Сценарий внеклассного мероприятия по ознакомлению с Л.С.Константиновым - Героем РФ
занимательные факты (9 класс)
Предварительный просмотр:
Вӗҫленмен вӗҫев…
СЦЕНАРИ
Автор: Кошелева Юлия Васильевна, Липовкӑри тӗп шкулта чӑваш
чӗлхипе литературине вӗрентекен
Умӗн калани
Эпӗ паянхи ӑслӑлӑхпа-наука конференцинче Республикӑра паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халлалланӑ ҫынсен, паттӑрсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа парасшӑн. Паттӑрсем кашни кун ҫуралмаҫҫӗ. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, ахӑртнех, кашниех пултараймасть. Ун пек ҫынсене Турӑ хӑй суйласа илет теҫҫӗ. Манӑн паянхи паттӑр, паллӑ ҫын, 15 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ вӗҫевҫӗ. Эпӗ Раҫҫей Геройӗ Л.С.Константинов пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ пирки каласа парасшӑн. Кашни ялтах сиплӗ ҫӑл куҫ пур теҫҫӗ, кашни ялтах тӑрӑшулӑхпа, паттӑрлӑхпа уйрӑлса тӑракан ҫынсемпе пуян. Мӗнлерех ҫын-ха вӑл, Раҫҫей Геройӗ?
Ҫӑкалӑхра ывӑл ҫуралнӑ,
Летчик пулас тесех шутланӑ.
Вӗреннӗ тӑрӑшса шкулта,
Спортра, ӗҫре ялан малта.
Юлташӗсемшӗн тӗслӗх пулнӑ,
Летчик пуласшӑнах пит ҫуннӑ.
Шкул пӗтерсен Сызранелле-
Ӗмӗчӗ ҫут пӗлӗтелле.
Ачалӑхӗ. Леонид Сергеевич Константинов районта пирӗн ентешсенчен Раҫҫей Геройӗн ятне илнӗ пӗрремӗш паттӑр. Паттӑр 1961 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Липовка поселокӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьери пӗрремӗш ача. Леня пӗчӗкренех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Шӑллӗпе пӗрле килти ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Ашшӗпе-амӑшӗ ӗҫрен килнӗ ҫӗре пур ӗҫе те тума тӑрӑшнӑ. Тӑван ял ҫийӗн самолет вӗҫсе иртнӗ чухне вӑл тимӗр кайӑка куҫ илми сӑнанӑ. Мӗн ҫинчен шутланӑ-ши вӑл ун чухне? Кун пирки хӑй тата шӑллӗ кӑна пӗлнӗ. Ҫичӗ ҫул тултарсан пӗрремӗш класа каять. Пӗлӳ ҫуртӗнче лайӑх ӗлкӗрсе пырать. «4» тата «5» паллӑпа вӗренет. Математика, физика, физкультура урокӗсене юратса ҫӳрет. Ара, летчик пулас тесен пӗлӳ ҫирӗп пулмалла. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах юлташӗсемпе волеболла, баскетболла вылянӑ. Хӗллехи вӑхӑтра йӗлтӗрпе ӑмӑртса чупнӑ. Вӗсен класӗнче ача йышлӑ пулнӑ. 6-мӗш класран пуҫласа 10-мӗш класс таран класс ертуҫи Салахеев Анвар Фуаттович пулнӑ. Пултаруллӑ вӗрентекен пулас летчике хавхалантарса, пулӑшса пынӑ. Ачара ҫирӗп характер, тӑрӑшулӑх, ӑнтӑлу пуррине кура пулӑшса пынӑ.
Федосия Александровна, амӑшӗн аса илӗвӗ: Эпир ашшӗпе ывӑлӑма ял-хуҫалӑх енӗпе вӗренме ярасшӑнччӗ. Вӗренсе пӗтерсен яла агроном е инженер пулса ӗҫлеме килессе шанаттӑмӑрччӗ. Ывӑла хамӑр ҫумран ярас килмесчӗ. Вӗҫевҫӗ пулас ӗмӗте класс ертуси вӑратрӗ тесе шутлатпӑр. Анвар Салахеев класс ертӳҫи математикӑпа физика предмечӗсене вӗрентетчӗ. Ачасенчен питӗ ҫирӗп ыйтатчӗ. Вӑл ывӑлӑм техникӑпа касӑкланнине кура Сызраньти лӗтчиксен ҫар училищине вӗренме каймашкӑн сӗнчӗ. Леня хӑйӗн сочиненисенче кӑвак тӳпене вӗҫсе хӑпарас килнине, вӑрмансем, хирсем, тусем ҫийӗн вӗҫес килни пирки ӗмӗтленнӗ иккен. Ачан ӗмӗтне татас мар терӗм,- аса илет амӑшӗ. Хӑйӗн ҫитӗнӗве пирки нихӑҫан та каласа памасчӗ. Орден-медалӗсем пирки нихӑҫан та мухтанмасчӗ. Питӗ сӑпайлӑ, тӗллев патне ӑнтӑлакан ывӑлччӗ.
