«Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» вăйă
методическая разработка на тему
«Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» вăйă
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
meropriyati_stsenariy.doc | 66.5 КБ |
a.g.nikolaev_prezentatsi.ppt | 1.64 МБ |
Предварительный просмотр:
«Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» вăйă.
Тĕллевĕ:
- ачасене Андриян Григорьевич Николаев космонавт пурнăçĕпе тата ĕçĕ- хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси;
Задачăсем:
- паллă çынсем çинчен ытларах пĕлесси;
- ачасене творчествăлла ĕçе явăçтарасси;
- ачасен тавракурăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
- паттăрлăх туйăмне аталантарасси.
Урок эпиграфĕ: Чуна парса вĕренер,
Чуна парса ĕçлер,
Кăмăл-сипетпе,
Ăс-тăнпа пурăнар. («Тантăш» хаçатран)
Ертÿçĕ:1. Ырă кун пултăр,ачасем. Апрелĕн 12-мĕшĕ мĕн кунĕ-ши?
- Космонавтика кунĕ.
- Мĕншĕн апрелĕн 11-мĕшĕнче паллă тумаççĕ ку куна?
- 1961-мĕш çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче СССР гражданинĕ Ю.А. Гагарин этем историйĕнче чи малтан «Восток» ятлă космос карапĕпе Çĕр планета тавра вĕçсе çаврăнса килет.
- Гагарин вĕçсе кайиччен тĕнче уçлăхне тĕпчеме мĕн-мěн янă-ши?
1957çулхи октябрьте Çĕр тавра вĕçме пĕрремĕш спутник вĕçтерсе янă. Тĕнче уçлăхне малтан спутниксем чĕр чунсемсĕр кайнă, кайран чĕр чунсемпе яра пуçланă. (упăтесем,попугайсем, шăшисем,кроликсем,йытăсем)
- Пĕрремĕш мĕн ятлă йытă вĕçнĕ-ши? Кам пĕлет?
- Лайка.
- Лайка хыççăн мĕн ятлă йытăсем вĕçнĕ?
- Белка тата Стрелка.
- Гагарин хыççăн космосра кам пулать?
- 1961çулхи августăн 7-мĕшĕнче Гагарин хывнă çулпа Герман Степанович Титов вĕçсе кайса пĕр талăк Çĕр тавра çаврăнать.Космонавтикăра ку тепĕр пысăк çитĕнӳ пулнă.
Виççĕмĕш космонавт кам-ши?
- Андриян Григорьевич Николаев-чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр.
4 слайд. А. Г. Николаев 1929-мĕш çулта хресчен çемйинче çуралнă: çемьере 4 ача пулнă çамрăклах ашшĕсĕр (ашшĕ 45 çулта вилет) тăрса юлнă, çăкăр чĕлли хакне вăл мĕн ачаран тĕрĕс ăнланнă.
5 слайд. Çын пулас тесен ĕçле те тăрăш, ĕмĕтленнĕ телей ĕçленинчен те вĕреннинчен килет, çавна лайăх тавçăрса ӳснĕ Андриян. Техник-вăрманçă дипломне илнĕ хыççăн Карелие тухса каять. Мастер помощникĕнче ĕçлет, каярахпа мастера тухать. Ĕçчен çынна хисеплеме пĕлнĕшĕн вăрман касакансем ăна чунтан юратнă, хисепленĕ.
Совет Çарĕ ретĕнче тăни хăйне хушнă ĕçе вăхăтра та тирпейлĕ, юратса тума, авиаци техникине ăста вĕренсе çитме, кирек хăçан та дисциплинăна пăхăнма хăнăхтарнă.
6 слайд. 1957 çулхи сентябрьте А.Г.Николаева Коммунистсен парти ретне илеççĕ. Çыншăн аваннине ытларах тăвас тенĕ ĕмĕчĕ унăн кулленхи ĕçĕ пулса тăрать.
7 слайд. 1960 çулта совет космонавчĕсен пĕрремĕш ушкăнне туса хураççĕ. (12 космонавт кĕнĕ ку ушкăна)
8 слайд. Герман Титов (иккĕмĕш космонавт) 1961çулхи августăн 7-мĕшĕнче Ю.А. Гагарин хывнă çулпа вĕçсе пĕр талăк Çĕр тавра вĕçсе çаврăнать. Андриян Николаев унăн дублерĕ пулнă.
