Чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕн мелĕсем
консультация на тему
Çĕнĕ сăмахсем нихăçан та, сĕм авал та, кайрантарах та, ним çук çĕртен, ытти сăмахсемпе çыхăнмасăр, хăйсене тĕллĕн пулса кайман, вĕсем хальхи вăхăтра та чĕлхери сăмахсен никĕсĕ çинче пулса каяççĕ. Çакна чаваш чĕлхинчи сăмахсем те çирĕплетсе параççĕ
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_chelkhinchi_samakh_pulaven_melesem.doc | 85 КБ |
Предварительный просмотр:
Хальхи чăваш чĕлхи лексикине пулса кайни енчен пăхса тухни.
Тĕп чăваш сăмахĕсем.
Хальхи чăваш чĕлхинчи сăмахсем пулса кайни енчен икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ:
- Тĕп чăваш сăмахĕсем;
- урăх чĕлхесенчен йышăннă сăмахсем.
Çĕнĕ сăмахсем нихăçан та, сĕм авал та, кайрантарах та, ним çук çĕртен, ытти сăмахсемпе çыхăнмасăр, хăйсене тĕллĕн пулса кайман, вĕсем хальхи вăхăтра та чĕлхери сăмахсен никĕсĕ çинче пулса каяççĕ. Çакна чаваш чĕлхинчи сăмахсем те çирĕплетсе параççĕ. Акă урай ике сăмах пĕрлешнипе пулса кайнă: ура + айĕ. Пулăçă, хăмлаçă, пĕлÿçĕ, кĕнекеçĕ –çă(-çĕ) аффикс хушăннипе пулнă.
Эпир халĕ усă куракан кашни сăмахах урăх сăмах никĕсĕ çинче е çут çанталăкри тĕрле сасса, сăнлăх-хусканăва евĕрлесе кăтартнипе пулса кайнă.Çынсем çут çанталăкри сасăсене вĕсем мĕнле илтĕнеççĕ, шăп çавăн пек евĕрлесе кăтартма тăрăшнă. Çак мелпе чăваш чĕлхинче тăри, пĕт-пĕлтĕк (кайăк ячĕсем), кикак-кикак (хур кайăк сасси), чи-чи (кăсăя сасси), лăх-лăх-лăх (этем кулни), мăр-мăр-мăр (кушак мăрăлтатни), хам-хам-хам ( йытă вĕрни) тата ытти çĕршер сăмах пулса кайнă. Çапла вара, чĕлхери кашни сăмахах мĕнле те пулин никĕс çинче пулса кайнă.
Çак мелĕн тухăçлăхĕ истории тапхăрĕсенче тĕрлĕрен палăрнă. Ĕлĕк-авалах вăл чĕлхе аталанăвĕн пĕртен-пĕр мелĕ пулнă пулсан, кайрантарах унăн тухăçлахĕ чакнă. Ку вăл ытти чĕлхесенчен сăмахсем йышăнас туртам вăйланса пынинчен килет.
Тĕп чăваш сăмахĕсене пулăвне пăхса ушкăнсем çине уйăрма пур:
а) пĕрлехи тĕрĕк сăмахĕсем: куç-коç, пуç-баш, бас, паш, атте-ата, така-теке, ĕне-инек, чăрăш-чырыш, ылтăн-алтын, сĕт-сÿт т. ыт.те. Пĕрлехи тĕрĕк сăмахĕсем кашни пуплев пайĕнчех пур.Çакăн пек сăмахсем чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисемпе хурăнташлă пулнине çирĕплетсе параççĕ.
ă) чăваш тата хăш-пĕр тĕрĕк чĕлхисенче тĕл пулакан сăмахсем: упа-оба ( хакас чĕлхинче), ыттисенче – аю, айы, адыг;
тута-додаг(азерб.), дудак ( турккă чĕлх.), додак (туркменла);
тĕтре- тот(туркменла), ыттисенче туман, думан ( вырăс чĕлхинчи туман – тĕрĕк чĕлхисенчен йышăннă сăмах) т. ыт. те.
б) чăваш чĕлхинче хăйсенче пулса кайнă сăмахсем. Кун пек сăмахсем ытти хурăнташ чĕлхесенче çук. Ача, çын, кукамай, кукаçи, асатте, асанне, сăмса, çамка, çурăм, çивĕт, кăвапа, кĕтес, вите, çĕçĕ, çатма, хăма, япала, карта т.ыт.те.
Тĕне кĕмен чăвашсен авалхи ячĕсем кĕреççĕ: Нарспи, Айпи, Савтепи, Айтар, Эрнепи т.ыт. те.
Местоименисен йышĕнче те авалхи чăваш сăмахĕсем пур: хам. ху, хăй, çак, çав, леш, мĕнле т.ыт.те.
