Прощай начальная школа
методическая разработка (4 класс)

Тихонова Нина Валентиновна

Сывӑ пул 4-мӗш класс

(Класра шкул ҫинчен илемлӗ кӗвӗ янӑрать)

-Ырӑ кун пултӑр хаклӑ ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем! Паян эпир 4 класпа, хамӑрӑн пӗрремӗш учительпе сыв пуллашатпӑр. Паянхи уяв кӑшт хурлӑхлӑ та, ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑ та. Эпир ӳсетпӗр, 5-мӗш класс ачисем пулса тӑратпӑр. Пӗлмелли пирӗн пит нумай. Шкул вӑхӑчӗ, шкул ҫулӗсем чи илемлисем, чи пӗлтерӗшлисем, чи хаваслисем! (на чувашском языке)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Сценарий "Прощай начальная школа"18.96 КБ

Предварительный просмотр:

Сывӑ пул 4-мӗш класс

(Класра шкул ҫинчен илемлӗ кӗвӗ янӑрать)

-Ырӑ кун пултӑр хаклӑ ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем! Паян эпир 4 класпа, хамӑрӑн пӗрремӗш учительпе сыв пуллашатпӑр. Паянхи уяв кӑшт хурлӑхлӑ та, ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑ та. Эпир ӳсетпӗр, 5-мӗш класс ачисем пулса тӑратпӑр. Пӗлмелли пирӗн пит нумай. Шкул вӑхӑчӗ, шкул ҫулӗсем чи илемлисем, чи пӗлтерӗшлисем, чи хаваслисем!

Юрӑ «Тӑван шкул»

-Шкул сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, хитре тумлă шкул ачисенчен, пĕрремĕш ыйтусемпе хуравсенчен, алран çавăтса класа ертсе кĕрекен çепĕç сасăллă, йăлтăр кулăллă пĕрремĕш вĕрентекентен пуҫланать. Пӗрремӗш хут парта хушшине ларса алла букварь тытма сире Козлова Татьяна Николаевна пулӑшрӗ.  Ҫак самантсем сирӗн асра ӗмӗрлӗхех юлӗҫ. Шкулта тӑрӑшса вӗренмелле: ҫырмалла, шутламалла , юрламалла, ташламалла тата мӗн чухлӗ тӗрлӗрен интереслӗ ӗҫ тумалла. (Слайд)

-Ан ӱркенӗр, ӑслӑ пулӑр,

Пӗлмелли питех нумай,

Шырӑр, тупӑр, ҫырӑр, вулӑр,

Ҫивӗчленӗр тӗрлӗ май.

-Кӗнеке вӑл – анлӑ парӑс,

Пурнӑҫ ятлӑ тинӗсре.

Кӗнеке – маяк пӗр харӑс

Ҫутатать пур ҫул-йӗре.

- Вĕрентекен! Яту сан чаплă,

Чун-хавалу пуян та аслă.

Ĕçÿ, чăнах та, пархатарлă.

Вăл ĕмĕр пултăрччĕ -мухтавлă!

«Пĕрремĕш учитель»

 1.Çуллахи кунсем иртсен, аслă çулпала

Çуркунне мĕн пĕтиччен, эпĕ санпала

Илĕртетĕн ăс-тăнпа, эсĕ аслă шкул

 Аталан хăватупа, чыслă сумлă пул.

 Хушса юрламалли:

 Пĕрремĕш учитель, юлать вăл чунра

 Юратнă учитель, ялан асăмра!

 2. Тавра курăм улшăнать, кунран-кун паха

 Çитĕнӳ те туртăнать, çулран çул татах

Таймапуç вĕрентекен, кăмăлтан сире

Тав тăватпăр чĕререн – учительсене!

3. Çĕр-пин ташă кĕвĕпе, халăхăм пуян

Хăйне евĕр тумĕпе, вăл пулман наян

Чĕмпĕр шкулти мар вĕсем, манăçран тухман

Ĕмĕр тав сăмахĕсем, чарăнмаç юхма. 

