Чи хаклă, чи çывăх çын
план-конспект урока по теме
План урока "Чи хаклă, чи çывăх çын" составлен по учебнику Г.В.Абрамовой для 4 класса русскоязычной школы.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
plan_uroka_anne_petrova.doc | 55 КБ |
Предварительный просмотр:
УРОК «ЧИ ХАКЛĂ, ЧИ ÇЫВĂХ ÇЫН» (4 класс)
Петрова Н.В.,
учитель чувашского языка
Тěллевсем: фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог, çыру хăнăхăвĕсене аталантарасси.
Сапăрлăх тěллевě:
Аннесене юратма, упрама, пулăшма вěрентесси.
Пěлÿ тěллевě:
Анне çинчен калакан çĕнĕ сăмахсемпе паллаштарасси, паллă ячěсене пуплеве кěртесси.
Лексика материалĕ: шÿтле, нихăçан та, суй, ултала, сăлтав, вăрç, тăрăш, упра, çав- çавах, çирĕплетсе кала, суйла.
Грамматика материалĕ: маншăн сăпат местоименийĕ, нихăçан çуклăх местоименийĕсене пуплеве кĕртесси.
Урок мелěсем, меслечěсем: учитель сăмахě, ыйту-хурав, тишкерÿ, ачасем каласа парасси, кěнекепе ěçлесси, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси.
Кирлě хатěрсем: учебник, компьютер, «Чи хаклă çын, чи çывăх çын» презентаци.
Урок юхăмĕ:
- Класа урока йĕркелесси:
- «Урокра» - юрра юрлаççĕ.
-Ырă кун пултăр, ачасем!
-Ырă кун пултăр, вĕрентекен!
-Ырă кун пултăр, хăнасем!
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ(çанталăк çинчен калаçни).
Ачасем пĕр- пĕрне ыйтусем параççĕ:
-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
-Халĕ кĕркунне.
-Паян урамра мĕнле çанталăк ?
-Паян урамра ăшă çанталăк. Хĕвел пăхать- и?
-Хĕвел пăхать. Тÿпе мĕн тĕслĕ?
-Тÿпе кăвак тĕслĕ. Çил вĕрет-и?
-Çил вĕрет. Мĕнле çил вĕрет?
-Сивĕ çил вĕрет .Çумăр çăвать- и?
-Çумăр çумасть. Юр çăвать- и?
-Юр çумасть. Йывăçсем мĕнле?
-Йывăçсем çара. Кайăксем ăçта вĕçсе кайнă ?
- Кайăксем кăнтăра вĕçсе кайнă.
- Сана кĕркунне килĕшет-и?
- Мана кĕркунне килĕшет.
Паянхи çанталăк çинчен кам çыхăнуллă каласа парасшăн?
- Паян çанталăк ăшă. Хĕвел пăхать. Çумăр çумасть. Юр çумасть.
Çил вĕрет. Мана паянхи çанталăк килĕшет.
-Килти ĕçе тĕрĕслеме тытăниччен чĕлхесем лайăх ĕçлеччĕр тесе чĕлхе хусканăвĕ туса илĕпĕр:
Чă - чĕ – че – чÿк уйāхĕнче -учитель вулать
Лă – лĕ – ле – уяв ячĕпеле -ачасем хорпа вулаççĕ
Çā – çе – се- чечек çыххи илсе - ретпе
Ру – рÿ – ре саламлāр аннĕре. - хĕр ачасем, арçын ачасем
Хāвāрт калама вĕренетпĕр:
Аннене эп пулāшатāп,
Āшā сāмахсем калатāп.
Чĕлхесене вылятса илтĕмĕр, халĕ вара эпĕ сире юрā итлеттересшĕн.
Тимлĕ итлĕр, Мĕн çинчен е кам çинчен –ши ку юрā?
«Анне» юрра итлесси.
-Ачасем, ку юрā кам çинчен – ши?
-Анне çинчен.
-Тĕрĕс, ачасем, ку юрā анне çинчен. Ачасем, калāр, тархасшāн, аннесен кунне эпир хāçан уявлатпāр?
- Мартāн 8 – мĕшĕнче.
- Чÿк уйāхĕн 28 -мĕшĕнче.
- Маттур, ачасем! Эпир паянхи урока сирĕнпе аннесене халаллāпāр.
II. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, планĕпе паллаштарасси:
Паянхи урок теми – Чи хаклā, чи çывāх çын.
Урокра мăшăрсемпе, пĕчĕк ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр, тĕрĕс предложенисем йĕркелеме хăнăхăпăр,çырăпăр, вулăпăр, юратнă, чи хаклă , чи çывăх çын çинчен калаçăпăр, анне çинчен сăвăсем калăпăр.
IY. Килти ĕçе тĕрĕслени.
Сирĕн килте аннесем çинчен сăвă вĕренсе килмелле пулнă. Тархасшăн, доска умне тухăр- ха.(Ачасем сăвă калаççĕ).
-Маттур, ачасем, тавтапуç сире ,халĕ пурте парта хушшине ларăр, тархасшăн.
