Чăваш литературин эстафети
план-конспект урока (5 класс) по теме

       Ертсе пыракан: Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш алфавитне тăвакан, чăваш букварьне хатĕрлекен, чăваш ачисем валли шкул уçакан çын пулнă. 1998 çулхи ака уйăхĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет.

       Паянхи «эстафета» вăййа çак юбилее халаллатпăр.

 

    Пирĕн паянхи тĕллевсем:

  1. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси;
  2. И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, хайлавсенчи кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе ачан чун-чĕрине витерме тăрăшасси;
  3. Тăван халăха çутта тухма пулăшнă çынна мухтанма хистесси;
  4. И.Я.Яковлевăн чăваш халăхне пехилленĕ сăмахĕсене аса илесси.

 

     «Эстафета» вăйă вăхăтĕнче 4 станци витĕр тухса финала çитмелле. Вăйăра 4 ушкăн ăмăртать. Кашни ушкăнра 3-шер е 4-шер ача. Кашни ушкăнăн хăйĕн командирĕ пур. 4 командир пакетран хăйсен ĕçлемелли станцисен номерĕсене туртса илеççĕ.

«Станцисем» 4 класра вырнаçнă.  «Финал» вара спортзалта вырнаçнă.  Кашни класра пĕр жюри членĕ ларать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_literaturin_estafeti.doc44.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш литературин эстафети

       Ертсе пыракан: Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш алфавитне тăвакан, чăваш букварьне хатĕрлекен, чăваш ачисем валли шкул уçакан çын пулнă. 1998 çулхи ака уйăхĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет.

       Паянхи «эстафета» вăййа çак юбилее халаллатпăр.

    Пирĕн паянхи тĕллевсем:

  1. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси;
  2. И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, хайлавсенчи кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе ачан чун-чĕрине витерме тăрăшасси;
  3. Тăван халăха çутта тухма пулăшнă çынна мухтанма хистесси;
  4. И.Я.Яковлевăн чăваш халăхне пехилленĕ сăмахĕсене аса илесси.

     «Эстафета» вăйă вăхăтĕнче 4 станци витĕр тухса финала çитмелле. Вăйăра 4 ушкăн ăмăртать. Кашни ушкăнра 3-шер е 4-шер ача. Кашни ушкăнăн хăйĕн командирĕ пур. 4 командир пакетран хăйсен ĕçлемелли станцисен номерĕсене туртса илеççĕ.

«Станцисем» 4 класра вырнаçнă.  «Финал» вара спортзалта вырнаçнă.  Кашни класра пĕр жюри членĕ ларать.

I. Теори станцийĕ

1. И.Я.Яковлев ăçта тата хăçан çуралнă?

2. Унăн амăшне мĕнле чĕннĕ?

3. Ăна кам усрава илнĕ?

4. «Яковлев» хушамат мĕнле тухса кайнă?

5. Унăн арăмне мĕнле чĕннĕ?

6. И.Я.Яковлевăн миçе ача пулнă тата вĕсене мĕнле чĕннĕ?

7. Чĕмпĕрти чăваш шкулне хăçан уçнă?

8. Чăваш алфавитне хăçан хатĕрленĕ  тата унта миçе саспалли пулнă?

9. Чăвашла букварь хăçан тухнă?

10. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пурĕ миçе учитель вĕренсе тухнă, вĕсенчен миçе хĕрарăм -учитель?

11. Вăл тăрăшнипе хальхи Чăваш республикин территорийĕнче миçе шкул уçнă?

12. И.Я.Яковлев миçе çул хушши чăвашсене çутта кăларас ĕçре ĕçленĕ?

13. Мĕншĕн ăна (Яковлева) «Чăваш Ломоносовĕ» тенĕ?

14. Вăл хăçан тата ăçта вилнĕ, мĕнле чирпе?

15. И.Я.Яковлев палăкĕ çине мĕн тесе çырса хунă?

