Причастисен çĕр-шывĕнче
план-конспект урока (7 класс) на тему
Вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хăварасси
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
prichasti_urok_otkrytyy.docx | 19.26 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Причастисен çĕршывĕнче(7 класс)
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Урок форми: çул çÿрев
Пĕлÿ тĕллевĕ: причастисем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси
Аталану тĕллевĕ: причастин формисемпе тĕрĕс усă курасси, тĕрĕс тупса палăртасси, тĕрĕс çырасси
Сапăрлăх тĕллевĕ: ĕçе юратма вĕрентесси
Урок эпиграфĕ: Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр
Урока кирлĕ хатĕрсем: тĕрлĕ йышши дидактика хатĕрĕсем, доска,презентаци
Урок юхăмĕ
1.Класа йĕркелесси
Хаваслă музыка янăрать.
2.Кăсăклантарса яни. Ырă кун пултăр пурне те! Сывлăх сунатăп! Ачасем, паян эпир сирĕнпе çулçÿреве тухăпăр. Палăртнă çĕршыва çитме çăмăлах пулмĕ. Кашни чарăнурах пире тĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ.
Пуйăс çине ларма билетсем кирлĕ. Тархасшăн, хăвăра мĕн тĕсли кăмăла каять,ăна илме пултаратăр. Сарă тĕслисем доска умне пĕр ушкăна тăрăр, кăваккисем- тепĕр ушкăна. Пуйăс çине лариччен пĕр ĕç пурнăçламалла Алăри билетсен тепĕр енне сăмахсем çырнă, сирĕн вĕсене тĕрĕс вырнаçтарса предложени йĕркелемелле.
1. Ĕçлекенĕн яланах ыйхă кĕске.
2. Ĕçлекен нихăçан та выçă вилмест.
Учитель: Йĕркеленĕ предложени мĕнле сăмахсене аса илтерет?
Ачасем: Ваттисен сăмахĕсене.
Учитель: Çула тухас умĕн вĕсем пире мĕн каласа ярасшăн ?
Учитель: Чăнах та, ыйхăлама вăхăт çук паян. Пурте пĕрле туслă ĕçлессе шанатăп. Выçă та вилес марччĕ, çул çÿревре тивĕçлĕ хак(паллă) илсе пĕр-пĕрне савăнтарасчĕ.Апла пулсан ( çул çÿреври ĕçрен хăрас мар-доска тепĕр енне уç)
Урок эпиграфĕ: Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
Паянхи çул çÿреве ертсе пыраканĕ –эпĕ- Регина Семеновна Аслă Чакри тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп.Эпĕ пуринпе те паллашма хавас!
Парта хушшине ларни
Учитель: Ачасем, предложение йĕркеленĕ чухне асăрхарăр тен паллă тунă сăмах пурччĕ.Ун пирки эсир мĕн калама пултаратăр? Мĕнле пуплев пайĕн форми-ши ку?
Ачасем: Причасти ,ăçтан пĕлтĕр?
Учитель Апла пулсан эпир паян сирĕнпе причасти çĕршывĕнче пулса курăпăр. Ку çĕршывра çав тери ĕçчен халăх пурăнать. Эпир те вĕсемпе ĕçе кÿлĕнер те хамăр мĕн пĕлнине кăтартар.
УчительХамăр ума мĕнле тĕллев лартăпăр?
Ачасем: Причастисене аса илмелле, причастисене тĕрĕс тупмалла, тĕрĕс çырмалла, пуплевре тĕрĕс усă курмалла
Учитель: Сирĕн умра хаклав хучĕсем Эсир паян хăвăра мар, юлташ ĕçленине хакласа пыратăр. Хушаматсене çырăр та юлташа парăр.
Юлташпа ĕçлеме кăмăл пур-и? (су-джок)
3.Çирĕплетÿ Чи малтанах причастисем çинчен аса илер
1-мĕш чарăну : «Тĕрĕс сăмах кĕртсе ларт»(клоуз тест)
Ĕçе икшерĕн пурнăçлаççĕ
Причасти - глаголăн …… форми.
