Тайна Тигашево
статья (5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 класс) на тему

Петрова Антонина Геннадьевна

Тайна Тигашево

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon tayna-tigashevo-_statya_.doc36.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                                                                                 А.Г. Петрова,

                                                           Шупашкарти 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

                                         Тикеш вăрттăнлăхĕ

Шкулта Раççей историне вĕрентнĕ чухне Чăваш Енĕн авалхи кун-çулне, Атăлçи Пăлхар тапхăрне аса илнĕ самантра Патăрьел районĕнчи Тикеше час-часах асăнатпăр. Тикеш тавра авалхи палăксен комплексĕ вырнаçнă. Мухтанмалли пур кунта: бронза тапхăрĕнчи ултă улăп тăпри, Атăлçи Пăлхар саманинчи икĕ хулаш, Вăтам ĕмĕрсен вăхăтĕнче çынсем пурăннă тăватă вырăн, XIV-XV ĕмĕрсенчи масар. Çак археологи комплексне вĕçне çити тĕпчесе те пĕтермен. Мĕнле вăрттăнлăхсемпе тĕлĕнтермĕшсене упрама пĕлет Тикеш тавралăхĕ?

Патăрьел районĕнчи хальхи Тикеш ялĕ мĕнле пуçланса кайни паллă: нимĕнле вăрттăнлăх та çук унта. Ăна 1621-1622 çулсенче Сĕве вулăсне  кĕнĕ Тикеш ялĕнчен (халĕ Вăрмар районне кĕрет) тухнă хĕсметри тата ясакри чăвашсем никĕсленĕ.  Ял халăхĕ 1724 çулччен ясакра тăнă, кайран 1835 çулччен патшалăх хресченĕсем, 1863 çулччен удел хресченĕсем пулнă.

Истори урокĕсенче вара Патăрьел районĕнчи Тикеш ялне камсем пуçласа янă факта шута илмеççĕ те темелле. Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче Пăла юханшывĕ хĕррипе Сăр юханшывĕ еннелле аслă çул иртнĕ. Атăл леш енчи пăлхар хулисене вырăс княжествисемпе çыхăнтаракан магистраль пайĕ пулнă вăл. Хальхи Пенза облаçĕ вăл вăхăтра Атăлçи Пăлхар территорине кĕнĕ: шăпах Сăр юханшывĕн пуçламăшĕнче иртнĕ те авалхи чикĕ. Аслă  çул çинче, Пăла çырми хĕрринче (хальхи Тикеш патĕнче) ларакан хула Атăлçи Пăлхаршăн стратеги пĕлтерĕшлех пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ ăна карман тĕккисемпех (крепоç стенисемпе) çирĕплетнĕ. Крепоç хÿтĕлев системин тĕп сыхчи вара пăлхар тăрăнĕн (княçĕн) тăтхи (кремлĕ) пулнă. Çак тăтхана истори кĕнекисенче пăлхар феодалĕн карман-керменĕ (замокĕ) тесе асăнаççĕ.

Çак мăнаçлă аваллăхăн чапĕ паян кунччен те сисĕнет. Çавăнпа ĕнтĕ уроксенче несĕлсене аса илнĕ чух вĕрентекенсем çак авалхи хула ун чухнех Тикеш ятлă пулнă тесе калаççĕ. Чăннипе вара Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çав хули мĕн ятлă пулнине халиччен те никам та пĕлмест!

Вăтам ĕмĕрсен тапхăрĕнчи хула Тикеш ятлах пулнине «ĕнентерекен» тĕшмĕртÿ те (гипотеза) пур. Унăн авторĕ - Анатолий Кириллов,  Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕнче çуралса ÿснĕскер (шел, пĕлтĕр вăл пиртен уйрăлчĕ).

Тикеш сăмах «хĕç-пăшаллă гарнизон» ăнлава пĕлтерет тесе калать çак гипотеза. Тĕшмĕртĕвĕн схеми ансат. Тикеш сăмах икĕ пайран тăрать: унăн никĕсĕнче - хĕç-пăшал пĕлтерĕшĕ. Чăваш чĕлхинче «хĕç» тени кукăр хĕçе пĕлтерет. Вырăсла вăл – сабля. Тÿрĕ хĕç вара вырăсла «меч» текенни- чăвашла «тĕк» («тик»). Çак гипотезăн кăткăсрах варианчĕ те пур: «тĕк» сăмах чăваш чĕлхине иран чĕлхинчен кĕнĕ тесе калать вăл.  Тикеш сăмахăн иккĕмĕш пайĕ вара малтан «йыш» тенине пĕлтернĕ пулать. Сăмахăн икĕ пайне те пĕрлештерсен вара «тĕк-йыш» е «тик-йыш» («хĕçлĕ йыш») ăнлав пулать. Урăхла каласан - карман-хулара сехметре тăракан гарнизон. Çапла вара, Тикеш тени - «хулара тăракан çар».                                                                                                                                          

Паллах, çак гипотеза наука тĕлĕшĕнчен йăнăш.  Чĕлхе ăслăлăхĕ вара Тикеш сăмахра урăх тытăм курать. Çапах наука курăмĕн те кĕтменлĕхĕ пур  - çакна шута илмеллех. Шкул ачисемшĕн вăл интереслĕ тата тĕлĕнтермĕшлĕ.

