Çĕнĕ Çул
методическая разработка (5, 6, 7, 8 класс)

Сценарий Нового Года на чувашском языке. Сценарий для общешкольного мероприятия.

Скачать:


Предварительный просмотр:

„Çĕнĕ çул“ (уяв сценарийĕ)

Автор: Токарева Марина Васильевна,

 учитель чувашского языка и литературы.

Образовательное учреждение:

МБОУ «Селоядринская средняя общеобразовательная школа»

Ядринского района Чувашской Республики.

Тĕлевсем:1.Вĕренекенсене илемлĕ литература чĕлхипе кăмăллăн калаçма хăнăхтарасси.

2. Чăваш чĕлхине юратас, вĕренес туртăмне аталантарасси.

3. Ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăйсене тытма вĕрентесси.

4. Тимлĕхпе астăвăмне аталантарасси, тавра курăмне ÿстересси.

(Зала илемлĕ капăрлатнă.В.Кузнецовăн „Çĕнĕ Çул“ юрă янăрать.)

1-мĕш ертсе пыракан: Чи капăр, асă пÿлĕме

Пуçтарăнтăмăр туслăн,

Çĕн çуăлăн чаплă уявне,

Туссем хаваслăн пуçлăр.

2-мĕш ертсе пыракан: Йăлл! Йăлкăштарчĕ вут-хĕмне

Илемлĕ ёлка пирĕн.

Çĕклерĕ вăл кашнин чунне.

Янратрĕ юрă вирлĕн.

1-мĕш ертсе пыракан: Килĕр! Килĕр! Пурте иртĕр! Эпир уява пуçлар! Ёлка тавра пурте тăрăр! Уяв юррисем юрлар, тĕрлĕ ташă ташлар, савăнар, кулар, хавасланар! (Ачасем ёлка тавра тăраççĕ).

2-мĕш ертсе пыракан: Пурне те Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Çĕнĕ Çул пурне те çирĕп сывлăх, пурнăçланнă ĕмĕт парнелетĕр.

1-мĕш ертсе пыракан:

Хире те юр шуратнă,

Садра та шурă юр.

Пÿртре çеç лăс туратлă

Çап-çамрăк чăрăш пур.

2-мĕш ертсе пыракан: Пурте пĕрле „Айтăр ёлкăна“‘ юрă юрлар. (Ёлка тавра çаврăнса юрă юрлаççĕ)

1-мĕш ертсе пыракан: Акă çитрĕ Çĕнĕ çул!

Киввине ăсат, ал сул!

Атьăр-ха пуçтарăнса,

Капăр тумсем тăхăнса,

Ёлка тавра пухăнар.

Тĕрлĕ вăйăсем выляр.

2-мĕш ертсе пыракан: Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама шкул директорне сăмах паратпăр. ( Çĕнĕ çул ячĕпе саламлать, лайăх вĕренекен ачасене тав хучĕсем парать)

1-мĕш ертсе пыракан:

Пирĕн зал епле илемлĕ

Тĕрлĕ тĕслĕ ялкăшать.

Кам унпа паян киленмĕ

Чĕрене вăл ăшăтать.

2-мĕш ертсе пыракан:Çакăн пек илемлĕ ёлка

Татах пур-ши ачасем?

Пăхăр-ха: мĕн чухлĕ çутă,

Çăлтăрсем, çаврашкасем...

1-мĕш ертсе пыракан:

Саламлатпăр кашнинех

Çĕнĕ Çул уявĕпе.

Ĕнтĕ пуçлар ачасем

Юрламашкăн юрăсем.

(„Ёлкăра“юрă)

2-мĕш ертсе пыракан:Эсир маттурине эпĕ пĕлетĕп. Тĕрĕслесе пăхар-ха. Тупмалли юмах паратăп. Пĕлетĕр-и-ха тупсăмне?

Пирĕшти пек хăй чипер,

Пирăн умăмрах тăрать,

Капăр теттесемпеле

Кăмăла савăнтарать.

Ку мĕскер вăл, калăр-ха?

Ачасем: Ёлка.

2-мĕш ертсе пыракан:Маттур!

1-мĕш ертсе пыракан:

Карталанăр, ачасем,

Ешĕл чăрăш тавралла.

Шăратар-и юрăсем,

Тытăнса алран-алла.

Атьăр-ха чăрăш çинчен юрă юрлар.

Юрă „Вăрманта çуралнă чăрăш“ („ В лесу родилась ёлочка“).

1-мĕш ертсе пыракан:

Шап-шурă юр пĕрчи йăлтăртатать,

Илĕртÿллĕн куçа йăмăхтарать.

