Янăра, чăваш чĕлхи!
методическая разработка на тему
Предварительный просмотр:
Янăра , чăваш чĕлхи!
(литературăпа музыка композицийĕ)
Сцена çине Кристинăпа Даша тухаççĕ
К.В.Иванов «Нарспи» поэмăри сыпăксене вулаççĕ
Хаклă хăнасем, хисеплĕ ĕçтешсем!
Сире пирĕн шкулта курма хавас. Йышăнса илсемĕр пирĕнтен хĕрÿллĕ салам!
Кăçал,Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ, Раççейре Литература çулталăкĕ тесе палăртнă.
Хамăр шкулта та çак хушăва ырласа йышăнтăмăр.Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем ирттерме ĕç планĕ турăмăр.
Çавăн пекех ЮНЕСКО пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ.
Эпир те паян К.В.Иванова тата Тăван чĕлхе кунне халалланă уява пуçтарăнтăмăр. Чĕлхе вăл – халăх культурине упраса пыма пулăшакан хатĕр.
Пĕр ĕмĕр иртнĕ пулсан та К.В.Иванов ячĕ асрах, чĕрере. Ун пек çын 100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине ĕмĕрлĕхе ят хăварма.
Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире уява пуçлама!
Иосиф Дмитриев сасси Тахçан-тахçан ….
Сцена çинче ватă мучи çăпата хуçса ларать.
Вăйăран аслашшĕ патне мăнукĕ чупса кĕрет:
(Измуков )Мăнукĕ: Асатте , эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче чылай чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?
(Ал.Владик) Аслашшĕ: Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах вара чи юратни - тăван чĕлхе, паллах.
Мăнукĕ: Чи илемли хăш чĕлхе -ши? Манăн питĕ пĕлес килет
Аслашшĕ: Чи илемли те, мăнукăм –тăван чĕлхе.
Мăнукĕ: Чи пуянни вара?
Аслашшĕ: Чи пуянни те , маншăн- тăван чĕлхех шутланать.
Мăнукĕ: Мĕнпе пуян вара вăл?
Аслашшĕ: Кун çинчен пĕлес килсен айта вара пĕрле хуравне тупма тăрăшăпăр.
Паян пирĕн пата хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем те кун çинчен пĕлесшĕн иккен.(кĕрсе каяççĕ)
Илемлĕ, илемлĕ юрă кĕввипе ача садне çÿрекенсем тухаççĕ
Ун хыççăн «Пукане» юрă
Оля Петрова
Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!
Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пÿрни.
Чĕрем юрри , çут пурнăçăн юрри
Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни
Петрова Р. «Анне» юрă
(Яковлев Дима) Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе
Эс-чи пахи, эс-чун уççи
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе
Пин чĕлхерен чи çепĕççи
(Антон)Çак чĕлхепе эп калаçатăп
Куллен çыратăп та вулатăп.
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп
Куллен кунах ăса туптатăп
Григорьев Данил
Тăван чĕлхе, тăван сăмах
Сана упратăп чĕремрех
Анне чĕлхи, атте чĕлхи
Мана вăй кÿрĕн яланах.
Сцена çине амăшĕпе ывăлĕ тухаççĕ
(Павлов Д.)Ывăлĕ Анне, уя тухса утсассăн,
Мĕскер унта ялан кашлать?
(Егорова Елена)Амăшĕ: Унта сар тулă пит ачашшăн
Çилпе мăнаçлăн хумханать.
Çĕр халăха тăрантарать,
Пуянлăх\ĕ- вăй-хал парать.
Ывăлĕ: Анне, тÿпенелле пăхсассăн,
Мĕскер унта йăлтăртатать?
- Амăшĕ Çут çăлтăр хĕхемне сапсассăн
Чăваш çĕрне, ав, сутатать.
Çак çута çăлтăр тупери
Пин ят усрать ытамĕнче
-Ывăлĕ:Анне, ĕçленĕ чух юрлатăн,
Мĕне пĕлсе, кама савса?
-Амăшĕ Тавах Тура тесе калатăп
Тăван çĕре эп юратса.
Вăйă «Кăшманла» кĕçĕн класра вĕренекенсем
1-мĕш ача (ар çын ача Егоров Антон)
Эп – чăваш ачи. Саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.
2-мĕш ача(Егорова Сусанна)
Эп – чăваш ачи. Саватăп
Чĕвĕл- чĕвĕл чĕлхене,
Юратап юрра-сăвва та,
Купăса та кĕслене.
Григорьева Диана такмакĕ
Анне мана каларĕ
Хитре тутар çых,- терĕ
Халăх умне тухсассан
Савăнăçлă пул терĕ.
Мана анне çуратна
Çĕр çинче телей курма
Юрлама та ташлама
Çынсене савăнтарма.
Эп хаваслă, эп хавасла
Эп хавасла хĕр ача
Эп хаваслă пулмасан
Ташламастăп çакăнта.
Мана анне юратать
Ялан ырă çеç сунать
Эп ташлама тухсассан
Мана пăхса савăнать.
Юрлама та юратап
Ташлама та юратап
Пуринчен те ытларах
Эпĕ сире юратап
(Егоров Тимофей)Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ:
Тăван чĕлхе – телей шевли
Тăван чĕлхе –çĕн алăк уçĕ
Куллен кунах пире валли?
(Алексеев Никита)Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ:
Тăван чĕлхе – анне сасси
Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ:
Тăван чĕлхе вăл – пуласси
Егоров Тимофей Савар: мухтар чĕлхемĕре:
Ăна усрар чыс-хисепре
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ:
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ
Алексеев Никита
Упрар тăван чĕлхемĕре:
Чун-чĕрери хĕлхемĕре
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ:
Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.