Чăн чăваш сăмахĕсен шутне пĕрлехи тĕрĕк сăмахĕсенчен чăваш чĕлхин мелĕсемпе пулнă çĕнĕ сăмахсем те кĕреççĕ: чул-чулçă, чăрăш –чăрăшлăх, утарçă, арманçă, куçлăх, тусан, атте-анне, иксĕмĕр, этемлĕх т.ыт. те.
Урăх чĕлхесенчен йышăннă сăмахсем çумне те тĕрлĕ аффикс хушса çĕнĕ сăмахсем тума пулать: ответ-ответлăх, ответсăрлăх; хыпарçă, хыпарла; çемьеллĕ, критикле, ракетăллă, организациле, апатлан.
4
Йышăннă сăмахсем
Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах кÿршĕллĕ халăхсемпе хутшăнса пурăннă: суту-илÿ тунă, политикăпа экономика тата культура çыхăнăвĕсем тытнă. Çак хутшунусене пула чăваш чĕлхине урăх чĕлхесенчен нумай-нумай сăмах кĕнĕ.Чăваш чĕлхинче, учĕнăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, вырăс, мари, тутар, араб, перс тата ытти чĕлхесенчен йышăннă сăмахсем пур.
Араб тата перс сăмахĕсем. Чăвашсен аслашшĕсем сĕм авал арабсемпе тата перссемпе çыхăну тытнă, суту-илÿ тунă. Çавна пула чăваш чĕлхине вĕсен сăмахĕсем куçнă.Чăваш çĕрĕ тутар ханствине пăхăнса тăнă чухне те араб тата перс сăмахĕсем чăваш лексикине йышлăн кĕнĕ.
а) араб сăмахĕсем: авал, айван, айăп, аслă, вăхăт, кала, калăп, капăр, лайăх, масар, мыскара, намăс, салам, самана, сехет, сунтал, телей, тĕнче, хак, халăх, хисеп, хут, этем т.ыт.те;
ă) перс сăмахĕсем: ансат, асамат кĕперĕ, ĕмĕт, кĕсье, кахал, кашăк, кимĕ, начар, патша, сăнчăр, сиен, çăхан, тар, тăшман, тус, тÿшек, хăяр, хуçа, чаршав, чĕрĕк, чипер, чÿрече, шÿрпе, эрне т.ыт. те.
Вырăс чĕлхи урлă кĕнĕ араб тата перс сăмахĕсем шутне магазин, алгебра, матрац, халва тата ыттисем кĕреççĕ.
Чăвашсемпе тутарсем нумай ĕмĕр юнашар пурăнса тĕрлĕ çыхăну тытнă, çавна май сăмахсем пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçса пынă. Чăваш чĕлхинче тутар сăмахĕсем нумай маар, сăмахран: юлташ, ют, янах, яш, явлăк(тутăр), минтер, кăна, акăш, чечек, хапха, карчăк, тăкăс, капкăн т.ыт. те. Тутар чĕлхинчен йышăннă сăмахсен уйрăм паллисем пур, вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Сăмах пуçламăшĕнче й сасă, ун хыççăн а, у сасăсем тăраççĕ пулсан вăл сăмах тутар чĕлхинчен кĕнине пĕлтерет: ялан-ялан, янах-янак, юлташ-юлдаш, юлхав-ялкау.
- Й сасă хыççăн ă, ĕ уçă сасăсем тĕл пулакан сăмахсенчен чылайăшĕ – тутар чĕлхинчен йышăннисем: йăваш-юаш, йăлан-ялыну, йăмран-йăмран.
- Сăмахăн пуçламăш сыпăкĕнчи а сасă та çав сăмаха тутар чĕлхинчен йышăннине кăтартать: акăш-аккош, капкăн-капкын, карчăк-карчык, хапха-капка.
- Чăн чăваш сăмахĕсенчи р сассă вырăнне с сасăпа калакан сăмахсем тутар чĕлхинчен кĕнисем шутланаççĕ: тăкăс ( тăвар вырăнне), Хусан (хуран вырăнне) тикĕс, тинĕс( тенгер вырăнне).
Финн-угр чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем. Тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхинче финн-угр чĕлхисенчен (мари, мордва, удмурт) йышăннă сăмахм пуррине тахçанах палăртнă. Мари сăмахĕсем пирĕн тăван чĕлхене сăмах вĕççĕн кĕнĕ. Вĕсем кил-çуртри япаласен (пĕкĕ, пÿрт, кăшкар, сÿсмен, çурла, тенкел, кĕтес т.ыт. те), тумтир ( ама, аçам, шÿлкеме, шупăр, .сытма), апат-çимĕç ( кукăль, юсман), тискер кайăксен ( шĕкĕ, кăткă, лĕпĕш, нăрă, ÿпре, шаланкă), йывăç-курăк (мăян, шăлан, шăпкан) ячĕсенче тĕл пулаççĕ. Паллă ячĕсем: лутра, мăнтăр, кача, пăчă, шупка.
