Куçма Пайраш хайлавĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ
статья по теме
Куçма Пайраш хайлавĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
kucma_payrash_haylavesenchi_heraram_sanare.doc | 39.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Куçма Пайраш хайлавĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ
Куçма Пайраш çыравçă нумай енлĕ талант: калавçă, очеркист, драматург, кулăш ăсти, куçаруçă, рецензент, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ. Унăн пултарулăхне виçĕ тапхăра пайлама пулать: Тăван çĕршывăн аслă вăрçи умĕнхи, вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи. Çыравçă пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Лида йăнăшĕ» кĕнекене алла тытрăм. Ку кĕнекене 18 калавпа 3 пьеса кĕртнĕ. Мана уйрăмах çак хайлавсенчи хĕрарăм сăнарĕ кăсăклантарчĕ: вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, пурнăçри вырăнĕ.
«Лида йăнăшĕ» калавра Лидия Ивановна – тĕп сăнар, инженер, хими заводĕнче ĕçлет, Сосинпа çывăхланать. Анчах та пысăк йăнăш тăвать, Сосин-Воскресенский – ултавçă, халăх тăшманĕ, сăтăр тăвас шутпа кăна пурăнать. Çак калав сисĕмлĕ пулма, авантюристсене тавçăрса илме, ăнсăртран «сиксе тухакан» юратусенчен сыхланма вĕрентет.
«Прорыв» калаври тĕп сăнар- Вера- райком секретарĕ. Вера нимле хăрушлăха пăхмасăр района прорывран кăларассишĕн тăрăшать, çавна пула вăхăтлăха курма таврăннă упăшкипе калаçса ларма та вăхăт тупаймасть. Общество интересĕсем уншăн килйыш интересĕсенчен темиçе хут малта тăраççĕ.
Çак шухăшах «Комсомол билечĕ» калавра та куратпăр. Ираида Степановнăшăн комсомол хушнă ĕç чи малти вырăнта.
- Çук, уйăрмастăп эп комсомол билетне хам çумран ĕмĕрне те. Класс тăшманĕ е тăшмана сутăннă çын комсомолкăшăн мăшăр пулма тивĕçсĕр, пĕр шухăш-кăмăллă çынсем кăна пĕрлешсе çирĕп çемье тума пултараççĕ-, тет тĕп сăнар.
Çакнашкал ăса вĕрентекен хайлавсем вăтăрмĕш çулсенчи çамрăксене тăшмана юлташран уйăрса илме нумай пулăшнă.
«Пурнăç хакĕ» калаври тĕп сăнар – Нина Багрова – операци сестри. Вăл аманнисене сăмахпа та, эмелпе те сиплет. Кашни çыншăн чи хакли – Тăван çĕршыв.Ăна харпăр хăй пурнăçĕнчен ытлараха хумалла, уншăн кĕрешес, ĕçлес туйăм кашни çын умĕнче, унăн тăнĕнче пулма кирлĕ. Паян пирĕн пурнăç хакĕ – Тăван çĕршыва парăнни, уншăн çапăçни, кирлĕ пулсан – пуçа та шеллеменни. Çакă вăл – пурнăç хакĕ.
«Катерина Ларина» калава вăрçă вăхăтĕнче çырнă. Катя çыхăну ĕçне вĕреннĕскер, мăшăрĕ вăрçăра пуç хунине пĕлсен хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Унăн ырă кăмăлне, инкеке лекнĕ çынсене пулăшас туртăмĕ пысăк пулнине, тăшмана курайманлăхĕ тапса тăнине асăрхама пултаратпăр.
Вăрçă хыççăн çырнă калавĕсенче çамрăк ăру çутă малашлăхшăн кĕрешнине куратпăр.
«Уйрăлу» калавра Елена Васильевна – тĕп сăнар, стройкăра ĕçлет, хастар строитель. Ун упăшки полковник, паллакан врачсем урлă пенсие тухнă та общество ĕçĕ çине алă сулнă. Çакнашкал çынсене автор пĕтĕм курайманлăхпа питлет. Елена Васильевна - çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешекен сăнар.
