Тус-юлташ
план-конспект урока (6 класс) на тему

Орлова Светлана Вячеславовна

Урок чувашского языка в 6 классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konspekt_tus-yultash.doc668.5 КБ

Предварительный просмотр:

6-мĕш класра ирттермелли уçă урок йĕрки

Тема: «Тус-юлташ»

Эпиграф: Туслăхра - вăй.

 (Ваттисен сăмахĕ)

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: пĕр-пĕрне ырă сунас, пулăшас туйăма вăйлатасси, туслăн килĕштерсе ĕçлеме, пурăнма хавхалантарасси, туслăха упрама вĕрентесси.  

Пĕлÿ тĕллевĕ: туслăх çинчен вĕреннĕ ваттисен сăмахĕсене çирĕплетесси, - са (- се) аффикслă деепричастисен пулăвĕпе паллаштарасси, - са (- се) аффикслă деепричастисене пуплевре усă курма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: вĕренекенсен шухăшлавне аталантарасси, хăйсен шухăшне ирĕклĕн пĕлтерме хăнăхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, таблица, текстпа ĕçлесси, тишкерÿ, ыйту-хурав, калаçу, каласа пани, предложени, куç хусканăвĕ, хускану саманчĕ, вулав, пĕтĕмлетÿ.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: 

  1. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли / И.А.Андреев, Р.И.Гурьева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 71-74 с.
  2. Компьютер
  3. Проектор
  4. Экран
  5. Доска
  6. Ваттисен сăмахĕсене çырнă хăюсем
  7. Уçă (ключ)
  8. Юрă
  9. Валеçÿ материалĕ

Словарь ĕçĕ:

  1. Тантăш – ровесник
  2. Чĕрĕ – живой, подвижный
  3. Тимлĕх - внимание
  4. Чăтăмлăх – терпение
  5. Чăрсăр – дерзкий, наглый

Урок планĕ:  I. Класа йĕркелесси – 3 мин.

                  II. Килти ĕçе тĕрĕслесси – 3 мин.

                  III. Çĕнĕ тема вĕрентесси – 16 мин.

                  IV. Вĕреннине çирĕплетесси – 14 мин.                

                  V. Урока пĕтĕмлетесси – 7 мин.

                  VI. Киле ĕç парасси – 1 мин.

                  VII. Ачасен ĕçне хакласси – 1 мин.

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелесси.

1) Сывлăх сунасси:

- Ырă кун пултăр, ачасем.

- Ырă кун пултăр, вĕрентекен.

- Ырă кун пултăр, хăнасем.

Эпир маттур ачасем.
Эпир хастар ачасем.
Ĕçлер пĕрле тăрăшса,
Пĕрне-пĕри пулăшса,
Кирлĕ чухне тупăшса.

2) Дежурнăйсемпе калаçасси:

В: Паян класра кам дежурнăй?

- Паян класра эпир дежурнăй.

В: Паян класра кам çук?

- Паян класра … çук, ыттисем пурте пур.

В: Паянхи çанталăк çинчен итлетпĕр.

Д:(ачасем каласа параççĕ)

В: Маттур, ачасем, ларма пултаратăр.

II. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

5-мĕш ĕç – пахча-çимĕç ячĕсене çырасси

Ы

Х

С

П

К

6-мĕш ĕç – тупмалли юмахсен тупсемĕсене тупасси

СУХАН

КУПĂСТА

КИШĔР

Панă сăмахсемпе предложенисем йĕркелесси

III. Çĕнĕ тема вĕрентесси.

1) Умĕнхи калаçу.

- Хаклĕ ачасем, сирĕн умра пĕр пĕчĕк вăрттăнлăх. Мĕн вуласа пĕлме пулать-ши ку ÿкерчĕксене уçсан? (Ачасем ÿкерчĕксен ячĕсене тупса палăртнă сас паллине калаççĕ).

-

6

2

3

1

4

3

2

3

2) Урок темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштарасси

„Тус“, „Юлташ“ сăмахсем кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.  Хăшĕ-пĕри тус-юлташа ачаран тупать те пурнăç тăршшĕпех унпа савăнса пурăнать. Тепри вара ÿссе çитсен çеç хăйпе пĕр шухăшлă юлташ тупать. Ун пек е кун пек, çапах та пур çынăн та тус-юлташ пур. Эпир паян урокра туслăх çинчен калаçăпăр, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа туслăх тĕнчин алăкне уçăпăр. (Ачасем ура çине тăрса алăран алăна тытăнаççĕ, туслăх хĕлхемне яраççĕ)

3) Ĕç йĕркине ăнлантарасси

Ваттисен сăмахĕн кашни сăмахне тĕрлĕ тĕслĕ хутпа çыпăçтарнă. Кашни тĕсе хăйĕн асамлă уççи пур, анчах та вĕсем асамлă арчара. Тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă май ваттисен сăмахĕ уçăлса пырать.

ЮЛТАШСĂР - САРĂ

ÇЫН - СИМĔС

ТЫМАРСĂР - КĂВАК

ЙЫВĂÇ - ХĔРЛĔ

ПЕК - ШУПКА

4) Текстпа ĕçлесси (САРĂ уçă ĕçлесе илесси)

- Словарь ĕçĕ: экран çинчи сăмахсене вĕрентекен вуласа парать, ачасем вулаççĕ, сăмах майлашăвĕсем е предложенисем йĕркелеççĕ.