Удмурт чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем чăваш чĕлхинче сахал. Вĕсен шутне çаксене кĕртеççĕ: кикен, кĕтмĕл, пилеш, лапă, пукан, пĕрне, лăсă, маяк, нимĕр, пăши, çарăк, çурăм, вăй, кăшла, пăчăрта, ан (татак).
Монгол сăмахĕсем. Чăваш тата монгол чĕлхисенче семантика тата сасă тытăмĕ тĕлĕшĕнчен пĕрешкел сăмахсем пуррине тĕпчевçĕсем тахçанах асăрханă.Ун пек тĕслĕхсем нумаях мар.Унашкал тĕслĕхсем шутне кулленхи калаçура усă куракан сăмахсем кĕреççĕ, вĕсем монгол тата чăваш чĕлхисенче çеç тĕл пулаççĕ. Тĕслехсем: евчĕ, илпек, нăхта, нĕкĕр, пăлтăрка, пăлчав, путене, тилхепе, тум, хачă, хăта, хурал, хурчăка, хÿхĕм. Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, асăннă сăмахсем чăваш чĕлхине 13-14-мĕш ĕмĕрсенче кĕрсе юлнă.
5
Вырăс чĕлхинчен тата вырăс чĕлхи урлă йышăннă сăмахсем
Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене икĕ ушкăна уйăраççĕ: 1) калаçу урлă йышăннă сăмахсем; 2) çыру урлă йышăннă сăмахсем.
Калаçу урлă йышăннă сăмахсем
Чăваш чĕлхине вырăс сăмахĕсене калаçу урлă тĕрлĕ тапхăрта йышăннă:
- XIV-мĕш ĕмĕрччен йышăннă сăмахсем. Вĕсем Чăваш çĕр-шывĕ Мускав патшалăхĕпе пĕрлешиччен йышăннă сăмахсем шутланаççĕ: вырăс, кăмпа, кĕнчеле. ыраш, Мускав, Кейÿ (Киев).
- XIV-XIX –мĕш ĕмĕрсенче йышăннă сăмахсем. Чăвашем вĕсене калаçу урлă, сăмах вĕççĕн йышăннă:
а) ял хуçалăхĕпе çыхăннă сăмахсем: суха, кĕрепле, наçилкка, тăпач, авăн, лапатка, тăпач;
ă) кил-çуртри япала, савăт-сапа ячĕсем: кĕлет, çенĕк, путвал, чашăк, катка, сăмавар, сĕтел, шкап, утиял, мачча;
б) апат-çимĕç, пахча çимĕç ячĕсем: апат, пĕремĕк, чуста, купăста, кĕсел, кĕрпе, салат;
в) тумтир ячĕсем: пиншак, карттус, калуш, шлепке, перчетке, чăлха;
г) чĕр чун ячĕсем: шапа, кушак, сайка-кролик(«зайка» самахран);
д) ăру, тăванлăх сăмахĕсем: çемье, ратне, мăнук;
е) суту-илÿ, пусма-тавар сăмахĕсем: ярмăрккă, лавкка, кире, пăт, çитсă, пăтавкка;
ĕ) культурăпа çут ĕç япалисен ячĕсем: шкул, кĕнеке, шут, кăранташ, чернил, кĕсле. Чăвашсен хальхи ячĕсем те Марье, Ванюк, Микула, Михаля, Ваçук, Тарье т.ыт. те вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем шутланаççĕ.
Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем çумне тĕрлĕ аффикс хушăнса чăваш чĕлхинче икĕмĕшле сăмахсем нумай пулса кайнă. Тĕслĕхсем: соха-суха: сухапç, сухаçă, сухала, суха кассии, суха сухала; обед-апат, апатла, апатлан, апатлантар, апатлă, апат-çимĕç.
Калаçу урлă йышăнакан сăмахсене чылай чухне калама йывăр пулнă, çавăнпа вĕсене чăвашлатса йышăннă (сингармонизм законне пăхăнса кĕнĕ):витре, пĕрене, чуста.
Вырăс сăмахĕсенчи янăракан хупă сасăсем яланах янăраманнисемпе ылмашăннă: грабли-кĕрепле, бочка-пичке, доктор-тухтăр, гусли-кĕсле.
Чăваш фонетикинче ф сасă çук, çавăнпа ку сасă х, п, в, хв, хĕв, пх сасăсемпе ылмашăннă:фонарь-хунарь, шкаф-шкап, фельдшер-хвершăл, Фĕдор-Хĕветĕр т.ыт. те.
Анатри диалектра о саса çук, ку сасă чăваш чĕлхинче ытти уçă сасăсемпе (а, у, е, ĕ) ылмашăннă: молоток-мăлатук, доктор-тухтăр, Егор-Ягур, мочало-мунчала т.ыт. те.