9 слайд. 1962-мĕш çулхи манăçми август. Августăн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне «Восток-3»космос карапĕ тухни çинчен радио пĕтĕм тĕнчене хыпарланă. Карапа чăваш каччи А. Г. Николаев майор тытса пырать. Çынсем тĕрлĕ справочниксенче шыраса пăхнă. Чăваш çĕршывĕ ăçта вырнаçнине пĕлесшĕн пулнă. Ку таранччен нумайăшĕ чăвашсем ăçта пурăннине пĕлмен те. Анна Алексеевна ,космонавт амăшĕ, вăл вăхăтра больницăра сипленнĕ. Шупашкар çыннисем больницăна чи илемлĕ чечек çыххисемпе паттăр амăшне саламлама васканă, таçтан-таçтан телеграммăсем вĕçе-вĕçе килнĕ. Унччен вара никама паллă мар Шуршăл чăваш ялĕ сасартăк пĕтĕм тĕнчене паллă пулса тăчĕ.
Тĕлĕнмелли татах пулнă. Августăн 12-мĕшĕнче космоса «Восток-4» çĕкленнĕ.Унăн командирĕ-Украина çынни Павел Романович Попович подполковник. Çакă тĕрлĕ халăх çыннисен хушшинчи туслăха яр- уççăн кăтартса панă. 10 слайд. Тĕнчере пĕрремĕш космос çемйи йĕркеленет. Валентина Ярославль облаçĕнчен. Икĕ хутчен Чăваш çĕршывне килсе кайнă. Шуршăлти шкул садĕнче улмуççисем лартса хăварнă.
11 слайд. Космонавтсене вĕрентсе хатĕрленĕ май Андриян Николаев хăй те вĕренме пăрахмасть.
12 слайд. 1970 çулта иккĕмĕш хут «Союз-9»караппа тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. Чапа тухас тенипе мар, Тăван çĕршыв чапĕшĕн, наука ÿсĕмĕшĕн вĕçсе кайнă В.И. Севастьяновпа пĕрле.
13 слайд. Космонавт кăна мар, çыравçă та. Кĕнекисене пăхатпăр.
14 слайд. Николаева халалласа чи малтан хăй сăввине чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (космонавт вĕçнĕ кунсенчех) «Правда» хаçатра пичетлесе кăларнă. Çавăн пекех чăваш халăх поэчĕсем Ухсай Яккăвĕпе Стихван Шавли, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ хăйсен чун патĕнчи сăмахĕсене хаçатсемпе журналсенче пĕлтернĕ.
15 слайд. Пурнăçра юлашки утăм тавас вăхăт çитсен чи малтан Тăван çĕршыв-аннемĕре аса ил. Çапла калама тивĕç пул:
- Хам чĕреме сана патăм, Тăван çĕршывăм!
16 слайд. Тăван çĕршывăн паттăр çынни.С.П. Королев академик Андриян çинчен сăмах хускатсан: «Хамăр тăван ывăл вырăнне хуратăп −, тенĕ. − Ĕçченлĕхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн, ăслишĕн, космос техникине ăста вĕренсе çитнишĕн, лăпкăлăхĕпе чăтăмлăхĕшĕн».
17 слайд. Чăваш халăхĕн паттăр çыннисемпе мухтанмалла çеç мар, вěренÿре те, ĕçре те, пурнăçра та вěсем пек пулма тарăшмалла.
Ĕмĕрсем иртĕç. Анчах та космоса пуçласа çул хывакансене этемлĕх нихăçан та манмĕ.
1-мĕш ĕç.
1. Андриян Григорьевич Николаев çуралнă ял:
а) Шурча; ă) Шуршăл; б) Шуркасси.
2. Андриян Григорьевич Николаев хăш район çынни:
а) Шупашкар; ă) Муркаш; б) Сĕнтĕрвăрри.
3. Сĕнтĕрвăрри вырăсла мĕнле куçарăнать?
а) Чебоксары; ă) Комсомольское; б) Маринский Посад.
4. Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн ашшĕ ячĕ?
а) Микулай; ă) Кĕркури; б) Петĕр.
5.Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр?
а) Павел Романович Попович; ă) Андриян Григорьевич Николаев; б) Юрий Алексеевич Гагарин.
