Сценарий митинга 9 мая
методическая разработка
Сложно найти мероприятия на чувашском языке. Предлагаю свой сценарий проведения митинга 9 мая на чувашском языке
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
scenariy_senteru_uyave.doc | 50 КБ |
Предварительный просмотр:
Çĕнтерÿ уявĕ ирттерме кашни çулах сценари кирлĕ, анчах та чăвашла сценари тупма питĕ хĕн. Эпĕ хам хатĕрленĕ сценарие учительсене сĕнесшĕн. Тен, кама та пулин кирлĕ пулĕ. Ман шутпа, чăваш ялĕнче чăваш çыннисен умĕнче митинга чăвашла ирттерсен питĕ аван пек туйăнать. Вăрçă ветеранĕсем çултан- çул сахалланса пыраççĕ. Пирĕн паттăрсене яланах асра тытмалла.
Çĕнтерÿ уявĕ.
Тĕллевсем: Çапăçу хирĕнче пулнă тата пуç хунă паттăрсене хисеп тăвасси; ентешсен паттарлахĕпе мухтанасси; Тăван çĕр-шыва хисеплеме, хаклама, юратма вĕрентесси; ачасен тавра курăмне аталантарасси.
Ертÿçĕ. Майăн 9-мĕшĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернине халаласа йĕркеленĕ митинга уçма ирĕк парсамăр.
Тăван çĕр-шыв Гимнĕ янăрать. (кĕв. А.Александровăн, сăв.С.Михалковăн)
1-мĕш ача. Тÿпе йăлтăр таса,
Сывлăш уçă ытла!
Кĕрлесе, янраса
Вăранать ял-хула
Кашнин сăн-питĕнче
Çутă савăнăç куран.
Епле хÿхĕм тĕнче-
Мир уявĕ паян!
Ертÿçĕ. Ырă кун, хаклă ветерансем, хăнасем, ял-йыш! Паян эпир Çĕнтерÿ
кунĕ 67 çул тултарнине уявлатпăр.
Юрă « День Победы» (кĕв. Д.Тухмановăн, сăв.В.Харитоновăн)
2-мĕш ача. Сар хĕвел çине пăхса савăнар!
Çĕнтерÿ юрри шăранать ян та ян.
Ĕмĕрне сÿнми чап- мухтавăмăр
Çутатса тăрать тĕнчене паян.
Çут тĕнче çине пăхса савăнар!
Ешерсе выртать ирĕкри Çĕр-шыв.
Ташмана нихăçан пурнăç памăпăр,
Тек ан пултăр ун шăрши- марши.
Паттăрсем çине пăхса савăнар!
Мăн уяв кунне саламлаççĕ вĕсем.
Чĕресем тулли пирĕн тавăмăр,
Чыс-салам сире, çĕнтерÿçĕсем!
И.Тукташ
Юрă «Журавли» (кĕв. Я.Френкелĕн, сăв.Р.Гамзатовăн)
3-мĕш ача. Салтак паян та салтаках,-
Юрлать ят-сумлă ветеран.
Юн юхтарман эпир таках,
Тăшман килсессĕн çич ютран.
Пĕрре кăна-и çĕр-шыва
Хупланă хамăр ÿтпеле?
Çĕнтернĕ çулăмлă шава,
Тасалнă çăлтăрлă тÿпе.
Утать вилни те юнашар,
Ун ячĕ çухалмасть нихçан.
Ан тухтăр тетпĕр çĕн пушар,
Ан сăхтăр чĕрене тăхлан.
Юрă «Баллада о красках» ( кĕв. О.Фельцманăн, сăв. Р.Рожденственскиĕн)
4-мĕш ача. Салтак паян та салтаках,-
Юрлать мухтавлă ветеран.
Канма манса каять ака,
Ăна шанать хура тăпра.
Çурт хыççăн çурт çĕклет хитре,
Унра тăрать хура тĕтре.
Вылять ыр кулă сăн-питре,
Телей тупать салтак ĕçре.
Утать фронтри хастарлăхпа
Çунатлă халăх ретĕнче,
Вал миршĕн хунă вăй-халпа
Чечекленсе пырать тĕнче.
Юрă «Бери шинель, пошли домой» (кĕв. В.Левашовăн, сăв. Б.Окуджавăн)
Ертÿçĕ. 67 çул иртрĕ. Сахалланса пыраççĕ ветерансем… Шеллемест вĕсене вăхăт…Канăç памаççĕ сурансем… Уйрăлаççĕ вĕсем çут тĕнчерен…
5-мĕш ача. Вăрçă ветеранĕсене.
Тăнлавсене вут-вăрçă кăвакартнă,
Кăвакармаççĕ орден-медальсем.
Çук, ватăлмастпăр, тăшмана аркатнă,
Кĕлрен хула çĕкленĕ салтаксем!
