Тĕп членсем. Подлежащи
план-конспект урока (8 класс) на тему
Подлежащи çинчен пуçламăш классенче мĕн вĕреннине аса илни тата подлежащи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен, пĕр сăмахран та, сăмах майлашăвĕнчен те пулнине кăтартни.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Тĕп членсем. Подлежащи | 28.59 КБ |
Презентация Тĕп членсем. Подлежащи | 170.03 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Тĕп членсем. Подлежащи
Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок тĕллевĕ:
1. Подлежащи çинчен пуçламăш классенче мĕн вĕреннине аса илесси;
2. Подлежащи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен, пĕр сăмахран та, сăмах майлашăвĕнчен те пулнине кăтартасси.
3. Ваттисен сăмахĕсен ăслă шухăшлă пĕлтерĕшĕсене уçса парасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, презентаци, алпа туса хатĕрленĕ 4 конверт, карточкăсем
Урок юхăмĕ
- Класа урока хатĕрлени.
- Сывлăх сунатăп. Ларăр. Тулта – ылтăн кĕркунне. Çут çанталăкăн илемлĕ тĕсĕсем сире ырă кăмăл парнелеччĕр. Урок тăршшĕпех çав кăмăл хуçалантăр.
Тетраде уçатпăр та число çыратпăр.
- Вĕреннине аса илни.
1.Тестпа ĕçлени
- Хăш сăмах майлашăвĕ вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă?
а) пÿлĕмрен тух
ă) çутă ĕмĕт
б) юлташ валли ил
2. Виçĕ çул сăмах майлашăвĕ мĕнле мелпе çыхăннă?
а) сăмахсен вырăнĕ-йĕрки
ă) аффикспа
б) хыç сăмахпа
3. Хăш сăмах майлашăвĕ аффикспа çыхăннă?
а) кино пирки калаç
ă) сарă çулçă
б) юлташпа калаç
4. Хăш сăмах майлашăвĕ хыç сăмахпа çыхăннă?
а) улăп пек паттăр
ă) чечеклĕ улăх
б) йăл-йăл кулă
5. Ытлашшине туп
а) сĕтел ури
ă) вăрманта пурăн
б) ман çинчен кала
Хуравĕсем:
1.ă)
2.а)
3.б)
4.а)
5.б)
- Предложенисенче шухăш тĕшшине тупăр. ( карточкăри ĕçпе пĕри доска умĕнче предложенисене çырса аялтан туртать)
Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.
Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.
Тĕрĕс хуравсем:
Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ
- Çĕнĕ темăна вĕренни
- Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.
Çаксенчен хăшĕ сăмах майлашăвĕ пулмасть? Мĕншĕн?
а) юпа уйăхĕн вĕçĕнче
ă) пуçĕпех пăсăлчĕ
б) çанталăк пăсăлчĕ
- Çанталăк пăсăлчĕ сăмах майлашăвĕ пулмасть, мĕншĕн тесен ку предложени, кунта подлежащи çанталăк, сказуемăй пăсăлчĕ.
- Паян мĕнле тема пăхса тухăпăр?(тĕп членсем)
- Темăна тетраде çырса хуратпăр.
Тĕп членсем çинчен мĕн пĕлнине аса илетпĕр. (Экран çинчи таблицăри пушă вырăнсене малтан ачасем сăмахпа хуравлаççĕ, кайран хатĕр хурав тухать)
- Паян урокра подлежащие тĕплĕнрех пăхса тухăпăр.Сирĕн умра виçĕ енлĕ дневник. Сирĕн çав юпасене тултармалла. Халĕ 1-мĕш юпана тултаратпăр.
Пĕлетпĕр | Пĕлесшĕн | Пĕлтĕмĕр |
Подлежащи – предложенин тĕп членĕ, кам? мĕн? ыйтăва хуравлать. |
- Паçăрхи предложени патне таврăнар-ха. Подлежащи мĕнле пуплев пайĕнчен пулнă? (япала ятĕнчен)
- Яланах подлежащи япала ятĕнчен пулать-ши? Апла пулсан паян урокра эпир мĕн пĕлес тетпĕр? 2-мĕш юпана çырса хуратпăр.
