Хисеп ячӗ.
план-конспект урока (6 класс)

Урок теми: Хисеп ячӗ.

Вĕрентӱ тĕллевĕ: хисеп ячĕсемпе паллаштарасси.

Воспитани (сапăрлăх) тĕллевĕ: тавра курăма, чĕлхе туйăмне аталантарасси.

Аталантару тĕллевĕ: хисеп ячĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор.

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелесси.

-Ырӑ кун пултӑр.

2.Фонозарядка.

 Урока фонетика зарядкинчен пуҫлатӑп.Чӑваш чӗлхи  ҫемҫе те ҫепӗҫ чӗлхе. Ҫавӑнпа чӗлхесене  хӑнӑхтарма вылятса илетпӗр.

Чӑ-чӑ- чӑ – чӑваш чӗлхи.

Ҫи –ҫи – ҫи – чи ҫепӗҫҫи.

Вӗ –вӗ- вӗ – эсӗ вӗрен.

Калаҫма та ан вӑтан.

3. Хӑвӑрткаларӑшсем.(Скороговорки.)

Алтӑр ҫӑлтӑр -ҫич ҫӑлтӑр

Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр.

4. Ҫӗнӗ темӑна ӑнлантарни.

Ҫак ваттисен сӑмахне тӗрӗс вуласан   паянхи темӑна пӗлетӗр.

Те виҫ пӗрре ҫиччӗ кас.

Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.

-Мӗншӗн ҫак ваттисен сӑмахӗ пирӗн пата килнӗ?

- Эпир сирӗнпе паянхи урокра мӗн ҫинчен калаҫатпӑр?

 Паянхи урок теми : Хисеп ячӗ.

-Урок тӗллевӗсене палӑртатпӑр.

Мӗн вӑл хисеп ячӗ?

Хисеп ячӗ тесе хисепе кӑтартакан, япаласен шутласа каланӑ чухнехи йӗркине, ӗҫ миҫе хут пулнине пӗлтерекен сӑмахсене калаҫҫӗ.

Унӑн ыйтӑвӗсем: миҫе? миҫемӗш? Миҫешер? Миҫен?

Хисеп ячӗсен ушкӑнӗсем (разряды числительных)

1.Шут х.я. (количественные)

-тулли форма( полная)     пӗрре, иккӗ   миҫе?(сколько?) 

- кӗске ф.( краткая)        пер,ик.

2. Валеҫӳ х.я.(разделительные)     миҫешер? (по сколько?) виҫшер, пилӗкшер 3.Йӗрке х.я.(порядковые)  миҫемӗш?(который по счету?) виҫҫӗмӗш

                                              Хӑш? (который?)

4.Пӗтӗмлетӳ х.я.(собирательные) миҫен? (сколько?)иккӗн.

Полная форма количественных числительных употребляется для обозначения отвлеченного количества. Краткая форма показывает количество предметов.  

Астăвăр!

Икĕ е темиçе сăмахран тăракан хисеп ячĕсене уйрăм çырмалла: вун пĕр, вун иккĕ, ик çĕр, виçĕ пин те çиччĕ.

Ике хут калакан тата мăшăр хисеп ячĕсен пайĕсене дефиспа уйăрса çырмалла: вун-вун, ик-виç, вăтăр-вăтăр пиллĕк.

5.Ҫирӗплетӳ.

- Мӗнле хисеп ячӗ пытаннӑ?слайд 7

Ҫурҫӗр, виҫе, тӑваткал,  пӗрене.

 

           -     Мĕнле предметра Рим цифрисемпе  тата араб цифрисемпе усă куратпăр ?

Çак хисеп ячĕсене Рим цифрисемпе çырса парăр.

5, 8,  9, 12, 20, 100,   500,   1000

-Хисеп ячӗсем хӑш ушкӑна кӗреҫҫӗ?

Пиллӗк, вуннӑмӗш, ҫирӗмшер ,  вӑтӑр , хӗрӗхӗн , улттӑмӗш , саккӑр , иккӗмӗш

- Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсенче хисеп ячĕсене тупăр. 

Ыйтăвĕсене тата вĕсем предложенире мĕнле член пулнине калăр.

1.Пӗлмен – пӗр сӑмах, пӗлсен – ҫӗр сӑмах.(Не ведаю – одно слово, знаешь – сто слов потребуются для объяснения.) 2. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр тус пултӑр.( Не имей сто рублей, а имей сто друзей.) 3.Ыраш ҫапма пиллӗкӗн лайӑх, кукӑль ҫиме иккӗн лайӑх.( Молотить рожь хорошо впятером, а пироги есть – вдвоем.) 4.Кахал ҫине ҫумӑр виҫ кун малтан ӳкет.( На ленивого дождь выпадает за три дня вперед). 5.Чее ҫыннӑн куҫӗ саккӑр сӑвать.( У хитреца глаза восемь раз все пересчитают.)

       Физминутка.