Тăван çĕр-улăх, юрату, хаярлăх,
Хăватлă чăнлăх çыннисем пуртан
Эсир çĕнтернĕ. Ĕмĕр пархатарлă
Ĕçе пикеннĕ-чунăр ыйтнăран.
Чылайăн вăрçă хирĕнчех пуç хутăр,
Сайралнăн çитрĕр хăвăр килĕре.
Тен, çавăнпа хăш чух сăн-питĕр хурлă,
Тĕксĕмленет ыратнăран чĕре.
Ĕмĕтсене пĕрне те сÿнтермерĕр
Çĕре кĕнĕ туссен ячĕпеле-
Эсир çĕкленĕ хуласен сенкерĕ
Хуллен, хуллен куçать пĕлĕтелле.
М.Волкова
Юрă «Песня о солдате» ( кĕв. В.Мигульăн, сăв.М.Агашинăн)
Ертÿçĕ. Аслă вăрçăра пуç хунă паттăрсене аса илсе шăплăх саманчĕ.
……………………………………………………………………………………….
Курăр! Акă вĕсем пирĕн умра вăрçăн чĕрĕ легендисем! Аслă вăрçăн
ветеранĕсем: Емельянов Иван Игнатьевич, Морозов Лука Ильич, Ложков Нил Михайлович, Гаврилов Семен Сергеевич, Константинов Аверий Григорьевич. Тăвăллăн алă çупса саламлар Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсене.
(Сăмах илеççĕ «Тăхарьял» агрофирма представителĕ тата хаклă хăнасем).
6-мĕш ача. Хапха умне тухса тăрса
Амăш ăсатнă ывăлне,
Анчах йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна:
-Пĕлетĕп йывăр пуласса,
Нумай асап кĕтет сана.
Вилес пулсассăн, чĕрÿне
Пар пархатарлăн çĕр-шыва,
Анчах шанатăп, ĕнен:
Киле эс таврăнăн сывах.
Инçе-инçе çула кайса,
Хăварнă йĕкĕт амăшне.
Каçхи тăманлă çил шăлса
Хупланă патăрăн йĕрне.
Вăл курнă вилĕм çавине,
Вăл илтнĕ хурçă йĕнине.
Çапах пĕр пуля та унне
Юхтарайман вĕри юнне.
-Шинелĕ унăн хурçă, тен!-
Шÿт тунă салтаксем тавра.
Ăна сыхланă вилĕмрен
Амăшĕн пилĕ вăрçăра.
Ертÿçĕ. Аслă вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа венок хурар.
(Томазо Альбинони-Адажио соль минор). Венок хураççĕ.
Ертÿçĕ. Тайма пуç сире, вăрçă салтакĕсем!
Майăн 9-мĕш палăк пулнишĕн,
Халăха Çĕнтерÿ парнеленишĕн
Савăнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн,
Тĕнчери, тÿпери сар хĕвелшĕн
Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак!
Мирлĕ куншăн, кун лăпкă çутишĕн,
Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн
Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак!
Çакăнпа аслă Çĕнтерĕве халалласа йĕркеленĕ митинга вĕçлетпĕр.
Литература: Лукашин А. «Пирĕн уявсем» - Шупашкар, 1991
Егорова Л.В. «Савăнар-ха уявра» -Шупашкар, 2010
Тукташ И. «Сăвăсемпе юрăсем» -Шупашкар, 1958
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий митинга, посвященного Дню Победы.
Сценарий митинга, посвященного Дню Победы....
Сценарий митинга, посвященного Дню Победы
Сценарий митинга, посвященного Дню Победы.Митинг проводился в 2009 году в деревне Исаково....
Сценарий митинга, посвященного шестьдесят седьмой годовщине победы в Великой Отечественной войне.
Навсегда в историю войн войдет знаменитое Прохоровское танковое сражение 1943 года, где, пересилив огромную вражескую силу, наши солдаты одержали Победу. 23 июля 1943 года было освобождено...
Сценарий митинга "Памяти Павшим" к 9 мая 2012 год
Сельский митинг посвящённый 9 мая, проводился учениками и учителями МБОУ Утянская СОШ для жителей Утянского сельского поселения. Были приглашены ветераны ВОВ....
Сценарии митингов Дня Победы
Сценарии составлялись на уже готовых стихах и сценариях и адаптировались под наш поселок. Тем не менее, они достаточно универсальны. Кроме того, среди предложенных публикаций есть сценарий открытия ме...
Сценарий митинга, посвященного воинам, погибшим при исполнении воинского долга
Данный материал носит название "Сценарий митинга, посвященного памяти воинам, погибшим при исполнении воинского долга. Этот сценарий был разработан в предверии дня победыи предназначался для пр...