Хăйĕн грамматика паллисем тăрăх пĕр енчен….., тепĕр енчен … пĕрешкел.
Палăрту форминчи причастисем ….. тата …. тăрăх улшăнаççĕ.
…. причасти сăпат аффиксĕсене те йышăнма пултарать
……причастие нихăш падежра та калама çук.
….. пулакан причастисем пурте палăрту форминче пулма пултараççĕ.
Кĕртсе лартмалли сăмахсем: пулас, падеж, сăпатланман, паллă ячĕ, хисеп, глагол, сказуемăй, пулмалли
Учитель: Мĕне пĕлтерет?Сăпатланман-сăпат тăрăх улшăнмасть
Глаголпа пĕрешкел- ĕçе, вăхăта пĕлтерет, пурлă, çуклă формăра пулать
Паллă ячĕпе пĕрешкел- япалан паллине ĕçĕ тăрăх пĕлтерет.
Причастисен çуклă форми –ма,-ме аф. Тата мар , çук татăксем
Учитель: Слайд тăрăх тĕрĕслени.
2-мĕш ĕç: «Хуçине туп»Ушкăнпа ĕçлеççĕ
-акан(-екен)
-нă(-нĕ)
-ас(-ес)
-малла (-мелле)
-ан(-ен)
-анçи(-енçи)
-иш(-ĕш)
-и
Хальхи- хальхи вăхăтри ĕçе пĕлтерет
Иртнĕ- иртнĕ вăхăтри ĕçе пĕлтерет
Пулас – пулас вăхăтри ĕçе пĕлтерет
Пулмалли- пулмалли ĕçе пĕлтерет
Яланхи
Юрилĕх
Пулма пултаракан
3-мĕш ĕç « Тĕрĕс вĕçле» Ĕçлекен
4-мĕш ĕç «Тĕрĕс ăнлантар» Кашни ĕçлет(сăмахсем тухса çыраççĕ)
Доска çинче
Сăпат аффиксне йышăннă пулас причастисенче яланах икĕ СС çырмалла
Глаголăн пулмалли причасти формисенче яланах икĕ ЛЛ çырмалла
5-мĕш ĕç «Тĕрĕс çыр»(слайд çинче)( пĕр-пĕрин ĕçĕсене ылмаштар)
-и,-скер(тăрăшнă, каякан,çитес, тумалла,
6-мĕш ĕç «Тĕрĕс суйла» Пурте саспа вулаççĕ, причастисене кăранташпа паллă тăваççĕ.
Шкул сачĕ
Пирĕн шкулăн пĕчĕк пахча пур.Унăн пĕр пайĕнче тĕрлĕ çимĕç йывăççи ÿсет. Пахчан тепĕр пайĕнче ачасем тĕрлĕ пахча çимĕç лартса тăваççĕ. Ÿсен-тăрана шкул ачисем юратса пăхаççĕ.
Анчах темиçе çул каялла ку вырăнта тарăн çырма çурса хăварнă çерем сарăлса выртнă. Пĕр çуркунне ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе ачасем шкул тавра карта тытса çавăрнă. Пĕчĕк пахчана улмуççисем, чиепе слива йывăççисем, хурлăханпа йĕплĕ çырла тĕмĕсем лартса хăварнă. Çу каçа ачасем вĕсене пăхнă: шăварнă, тĕмсен таврашĕсене çумланă, тислĕк хурса кăпкалатнă, сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран сыхланă.
Садра ĕçлесе ачасем йывăçсене мĕнле лартмалли, вĕсене мĕнле пăхмалли майсемпе паллашнă, тĕрлĕрен сăнав тунă. Питомникра ÿстернĕ ÿсен-тăрана хăйсен пахчисене илсе кайса лартнă. Шкул сачĕпе пĕрле ялти çынсен те садсем ÿсме тытăннă. Халĕ кашни кил умĕнче пекех ачасем лартнă улмуççисем, çырла тĕмĕсем ÿсеççĕ.
Причастисене каласа тухаççĕ. Мĕнле формăра тăнине каламалла
Текста мĕнле ят пама пулать?
1.Текст содержанийĕ сире çывăх-и?
