Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси
методическая разработка на тему

Тюрина Нина Михайловна

  Чăваш чĕлхипе  литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon doklad.doc29.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                                                     Тюрина Нина Михайловна

                                                                      Муркаш районĕ, Шурча шкулĕ

  Чăваш чĕлхипе  литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси

  Тăван чĕлхене юратма, пуплеве тĕрĕс йĕркелеме, илемлĕ калаҫма, хутшăнма хăнăхтарса пырасси – чăваш чĕлхине вĕрентес ĕҫри чи кирлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Юлашки вăхăтра вĕрентÿ процесĕнче компьютер технологийĕсемпе анлă усă курма пуҫл арĕҫ.  Ҫак технологин вĕренÿ ĕҫĕнчи мехелĕ самай пĕлтерĕшлĕ. Вĕренÿре компьютерпа тĕрлĕ ĕҫ тума май пур: кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче усă курма, пĕр-пĕр ăслая ҫирĕплетме, шырав-тĕпчев ĕҫне  йĕркелеме, кирлĕ информаци тупма, урока е унăн пĕр-пĕр тапхăрне  вăйă евĕр ирттерме, хăнăхусемпе пĕлĕве тĕрĕслеме тата ытти те.

 Тăван чĕлхе урокĕсенче Ҫĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен В.Ю.Андреев хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» (5-7 классем валли) электрон вĕренÿ пособийĕсемпе усă курни тухăҫлă. Вĕсемпе усă курса пĕлĕве тĕрĕслесе пыма та меллĕ. Ҫавăн пекех урокра ҫак автор хатĕрленĕ «Пĕлÿ шыраса» мультмедиллĕ вĕренÿ пособийĕпе те усă куратпăр. Вĕсемпе усă курни ачасене ҫĕнĕ темăна часрах ас туса юлма пулăшать.

 Электронла сăмахсар кирлĕ сăмахсене хăвăрт тупма пулăшать. Чăвашсен онлайн сăмахсарĕпе кашни урокрах усă курма меллĕ. Ку сайтра тĕрлĕрен  чăваш сăмахсарĕсене пухнă.

  Уроксенче  Power Point программăпа усă курни ĕҫ тухăҫлăхне самай ÿстерет.Интернет та урокра тухăҫлă ĕҫлеме май паракан форма. Унпа усă курма пĕлни кирлĕ информацие хăвăрт шыраса тупма май парать.

  Вĕрентекеншĕн электронла журнал пысăк ҫăмăллăх. Кашни ачан пĕлÿ шайне кăтартакан вăтам балл ҫийĕнчех палăрса пырать, анчах Интернет ĕҫлемесен ку ĕҫе йĕркелесе пыма май ҫук.

 Ҫĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ кĕҫĕн классене  ҫĕнĕ технологипе вĕрентме туллин майсем туса пачĕ.  Ҫак ачасем 2015 – 2016 вĕренÿ ҫулĕнче  5 класра вĕренме пуҫларĕҫ. Анчах та пур  шкулта та чăваш чĕлхи кабинечĕсене компьютерпа тивĕҫтермерĕҫ.

  Паллах,  чăваш чĕлхине вĕрентекенĕн пĕтĕм  вĕренÿ материалне компьютерпа ҫеҫ усă курса вĕрентмелле марри ҫинчен те асра тытмалла. Традицилле уроксене те вĕрентÿ процесĕнчен кăларса пăрахмалла мар. Компьютер технологийĕсем логика шухăшлавне аталантарма, ҫĕнĕ информациилме пулăшаҫҫĕ, анчах та пĕр-пĕринпе чĕрĕ пуплев урлă хутшăнассин шайне чакараҫҫĕ.

  Ҫапла, тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ вулама-калаҫма вĕрентесси, пуплеве тĕрĕс йĕркелесси – кашни урокрах тумалли ĕҫ.

  Эпир – чăвашсем, ĕҫчен те маттур халăх, кун- ҫулăмăр та аслă та чаплă. Пирĕн несĕлсем  чĕлхене упраса хăварма пултарнă. Ҫак ҫĕр ҫинчен чăваш ан ҫĕттĕр тесен чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене ҫухатмалла мар. Ҫамрăк ăрăва чăн чăваш пулса  ҫитĕнтермелле.

  Чи малтан ачана тăван чĕлхене юратма, тăван чĕлхепе калаҫма вĕрентмелле, вара вăл вĕренÿре те малта пырĕ, пурнăҫра та хăйĕн вырăнне тупĕ. Ҫак ĕҫе йĕркелесси ача сачĕсемпе шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тивĕҫĕ.  Ҫавăн чухне тин  Чăваш Ен малашлăхĕ ăнăҫлă пуласса ҫирĕппĕн шанма пултаратпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал....

Влияние адаптивной физической культуры и спорта на эффективность социализации личности детей и молодых людей с ограниченными возможностями здоровья и достижение ими адекватного социального ста-туса. Повышение качества жизни людей с ограничениями жизнедеят

Адаптивная физическая культура рассматривается как часть общей культуры, подсистема физической культуры, одна из сфер социальной деятельности, направленная на удовлетворение потребности лиц с ограниче...