Вырăс чĕлхинчи çемçе с сасă пур чухне тенĕ пекех унпа пĕр пекрех илтĕнекен ç сасăпа ылмашăннă: ситец-çитсă, семья-çемье, мастер-маçтăр, Степан-Çтаппан т.ыт. те.
Чăваш сăмахĕсен пуçламăшĕнче икĕ хупă сасă пачах тĕл пулмасть, мĕншен тесен ун пек сасăсен çыхăнăвне каласси чăвашшăн питĕ йывăр пулнă.Йышăннă сăмахсенче икĕ хупă сасă хушшине е уçă сасă кĕрсе ларнă, е пĕр хупă сасси тухса ÿкнĕ: стол-сĕтел, клеть-кĕлет, груздь-кăрăç, смола-сăмала, Григорий- Кĕркури т.ыт.те.
Çыру урлă йышăннă вырăс сăмахĕсем.
Йышăннă сăмахсем хушшинче йăлапа çыхăннă сăмахсем çеç мар, тĕрлĕ ăнлава, япалана, пулăма пĕлтерекеннисем: обществăпа политика, культурăпа искусство, наукăпа техника терминĕсем, тĕрлĕ профессии сăмахĕсем тата ыттисем пур. Çавна май пирĕн чĕлхе самаях пуянланнă: доклад, суд, судья, заседатель, сеялка, грузовик, станции, поезд, самолет, врач, сестра, бинт, истории, техника, институт т.ыт. те.
Октябрь революцийĕ хыççăн чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи урлă ытти чĕлхесенчен те сăмахсем кĕрсе çирĕпленеççĕ.
6
Грек чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем: алфавит, ангел, астроном, грамматика, мăнастир, лексика, металл, планета, лампа, кравать т.ыт.те.
Латин сăмахĕсем ытларах наука, обществăпа политика, искусство ăнлавĕсене пĕлтереççĕ: администраци, актив, депутат, лекци, министр, республика, экскурси т.ыт.те.
Француз çар ĕçĕпе, искусствăпа, общество пурнăçĕпе çыхăннă сăмахсем шутланаççĕ: абажур, батальон, бульвар, дуэль, жюри, артиллерии, десант, актер, балет, рояль, одеколон т.ыт.те.
Нимĕç сăмахĕсем ытларах çар ĕçĕнчи, промышленноçри, кил-çуртри япаласемпе ăнлавсене пĕлтерекеннисем: кран, кухня, маляр, орден, штаб, рота, слесарь, галстук, карттус т.ыт.те.
Акăлчан сăмахĕсем те кĕрсе çирĕпленчĕç: бокс, спорт, футбол, вагон, вокзал, клумба, рельс т.ыт. те. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вырăсларан йышăнакан сăмахсем, тĕпрен илсен, акăлчан сăмахĕсем. Ку вăл юлашки çул хушшинче тĕнчере акăлчан чĕлхи пĕлтерĕшĕ ÿснипе çыхăннă.
Итали чĕлхи сăмахĕсем ытларах музыкăпа çыхăннă: альт, бас, тенор, либретто, флейта, опера т.ыт.те.
Лексика калькисем.
Калька тесе пĕр чĕлхери сăмаха унăн морфологи тытăмне кура
тепĕр чĕлхене куçарнине калаççĕ. Тĕслĕхрен, «треугольник» сăмаха чавашла куçарнă чухне унăн морфологи тытăмне шута илнĕ: три-виççĕ, виç, угол-кĕтес, -ник суффикса –лăх аффикспа куçарнă, çапла вара виçкĕтеслĕх пулса тăнă. Çакă вара калькăласа куçарни пулать.Кун пек тĕслĕхсем чăваш чĕлхинче нумай: нумайкĕтеслĕх (многоугольник), пилĕкçуллăх (пятилетка), хăрушсăрлах (безопасность), шыв сикки(водопад) т.ыт.те.
Вырăс чĕлхинчи сăмахсен пур компоненчĕсене те чăвашла куçарнă тĕслĕхсене тулли калькăсем теççĕ. Чăваш чĕлхинче урăхла тĕслĕхсем те пур:вырăс чĕлхинчи «беспринципность» сăмаха чăвашла принципсăрлăх тенĕ. Кунта чăваш чĕлхин материалĕ те (-сăр, -лăх), вырăс чĕлхин элеменчĕ те (принцип) пур. Сăмах тытăмĕ кунта та вырăс чĕлхинчи пек.Çакан йышши тĕслехсене çурма калькăсем теççĕ. Тĕслĕхрен: активлă (активный), отчĕтлă (отчĕтный), правасăрлăх (бесправие), авторитетлă (авторитетный).