Кĕçĕн классем юрă юрлаççĕ
«Чăваш ачи, чăвашах «
(Петров Дима)«Мĕн чăваш чĕлхи!» - илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Сценка. «Шили-пили »
Выляканнисем: Яковлев Данилпа Григорьева Олеся 6 класс
Вылякансем:амăшĕ –Кулине
Ывăлĕ-Вова
Вова амăшĕ пукан çинче нуски çыхса ларать. Ун тавра Вова явăнса çÿрет.
Вова: Анне, юмах каласа пар-ха.
Кулине: Не анне , а мама.
Вова : Ну мама пултăр Мама , юмах каласа пар-ха. Ялта асанне пит нумай юмах каласа пачĕ мана.Эх, пĕри тепринчен асамлăрах юмахĕсем
Кулине(тарăхса) Твой асанне кокта я поету в теревню выковор получит
Вова (тĕлĕнсе) Мĕншĕн?
Кулине Тебе по-чувашски портилшăн
Вова: Асанне мана чăвашла вĕрентнĕшен ăна ма вăрçмалла?Анне, юмах каласа пар-ха.(амăшĕ çумне ларать) Каласа парха ĕнтĕ, анне.
Кулине: Шили пили папка та тет
Вова (ăнланмасăр – хăй тĕллĕн Шили…А мен çĕленĕ вара вĕсем?
Кулине: Не çĕленĕ, а шили-понимаешь-ш-ш-шили
(аллинчи çăмхине урайне перет
Ты после теревни ненормальный стал что ли? Ничего не понимаешь Переключай свой моск на русский
Вова (ĕнсине хыçкаласа) Мĕн çĕленĕ вара вĕсем? Кĕрĕк-и? Тăлăп-и?Çĕлĕк-и? Шлепке-и?
Кулине(тарăхса) Ни шлепке, ни тулуп А простожили
Вова Ан çилен, анне.Асанне мана хулана кайсан аçÿ-аннÿпе чăвашла калаç терĕ.
Кулине Слушай хорошо, тогда поймешь.Шили-пили папка та тет.
Вова (хăй тĕллĕн)Мĕн пулма пултаратьши ку тет тени? Асанне юмахĕсенче тет сăмах нумай –ха.
Кулине У аснни тет-трукой, а у меня тет-совсем трукой У меня тет-старик Понял?
Вова (хавассăн) Тинех ăнлантăм: тет-старик,папка-бабка
Кулине (ывăлне çурăмĕнчен лăпкаса) Ма-ла тес!
Вова тата хаваслăрах :Шили-пили тени вăл санан Жили-были тени пулĕ-ха
Кулине ывăлне хăй çумне чăмартать Наконец-то твойне ма-ла –тес!
Лар-ха , лар.Малалла итле.
Вова(алăк патнечупса каять)Урăх итлеместĕп ку юмаха.Ытла анланмалла мар.Ăна итличчен урама тухса ачасемпе вылятăп.Юмахне каличчен малтан мама эс вырăсла лайăхрах вĕрен-ха Унсаран эп сана ăнланмастăп, эс-мана.Мĕнле пурăнмалла?
Петров Дима
Вырăсла пĕлни – пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ. Анчах вăл пирĕн чăваш чĕлхине тата Раççейри ытти халăхсен чĕлхисене хупламасть, пурнăçран хĕссе кăлармасть. Вĕсем кашниех кирлĕ.
«Россия» Дурновцева Кристинăпа Антонова Саша)
Григорьев Дима
Чăвашсем, чăвашла калаçмасăр,
Ан именĕр чăваш пулнăран.
Чăвашсем, чăвашла юрламасăр,
Ан писсемĕр тăван халăхран.
(Савкова Валя)
Вĕçĕ-хĕррисĕр
Раççей çĕрĕнче
Миçе пин юхан шыв юхать-ши?
Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшинче
Чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши?
(Андреева Маша)
Хăшĕ-ши? Кам пĕлет-ши çакна?
Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи.
Вăл илет те пĕрре тыткăна,
Çак вара – чи ырри, лайăххи.
(Егорова Елена)
Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эсĕ çут тĕнчере.
Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем,
Эсĕ манăн – пĕрре çеç, пĕрре
6- 8 классем ташлаççĕ (Иванова Даша Антонова Саша
Григорьева Д. Егорова Н)
Вĕçĕ Пурте тухаççĕ
Сăвă Эпир пулнă, пур, пулатпăр
Петров Д Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе вăй-хал мулне
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла
Кайрине те халь куратпăр…
Манăн шухăшăмпала
Пурте Эпир пулнă, пур , пулатпăр!!!
Иванова Даша
Никамран та ютшăнмасăр
Тан хурса пур йăхсене
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле , çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар
Чун хавалĕпе те паттăр
Чĕрепе те шĕл кăвар
Пурте: Эпир пулнă, пур, пулатпăр!!!
Аслашшĕпе манукĕ сцена çине улăхаççĕ
Мăнукĕ Асатте, эсĕ мана 7 ыйту панă пулсан эпĕ пĕр хурав, пĕр сăмах калăттăм
Чи илемли, чи янăравли, чи çепĕççи, чи илемли, чи хăватли, чи ăшши, чи юратни-ТĂван Ч Ĕлхе пулать
Пурте Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян:
Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар:
Чĕлхемĕр пулсан – эпир мёнаç
Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!