Ваттисем калани вырăнлă.
методическая разработка (6 класс) на тему

Иванова Ирина Васильевна

Класс тулашĕнче ваттисен сăмахĕсемпе ирттермелли КВН

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon vattisem_kalani_vyranla.doc45 КБ

Предварительный просмотр:

Ваттисем калани вырăнлă.

Класс тулашĕнче ваттисен сăмахĕсемпе ирттермелли КВН.

Класа ваттисен сăмахĕсемпе илемлетнĕ. Ачасем ваттисен сăмахĕсемпе усă курса çырнă калавĕсемпе хаçат кăларнă. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăш кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ.

КВН йĕрки.

Ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрисем  - «Кĕнекеçĕсем», теприсем «Алфавит» ятлă.

Пĕрремĕш ушкăнăн девизĕ – «Ырă çынпа  çул та кĕске».

Иккĕмĕшĕн – «Вăй –вăйпала, ĕç – ĕçпеле».

«Кĕнекеçĕсен» сăмахĕ: Пултаруллă пулăпăр,

                                        «Кĕнекеçĕсем» - маттур,

                                         Савăнма та пĕлетпĕр,

                                         Пурте пĕр пекех сатур.

«Алфавитсен» сăмахĕ: Ушкăнра сас паллисем,

                                         Пуринпе кăсăкланатпăр.

                                        Ятăмăр та «Алфавит»,

                                        Тĕрĕссишĕн вăй виçетпĕр!

КВНа ертсе пыракан хыççăн ушкăнсем тупа тăваççĕ:

КВНра выляма,

Эпир тупа тăватпăр!

Жюрие хисеплеме,

Тĕрĕс кăна тупăшма,

Эпир тупа тăватпăр!

Туса инкекрен çăлма,

Пур çынна та пулăшма,

Эпир тупа тăватпăр!

Савăнăçлă çеç пулма,

Нуша – инкекрен кулма,

Эпир тупа тăватпăр!

Хатĕрленÿ саманчĕ

1. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене кам шухăшласа кăларнă? (Халăх).

2. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем хăçан пулса кайнă? (Çырулăх пуличчен).

3. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшcем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур? (В.с. – вĕрентсе калаççĕ, К.- сăнарлă сăмах çаврăнăшсем).

4.Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене камсем пуçтарнă? (Тĕпчевçĕсем, поэтсем, Ашмарин, Тукташ, Романов, Патмар).

5. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем мĕн çинчен? (Санталăк, хуçалăх, халăх, ăс – хакăл, çĕр – шыв, этем шăпи çинчен).

6. Ваттисен самахĕсемпе каларăшсем пире мĕншĕн килĕшеççĕ? ( Вĕсем сăнарлă, янравлă, хитрее).

7.Ваттисен самахĕсемпе каларăшсем хăш халăхăн пур? (Пурин те).

8. Вĕсем пур халăхăн та пĕр пек – и? (Шухăшĕпе пĕр пек, сăмахемпе уйрăм).

Килти ĕç

Ушкăнсен ваттисен сăмахĕсемпе усă курса сценка лартса пама хатĕрленмелле пулнă.

Пĕрремĕш ушкăн «Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм» темăпа сценка лартать. (Пĕр ача тăрăшсах вĕренет: кĕнеке вулать, сăвă калать, хутлав таблицине аса илет,  тепри ун пуçĕ тăрринче хĕвел тытса тăрать. Юлхав çывăрать, ун хыçĕнче тепĕр ачи хура хут тытса тăрать, ăна хупăрлать.

Иккĕмĕш  ушкăн  «Туслăха пуртăпа касаймăн» сценка кăтартать. Икĕ ача пĕр – пĕрне алăран тытнă. Виççĕмĕшĕ хутран тунă пуртăпа туслăха аркатасшăн. Анчах çирĕп туслăхшăн пуртă хăрушă мар, çавăнпа та вĕсем пуртта çурса пăрахаççĕ.

Пăтрашулăх

Ертсе пыракан: «Пирĕн  тăрăха курма ют çĕр – шыв çынни çитнĕ. Ăна чăваш халăхĕн каларăшĕсем питĕ килĕшнĕ, вĕсене вăл хăвăртах вĕреннĕ. Анчах та питĕ шел, вĕсем йăлтах пăтрашăнса пĕтнĕ. Эсир урăх çĕр – шывран килнĕскере пирĕн илемлĕ чĕлхене хаклама пулăшаймастăр –ши?» Хăвăртлăхпа тĕрĕc хурав панине хаклаççĕ.

1.Çиччĕ виç те, вăрман хăлхаллă (пĕрре кас).

2.Касма çăмăл, виçи пур (ÿстерме йывăр).

3. Кĕнеке паха тупра, çĕнни пулмасть ( ăна упра).