Вырăс сăмахĕсене калькăласа чăвашла куçарни – чăваш лексикине пуянлатмалли мелсенчен пĕри. Чăваш литература чĕлхи лексика калькисемпе пуян, ку туртăм малалла аталанса пырать.
Ятарлă лексика
Чăваш сăмахĕсен мĕнпур йышĕнче çынсен уйрăм ушкăнĕнче çеç усă куракан сăмахсем пур. Ун пек сăмахсем шутне çав çынсем усă куракан ĕç характерне, вĕсем усă куракан япаласене, вĕсен ĕçне пĕлтерекен сăмахсем кĕреççĕ. Ун пек сăмахсен йышне ятарлă лексика теççĕ. Ятарлă лексика шутне тĕрлĕ наука терминĕсем тата профессионализмсем кĕреççĕ.
Хальхи вăхатра наукăпа техника питĕ хăвăрт аталанса пыраççĕ, çĕнĕ япаласемпе хатĕрсем, аппаратсемпе машинăсем кулленхи пурнăçа кĕреççĕ. Наукăпа техника çитĕнĕвĕсене хаçатсем, радио, телевидени куллен пĕлтерсе тăнине пула çĕнĕ сăмахсем те халăх хушшине анлă сарăлаççĕ. Çавна май терминсенчен чылайăшĕ пĕтĕм халăх усă куракан сăмахсен йышне куçать. Сăмахран: интернет, компьютер, портфолио, дилер, менеджер.
7
Тĕрлĕ наука, техника тата искусство терминĕсем чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ (предложени, точка, определени, кавычка, гланол, местоимени), чылай термина вырăсларан калькăласа куçарнă (хутлă предложени «сложное предложение» , вĕçленÿ «склонение», лаша вăйĕ «лошадиная сила»).
Тĕрлĕ професси çыннисен хăйсен ĕç хатĕрĕ, хăйне майлă ĕçĕ. Çавăнпа та çав хатĕрсемпе ĕç уйрăмлăхĕсене, туса кăларакан япаласене пĕлтермелли сăмахсем те тĕрлĕрен пулаççĕ.Столярсен чĕлхинче саралнă ножовка, рубанок, вăрăм сава, урлă пăчкă тата ытти сăмахсем тĕл пулаççĕ. Тимĕрçĕсен, утарçăсен хăйсен сăмахĕсем пур. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ мĕнпур халăх усă куракан сăмахсем пулса тăнă. Професси самахĕсенчен чи анлă усă кураканнисене словарьсене те кĕртеççĕ.
Çĕнĕ сăмахсем (неологизмсем)
Çĕнĕ япаласемпе пулăмсене тата ăнлавсене пĕлтерекен сăмахсене çĕнĕ сăмахсем е неологизмсем теççĕ.Неологизм вал – чĕлхене нумаях пулмасть кĕнĕ сăмах е халĕ çеç кĕрекенни.
Чĕлхере çĕнĕ сăмахсем пулса каясси тĕрлĕ сăлтавран килет: чи малтанах, ун йышши сăмахсем çĕнĕ япаласемпе ăнлавсене пĕлтерме кирлĕ пирки çуралаççĕ.Теприсене писательсемпе поэтсем тăваççĕ. Çĕнĕ сăмахсем пулса каясси пурнăç ыйтнинчен килет. Неологизмсем тĕрлĕрен пуласççĕ: пĕрисем-чĕлхе неологизмĕсем ( хаçатçă, ăмсануçă, шухăшлавçă, кĕнекеçĕ), теприсем-автор е стиль неологизмĕсем ( тиевçĕ, тиркеш, рифмăçă). Автор неологизмĕсем илемлĕ литература произведенийĕсенче тĕл пулаççĕ.Вĕсене писательсемпе поэтсем сăнарлăха вăйлатма ятарласа тăваççĕ, çĕнĕ сăмахсем челхене илемлетмелли мел пулса тараççĕ.
XX ĕмĕр вĕçенче- XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче пурнăçри улшăнусене пула чăваш чĕлхинче çĕнĕ сăмахсен йышĕ хунаса кайрĕ. Сăмахран: вĕренкĕч-вĕрентĕк-вĕрентÿ кĕнеки; кануçă, меслетлĕх, йÿнелÿ, сивĕтмĕш, вулавăшçă, вăй виçев.
Сăмах пулăвĕн мелĕсем
«Сăмах пулăвĕ» термин чĕлхе наукинче икĕ пĕлтерĕшпе тĕл пулать. Чи малтанах , вăл чĕлхе наукин пайне пĕлтерекен термин. Чĕлхе ăслăхĕн ку пайĕ сăмах тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене, çĕнĕ сăмахсем пулса кайнине , сăмах пулăвĕн системине тĕпчесе вĕрентессипе çыхăннă. Иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ- чĕлхере çирĕпленнĕ мелсемпе, модельсемпе иккĕмĕшле сăмахсем пулни.
