урок вěçленсе пынă май чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çырнă сăвă йěркисене вуласа сиремалашнехи уроксенче те ăнăçу сунас килет. (21-мĕш слайд)
Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай,
Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,
Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай)
- Çапла, ачасем. Кукамай- пирĕншĕн çав тери çывăх сăмах. Ăçтан манăн-ха ку сăмаха?! Пире ачашлать,кукǎль пӗҫерсе ҫитерет. Пирĕн аннесемпе аттесемшĕн те вǎл чи хаклă çын. Чăвашсен тăванлăх терминĕсем вăйлă аталаннă, ун пек сăмахсен çирĕп йĕрки пур. Вырăс чĕлхинче аттен ашшĕне те, аннен ашшĕне те «дедушка» теççĕ, аннен тата аттен амăшĕсене вара «бабушка» тетпĕр.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект открытого урока в 2 классе (Биболетова М.З. Enjoy English 2 класс)
Конспект открытого урока во 2 классе по теме "Coulors" (УМК Биболетова М.З. "Enjoy English"). ПРилагается цветик- семицветик и презентация к уроку....
Конспект открытого урока в 4 классе (Биболетова М.З. Enjoy English 4 класс)
Разработка урока по теме "Home, sweet home" в 4 классе. Прилагается презентация к уроку....
Конспект открытого урока в 5 классе на тему "Открытие Антарктиды"
Конспект открытого урока в 5 классе на тему "Открытие Антарктиды"...
Материалы к открытому уроку географии 5 класса "Открытия русских путешественников"
Разработка содержит технологическую карту урока географии в 5 классе по теме "Открытия русских пуьешественников", разработанну.ю в соответствиии с ФГОС ООО,...
Открытый урок в 5 классе " История географических открытий "
Знакомство детей с открытием Австралии и Антарктиды....
Открытый урок по теме: "Класс Пресмыкающиеся или Рептилии" 15.12.2018г. В рамках проведения Дня открытых дверей в МБОУ лицей №4.
Открытый урок по теме: "Класс Пресмыкающиеся или Рептилии" 15.12.2018г. В рамках проведения Дня открытых дверей в МБОУ лицей №4....
открытый урок во 2 классе по теме "Чтение гласных "A"и "E"в открытом слоге.Союз "или"
Цели урока: обучающие: обучать общению на иностранном языке, создать условия для формирования коммуникативной компетентности; ...