Паян эсир пире паллă чăваш поэчĕсен аннесем çинчен çырнă сăввисемпе паллаштартăр. Халĕ вара эпир сирĕнпе Даша амāшĕ çинчен çырнā калавне вулăпăр.
Y. Çĕнĕ тема вĕрентесси.
Калава вулама тытăниччен çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлĕпĕр:
Çěнě сăмахсем:
Паллах-
Тĕлĕнмелле çын-
Шÿтлеме юратать-
Суймасть, улталамасть-
Сăлтавсāр вăрçмасть-
Унпа мухтанатăп-
Упранă-
Çав- çавах-
Усăллă сĕнÿсем-
Çěнě сăмахсемпе ĕçлесси:
-Учитель вулать
Хорпа вуласси вулаççĕ;
- 1рет, 2 рет, 3 рет;
- хĕр ачасем, арçын ачасем;
-сăнчăрпа пĕрер сăмах;
-сăмах майлашăвĕсем, предложенисем йĕркелесси.
Çыру ĕçĕ. Карточкāсемпе ĕçлесси.
Шÿтле Обмани
Суй Причина
Сăлтав Шути
Нихăçан та Всё равно
Çав-çавах Береги
Вăрç Никогда
Упра Отругай
YI. Физкультура саманчĕ.(Кĕлеткене кантарни).
Пахчара та эп, килте
пулāшатāп аннене.
Çум çумлатāп, шāваратāп,
Урайне те хам çāватāп.
Ирпе вырāн пуçтаратāп,
Кашāк – чашāксем çāватāп.
Аннене эп юрататāп,
ак çапла эп пулāшатāп.
YII. Кěнекери текстпа ěçлесси.
Халĕ кĕнекесене 72- мĕш страницāна уçāр. Малтан текста эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ итлесе, йĕрлесе пырāр. Содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.
Учитель вулавĕ
- ачасем содержанине каласа параççĕ;
- Халĕ текста çурма сасăпа вуласа тухāр, саспа илемлĕ,
ударени тĕрĕс лартса вулама хатĕрленĕр.
-Сасāпа вулатпāр, ыйтусем çине хуравлама вĕренетпĕр.
-Кашни ачана 2-3 предложени вулаттарасси.
Ыйтусем çине хуравласси:
- Дашăн амăшĕ мĕнле? Ыйтусене хорпа вуласси
- Вăл мĕн тума юратать? Пĕр ача хуравлать, ун хыççāн пурте
- Амăшĕ Дашăна суять-и? хорпа калаççĕ
- Дашăн амăшĕ хĕрне улталать-и? Малалла мāшāрсемпе
- Кам амăшĕпе мухтанать? ĕçлетпĕр.
-Кам пĕтĕмлетсе каласа парасшāн?
Ыйтусем çине хуравларāмāр, халĕ кāшт куçсене кантарса илетпĕр.
YIII.Суйлавлă вулав ирттересси:
Текстран çак предложенисен чăвашла куçарăвне шыраса тупăр:
- Моя мама – надёжный человек.
- Мама никогда не обманывает меня.
- Мама всегда мне помогает.
- Мама даёт мне полезные советы.
- Я очень люблю свою маму.
IX. Монолог хăнăхăвĕсене аталантарни.
Çĕнĕ сăмахсемпе усă курса аннесем çинчен каласа пама вĕренĕпĕр.
Ырă пулăшатăп
ĕçчен хисеплетĕп
илемлĕ кÿрентерместĕп
тирпейлĕ мухтанатăп
X . Çак сāввāн рифмине тупāр:
Эп çирĕплетсе калатăп: Аннене суйламаççĕ,
Аннене эп … . аннене … .
Кирлĕ сăмахсем: туянмаççĕ, юрататăп.
XI .Доска çине «Анне» хĕвел ÿкересси.(Аннене сăнлакан паллă ячĕсене тупасси).
XII. Киле ĕç пани.
Анне çинчен ваттисен сāмахĕсене тупасси.
XIII . Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçне хаклани.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Һәркем бәхетле булырга хаклы"
Рәхимов методын кулланып татар әдәиятын 11нче класста укыту дәресе....
Урок "Атте-аннерен хакли çук "
Кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине, вĕсене хисеплеме кирлине ăнлантарасси....
Презентация к уроку "Атте-аннерен хакли çук "
Кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине, вĕсене хисеплеме кирлине ăнлантарасси....
Сывлăх - чи хакли
«…ачасен сывлăхне упрасси вăл –санитарипе гигиена нормисене тата правилисене пăхăнни, кун йĕркине, апатлану вăхăтне, канупа ĕçе ылмаштарса пыни кăна мар....
Презентация к уроку "Чи хаклă, чи çывăх çын "
Данная презентация подготовлена к уроку "Чи хаклă, чи çывăх çын " к учебнику Абрамовой Г.В. для 4 класса русскоязычной школы...
Урок по теме"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх"
Сывлăха ачаранах упрама вĕрентмелли урок...
Презентация "Атте-аннерен хакли çук" (Г.Волковăн "Ăслă ача" калавĕ тăрăх)
Презентация к уроку по чувашской литературе в 5 классе...