Чăваш чĕлхинче сăмахсем виçĕ мелпе пулаççĕ, вĕсем çаксем: 1) морфологи (аффикс) мелĕ; 2) субстантиваци мелĕ; 3) тĕп çумне тĕп хушса сăмах туни.
Морфологи мелĕ.
Ку чи тухăçлă мел шутланать. Ăна урăхла аффиксаци мелĕ теççĕ.Çак мелпе çĕнĕ сăмахсем чĕлхере усă куракан сăмахсем çумне аффикссем хушăннипе пулаççĕ.Аффикссен йышĕ пысăк, кашни пуплев пайĕн хăйĕн сăмах тăвакан аффиксĕсем пур.
Япала ячĕ тăвакан тухăçлă аффикссем çаксем:
-çă (-çĕ) тухăçлă аффикссем хушăннипе пулнă япала ячĕсем ытларах пĕр-пĕр ĕçе тăвакан çынна кăтартаççĕ: пулăçă, кĕслеçĕ, тимĕрçĕ, пахчаçă;
-лăх (-лĕх) аффикспа пулнă япала ячĕсем тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ: сăмах тĕпĕ кăтартакан япала тулăх вырăна кăтартать, абстрактлă ăнлавсене пĕлтерет (шĕшкĕлех, эрнелĕх, хурăнлăх, хаваслăх);
8
-ăш (-ĕш) сарлакăш, вăрăмăш, çивĕчĕш;
-кăч (-кĕч) аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕç хатĕрне е ĕç результатне пĕлтереççĕ: ĕмкĕч, вĕркĕч, ларкăч;
-чăк (-чĕк): ÿкерчĕк, сурчăк, мăйкăч;
-в аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне е результатне кăтартаççĕ( калав, йыхрав, тĕллев, мухтав);
-у (-ÿ) аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне е результатне кăтартаççĕ (калаçу, килĕшÿ, пуху, пĕлÿ);
-ем, -ăм (-ĕм) аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне е результатне кăтартаççĕ (парăм, пусăм, çĕклем, çиçĕм);
-ăç (-ĕç)- тухăçсăр аффикс. Ку аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне е результатне кăтартнă: канăç, манăç, анăç, тухăç;
-кă (-кĕ)- тухăçсăр аффикс. Ку аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне, результатне е хатĕрне кăтартнă: тапкă, çупкă, чышкă;
-ă (-ĕ)- тухăçсăр аффикс. Ку аффикспа пулнă япала ячĕсем ĕçĕн ятне, результатне е хатĕрне кăтартăççĕ: кулă, сыпă, чĕлĕ, пĕкĕ, каçă.
Паллă ячĕ тăвакан тухăçлă аффикссем:
-лă (-лĕ): тирпейлĕ, ăслă, тутлă, илемлĕ;
-сăр (-сĕр): кансĕр, сусăр, киревсĕр;
-ак (-ек): йÿçек, пылак, шĕвек;
-ăк (-ĕк) глаголсем çумне хушăнса ĕçĕн результатне кăтартакан пахалăхлă сăмахсем тăвать: катăк, чĕрĕк, хуçăк;
-амас(-емес) аффикссем вăйлă пахалăха кăтартакан сăмахсем тăваççĕ: вăйламас, мăкламас, çăмламас, çарамас, хĕрлемес.
-кăн(-кĕн) аффикс хушăнса тиркев пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем пулаççĕ: таркăн, çăткăн, чупкăн, вĕçкĕн;
-чăк (-чĕк) глаголсем çумне хушăнса çыннăн пахалăхнепĕлтерекен паллаячĕсем тăвать: çилленчĕк, мухтанчăк, хыпаланчăк;
Глагол тăвакан тухăçлă аффикссем:
-ла(-ле) аффикс хушăнса пулнă глаголсем ĕç процесăн ятне е результатне пĕлтереççĕ, пĕр-пĕр материалпа усă курса тунă ĕçе кăтартаççĕ, пĕр-пĕр хатĕрпе тунă ĕçе пĕлтереççĕ: ĕçле, хăнала, сÿреле, хупла, ылтăнла, вĕренле;
-лан (-лен) аффикс хушăнса пулнă глаголсем ĕç процесăн ятне е результатне, ĕçĕн объектне, ĕç формипе результатне пĕлтереççĕ: ĕмĕтлен, туслан лайăхлан, ăслан, чечеклен;
9
-лаш (-леш) аффикслă глаголсем ĕç процесăн ятне е результатне, ĕç объектне пĕлтереççĕ: туслаш, тавлаш, тăванлаш, сутлаш;
-лат (-лет) аффикслă глаголсем ĕç результачĕпе унăн паллине, ĕç формине пĕлтереççĕ: илемлет, ăшăхлат, хулăнлат, шăрçалат;
-тат (-тет): йăлтăртат, вĕлтĕртет, пăшăлтат.