Сип-симĕс чăрăшĕ капăрланнă,

2-мĕш ертсе пыракан:

Тĕрлĕрен тетте ун çине çакнă.

Чăрăш тăрринче çăлтăр çутатать,

Çĕнĕ çул çине çуттине сапать.

Юрă „Пĕчĕкçĕ чăрăш“ („Маленькая ёлочка“)

1-мĕш ертсе пыракан:

Савăнать ачи-пăчи:

Кĕçех çитĕ ... (Хĕл Мучи)

Хĕл Мучийĕпе пĕрле

Килсе çитĕ ... (Юр пике)

Юрă „Çĕнĕ çул ёлки“

(Мукач чупса кĕрет.)

Мулкач:Савăнатăр, ташлатăр, юрлатăр. Эпĕ юнашар шкултан васкаса çитрĕм. Сирĕн ёлкăна та килсе курас терĕм. Питĕ лайăх вăхăта ирттертĕм: савăнтăм, сăвă каларăм, юрларăм, ташларăм. Сирĕн чăрăш темшĕн илемлĕ мар. Ачасем. Мĕн çитмест-ха чăрăша?(Çутă) Мĕншĕн сирĕн Çĕн çул чăрăшĕ çунмасть?

1-мĕш ертсе пыракан: Чăнах та. Ачасем, пурте пĕрле чăрăш çуталтăр тесе чăрăш çутал! тесе виçĕ хутчен калар. (Чăрăш çуталмасть).

2-мĕш ертсе пыракан: Пирĕн патра хăнара мулкач пур. Тен вăл юрă юрласа парĕ. Вара чăрăш çуталĕ. (Мулкач „Мулкач юрри“ юрă юрлать, пурте пĕрле юрласа чăрăш тавра çаврăнаççĕ. Юрласа пĕтерсен чăрăш çуталса каять.)

1-мĕш ертсе пыракан:Ак кама кĕтнĕ пирĕн чăрăш.

Мулкач: Илемлĕ юрлатăр. Ташлама пĕлетĕр–и-ха, ачасем. Эсир ташланине курасчĕ.

Ташă „Пĕчĕк кăвакал чĕписен ташши“.

Мулкач: Тупмалли юмах паратăп, пĕлетĕр-и-ха тупсăмне?

Çур çĕрте çуралнăскер,

Кĕреçе сухаллăскер,

Кучченеç туяннăскер.

Кам-ши вăл? Пĕлетĕр-и?

Чĕререн кĕтетĕр-и?

Ачасем: Хĕл Мучи!

Мулкач: Хĕл Мучи килсе çитеймерĕ-и-ха?

2-мĕш ертсе пыракан:

Хĕл Мучи, вăл, Хĕл Мучи!

Сивĕ шартлама хуçи!

Тахçанах ăна кĕтетпĕр.

Хĕл Мучи! Килсем, килсем!

Ĕлкăна илем кÿрсем?

Мулкач: Мĕнле чĕнсе илмелле ăна кунта?

1-мĕш ертсе пыракан:Юрăпа чĕнсе илер. Ачасем юрланине илтĕ те, килĕ.

Юрă „Хĕл Мучи“.

Мулкач: Тен, вăл пире илтмест. Айтăр ăна чĕнсе пăхар: „Хĕл Мучи, ау!“ Сас памасть. Пурте пĕрле 3 хутчен чĕнер.(Зала Хĕл Мучипе Юр пике кĕреççĕ. Вĕсемпе пĕрле сысна.)

Хĕл Мучи:

Хирсем урлă, вăрман урлă

Çитрĕм эпĕ васкаса.

Çĕн çулпа сире пурне те

Саламлатăп ыр сунса.

Сывă-и, ачасем? Сывă-и, тусăмсем?

Юр пике:

Вăрманта, уçланкăра

Пурăнатăп юр çуртра.

Кашниех мана пĕлет

Юр пике тесе чĕнет.

Шурă юр пĕрчийĕсем

Пурте манăн тусăмсем.

Эй, пуçтарăнăр кунта

Вĕçсе килĕр ман пата.

Савăнăпăр, кулăпăр,

Ташлăпăр та юрлăпăр.

Сысна: Хапăл тăвăр сыснана, хаклă, чаплă хăнана!Эпĕ Çĕнĕ çул. 2019-мĕш çул – сысна çулĕ. Ку çулта пурне те сывлăх,  иксĕлми пуянлăх.

Хĕл Мучи, Юр пике, пăхăр-ха, кам кăна килмен кунта хăнана: ачасем, упа, кашкăр, тилĕ, йытă, кушак, пакша, мулкач, качака тата ытти чĕр чунсем те. Вĕсем пурте савăнма килнĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Ырă Хĕл Мучие савса юрă юрлар.