4. Ĕçрен куç хăрать, туртасах пулать ( ал тăвать).

5. Сывлăха шыракан тупать ( сутăн илме çук).

6. Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, шывра та путмасть  ( амăшĕсĕр – хăр тăлăх).

7. Ватă çын - çур урам ( тăват çын).

8. Тăвансăр çын – тăварсăр апат ( туратсăр йывăç).

9. Вĕренни – çутă, кĕсенпе çăпан ( вĕренменни – тĕттĕм).

10. Тусу çук пулсан тупма тăрăш, лайăх ĕмĕрлĕхе ( тупсан – упрама тăрăш).

Каллиграфсен конкурсĕ

Ушкăнсенчен чи хитре те ăнланмалла çыракан ачасем доска умне тухаççĕ. Анчах вĕсемшĕн пĕр чăрмав пулĕ. Доска çине куçсене тутăрпа çыхса çырмалла. Тÿрĕ тата илемлĕ çыракана палăртаççĕ.

Тĕслĕхсем:

Ырă çынна кун çук.

Чĕлхе Мускава çитерĕ.

Çамрăклăх – хăналăх.

Туслăхра – вăй.

Конкурс « Кам нумайрах»

Ушкăнсем умлă – хыçлă ваттисен сăмахĕсене калаççĕ.Услови: пĕр пек тĕслĕхсем пулмалла мар. Çĕнтерÿçĕ чи юлашкинчен калакан.

« Тĕлĕнтермĕш уйĕ» конкурс

Тăваткалсем ÿкернĕ плакат çакнă. Ваттисен  сăмахĕнче миçе сас палли, çавăн чухлĕ тăваткал пулмалла. Ушкăнсем 5 - 6 сас палли калаççĕ, унтан пĕтĕм ваттисен сăмахне аса илеççĕ.

  1. Этем ырă ăcĕпе.
  2. Çамрăклăх – хăналăх.
  3. Ĕмĕр сакки сарлака.
  4. Яшка тăварсăр пиçмест.

Капитансен конкурсĕ.Ертсе пыракан капитансене пуçламăш формăри самахсемлĕ конверт парать. Вĕсемпе усă курса капитансен сăмахсене кирлĕ формăра лартса ваттисен сăмахне йĕркелемелле.

1.Кукăль, çын, алли, пысăк, сăмса, кур, те (Çын аллинчи кукăль пысăк курăнать, теççĕ).

2.Çи, вырт, кăмака, кулачă, çук, çи, шур (Кăмака çинче выртнипе шур кулачă çиме çук).

3.Ĕç, ту, çын (Ĕçе çын тăвать).

4. Пулă, пуç, çĕр ( Пулă пуçĕнчен çĕрет).

Курса ларакансен конкурсĕ

Ертсе пыракан хисеп ячĕсем тĕл пулакан ваттисен сăмахĕсене аса илме сĕнет

Пĕр выльăх хыççăн пур выльăх та каять.

Пĕр лашана ик йĕнер кирлĕ мар.

 Пĕр сурăхшăн çичĕ кĕтÿ тытмаççĕ.

Пĕр кашкăр пĕр кĕтÿ сурăха хăратать.

Пĕр хăранă йытă виçĕ кун вĕрнĕ, тет.

 Ик турта хушшине икĕ лаша кÿлмеççĕ.

Икĕ йытă вăрçнă çĕре виççĕмĕшне пыма хушман.

Икĕ мулкача хăвалакан перне те тытайман.

Виçĕ качака сăвакан патне ултă ĕне сăвакан кĕвелĕк ыйтма пынă.

 Ватă çын – тăватă çын.

Пĕр хулă хуçăлать, пин хулă хуçăлмасть.

Пĕр шăрпăкран çĕр шăрпăк тăвать.

Çĕр те çитет, пин те пĕрре пĕтет.

 Алă тĕкĕнмесен аллă çул выртать.

 Вуниккĕн авăн çапма лайăх, иккĕн икерчĕ çиме лайăх.

 Иккĕн инкекре лайăх, пĕччен - апатра.

 Пĕр çын пĕччен йĕр тăвать, çĕр çын пĕрле çул тăвать.

 Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ.

«Тавçăр»  конкурс

Ертсе пыракан капитансене конверт парать. Вĕсем пĕр – пĕрне пĕрер сăмах вуласа параççĕ. Ушкăнрисен çав сăмах тĕл пулакан ваттисен сăмахне аса илмелле.

  1. Çамрăк ( Çамрăк ĕмĕр иккĕ мар).
  2. Юлхава ( Юлхава ялан уяв).
  3. Ĕçчен ( Ĕçчен çынран ĕç хăрать).
  4. Кашни ( Кашни япалан виçи пур).

Пĕтĕмлетÿ: çĕнтерÿçĕ ушкăна чыслани