- Вĕрентекен вуласа парать

Вĕренекенсем текстпа 4 ушкăна пайланса схемăсемпе ĕçлеççĕ.

1-мĕш ушкăн схеми

1-мĕш абзац. Ачасем пĕрер предложени вуласа вырăсла куçарса пыраççĕ.

2-мĕш ушкăн схеми

2-мĕш абзац. Ушкăнри ачасем пĕрер предложени вулаççĕ. 2 вĕренекен чăвашла диалог тăваççĕ.

-Куç хусканăвĕ (слайд)

3-мĕш ушкăн схеми

3-мĕш абзац. Пĕр ача пĕр предложени вулать, тепри вырăсла ыйту парать, виççĕмĕшĕ панă ыйту çине чăвашла хуравлать.

4-мĕш ушкăн схеми

4-7-мĕш абзацсем. Ачасем пĕрер предложени вулаççĕ. Пĕр вĕренекен чăвашла ыйтусем парать, ыттисем хуравлаççĕ.

Маттур, ачасем. Аван ĕçлерĕмĕр, çавăнпа та уçă пирĕн алăра (ЮЛТАШСĂР сăмаха уçаççĕ).

  1. Хускану  саманчĕ

1, 2, 3 – алăсене çĕклĕр!

4, 5 – алăсене сарăр!

6, 7 - алăсене ярăр!

8, 9 – шăппăн ларăр!

6) Грамматика материалĕпе ĕçлесси (СИМĔС уçă ĕçлесе илесси)

- Вĕрентекен – са (- се) аффикслă деепричасисен пулăвне ăнлантарса пани

- Панă сăмахсенчен – са (- се) аффикслă деепричасисен пурлă тата çуклă формине йĕркелесси

Калаç, итле, вула, ÿкер, шутла, сик, чуп, çыр, иш, юрла.

- Составление двучленных глагольных сочетаний с составленными деепричастиями

Калаç – калаçса татăл

Итле – итлесе лар

Вула – вуласа тух

Ÿкер – ÿкерсе пĕтер

Шутла – шутласа пар

Сик – сиксе тух

Чуп – чупса кĕр

Çыр – çырса пĕтер

Иш – ишсе каç

Юрла – юрласа пар

7) Текстра деепричастисене тупса вуласси

(ÇЫН сăмаха уçаççĕ)

IV. Вĕреннине çирĕплетесси

  1. Хĕр ачасене сăнласа пани. Ачасем 2 вариантпа ĕçлеççĕ. Туслăх çинчен юрă янăрать. (КĂВАК уçă ĕçлесе илесси)

Сăнар паллисем

Анюк сăнарĕ

Верук сăнарĕ

Сăн-пичĕ

Пĕвĕ (рост)

Кĕлетки

Кăмăлĕ

Вĕренĕвĕ

(ТЫМАРСĂР сăмаха уçаççĕ)

2) Таблица тăрăх Анюкпа Верук çинчен каласа парасси (ХĔРЛĔ уçă ĕçлесе илесси)

(ЙЫВĂÇ сăмаха уçаççĕ)

3) Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси. Пуçламăшне кура ачасен вĕçне тупмалла.  (ШУПКА уçă ĕçлесе илесси)

А) Шанчăклă тусăн хакĕ çук

Ă) Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр

Б) Тусу çук пулсан – шыра, тупсан – упра

В) Тусă хăвăнтан лайăхрах пултăр

Г) Туслăха укçалла илеймĕн

(ПЕК сăмаха уçаççĕ)

„ЮЛТАШСĂР ÇЫН ТЫМАРСĂР ЙЫВĂÇ ПЕК“ ваттисен сăмахне вĕрентекен вулать, пурте пĕрле вулаççĕ, 1-2 вĕренекен вуласа парать.

4) Хускану  саманчĕ

Ачасем туслăх вăйне яраççĕ (алă çине алă хурса „Туслăхра – вăй“ теççĕ те алăсене яраççĕ)

V. Урока пĕтĕмлетесси

1) Калаçу

Ачасем, эпир паян сирĕнпе икĕ маттур хĕр ача çинчен вуласа пĕлтĕмĕр. Анюкпа Верук – тантăшсем. Пирĕн хушăра та Анюкпа Верук пек туссем пур. Пирĕн класра Анюк пек кăмăллă вĕренекен кам-ши? Верук пек кăмăллă вĕренекен кам?

2) Рефлекси

VI. Киле ĕç парасси

1) Правило аса илесси

2) Таблицăна малалла тăсасси

Сăнар паллисем

Анюк сăнарĕ

Верук сăнарĕ

Манăн юлташ

Сăн-пичĕ

Пĕвĕ (рост)

Кĕлетки

Кăмăлĕ

Вĕренĕвĕ

2) Таблица тăрăх юлташ çинчен каласа парасси, - са (- се) аффикслă деепричастисемпе усă курасси

VII. Ачасен ĕçне хакласси