«Салам калăр» калаври Зоя Григорьевна учитель мăшăрне кунран-кун çĕнĕ çитĕнÿсем тăвакан совет çыннисем хушшине таврăнма пулăшать.
«Çул çинче» калаври Галина Ивановна учитель кайăк хăй чĕппине пăхса ÿстернĕ пек, ачасене малашлăх шанчăкне панă, пурнăç çулĕ çине алăран тытса кăларнă. Çăмăл пурнăçа хапсăнма вĕрентмен, ытларах халăха юратма, уншăн ĕçлеме вĕрентнĕ.
«Эх, мăнтарăн Кĕсенерĕ» калавра автор паянхи телейлĕ пурнăçа асаплă иртнĕ саманапа танлаштарнине куратпăр. Зинаида Сергеевна 30 çул ялта пулман, аслă пĕлÿ илнĕ, кандидат. Ялне таврăнса малтанхи юратăвне тĕл пулать, унтах ĕçлеме те юлать.
Çапла, пăхса тухнă хайлаври тĕп сăнарсем пурте ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăмсем. Кашниех хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа, таса кăмăлпа туса пырать, Тăван çĕршыв пуянлăхне ÿстерессишĕн вăй-халне шеллемест. Çыравçă совет саманинче ӳссе вăй илекен интеллигенцин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, кăмăлĕ-туйăмĕ çинчен çырнă, пурнăçри кăткăс ыйтусене хускатнă; ытларах медицина ĕçченĕсем çинчен, ял-хулари вĕреннĕ çынсем халăха йывăрлăхсене çĕнтерме мĕнле пулăшни çинчен çырнă. Хĕрарăм хăйĕн обществăри вырăнне ăнланса илнине, вăл халăх ĕçĕнче пиçĕхсе - тĕрекленсе пынине, тĕрĕс çул çине тухма ăна мĕн тери йывăр пулнине, килйышрипе ялйышри йăла-йĕрке чăрмавĕсене те тăтăшах сирсе пыма тивнине сăнласа панă.
Анчах та сивлек хĕрарăм сăнарĕсемпе те тĕл пулатпăр. Акă «Васкавлă пулăшу» калаври Раиса Петровна пек вĕçкĕн, упăшки пысăк вырăнта ĕçленĕрен ниçта ĕçлемен çăмăлттай хĕрарăм е «Тепĕр пилĕк çул пурăнасчĕ» калаври Майя Цветочкина(Сорокин Марукĕ) 30 çулхи хĕрарăм укçашăн 80 çулхи старика завещани çыртарасшăн, сестра-хозяйка Аня укçаллă упăшка шырать. Е тата «Йывăр килсен» калаври Сильва учитель фельдшерица элекне пула комсомолтан тухма хатĕрленет,унăн пурăнас, ĕçлес кăмăлĕ сÿнет. Таса та культурăллă пурăнмаллине эпир «Лайăх эмел» калаври бригадир хĕрарăм сăнарĕ урлă тавçăрса илетпĕр.
Пĕтĕмĕшле илсен, Куçма Пайраш хайлавĕсенчи хĕрарăм сăнарĕсем: сăпайлă, ырă чунлă, кăмăллă, шанчăклă, мал ĕмĕтлĕ, тавçăруллă, ăслă, ĕçчен: вĕсем хисепе, мухтава, юратăва тивĕçлĕ, пурте пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ: çыншăн мĕн те пулин лайăххине тăвасчĕ.
Çакнащкал пархатарлă та ăса вĕрентекен хайлавсем паянхи çамрăксемшĕн те усăллă.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Л.Сарине «Кукамай» тата В.Астафьев «Конь с розовой гривой» хайлавĕсенчи пурнăç урокĕсем
диалог культур...
Читательская конференция "Куçма Пайраш пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ"
Статья по итогам читательской конференции учителей чувашского языка и литературы Моргаушского района Чувашской Республики...