Пĕлетпĕр | Пĕлесшĕн | Пĕлтĕмĕр |
Подлежащи – предложенин тĕп членĕ, кам? мĕн? ыйтăва хуравлать. | Подлежащи мĕнле пуплев пайĕсенчен пулать |
- Предложенисенче подлежащи тупни, мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калани, таблицăна тултарни.
Предложенисем | Хăш пуплев пайĕнчен пулать |
Ырă сăмах чуна ăшăтать. | япала ячĕ |
Ырри усала çĕнтерет. | паллă ячĕ |
Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ. | хисеп ячĕ |
Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет. | местоимени |
Нумай итле, сахал калаç. | наречи |
Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман. | причасти |
Касма çăмăл, ÿстерме йывăр. | инфинитив |
Шăмпăрр! илтĕнсе каять шăплăхра. | евĕрлев сăмахĕ |
Пухăва çĕр çынна яхăн пуçтарăнчĕç. | сăмах майлашăвĕ е сăмахсен пĕрлешĕвĕ |
Чакак сассипе тахçанах тапса сикнĕ ĕнтĕ кĕске хÿре. | фразеологизм |
Кĕске хÿре тесе мĕне калаççĕ?
Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман ваттисен сăмахне ăнлантарăр.
- Подлежащи мĕнле-мĕнле пуплев пайĕсенчен пулчĕ?
Япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, наречи, глаголăн сăпатсăр формисем(причасти, инфинитив), евĕрлев сăмахĕ.
Пĕтĕмлетÿ: подлежащи кирек мĕнле тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсенчен те, сăмах майлашăвĕнчен е сăмахсен пĕрлешĕвĕнчен те, фразеологизмран та пулма пултарать.
Кану саманчĕ
Уçăлмашкăн пит аван
Кĕрхи вăрманта паян.
Акă çÿллĕ хыр ларать,
Çÿлелле вăл кармашать.
Ларать уçланкă варринче
Туратсене сарса юман.
Чăрăш тăсать аллисене,
Хĕвел патне вăл туртăнать.
Çитĕ пулĕ уçăлса
Вĕренер халĕ ларса.
- Вĕреннине çирĕплетни.
- Предложенисем çыратпăр, подлежащисене туртатпăр.(Учитель каласа çыртарать, ачасем çырнă хыççăн каласа пыраççĕ).
Пилĕк иккĕ çине пайланмасть. Виçĕ юлташ хоккейла вылянă. Пÿртрен мяу! илтĕнсе кайрĕ. Асли агрономра ĕçлет.
- Юлашки предложенире сăмах кам çинчен пырать? Кам вăл асли? (аслă ача вырăнне асли тенĕ) Кунта паллă ячĕ япала ячĕ пĕлтерĕшĕпе çÿрет, çакна чĕлхере субстантиваци (пĕр пуплев пайĕ теприне куçни)теççĕ. Çавăн евĕрлĕ ĕç 2-мĕш хăнăхтарура панă. Ăна çырса тăвăпăр.
Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ. Ывăллă-хĕрли хумханать, ывăлсăр-хĕрсĕрри хурланать. Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. Ыратманни çынна та шанмасть.
Тĕрĕслетпĕр.
Пĕтĕмлетÿ: Кĕскерех калани чĕлхене перекетлĕрех тума май парать, икĕ сăмах вырăнне пĕр сăмахпа калатпăр.
- Ывăллă-хĕрли хумханать, ывăлсăр-хĕрсĕрри хурланать предложенине мĕнле ăнланатăр? ( ачасемшĕн яланах ашшĕ-амăшĕ кулянать, пăшăрханать, çав вăхăтрах савăнать те, ача çуккин вара хумханмалли çук пулсан та савăнăçĕ те çук, çавăнпа вăл хурланать.)
- Панă сăмахсене подлежащи вырăнне усă курса ăсра предложенисем туни.
Эпир юлташпа, вулакан, ик çĕре яхăн, хăюлли.
- Мăшăррăн ĕçлени. Подлежащисене ушкăнлани.(предложенисем карточка çинче, подлежащине аялтан туртаççĕ, доска умне тухса конверт ăшне хураççĕ)
Ваççапа Петĕр утă çулакансенчен чи малтисем пулчĕç. Эсир унпа питĕ туслă пурăнатăр. Нумай та пĕтет, сахал та çитет. Пирĕн хыçрах хам-хам! илтĕнчĕ. Улăх тăрăх утма çăмăл. Кивви çĕннине хăй тĕллĕн, кĕрешÿсĕр парăнмасть. Ĕçлекен яланах хисепре.Иккĕшĕ те кĕпе тăхăннă. Вун пиллĕк виççĕ çине пайланать. Хаçата çыракансем нумайланчĕç. Сарри уйрăмах илемлĕ. Ял ĕнтĕ çуллахи каç сĕмлĕхне путнă.