Тикеш (Тиккеш) тата Текеш (Теккеш) тени пĕр япалах. Сăмах тымарĕ – текке. Авалхи тĕрĕк чĕлхи сурăх такине «текке» сăмахпа палăртать (хальхи чăваш чĕлхинчи «така» сăмах та çак тымартанах). Тата авалтарах «текке» тени качака такине те пĕлтернĕ: анчах кайран çак пĕлтерĕш çухалнă. «Текке» çумне «ш» аффикс хушăннă та «Теккеш» пулса тăнă. «Ш» аффикс чĕлхере пĕчĕклетсе-ачашлатса кăтартмалли хатĕр шутланать. Анчах та Теккеш ятра çак аффикс «така путекки» сĕм тумасть. Апла пулсан, сурăх такине мар, пач урăх такана шута илет çак ят.

Ят тупсăмне историре чăнласах пулнă çын уçса парать. Унăн ячĕ -  Ала ад-Дин  Абул Музаффар Текеш ибн Иль-Арслан: кĕскен - Теккеш (Текеш). 1172-1200 çулсенче вăл Хорезм патши (хорезмшах) пулнă. Вăл Ил-Арслан хорезмшахĕн аслă ывăлĕ. Ăнланмалла: патша çемйинчи ачана «пĕчĕк те тăпăл-тапăл така» пĕлтерĕшлĕ Текеш ят памаççĕ. Ил-Арслан тата Текеш хорезмшахсем вăхăтĕнче Хорезм оазизĕ самаях тĕрĕкленнĕ пулин те, çав-çавах Туран чĕри ,Вăтам Ази текен тăрăх, вăл вăхăтра Туран ятлă пулнă: унта малтан тухăç иран йăхĕсем пурăннă. Пирĕн эрăри VI ĕмĕртен тытăнса вара, Тĕрĕк каганачĕ никĕсленсен, Туран тĕрĕкленме пуçланă. Чингисхан Хорезма парăнтарнă тапхăрта -1220 çулта - кунти халăхăн пĕр пайĕ тухăç иран чĕлхипех калаçни те паллă.

Туран-Иран культуринче вара икĕ мăйракаллă така - Турă сăнлашĕ. Текеш хорезмшах тĕрĕк йăхĕнчен - Ануштегинсен юн-ăратĕнчен пулсан та Çывăх Тухăçăн авалхи символĕ хисепре тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ  Ил-Арслан хорезмшах аслă ывăлне «турă пек», «турă майлă» пĕлтерĕшлĕ ят _-Текеш – панă. «Турă - турăш» схема майлăн ăнланма пулать çак танлаштарăва.  Пирĕн эрăчченхи 356-232 çулсенче пурăннă Македони Александрĕ те Тухăçра тата Азире Икĕ мăйракаллă Искандер ятпа юлнă. Этемлĕх историйĕнче яланлăхах тарăн йĕр хăварнă çарпуçне икĕ мăйракаллăн сăнланă - çакă ăна турăпа танлаштарни пулнă.

Текеш хорезмшах вăхăтĕнче Хорезм  Вăтам Азири чи хăватлă патшалăх пулса тăнă. Вăл çурçĕрте Арал тинĕсĕнчен  тытăнса кăнтăрта Перси заливĕ таран, тухăçран Памиртан пуçласа анăçра Иран сăрчĕсем таран сарăлса выртнă.

Чăваш несĕлĕсем те Тикеш ята кăмăлланă- пултаруллă та хастар çын тенине пĕлтернĕ вăл. Вырăссем хушшине те кĕнĕ çак ят - Текешев хушамата куçнă.

Çапла вара, Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕ Атăлçи Пăлхар саманинчи авалхи хулан еткерлĕхне туллин йышăннă темелле.  Çак яла  Вăрмар районĕнчи Тикешпе - кăк ялпа - çыхăнтаракан сахал.  Пуриншĕн те тенĕ пекех Тикеш - авалхи пăлхар хулин чăн ячĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Великая тайна любви ( по повести А.И. Куприна "Олеся")

Это презентация к уроку, а полный конспект урока был издан Академией повышения квалификации и профессиональной переподготовки работников образования в сборнике "Методическое обеспечение учебного проц...

ТАЙНА ДРЕВНИХ ИКОН

ТАЙНА ДРЕВНИХ ИКОН...

Тайна древних икон (часть 2)

В предыдущем файле "Тайна древних икон"  находятся репродукции, здесь - текстовый документ с презентацией....

Тайны географических названий

Тайны географических названий...

Методическая разработка "Знающий тайну шахмат - знает тайну жизни"

Данная методическая разработка может быть использована педагогами дополнительного образования на занятиях по программе "Шахматы"...

Тайна "Тайной вечери"

Когда Леонардо да Винчи писал «Тайную вечерю», он придавал особое значение двум фигурам: Христа и Иуды. Он очень долго не мог найти натурщиков, с которых можно было написать эти фигуры. Наконец,...

«Тайна любви больше, чем тайна смерти».

Интегрированный урок по литературе «Тайна любви больше, чем тайна смерти» (урок по пьесе О. Уайльда «Саломея») был разработан мной для студентов музыкального колледжа, т.к. опера "Саломея" Р. Штрауса...