Сăмах тăвакан аффикссем иккĕмĕшле сăмах çумне те хушăнма пултараççĕ: пĕл -пĕлÿ+çĕ -пĕлÿ+лĕх, çĕнтер- çĕнтер+ÿ – çĕнтерÿ+çĕ.
Субстантивации мелĕ.
Чăваш чĕлхинче пĕр сăмаха нимĕнле аффикс хушмасăрах çĕнĕ пĕлтпрĕшпе калаççĕ. Ун пек чух сăмах пĕр пуплев пайĕнчен тепĕр пуплев пайне куçать: тутăх (гл.) - тутăх (яп.яч.) – тутăх (палл.яч.). Сăмах пулăвĕн ку тĕсне субстантиваци мелĕ теççĕ.
Тĕслĕхрен: Ку тимĕр тутăхнă (мĕн тунă?).
Çурлана тутăх (мĕн?) хупласа илнĕ.
Тутăх (мĕнле?) çĕçĕ.
Тутăх сăмах кашнинчех расна пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ пуплев пайне кĕрет, ыйтăвĕсем те расна. Уйрăм каланă чух сăмах мĕнле пĕлтерĕшли тата хăш пуплев пайне кĕни паллă мар, ун пĕлтерĕшне контекстра (предложенире) çеç уйăрса илме пулать.Теслехрен:
Ачам, урăх ан йăнăш (гл.).
Йăнă (палл.яч.) сăмах.
Йăнаш (яп.яч.) турăм.
Мĕнле предложенире каланине кура йăнаш сăмах е глагол, е паллă ячĕ, е япала ячĕ пулать. Вĕсем пĕр-пĕриншен омонимсем пулаççĕ, пĕр пек илтĕнеççĕ, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулаççĕ.
Субстантиваци мелĕпе пулнă сăмахсем хушшинче паллă ятĕнчен япала ятне, глаголтан паллă ятне е япала ятне куçнисем пур.
- Паллă ятĕнчен япала ятне куçнисем.
Çынна ырă тума ан ÿркен, хăвнах лайăх пулĕ.
Ватăсене хисеплес пулать.
- Глаголтан япала ятне куçнисем.
Çил варкăшĕ пите уçăлтарсах ячĕ.
- Глаголтан паллă ятне куçнисем.
Урамра нăйкăш купăс сасси илтĕнсе кайрĕ.
Сайра хутра варкăш çил вĕрсе иртсе каять.
- Евĕрлев сăмахĕ япала ятне тухни.
Шăй-шайпа аттепе анне чупса тухрĕç.
Чух-чух тарать, ух-ух хăвалать.
- Евĕрлев сăмахĕсенчен пулнă глаголсем.
Вăл çил арманĕ çунатне кăнтса ларакан сăрт еннелле утрĕ.
Субстантиваци мелĕпе пулнă сăмахсем шухăша каласа пĕлтермелли майсене йышлатса чĕлхене пуянлатаççĕ, сăмах йышне ÿстереççĕ.
10
Тĕп çумне тĕп хушса сăмах туни
Тĕп çумне тĕп хушса сăмах тунă сăмахсем пĕр тымарлă мар, икĕ е виçĕ тымартан тăраççĕ. Вĕсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ-хутлă сăмахсем тата мăшăр сăмахсем.
Хутлă сăмахсем.
Икĕ е ытларах сăмах тымарĕ пĕрлешсе кайнипе пулнă сăмаха хутлă сăмах теççĕ.Чăваш чĕлхинчи хутлă сăмахсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: кĕскелсе пулнă хутлă сăмахсем, кĕскетсе тунă хутлă сăмахсем. Пĕрремĕш ушкăна кĕрекен сăмахсем авалах пулса кайнă. Тĕслĕхсем: улмуççи (улма йывăççи), асатте (аслă атте), асанне (аслă анне), вырсарни кун (вырăс эрни кунĕ), сурхури (сурăх ури), кăçатă (кĕççе атă) т.ыт.те.
Кун пек тĕслĕхсенче сăмах майлашăвĕн пĕрремĕш е иккĕмĕш компоненчĕ кĕскелнĕ, сасă тытăмне улăштарнă, тепĕр компоненчĕпе пĕрлешсе пĕр сăмах пулса тăнă.
Çакăн пек хутлă сăмахсене çынсем юри туман, вĕсем темиçе ĕмĕр хушшинче хăйсене тĕллĕн пулса кайнă.