Пирĕн те шкулта пахча пур.
2.Эсир унта мĕн ĕçлетĕр?
Тĕрлĕ пахча çимĕç лартса ÿстеретпĕр.
3. Хăш вăхăтра ĕçлетĕр?
Çуркунне лартатпăр, çулла практикăна килетпĕр, шăваратпăр, çумлатпăр, кăпкалататпăр, кĕркунне вара кăларатпăр.
Кăçал 2016 çула-М.В.Игнатьев Указĕпе килĕшуллĕн-Ĕç çыннин çулталакĕ тесе ят панă. Эпир те çак указа пурнăçлама тăрăшатпăр.
Учитель: Сирĕн шутпа, çак текстăн тĕп сăмахĕ (шăнăрĕ) мĕнле сăмах пулать-ши?
Ачасем: Ĕç ĕç çинчен пĕлтерекен мĕнле фактсем пур
2 пахча, карта, сăнав, питомник(2 пахча çинчен мĕн пĕлтĕмĕр?)
Фактсене тĕслĕхсемпе ĕнентермелле(мĕн тĕллевпе)
Çимĕç йывăççисем, пахча çимĕç; йывăçсем лартнă, пăхнă; мĕнле лартмалли, мĕнле сыпмалли, пăхмалли; ÿстернĕ, салатнă
Мĕнле тĕп шухăш патне тухрăмăр. Ĕç вăл-пурнăç илемĕ, пурнăç тыткăчи
Текст содержанийĕпе килĕшÿллĕ мĕнле ваттисен сăмахĕ тупма пулать?
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
Ĕçчен ал валли ĕç тупăнать
Этем тени ĕçпе паха
Пурнăç илемлĕрех, телейлĕрех пултăр тесен нихăш ĕçрен те хăрамалла мар.
И.Я.Яковлев калашле, чăн пĕчĕк ĕçе те чаплăлантарма пулать.
7-мĕш ĕç «Причастиллĕ предложенисем тăвăр»(сюжетлă ÿкечĕксем тăрăх)
8-мĕш ĕç «Тивĕçлĕ причасти ларт»(доска хыçĕнчи предложенисем.)Мĕнле причастисем сиксе юлнă-ши?
Ĕнсе хыçнипе ĕç пулмасть
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар
Юратнă ĕс çынна телей кÿрет.
Ĕçленипе çын вилмест
Мĕн çинчен –ши ваттисен самахĕсем?
Ачасем: Ĕç çинчен
Учитель: Эсир те паянхи урокра хăвăрăн ĕçĕрпе кăмăллă-и?
Рефлекси Кăмăллă пулсан алă çупатпăр
Урокра лартнă тĕллев пурнăçланчĕ-и? Чĕлхере причастисем кирлĕ-и?
Халĕ синквейн çырса пăхатпăр
Причасти(мĕнлерех пулчĕ)
Интереслĕ, çăмăл
Шухăшлаттарать, вĕрентет, ĕслеттерет(мĕн тутарчĕ)
Интереслĕ причасти пире ĕслеттерет
Сăпатсăр форма(пуплев пайĕн(глагол) форми)
Учитель: Эсир причасти темăна лайăх ăнланни мана савăнтарать. Мĕнле паллă илме тивĕçлĕ пулнине юлташ каласа парĕ.
Причасти çĕршывне кам лайăхрах пĕлет?
Ачасем юлташăн ĕçне хакланине тĕрĕслесси
Камăн « 5»-алă çĕклеççĕ
Малашне те тăрăшса ĕçлеме сире манран парне пултăр, халĕ пирĕн тĕп ĕç –вĕренÿ. Тăрăшса вĕренме сывлăх сунатăп, манран пĕчĕк парне- ĕç хатĕрĕ -ручка
Тавах сире мана урок ирттерме пулăшнăшăн. Пĕр-пĕрне тав тăвар.Алă çупаççĕ.
Киле ĕç:
1. Причасти сăмахпа пуç ватмăш хатĕрле
2.Причастисем çинчен буклет ту
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Презентация к уроку "Причастисен çĕр-шывĕнче"
Задания к уроку...