16. Унăн чăвашсене çутта кăларас ĕçри пысăк ĕçĕсем.

II. Практика станцийĕ

  1. И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне пехилленĕ сăмахĕ» мĕнле 7 пайран тăрать?
  2. И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне пилленĕ сăмахĕн» тĕп тĕллевĕ мĕнре?
  3. Çак пакетри каснă хут таткисенчен пĕрлештерсе пил сăмахĕсене тупăр.

III. Тавçăруллисен станцийĕ

  1. Çак предметсене Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕрентнĕ:

Вырăс чĕлхи                                        Хими                                    

Вырăс литератури                               Минералоги

Чăваш чĕлхи                                        Педагогика

Арифметика                                         Ботаника

Географи                                              Психологи

Логика                                                   Зоологи

Истори                                                   ÿкерÿ урокĕ

Турă саккунĕ                                         Илемлĕ çыру урокĕ  

Еç урокĕ

Халĕ вара 4 ыйту çине хуравлăр:

  1. И.Я.Яковлев шкулта мĕнле предметсем вĕрентнĕ?
  2. Çак списокри предметсенчен иккĕшне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çеç вĕрентнĕ.

Хăш предметсем пирки сăмах пырать?

  1. К.В.Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хăш предметсене вĕрентнĕ?
  2. Çак предметсенчен хăшĕсене паянхи чăваш шкулĕнче  пĕрремĕш

      класран вĕрентеççĕ?

  2. Иван Яковлев калавĕсенче Хураçка ятлă йытă пур. Çак сăмахри саспаллисемпе усă курса урăх сăмахсем тумалла. Эпĕ 40 сăмах тупрăм, эсир миçе сăмах тупма пултаратăр?                                                                                                                                                                        

  3.         1                                   2                                    3

Кушак                         тилĕ                                ĕне      

   4                                   5                                    6

Шăши                         йытĕ                             кашкăр

   7                                   8                                    9

Автан                         качака                              чăх

                                     таки                              чĕппи

       И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ыйтусем:

    1) Çак чĕр чунсенчен хăшĕ карчăка каçармалла мар çиленнĕ?

    2) Хăш чĕр чунĕ нумая хапсăннă пирки нимсĕрех тăрса юлнă?

    3) Хăш чĕр чунĕ иçĕм çырли çиме ĕмĕтленнĕ?

    4) Хăш чĕр чунĕ чукмартан хăрать?

    5) Хăш чĕр чунĕ тăвар сапнă çăкăр чĕлли çиме ĕмĕтленнĕ?

    6) Хăш чĕр чунĕ хăнаран выçă таврăннă?

    7)…. хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ, хÿрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет. Хăш                                                                   чĕр чун вăл?

IV. Художество пултарулăх станцийĕ

  1. Сăвă
  2. Юрă
  3. Ташă


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Эстафета знаний по немецкому языку 5 класс

Эстафета знаний - игровая форма контроля усвоения знаний на начальном этапе обучения немецкому языку. Может проводиться в как спортивная эстафета с элементами физических упражнений....

Подвижные игры и эстафеты для 1 – 9 классов.

С давних пор игра составляет одну из основных сфер жизни человека. Она дает ребенку  возможность  познавать мир, воспитывает,  делает процесс обучения более интересным.  В данной р...

Общешкольная эстафета по ОБЖ " ОБЖ мы знаем , в жизни применяем"

Мероприятие лучше провести на улице.  Участие  могут принять либо команды  с 1 по 9 класс,  либо  классы  по 1-12 человек.  Обучающиеся по путеводному листу пр...

8 –чу классана нохчийн литературин хаарш талларан тесташ.

8 –чу классана нохчийн литературин хаарш талларан тесташ....

9 классан дешархошна к1оштан нохчийн литературин олимпиадин тесташ.

9 классан дешархошна к1оштан   нохчийн литературин олимпиадин тесташ.       ...