- Пӗрремӗш учительпе эсир  вулас, ҫырас, шутлас ӑслайсене алла илтӗр, ырӑпа усала уйӑрма, туслӑха упрама, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшма, юратма вӗрентӗр. Кӗҫен класра илнӗ пӗлӳсене, хӑнӑхусене пурнӑҫ тӑршшӗпе аталантарса, пуянлатса пыратӑр.

Юрӑ «Начальная школа»

-Ман пӗрремӗш учитель,

Хӗвел пек сан сӑну.

Паян кун та туятӑп-

 Анне пек кӑмӑлу.

Ӑс пани, вӗрентни

Ӗмӗр юлӗ асра.

Ыр сунса ятлани

Йӗр хӑварчӗ чунра.

 Ман юратнӑ учитель,

Чӗререн тав тӑвап.

Ӗҫре, пурнӑҫра та

Ырлӑх – сывлӑх сунап. ...

Юрӑ «Учитель» Вулама та ҫырма

- Учителӗн ӗҫӗ пит йывӑр:

 Атте те, анне те пулан.

Анне—тӗк — выртса эс ан ҫывӑр,

Атте—тӗк — ларса эс ан кан.

Ташӑ «Ромашки»

-Пĕрремĕш учитель

-Пĕрремĕш учитель тухмасть асăмран,

Юратрăм ăна эпĕ пĕтĕм чунтан.

Вĕрентрĕ мана вăл çырма, вулама,

Хитре ÿкерме, калаçма, шутлама.

Юрӑ «Кто добрее всех на свете»

 - Пĕрремĕш учитель вăл чи пирвайхи,

Чи-чи кăмăлли те чи-чи лайăххи.

 Чĕри ун пĕрмай ачасемшĕн çунать,

Тăван анне пек вăл пире юратать.  

 - Вăл ырă, хисеплĕ, илемлĕ, хастар,

 Ĕçчен, тăрăшуллă, чунпа та патвар.

 Пире те хăй пек тăвассишĕн куллен

Вăйне те, халне те нихçан шеллемен.  

- Учителĕн ĕçĕ пĕртте çăмăл мар,

Анчах пархатарлă, хисепсĕр те мар.

 Мĕн чухлĕ çынна парнелет хăй ăсне,

 Пур ыр кăмăлне, туйăмне те чунне

- Атте анне ҫумра пулсан пире пулӑшса пырсан пире урӑх мӗн кирлӗ

Юрӑ Тав тăватпăр, атте.

 Тав тăватпăр, анне.

Ырлăх-сывлăх,  телей суннăран,  суннăран

Тав тăватпăр паян,

Çук манмастпăр ыран,

Ырă чунлă ялан пулнăран, пулнăран.

Тав тăватпăр чунтан,

Чи таса кăмăлтан,

Пирĕнпе юнашар пулнăран, пулнăран. 

Ташӑ «Кружится вальс»

 Руковдитель: Тихонова Н.В.

Воспитатель: Иванова О.Н.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Праздник в начальной школе "Прощай, начальная школа"

Разработка праздника "Прощай, начальная школа!"...

Выпускной в начальной школе "Прощай начальная школа"

Выпускной в начальной школе "Прощай начальная школа"...

Прощание с начальной школой. «Прощай, начальная школа!»

Сценарий  "Прощание с начальной школой" поможет создать интересный, весёлый и незабываемый праздник. В данной разработке представлены стихи, песни, частушки, сценки, посвящённые начальной школе....

Выпуск начальной школы «Прощай, начальная школа!»

Праздник. Ведущий: Уважаемые учителя! Дорогие родители, гости! В год кинематографа выпускная параллель начальной школы представляет оптимистический киносериал «Шаг вперёд: История на миллион»....

Праздник в начальной школе "Прощай, начальная школа!"

Праздник "Прощай, начальная школа!"Солнце радостно нам светит,Кружат в танце мотыльки.Нас теперь в начальной школеназовут "выпускники!"...

Прощай начальная школа, прощай первый класс

праздник в малокомплектной школе...

Сценарий выпускного вечера в начальной школе «Прощай, начальная школа!»

Сценарий разработан для прзднования выпускного вечера из начальной школы....


 

Комментарии

Тихонова Нина Валентиновна

Можно использовать во время праздника "Прощай начальная школа" в чувашских школах.