Уйрăмтăран членлă предложенисенчи чарăну паллисем
учебно-методический материал (8 класс) по теме
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван тавралăха хаклама, упрама кирлине ăнлантарасси;
Пĕлÿ тĕллевĕ: предлженири уйрăмлатнă сăмхсене чарăну паллипе уйăрас пĕлĕве ытларах аталантарасси;
Аталантару тĕллевĕ: чăвашла илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
8_klass.docx | 21.76 КБ |
Предварительный просмотр:
8 класс –чăваш чĕлхи
Тема : Уйрăмтăран членлă предложенисенчи чарăну паллисем
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван тавралăха хаклама, упрама кирлине ăнлантарасси;
Пĕлÿ тĕллевĕ: предлженири уйрăмлатнă сăмхсене чарăну паллипе уйăрас пĕлĕве ытларах аталантарасси;
Аталантару тĕллевĕ: чăвашла илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, карточка, компьютер, мультимедиа.
Урок юхăмĕ.
1.Ачасене урока йĕркелени. Сывлăх сунни.
Малтан вĕреннĕ темăна ыйтусем парса аса илни.
Доска умĕнче 3 ача ĕçлет ( панă предложенисенчен уйрăмтăран сăмахлă предложени тăвать).
- Пĕр çирĕм çулсенчен иртнĕ Иван Гордеев ялта чи чаплă шахматист шутланать (Иван Гордеев, пĕр çирĕм çулсенчен иртнĕскер, ялта чи чаплă шахматист шутланать).
- Чăваш ялĕнче çуралнă Андриян Николаев космонавта пурте пĕлеççĕ (Андриян Николаев космонавта , чăваш ялĕнче çуралнăскере, пурте пĕлеççĕ).
- Шăпчăк сассиллĕ паха юрă пурне те савăнтарать ( Юрă, шăпчăк сассилĕ пулнăскер, пурне те савăнтарать).
Çав вăхăтра ытти ачасемпе «Çапла», «Çук» вăйă вылятпăр. (слайд 1)
- Уйрăмтăран сăмах шухăша тата интонаци уйрăмлăхне палартать (çапла).
- Уйрăмлатнă сăмахсен составĕнче сыпăнуллă предложени те пулма пултарать (çук).
- Уйрăм тăран членсем предложенин пĕр-пĕр членĕн пĕлтерĕшне мĕн енчен те пулин палăртса уçса параççĕ (çапла).
- Уйрăмлатакан сăмахсем яланах пĕрерĕн пулаççĕ (çук).
- Уйрăм тăран сăмахсене предложенире нимĕнпе те уйăрмаççĕ (çук).
- Предложенире уйрăмлатнă ссăмахсен ярăмĕ тĕл тулма пултарать ( çапла).
2. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.
1). Вĕрентекен сăмахĕ: ачасем, эпир сирĕнпе уйрăм тăран членсем çинчен аса илтĕмĕр. Сире пурне те карточка валеçсе панă, унта сăмахсем. Сирĕн вĕсене пĕрлештерсе уйрăм тăран сăмахлă предложенисем тумаллă. (слайд 2)
1.Чечеке, шу хă, çил, вĕçсе, хитрескерне, чуп, тăвать, иртмессерен, кашни.
2. Янравлă, сывлăш, тăп-тăрă, та, çăл, шывĕ, пек.
3.Петĕр, çухатмасть, пысăк, çемьере, юлташлăх, ÿссе, нихçан, туйăмне, çитĕннĕ.
4. Тăри, çÿлте, юрри, пĕлĕт, илтĕнет, айĕнче.
5.Ял, тăвайккинче, сад, ешерет, çумĕнчех.
6. Вĕтлĕхре, шăпчăк, шăрантарма, инçех, мар, те, пуçларĕ.
2). Ыйтусемпе ĕçлени.
- Ачасем, предложенисенче хăш сăмахсене чарăну паллисемпе уйăрма пулать?
-Уйрăм тăран сăмахсем патне мĕнле ыйту панă пулăттăр?
- Ыйтăвĕсене кура уйрăмлатнă сăмахсене мĕнле член пек пăхма пулать?
- Пирĕн паянхи калаçу мĕн пирки пулĕ-ши?
3). Урок тĕллевĕпе паллаштарни. Уйрăм тăран сăмахсем çинчен калаçнă май, вĕсене мĕнле сăлтавсене пула чарăну паллипе уйăрнине ăнланасси, тĕрлĕ ĕссенче чарăну палли лартма хăнăхасси пулĕ.
4).«Уйрăмлатнă членсене чарăну паллипе уйăрасси» слайдпа ĕçлени. (Слайд 3).
