Сценарий праздника ко Дню матери
методическая разработка
Сценарий праздника ко Дню матери на чувашском языке
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
stsenariy_prazdnika_ko_dnyu_materi_na_chuvashskom_yazyke.doc | 27 КБ |
Предварительный просмотр:
Аннесен уявĕ валли çырнă сценарий.
Ведущий 1.Ырă кун пултăр, хаклăран та хаклă аннесем!
Ведущий 2.Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.
Ведущий 1. Тăван çĕршыва юратасси те аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…
Ведущий 2. Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ.
Ведущий 1.Аннесем, пире эсир ырă та, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине тăратса телей парнелетĕр.
Ведущий 2. Яланах ырă канашсем парса пурнăçри кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн (вместе) ЮРАТАТПĂР!!!
Ведущий 1.______ эсĕ аннÿне юрататăн-и?
Ведущий 2. Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп.
Ведущий 2. Эсĕ вара, аннÿне юрататăп тесе каланă- и?
Ведущий 1. Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ уншăн тем тума та хатĕр.
Тав сăмахсемпеле аннесене парнелеме васкаще
2-4 класс Ачисем юрă юрлаççĕ.
Ведущий 1. сан аннÿ мĕнле çын?
Ведущий 2. Вăл пуринчен те илемлĕ, ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.
Ведущий 1. аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?
Ведущий 2.Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир килĕшетĕр-и манпа?
Ведущий 1.Çаплах, аннен çепĕç аллисем лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.
Анне пуртан эпир телейлĕ.
1-3 класс Ачисем юрă юрлаççĕ.
Ведущий 1.Калаха мана, эсĕ аннÿне час-часах пулăшатăн-и?
Ведущий 2.Паллах, хуçалăхра ĕç нумай. Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене пите кирлĕ.
Ведущий 1.Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?
Ведущий 2. Манăн анне пур ĕçре те маттур. Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.
Ведущий 1.Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?
Ведущий 2.Эпир лайăх вĕренсен аннесем пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.
5 класс Ачисем сăвă, вулаççе, тата юрă юрлаççĕ.
(Анне есе ир таран)
Ведущий 1.Манăн анне те тĕнчере чи ырри, айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.
Ведущий 2. эсĕ чи çывăх çынран каçару ыйтса курнă-и?
Ведущий 1.Астумастăп, анчах халĕ çак уявра эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.
Ведущий 2,
аннÿне тав тăвас килет-и?
Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,
Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.
Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,
Чечексенчен те эсĕ чи хитри.
Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,
Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.
Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли
Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши.
Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,
Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.
5 класс Ачисем ташлаççĕ.
Ведущий 1.Тата камăн тав тăвас килет? Кам тав сăмахĕ каласшăн?
Назаров Илья, Назарова Дарина сава калассе
Ведущий 1.Эпир анне умĕнче парăмра, çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.
(9 класс ачисем юрра юрлаççĕ.)
Борисов А.Манăн анне питĕ ырă.
Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.
Мана ăшшăн çупăрлать,
Хăйĕн çумне чăмăртать.
Унпа лайăх калаçма,
Пĕрле çырма, вулама.
Сăвă çырма вĕрентет,
Лайăх пулсан хĕпĕртет.
Терентьев Н.Ырă кăмăллă аннеçĕм,
Тав тăватăп пуç тайса
Пире пăхса ӳстернишĕн.
Юратнишĕн лăпкаса.
Ыррине çеç вĕрентетĕн,
Тӳрĕ кăмăллă пулма.
Петров М.Яланах пире пиллетĕн
Пурнăçра телей курма.
Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.
Сывлăху сан пултăр çирĕп
Нумай-нумай пурăнма.
Юрататпăр пит сана.
Дмитриев Н.Анне эс пире ӳстернĕ,
Пăхнă пире ир те каç.
Ырă пурнăç эс пилленĕ,
Çĕр çултан та иртсе каç.
Тав сăмахĕ шав калатпăр
Сана анне кунсерен.
Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,
Пулсам пĕрле çулсерен.
5 класс печекке пуласче
Ведущий 1.Упрасчĕ аннесене... Вăл юнашар пулсан тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан тĕксĕмлентĕр.
Ведущий 2. Çакăнпа пирен уяв весленче. Петем аннесене уяв ячепе тепер хут саламлатпар! Ырлах сывлах анаçу, еçре, е семьере килешу сунатпар!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий праздника ко Дню матери России
В.Сухомлинский Если ты с детства не научился смотреть в глаза матери и видеть в них тревогу или покой, — ты на всю жизнь останешься нравственным невеждой....
Сценарий праздника посвященного "Дню матери"
Этот сценарий праздника можно использовать как для проведения классного часа, так и для общешкольного и внешкольного мероприятия....
Сценарий праздника, посвященного Дню Матери" Загляните в мамины глаза"
Сценарий " Загляните в мамины глаза" поможет в проведении мероприятия, посвященного Дню матери. Хороший подбор стихотворений, песен. Я...
Сценарий праздника, посвященного Дню Матери
Данная разработка содержит сценарий проведения Дня матери...
Сценарий праздника ко Дню Матери
Сценарий составлен вместе с учениками 5 класса. Предполагается проводить праздник совместно с родителями....
Сценарий праздника, посвященного Дню Матери: "О той, кто дарует нам жизнь и тепло…"
Сценарий праздника, посвященного Дню Матери: "О той, кто дарует нам жизнь и тепло…"...
Сценарий праздника "Тепло сердец для наших любимых мам! "Сценарий праздника на День матери.
Сценарий праздника на День матери....