Шăппăн çĕкленетпĕр

  Хумханса илетпĕр.

Алăпа суллашнă хыççăн

 Çерçи        пек сикетпĕр:

 Пĕрре, иккĕ,

Виççĕ, тӑваттă,

Сикме чарăнатпăр,

Вĕренме ларатпăр.

-Примерсене шутлӑр та ответне ҫырӑр.

 

100 – 50 = 50             500 + 7 = 507              

350 – 40 =310              28 + 53 = 81

95 – 24 =  71               40 + 11 = 51

ӗнекери хӑнӑхтарусеме ӗҫлени. Килти ӗҫе тӗрӗслени. 5-мӗш хӑнӑхтару.

3, 5-мӗш хӑнӑхтарусем

- Текстпа ӗҫлени. «Ҫӗнӗ Шупашкар»

Предложени йĕркеле, хисеп ячĕсене тĕрĕс кала

Пĕр        эрнере            7          кун

               уйăхра           30        сехет

              ҫулталăкра  365      минут

              талăкра                  24                 ҫеккунт

              сехетре         60

             минут

-карточкӑсемпе ӗҫлесси

-Хисеп ячĕсене кирлĕ формăра лартса çырăр.

Атте (вунă) тин ĕçрен таврăнчĕ. Ҫак çырма яла (икĕ) уйăрать. Ку ĕçе (виçĕ) тăватпăр. Амăшĕ ачисене (пĕр) панулми, (икĕ) груша валеçcе пачĕ.(Ҫиччĕ) (пĕрре) кĕтмеççĕ. (Улттă) класра чăваш тата тутар ачисем вĕренеççĕ. Икĕ йытă вăрçнă çĕре (виççĕ) пыма хушмаççĕ.

 

III. Пĕтĕмлетÿ.

Килти ӗҫ. 3-меш ханахтару, 92 стр.

Рефлекси ӗҫӗ:

Эпӗ урокра ӗҫлерӗм: - активлӑ

                                    - пассивлӑ

Хамӑн ӗҫпе эпӗ:         - кӑмӑллӑ

                                    - кӑмӑлсӑр

Маншӑн урок:            - кӗске

                                    - вӑрӑм

Маншӑн урок:            -интереслӗ иртрӗ

                                    - интереслӗ иртмерӗ

Хаклани.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл hisep_yache.pptx917.11 КБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Фонетика зарядки Чӑ – чӑ – чӑ чӑваш чӗлхи Ҫи –ҫи – ҫи чи ҫепӗҫҫи. Вӗ – вӗ –вӗ – эсӗ вӗрен, Калаҫма та ан вӑтан .

Слайд 2

Хӑвӑрткаларӑш (Скороговорка) Алтӑр ҫӑлтӑр ҫич ҫӑлтӑр , Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр .

Слайд 3

Те виҫ пӗрре ҫиччӗ кас . Ҫак ваттисен сӑмахне тӗрӗс вуласан паянхи темӑна пӗлетӗр.

Слайд 4

Çиччĕ виç те , пĕрре кас .

Слайд 6

ш у т в а л еçÿ й ĕрке пĕтĕмлетÿ п ĕрре - V иккĕ- V п ĕр - V ик- V пĕр ер и к шер п ĕ ч ч ен икк ĕн п ĕрр е мĕш иккĕ мĕш –ăн (-ĕн) Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем + -мĕш + + -шар (-шер) т у лл и к ĕс к е

Слайд 7

Çурçĕр, виçе, тăваткал, пĕрене.

Слайд 8

Мĕнле предметра Рим цифрисемпе тата араб цифрисемпе усă куратпăр ? Çак хисеп ячĕсене Рим цифрисемпе çырса парăр . 5, 8, 9, 12, 20, 100, 500, 1000.

Слайд 9

Пиллĕк , вуннăмĕш , çирĕм шер , вăтăр, хĕрĕх ӗн , улттăмĕш, саккăр, иккĕмĕш .

Слайд 11

Физкультминутка тăватпăр Шăппăн çĕкленетпĕр Хумханса илетпĕр. Алăпа суллашнă хыççăн Çерçи пек сикетпĕр: Пĕрре, иккĕ, Виççĕ, т ӑ ваттă , Сикме чарăнатпăр, Вĕренме ларатпăр.

Слайд 12

Реши примеры и назови ответы 100 – 50 = 500 + 7 = 350 – 40 = 28 + 53 = 95 – 24 = 40 + 11 =

Слайд 14

Килти ĕç 3 - мĕш х ăнăхтару


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"

План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...

на конкурс Конспект урока Валесу хисеп яче 6 класс

Конспект урока для 6 класса по чувашскому языку, разработанный для конкурса ....

презентация Валесу хисеп ячесем 6 класс

Презентация к конспекту урока  по чувашскому языку для 6класса...

чăваш чĕлхи. 6 класс. хисеп ячĕ

Хисеп ячĕпе ушуанĕсемпепе паллашни....