Сергей Николаевич, ашшӗн аса илӗвӗ: Пӗчӗкренех спортпа туслӑччӗ. Шкулта тӑрӑшса вӗренетчӗ. Техникӑна лайӑх пӗлетчӗ. Ывӑлӑм техникӑна юсама пӗлнине пӗчӗк чухне машина, трактор юсанӑ ҫӗре хутшӑннипе ҫыхӑнтаратӑп.
Валерий Сергеевич, шӑллӗн аса илевӗ: Ҫар училищине вӗренме каяссине иксӗмӗр кӑна пӗлеттӗмӗр. Пичче спортпа туслӑччӗ. Математика предметне юрататчӗ. Хӗлле йӗлтӗрпе, ҫулла ҫурран чупатчӗ. Питӗ сӑпайлӑччӗ. Районти спорт ӑмартӑвӗсенчен грамотӑсемпе килсессӗн те нихӑҫан та мухтанмасчӗ.
Службӑри ӗҫӗ-хӗлӗ. Сызрань хулинчи ҫар авиацийӗн аслӑ шкулне кӗнӗ. 1982 ҫултан пуҫласа пограничниксен авиаци ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. 1983-1985 ҫулсенче Афганистанри ҫар ӗҫӗсене хутшӑннӑ. 1992 ҫултан вертолет эскадрийӗн командирӗ, 1997 ҫултан пуҫласа –Кавказри пограничниксен ятарлӑ округӗн «Астрахань» оперативӑ ҫар пайӗн специалисчӗсен ушкӑнӗн аслӑ офицерӗ. Л С.Константинов подполковник 1992-2001 ҫулсенче Ҫурҫӗр Осети, Ингушети, Дагестан, Чечен ҫӗрӗсем ҫинче сиксе тухнӑ хирӗҫтӑрусене чарса лартма хутшӑннӑ. «Гизель» авиации ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ май, вӑл пограничниксен подразделенийӗн десанчӗпе пӗрле, вертолет экипажӗн командирӗ пулса, Чечен республикине тӑтӑшах вӗҫнӗ.
Вӑл пулнӑ вутлӑ ҫулӑмра,
Ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра.
Анчах пуҫне нихҫан усман,
Вӗҫевҫӗн тивӗҫне манман.
Вӑл пулнӑ ҫирӗп командир,
Тӗслӗх илетпӗр-ҫе эпир.
Мӗн чухлӗ ҫирӗплӗх унра!
Йывӑрлӑхсем чылай умра.
Грузи, Чичня, Афганистан,
Сӑртлӑ-туллӑ Таджикистан.
Ниҫта та эс пуҫа усман,
Нимле чармав та хӑратман.
Ҫухату. 2001ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Л.С.Константинов командир ертсе пынӑ экипаж Владикавказ хулинчен РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене хамӑр ҫӗршыва илсе килнӗ. Л.С.Константинов тытса пыракан вертолет тикӗссӗн вӗҫнӗ. Каярах вӗсем ҫине тӗлли-паллисӗр тӑхлан сирпӗннӗ. Ҫӗр ҫинчен виҫӗ пулеметран вут-хӗм сирпӗннӗ. Пассажирсен йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Алексей Арбатов тата Евгений Зеленов та пулнӑ. Вӗҫнӗ хушӑра вертолета стрелоксем персе лектернӗ. Экипаж командирӗ тӳрех аманнӑ, ӑна тӑхлан ултӑ вырӑнтан амантнӑ: хулпуҫҫинчен, кӑкӑртан, хырӑмран лекнӗ, ӑна управлени рычагӗнчен ывӑтса янӑ. Анчах вӑл ҫухалса кайман. Малтан туйми пулнипе юн юхнине ӑнланса та ӗлкӗреймен, каллех рычагсене ярса илнӗ. Хӑй вилмеллех аманнӑ пулин те ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлас тенӗ, вертолета антарса лартас тесе сакӑр минут хушши кӗрешнӗ. Вилмеллех суранланнӑ командир тата унӑн экипажӗ вертолета Назрань хули ҫывӑхӗнче антарса лартма пултарнӑ. Ҫапла вара экипажӑн ытти членӗсен тата 15 пассажирӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вилмеллех аманнӑ подполковник госпитале ӑсатнӑ чухне ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. Вертолет ала пек пулнӑ, пурӗ 38 шатӑк шутланӑ, унӑн топлива бакӗ те, гидравлика системи те юрӑхсӑра тухнӑ. Теори тӑрӑх, вертолетӑн ҫӗр ҫине анса ларма пӗр шанчӑк та пулман. «Экипаж пултарулӑхӗ, Л.С.Константинов подполковник ӑсталӑхӗ, чун ҫирӗплӗхӗ ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарнӑ ҫынсене»,- тенӗ инкек сӑлтавне тӗпчекен пограничниксем
Эс пулнӑ шанчӑклӑ юлташ,
Санра кашни курнӑ малаш.