Хисеп ячĕ | Паллă ячĕ | Причасти | Сăмах майлашăвĕ
|
Иккĕшĕ те кĕпе тăхăннă. | Кивви çĕннине хăй тĕллĕн, кĕрешÿсĕр парăнмасть | Ĕçлекен яланах хисепре | Ваççапа Петĕр утă çулакансенчен чи малтисем пулчĕç |
Вун пиллĕк виççĕ çине пайланать. | Сарри уйрăмах илемлĕ | Хаçата çыракансем нумайланчĕç. | Эсир унпа питĕ туслă пурăнатăр |
- Кăçалхи çулталăк ячĕпе килĕшÿллĕ ваттисен сăмахĕ тупăр. (Ĕçлекен яланах хисепре) Ĕçлекен çын вăл - кирек мĕнле профессире те ĕçлеме пултарать. Хисепе тивĕçлĕ пултăр тесен ĕçе юратса тумалла, ячĕшĕн мар, тĕплĕн тумалла. И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче те вĕрентсе хăварнă: „Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять.
- Тест ыйтăвĕсене хуравлани
- Паянхи урока мĕнле ăнланнине хамăра тĕрĕслес тесе тест ыйтăвĕсене хуравлатпăр.
- Хăш предложенире подлежащи паллă ятĕнчен пулнă?
- Чирли паян ура çине тăчĕ.
- Ачасене пурăнма аван.
- Пухăннă çынсем ерипен саланса пĕтрĕç.
- Эпĕ алăк умне тăрса юлтăм.
- Хăш предложенире подлежащи причастирен пулнă?
- Пирĕн тивĕç – тăшмана çапса аркатасси.
- Эпир пĕчĕк уçланкăра чарăнтăмăр.
- Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать.
- Вĕренни мулран хаклă.
- Хăш предложенире подлежащи хисеп ятĕнчен пулнă?
- Виççĕмĕшĕ пирĕн тĕлте чарăнчĕ.
- Вăл чи малтан çитрĕ.
- Ÿркенмен ăста пулнă.
- Хайхисем ушкăнпа уçăлма тухнă.
- Хăш предложенире подлежащи фразеологизмран пулнă?
- Пĕр хушă пÿртре никам та шарламарĕ.
- Кукка купăс калама юратать.
- Хыт кукар çур пус укçашăн çулталăк йĕнĕ тет.
- Аннепе йăмăк ирех пахчара ĕçлеççĕ.
- Хăш предложенире подлежащи сăмах майлашăвĕнчен пулнă?
- Хĕрсем пурте шап-шур капăр тумпа.
- Юр кайса пĕтнĕ.
- Аташса кайни никама та хăратмарĕ.
- Ăмăртура кайри мала тухрĕ.
- Киле ĕç пани.
- „Кĕркунне” ятлă пĕчĕк сочинени тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен подлежащисемпе усă курса çырма.
- Илемлĕ литературăран тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен подлежащисемлĕ 6-7 предложени çырса килме.
- Урокпа пĕтĕмлетÿ туни.
- Подлежащи çинчен мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
Таблицăн юлашки юпине тултаратпăр.
Пĕлетпĕр | Пĕлесшĕн | Пĕлтĕмĕр |
Подлежащи – предложенин тĕп членĕ, кам? мĕн? ыйтăва хуравлать. | Подлежащи мĕнле пуплев пайĕсенчен пулать? | Подлежащи тулли пĕлтерĕшлĕ пур пуплев пайĕсенчен, сăмах майлашăвĕпе сăмах пĕрлешĕвĕсенчен пулать. |
- Эсир паян лайăх ĕçлерĕр. Хăшĕн те пулин йăнăш пулчĕ пулсан ан кулянăр, йăнăша тÿрлетме пулать. Паян урокпа кăмăллă пулсан пуç пÿрнине çÿлелле çĕклĕр, кăмăлсăр пулсан аялалла антарăр.