Чăваш чĕлхинче кĕскетсе тунă хутлă сăмахсем: райхаçат (район хаçачĕ), ялпо (ялти потребительсен обществи), литпĕрлешÿ (литература пĕрлешĕвĕ), радиохум (радио волна) т.ыт.те. Ку йышши хутлă сăмахсен е пуçламăш пайĕ, е кашни пайĕ кĕскетнĕ сăмах пулать.Асăннă сăмахсене вырăс чĕлхинчи кĕскетсе йĕркеленĕ сăмахсенчен тунă: сельпо – ялпо, электрофонарь – электрохунар. Пурте вĕсем ятарласа тунă сăмахсем.
Чăваш чĕлхинче вырăс челхинчен йышăнна аббревиатурăсемпе анлă усă кураççĕ, тĕслехрен: ООН, МГУ.Чăваш чĕлхишĕн ку сăмахсем хутлă сăмахсем шутланмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене эпир вăрăмлатса калама пултараймастпăр, каласса вырăс чĕлхинчи евĕр е пуçламăш сассине, е пуçламăш сас паллисен ячĕсене калаççĕ: МГУ – эм-гэ-у, ООН – оон. Чăваш абревиатурисем те пур: ЧППУ, ЧНК, ШĔМ, я.я.( япала ячĕ), м.т.(мĕншĕн тесен), ч.х.с. (чăваш халăх сăмахĕ) т.ыт те.
Калаçура, çырура вырăс чĕлхинчен йышăннă кĕскетсе тунă сăмахсем те тĕл пулаççĕ, вĕсенчен хăшĕ –пĕри анлă сарăлнă: автовокзал, мопед, роно т.ыт.те. Кусем те чăваш чĕлхишĕн хутлă сăмах пулса тăмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем уйрăм пĕлтерĕшлĕ пайсем çине пайланмаççĕ.
Мăшăр сăмахсем.
Çĕнĕ сăмахсем пĕр пуплев пайне кĕрекен сăмахсене каланипе те пулаççĕ. Ун пек сăмахсене мăшăр сăмахсем тесе калаççĕ. Мăшăр сăмахсене кĕрекен пайсем яланах пĕр пуплев пайĕнчи, пĕр йышши ăнлавсене пĕлтерекен сăмахсем. Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пĕрлешнипе мăшăр сăмах пулмасть. Пулăвне кура мăшăр сăмахсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ:
- Синонимлă сăмахсенчен пулса кайнисем: уй-хир, ака-суха, ана –çаран, апат-çимĕç, ăс-ăн, аш – какай, вăй-хал, вут-хĕм, ĕлĕк-авал, иртен-çÿрен, хĕн-хур, вут-шанкă, укçа-тенкĕ, юрă-кĕвĕ.
- Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен пулса кайнисем: ватă-вĕтĕ, ватти – çамрăкки, вилĕ-чĕрĕ, лару – тăру, суту – илÿ, ир –каç, умлă –хыçлă, унта – кунта, ÿрĕк – сÿрĕк, хĕлĕн – çăвĕн, паян – ыран т.ыт.те.
- Пĕр йышши япаласемпе ăнлавсене пĕлтерекен сăмахсенчен пулса кайнисем: атте – анне, сĕт –турăх, улма – çырла, чашăк – тирĕк, ал – ура, пит – куç, çăкăр – тăвар т.ыт.те.
Хăш –пĕр мăшăр сăмахсенче иккĕмĕш пайĕн пĕлтерĕшĕ пачах çухалнă.Çакă вăл ун пек мăшăр самахсем ĕлĕк – авалах пулса кайнине пĕлтерет. Хăш – пĕр тĕслĕхсем: кÿршĕ – аршă, ача – пăча, кайăк – кĕшĕк, яш – кĕрĕм, сас – хура, ĕç – пуç, урлă – пирлĕ, тути – маси т.ыт те.
Чăваш чĕлхинче икĕ сăмахăн та пĕлтерĕшĕ çухалнă машăр сăмахсем те тĕл пулаççĕ, анчах вĕсем чылай сахалрах: ыт – тĕкел, юр – вар, ăпăр – тапăр, ăптăр-таптăр, им-çам,
11
тÿре-шара. Мăшăр сăмахсем ытларах пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕпрен илсен икĕ сăмах перлешнипе пулаççĕ.Виçĕ сăмахран пулнисем питĕ сайра тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен: ик-виç-тăват, пилĕк-улт-çич. Мăшăр сăмахсем çумне сăмах тăвакан аффикссем хушăнма пултараççĕ: шыв-шурлă, хĕн-хурлă, лару-тăруллă, ÿрĕк-сÿрĕккĕн, çил-тăвăллă тата ыт.те. Мăшăр сăмахсенчи компонентсен йĕрки çирĕп, вĕсен вырăнне улăштарма çук. Мăшăр сăмахсенче ударени пĕрре çеç, вăл иккĕмĕш сăмах çине ÿкет.
Мăшăр сăмахсем пуплеве сăнарлă, илемлĕ тума пулăшаççĕ.
12