«Сергеич» тесе тусусем чӗннӗ,
Эс ҫынлӑхлине пурте пӗлнӗ.
Вун пилӗк ҫын пурнӑҫне ҫӑлтӑн,
Анчах хӑв темшӗн пайсӑр юлтӑн.
Ытла ир хупрӑн куҫсене,
Ҫӑлас тесе ҫын пурнӑҫне.
Вилӗмсӗр ячӗ. 2001 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн указӗпе Константинов подполковнике ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗ Геройӗ ятне панӑ. Ӑна Паттӑрлӑхшӑн орденпа, медальсемпе наградӑланӑ. Ун ячӗпе шкул, урам хисепленет. Тӑван шкулта ун ячӗпе музей ӗслет. Л.С.Константинов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Район центрӗнче, Асӑну скверӗнче Л.С.Константинова халалласа МИ-8 вертолет вырнаҫтарнӑ. Шупашкар хулинчи 38-мӗш шкул Л.С.Константинов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Подполковник оставкӑна кайсан ҫемйипе тӑван ене, Шупашкара, куҫас ӗмӗтпе пурӑннӑ. Унӑн вил тӑпри Шупашкарти Карачура масарӗнче. Ҫӑкалӑх ачисем кашни ҫулах Герой ҫуралнӑ кун унӑн вил тӑприйӗ ҫине пуҫ тайма каяҫҫӗ, . Кашни ҫуркуннех шкулта Л.С.Константинов ячӗпе республика шайӗнчи волейбол турнирӗ иртет.
Мӗн чухлӗ орден-медальсем,
Ахаль лекмеҫҫӗ-ҫке вӗсем.
Тӑван чикке, ҫӗре сыхланӑ,
Чӑваш Ене эсӗ хакланӑ.
Ҫӑлтӑн шывра путакана,
Ҫӑлтӑн вутра ҫунакана.
Тӑван ҫӗре эсӗ сыхланӑ,
Чун тӗпӗнче шанчӑк упраннӑ.
Ҫӑкалӑхсем сана манмаҫҫӗ,
Сан ятупа мӑнаҫланаҫҫӗ.
Сан ятупа музей те пур,
Юратнӑ шкул, урам та, кур..
Паттӑрсем вилсессӗн те вилмеҫҫӗ,
Паттӑрсем вилсен те пурӑнаҫ.
Паттӑрсен ыр ячӗсем сӳнмеҫҫӗ,
Ҫӑлтӑр евӗр тӳпере ҫунаҫ.
Литература:
- Прерванный полет. Г.Викторов. 2010г.
- «Ҫӗнтерушӗн» район хаҫачӗ. 2021ҫ
- Настя Артемьева «Яланах асра!» сӑвӑ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
СЦЕНАРИЙ ВНЕКЛАССНОГО МЕРОПРИЯТИЯПО ФИЗИЧЕСКОЙ КУЛЬТУРЕ«А НУ-КА, МАЛЬЧИКИ!»
В атмосфере праздника, знакомить детей с родами войск,развивать память, внимание, организованность, самостоятельность, умение согласовывать интересы в процессе преодоления определенных, соответст...
Методическая разработка внеклассного мероприятияпо истории родного края для учащихся 6-7 классов
Методическая разработка внеклассного мероприятияпо истории родного края для учащихся 6-7 классовучителя истории и краеведенияМОУ ООШ №2 г.Юрюзани Катав-Ивановского муниципального районаГавенко Ольги А...
Сценарий внеклассного мероприятия "Герои спортивных сражений"
Данный материал предназначен для использования учителями на внеклассных мероприятиях. Направлен на расширение знаний обучающихся в области спорта....
Сценарий внеклассного мероприятия "Героям Ленинграда посвящается"
Добрый день, уважаемые гости. Сегодняшняя наша встреча дань памяти городу легендарной славы, городу-герою Ленинграду, ныне С.Петербург, его защитникам и его жителям.И я с глубочайшей благод...
Сценарий внеклассного мероприятия "Героям Ленинграда посвящается"
Добрый день, уважаемые гости. Сегодняшняя наша встреча дань памяти городу легендарной славы, городу-герою Ленинграду, ныне С.Петербург, его защитникам и его жителям.И я с глубочайшей благод...
конспект внеклассного мероприятияпо штукатурно - малярному делу " Строитель"
Конспект занятия на тему « Строитель» для 6 – 5 классовЦЕЛЬ: продолжать знакомить с профессией строителя, его профессиональными действиями.З...
Сценарий внеклассного мероприятия для учащихся 1 – 11 классов «Герои земли Русской»
Добрый день, дорогие ребята! Мы сегодня собрались здесь, чтобы поговорить о русской воинской доблести, о защитниках нашей Отчизны, вспомним тех, кто защищал нашу родную Русь во время войн и наше...