2-мĕш ĕç.
Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр:
1. Туслăх çынна çунат ……….(хушать).
2. Юлташна ан пăрах, юлмăн ……(хăрах).
3. Пĕччен йывăçа çил ытларах …..(тустарать).
4. Туссăр çын - туратсăр …….(йывăç).
5. Юлташпа - вăйсăрри те…….(вăйлă).
6. Çĕр сум пуличчен çĕр тус …..(пултăр).
Канса илĕпĕр.
Вăйă: «Вĕçет-вĕçмест». Вĕçекен япала çинчен калатăп пулсан - ура çине тăрса алă çупатăр, вĕçмен япала çинчен калатăп пулсан - кукленсе ларатăр.
-Самолет вĕçет?....Вĕçет.
-Сĕтел вĕçет?...Вĕçмест.
-Ăмăрт кайăк вĕçет?...Вĕçет.
-Пукан вĕçет?...Вĕçмест.
-Чĕкеç вĕçет?..Вĕçет.
-Кĕнеке вĕçет?...Вĕçмест.
Маттурсем! Эсир мĕн вĕçнипе-вĕçменнине лайăх пĕлетĕр.
3-мĕш ĕç.
Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене çырса пĕтерĕр. Цифрăпа кăтартнă числосенчен вырăнлисене суйласа илĕр.
1. Ик ухмахăн (2, 1, 3) сăлтав.
2. Суя чупать çĕр çулпа, чăнни утать (2, 1, 3) çулпа.
3. Çиччĕ виç те (1, 2, 3) кас.
4. Икĕ йытă вăрçнă çĕре (2, 1, 3) пыма хушман.
5. Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, (1, 2, 3) ларса макăрăн.
6. Икĕ мулкача хăвалакан (1, 2, 3) те тытайман.
4-мĕш ĕç.
Кластер тумалла.
Чăн-чăн тус мĕнле пулмалла? Паллă ячĕсене тупса çырăр.
Йĕркеллĕ, кăмăллă, ырă чунлă, шанчăклă, ĕçчен, хастар, маттур.
5-мĕш ĕç.
Çак сăмахсенчен ваттисен сăмахĕ йĕркелĕр. Хăш ушкăн маттуртарах?
Тусу çук пулсан - тупма тăрăш, тупсан - упрама тăрăш.
6-мĕш ĕç.
Синквэйн çырни.
1. 1 япала ячĕ Андриян Николаев
2. 2 паллă ячĕ тăрăшуллă, хастар
3. 3 глагол вĕçет,чĕнет,йыхăрать
4. 4 сăмахран предложени Виççĕмĕш космонавт- çĕршыв чысĕ.
5. метафора (синоним) Кăйкăр.
7-мĕш ĕç. Пантоними
1 ушкăн: Хытă ěçлекеншěн хура çăкăр та кулач пекех тутлă.
2ушкăн: Ĕçле, ěçле, ěçле, çи , ěçлемесěр ан та çи.
8-мĕш ĕç. Çак шифрпа усă курса эсир 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче космосра пулнă «Восток-3» тата «Восток-4» карапсемпе вĕçнĕ космонавтсен хушамачĕпе ячĕсене вулама пултаратăр.
1-А | 9-Ĕ | 17-Н | 25-У | 33-Ы |
2-Ă | 10-Ж | 18-О | 26-Ф | 34-Ь |
3-Б | 11-З | 19-П | 27-Х | 35-Э |
4-В | 12-И | 20-Р | 28-Ц | 36-Ю |
5-Г | 13-Й | 21-С | 29-Ч | 37-Я |
6-Д | 14-К | 22-Ç | 30-Ш | |
7-Е | 15-Л | 23-Т | 31-Щ | |
8-Е | 16-М | 24-У | 32-Ъ |
1, 17, 6, 20, 12, 37, 17 17, 12, 14, 18, 15, 1, 7, 4
19, 1, 4, 7, 15 19, 18, 19, 18, 4, 12, 29
Ертÿçĕ:
-Ачасем, космонавтăн мĕнле пулмалла?
-Дисциплинăллă, хастар, тăрушăллă, çирĕп сывлăхлă, тÿрĕ кăмăллă, маттур.
Апла пулсан эпир те космонавтсем пек пулар.