Юрă „Шур сухаллă Хĕл Мучи“

Хĕл Мучи: Мĕнле маттур ачасем! Юрлама ăста, сăвăсем пĕлетĕр-и?

(Ачасем чăрăш патне тухса сăвăсем калаççĕ. „Эх, аван-çке хĕлле“, „Илем“, „Илемлĕ кун“, „Хăлха хĕреличчен“, „Тăвайккинче“, „Ёлкăра“, „Юрпике“ тата ыт. те. Сăвă калакансене Хĕл Мучи канфетсем парать).

Юр пике:Хĕл Мучие ташласа та кăтартăр-ха. Эсир ташлама та ăста пулĕ.

(Чăрăш тавра „Полька“ ташлаççĕ. Хĕл Мучипе Юр пике те, сысна та ташлаççĕ.)

1-мĕш ертсе пыракан:

Вĕр çĕнĕ çулпа мулкач чупать.

Хăй шав калать: „Çĕн çул! Çĕн çул!..

Çĕнни – ман çул. Кивви юлать –

Ăна кашнийĕ алă сул!“

2-мĕш ертсе пыракан: Тата тепĕр юрă юрлар, савăнар!

(Юрă „Мулкач ларать“.)

Хĕл Мучи: Эпĕ сирĕнпе выляса илесшĕн. Хамăн алсана пĕринчен теприне парса яратăп. Кам тĕлне çитсен кĕвĕ чарăнать, çав е сăвă калать, е юрă юрлать, е тупмалли юмах тупсăмне тупать, е ташласа парать. (Вăйă „ Хĕл Мучи алси“)

Юр пике:

Хăвăртрах эс килсем, Çĕнĕ çул.

Сан умра яр уçах юрлă çул!

Хăвăнпа илсе кил ăнăçу.

Пурнăç пултăр ялан пыл та çу!

(Юрă „Çĕнĕ çул ёлки“)

Хĕл Мучи: Сăвă каламасăр никам та юлмарă-и? Тен, татах сăвă калакансем пур?

(Ачасем сăвă калаççĕ).

Хĕл Мучи: Ачасем питĕ маттур! Тепĕр вăйă та выляса илер. („Шăнтатăп“ вăйă).

Юр пике:

Хĕл Мучи хутаçĕнче

Кишĕр пур – мукач валли,

Мăйăр пур пакша валли,

Пыл та пур – упа валли.

Хĕл Мучи хутаçĕнче

Премĕк пур – Петюк валли,

Шоколад – Сашук валли,

Панулми – Ленук валли.

Хĕл Мучи, пирĕн кайма вăхăт çитет. Пире тепĕр çĕрте кĕтеççĕ. Хăвăртрах унта çитмелле. Хĕл Мучи, пурне те парнесем парар та инçе çула тухар.

(Хĕл Мучипе Юр пике парнесем валеçеççĕ.)

Хĕл Мучи:Ачасем, сывă юлăр. Тепĕр çул татах килĕпĕр, унччен сывă пурăнăр!

Юр пике:Чипер юлăр. Ан чирлĕр. Çитес çул каллех тĕл пулăпăр. Сывă пулăр!

1-мĕш ертсе пыракан:Хĕл Мучипе Юр пикене юрăпа ăсатса ярар.

Юрă „Çĕнĕ çул теттисем“

2-мĕш ертсе пыракан:

Вăрăм чăрăш, ешĕл чăрăш

Тĕлĕнтермĕш çуталать.

Мĕнешкел вăл çĕклентерчĕ

Пирĕн çамрăк кăмăла.

1-мĕш ертсе пыракан:

Ёлка, ёлка, симĕс ёлка,

Йăлтăр симĕс теттесем.

Хĕл Мучи ĕнтĕ пурне те

Парса тухрĕ парнесем.

Хĕл Мучипе Юр пикене ăсатса ятăмăр. Юрлар, ташлар, савăнар.

Юрă„Куян“

2-мĕш ертсе пыракан:

Хĕлле çитрĕ. Эх, аван!

Савăнатăп эп чунтан...

Юрă„Хĕлле“ , ташă „Буги-буги‘, юрă „Шурă кĕрĕк-шур сухал“, юрă „Тăвайкки ярăнни“, юрă „Шур сухаллă Хĕл Мучи“, юрă „Хаваслă Çĕнĕ çул“, юрă „Çĕнĕ çулпа“.

1-мĕш ертсе пыракан:Пурне те тав! Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем. Ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр.

2-мĕш ертсе пыракан:Сывă пулăр! Тепре тĕл пуличчен! Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илĕр!