Чарăну палли лартасси | Тĕслĕхсем |
-И,-Скер аффикс йышăннă пал- лă ячĕсенчен, причастисенчен пулнă уйрăм тăран определении- сене | Шкулта та лайăх вĕренекенскерсем, Серёжăпа Вася пур ĕçе те хăвăрт туса пĕтереççĕ. |
Вырăн, вăхăт обстоятельстви- не уйрăм тăран тепĕр тĕрĕс- летÿ сăмахĕ ăнлантарсан | Темиçе çул каялла, пĕр лăпкă, хĕвеллĕ ир енне, эпĕ Шупашрарта уçалса çÿрерĕм. |
Пек, евĕр хыçсăмахлă обсто- ятельствăсем япала ячĕнчен, паллă ячĕнчен, местименирен пулса предложенин тĕрлĕ вырăнĕнче ларнă чухне | Юлташ, ман пекех, ташлама юратать. |
Пуçне хыçсăмахлă уйрăм тăран дополнении пĕр ушкăна кĕмен япаласен пайне тĕрĕслетнĕ чухне | Май уйăхчи çанталăк, хăш-пĕр кунсемсĕр пуçне, пĕтĕмпех сивĕ тăчĕ. |
Пайăр ята ăнлантарса ун хыççăн тăракан саамах майлашăвĕсенчен пулнă уйрăм тăран сăмахсене | Петр Васильев, тĕреклĕ те вăр-вар каччă, ирхине яланах чупма тухать. |
Уйрăмлатнă сăмахсене предложенире запятой е тире лартса уйăраççĕ | Мана кĕçĕр пулса иртнĕ уяв- Çĕнĕ çул уявĕ- ырă тĕлĕк пек туйăнче. Ăна, харсăр чăваш ачине, саламлать çĕрĕм- шывăм- анне! |
Кану саманчĕ
Пурте сывлăр! Халь ан сывлăр!
Веç йĕркеллĕ. Пурте канăр!
Алсене çÿле çĕклетпĕр!
Пит аван! Халь антаратпăр!
Пĕшкĕнетпĕр! Тÿрленетпĕр!
Йăл кулатпăр! Пурте сывă,
Ĕçлеме каллех пуçлатпăр!
4.Вĕреннине çирĕплетни.
1). Чарăну палли лартса çырса илĕр.
1.Ялти каçхи урам музыка пек чĕрене ачашлать. 2. Кантăк умĕнче лаштра çăка çинче шăнкăрч шăхăрма пуçларĕ. 3. Пĕррехинче эпĕ ирех çичĕ сехетрех йĕлтĕр сырса тухрăм. 4. Çÿлте пĕлĕт тăрринче тăри юрри илтĕнет. 5. Аякран пăхсан Атăлкаса ял теме те йывăр йăмрасем айне путнăскер вăл вăрман пекех курăнать. 6. Чечек хитрескер пурне те илĕртет.7. Те эсĕ пире вăрман пăхакансене шанмастăн?
2). Предложени пайĕсене çыхăнтарăр. Слайд 5.
1. Вăрмансем, хуласем çывăхĕнче тата 1. тепĕр темиçе çултан нимĕн те
çул хĕрринче вырнаçнăскерсем,… юлмасть.
2. Юхан шывсем, вăрман хĕрринче 2.çынсене питĕ савăнтарать.
ларакансем,…
3.Тăпра, вăрмана каснăран,.. 3.кăмпа, мăйăр, эмел курăкĕ парать.
4. Вăрман, илемлĕскер тата хитрескер, 4. перекетлĕ усă курмалла.
5.Вăрман пире, çынсене,... 5.сывлăша лайăх тасатаççĕ.
6. Каснă вăрмантан, тункатасăр пуçне,… 6. çилпе тата шывпа ишĕлет.
7. Пирĕн, этемĕн, вăрманпа… 7. ăна кассан ăшăхланаççĕ.
3) Калаçу ирттерни.
-Панă предложенисем тăрăх текст йĕркелеме пулать-и? Ăна мĕнле ят пама пулать?
-Текстра мĕнле тĕп шухăша палăртнă?
4). Панă сăмах майлашăвĕсемпе усă курса уйрăмтăран членлă предложении тăвăр. Слайд 6.
1. Халăх юратакан йывăç; 2.çур çĕр тĕлĕнче; 3. уроксем пĕтсен; 4. ырма леш енче; 5.çÿллĕ йăмрасем çинче; 6. малти кĕтесре; 7.кăнтăрла вăхăтĕнче.
5. Урока пĕтĕмлетни.
Ачасен ĕçне хаклани.
6.Киле ĕç пани.
1).«Хĕллехи чăваш вăрманĕ» текстра уйрăмтăран членлă предложенисене тупса çырмалла.
2). Илемлĕ литературăран тĕслĕхсем тупса çырмалла.