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
Вĕреннине аса илни
Сăмах майлашăвĕнчи çыхăну мелĕсем сăмахсен вырăнĕ-йĕрки аффикссем хыç сăмахсем Сăмахсем юнашар тăрса çыхăнни Падеж аффикссĕсем, камăнлăх формин аффиксĕсем: [-ăм(-ĕм), -у(-ÿ), -ĕ(-и)], Ытти аффикссем: [-лă ( -лĕ), -чен, -лăх(-лĕх), -ла(-ле), -серен, -ри(-ти, -чи), -хи] Хыç сăмахсем: [ чух, хыççăн, çĕре, валли, çинчен, умĕн, пирки, тĕле, евĕр, пек, май]
1. Хăш сăмах майлашăвĕ вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă ? а) пÿлĕмрен тух б ) юлташ валли ил ă ) çутă ĕмĕт
2. Виçĕ çул сăмах майлашăвĕ мĕнле мелпе çыхăннă ? а) сăмахсен вырăнĕ-йĕрки ă ) аффикспа б ) хыç сăмахпа
3. Хăш сăмах майлашăвĕ аффикспа çыхăннă ? а) кино пирки калаç ă ) сарă çулçă б) юлташпа калаç
4. Хăш сăмах майлашăвĕ хыç сăмахпа çыхăннă ? а) улăп пек паттăр б ) йăл-йăл кулă ă ) чечеклĕ улăх
5. Ытлашшине туп а) сĕтел ури б ) ман çинчен кала ă ) вăрманта пурăн
Хуравсем 1.ă) 2.а) 3.б) 4.а) 5.б) Маттурсем !
Хăшĕ çаксенчен сăмах майлашăвĕ пулмасть ? Мĕншĕн ? Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ . ? а) юпа уйăхĕн вĕçĕнче б) çанталăк пăсăлчĕ ă) пуçĕпех пăсăлчĕ
Тĕп членсем . Подлежащи
Предложенин тĕп членĕсем кăтартать хуравлать
Предложенин тĕп членĕсем сказуемăй подлежащи кăтартать Ĕ çе тăваканĕ кам е мĕн пулнине Подлежащи ĕç-хĕлне, паллине, ун çинчен мĕн каланине хуравлать Кам ? Мĕн ? Мĕн тăвать ? Мĕн вăл ? Мĕнле ?
Ырă сăмах чуна ăшăтать. Япала ячĕ
Ырри усала çĕнтерет. Паллă ячĕ
Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ. Хисеп ячĕ
Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет. Местоимени
Нумай итле, сахал калаç. Наречи
Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман. Причасти
Касма çăмăл, ÿстерме йывăр. Инфинитив
Шăмпăрр! илтĕнсе каять шăплăхра. Евĕрлев сăмахĕ
Пухăва çĕр çынна яхăн пуçтарăнчĕç. Сăмах майлашăвĕ е сăмахсен пĕрлешĕвĕ
Чакак сассипе тахçанах тапса сикнĕ ĕнтĕ кĕске хÿре. Фразеологизм
Подлежащи хăш пуплев пайĕнчен пулни Предложенисем Пуплев пайĕсем Ырă сăмах чуна ăшăтать. япала ячĕ Ырри усала çĕнтерет. паллă ячĕ Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ. хисеп ячĕ Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет. местоимени Нумай итле, сахал калаç. наречи Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман. причасти Касма çăмăл, ÿстерме йывăр. инфинитив Шăмпăрр! илтĕнсе каять шăплăхра. евĕрлев сăмахĕ Пухăва çĕр çынна яхăн пуçтарăнчĕç. сăмах майлашăвĕ е сăмахсен пĕрлешĕвĕ Чакак сассипе тахçанах тапса сикнĕ ĕнтĕ кĕске хÿре. фразеологизм
Подлежащисемпе предложени йĕркеле Эпир юлташпа, вулакан, ик çĕре яхăн, хăюлли.
Киле ĕç Тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен подлежащисемпе усă курса „Кĕркунне” ятлă пĕчĕк сочинени çырма . Илемлĕ литературăран тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен подлежащисемлĕ 6-7 предложени çырса килме.
Пĕтĕмлетÿ Подлежащи çинчен м ĕн çĕнни пĕлтĕмĕр ?