И.Лисаев "Чире парăнма çуралман" хайлавĕ
план-конспект урока (6 класс) по теме
Предварительный просмотр:
Урок теми: «Çитес текен çитетех» Иван Лисаев. "Чире парăнма çуралман" хайлавăнчи паттăрлăх
Урок тĕсĕ: Текста тишкермелли хутăш урок.
Воспитани тĕллевĕ:
– ырăпа усала уйăрма вĕрентесси;
– çыннăн çирĕп чун-чĕреллĕ пулмалли, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмалла мари çинчен калаçасси
– сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине уçса парасси
-темле йывар лару-тăрура та шанчăка çухатмалла мари çинчен клаçасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
–çыннăн шалти кăмăл-туйăмне кăтартмалли мелсене (монолог, танлаштару)çыравçă мĕншĕн тунине ăнлантарасси;
–çыравçă çын асапне, шалти туйăмне, ĕмĕтне кăтартакан сăнлăхсене тупма, курма, ăнланма вĕрентесси;
– текстпа ĕçлесе калавăн тĕп шухăшне палăртасси.
Аталантару тĕллевĕ:
– ачасен текст тăрăх ĕçлес хăнăхăвне аталантарасси;
– текст тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтарасси;
– хайлаври ыра санарсен чун-чĕре илемне туйма верентесси
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
– учитель сăмахĕ;
– эпизодсене илемлĕ вуласси;
– текстра кирлĕ вырăнсене тупса вулани;
– ыйту-хурав;
– калаçу;
– шырав;
- илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси;
– ачасен пĕтĕмлетĕвĕ;
– учитель пĕтĕмлетĕвĕ;
- словарь ĕçĕ;
– проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни;
- хаçат кăларни
Пуплеве аталантарас хăнăхусем:
-ятараласа хатĕрленĕ ыйтусем тăрăх калаçма хăнăхтарасси
– курни-илтни çинчен çыхăнуллă каласа пама вĕрентнине аталантарасси;
-сăнара характеристика тума пулашакан йеркесене суйлавлă вуласси
Литература теорийĕ:
Калав –çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăллă хайлав.
Пафос(хавха) — пурнăç çине тĕрлĕ кăмăлпа пăхни (савăнса, хурланса е тарăхса).
Курăмлăх хатĕрĕсем:
– Иван Лисаев, Альпăрт Канаш, параолимпиецсен сăн ÿкерчĕкĕсем, Н.Островский портречĕсем;
– Анна Герман юрлакан "Надежда" юрă;
– мультимедиа проектор, компьютер
Словарь ĕçĕ:
Ăнлантармалли пай:
Шăмă туберкулёзĕ- шăмă шыçса пăсăлни
шăпа – судьба, участь, доля;
нишлĕ – бессильный, слабый, хилый;
чун вăйĕ – сила воли;
чăтăмлăх – терпение;
шанчăк – надежда;
килен – наслаждаться, упиваться;
иккĕлен – сомнение, колебание, неуверенность.
Çырма вĕренмелли пай:
шăлçемми – посильный, под силу, по силам;
юхан шыв – река;
ăс-тăн – ум, разум, рассудок;
сывлăхсăрлăх – нездоровый, болезненный, хворый.
Урок эпиграфийĕ:
Ырри усала çĕнтеретех.
Сывлăх пурлăхран хаклă.
(Ваттисен сăмахĕсем).
Урок юхăмĕ:
Класса йеркелесси(1мин)
I Кăсăклантарни-3мин
1)Экран çине сăвă йĕркисем тухаççĕ
Эп çуралман поэт пулма,
Поэзи марччĕ «хĕçĕм».
Савсах саваттăм сăрлама,
Тен çавăччĕ тĕп ĕçĕм?
Эп çуралман поэт пулма,
Чир çеç перо тыттарчё:
Ăна чăн хĕç туса хума
Чун хăй приказ çаптарчĕ..
Вĕрентекен вуласа парать.Унтан экран çине портрет тухать.
-
Камăн сăвă йĕркисене вуларăм-ши эпĕ, ачасем? Камăн портречĕ-ши ку?
Паллатăр-и эсир ăна?
Ку вăл Кожанов Альберт Георгиевич-Альпăрт Канаш- сăвăç.Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче çуралнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара ăна çурăм шăмми туберкулёзĕ ураран ÿкерет.Художник пулма ĕметленнĕскер, литература çулĕ çине тăма тытăнать.Тĕрлĕ çĕрте сипленет вăл. Пачах та утайманскер çапах та костыльсем çине тăма пултарать. Чир тем пекех асаплантарать пулин те вăл ахаль алă усса лармасть 4 кĕнеке пичетлесе кăларать. Вĕрентекен Альпăрт Канашăн çак кĕнекисене ачасене кăтартать:
1. «Сăвăсем» (1960);
2. «Иккĕмĕш утĕм» (1985);
3. «Шăпчăксем, эп сире итлесе» (1970);
4. «На наковальне сердца» (1972);
5. «Çук, выртмăп аллăма усса» (1993).
Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: 40çул пурăнса литературăра паллă йĕр хăварнă поэта халăх манмасть. Ун хайлавĕсем шкул учебникĕсенче те пур.
Мĕн патне пырса тухатпар-ха ачасем сирĕнпе. Мен калама пулать-ши çак АКанаш сăввине итленĕ, унпа паллашнă хыççăн?
- Чире, хуйха-суйха парăнмалла мар, унпа кĕрешмелле.
Апла пулсан паянхи урок теми те пирĕн «Çитес текен çитетех» И.Лисаевăн «Чире паранма çуралман» калавĕнчи паттарлăх теми.
Урок тĕллевĕпе паллаштарасси-1мин
-Çапла ачасем, паянхи урокра эпир "Пирĕн ума йывăрлăх килсе тухсан мĕнле çĕнтермелле; шанчăка, ĕмĕте çухатас мар тесен мĕн тумалла-ши?" текен ыйту çине хуравлама тата сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине те палăртма тăрăшăпăр.
2)Вĕрентекен урок тĕллевне каланă хушăра экран çине мультимедиа проектор урлă ачасем умне лартнă тĕллев тухать: "Пирĕн ума йывăрлăх килсе тухсан мĕнле çĕнтермелле; шанчăка, ĕмĕте çухатас мар тесен мĕн тумалла-ши?" «Сывлăх- чи хаклă пуянлăх»
– Эпир Иван Лисаев çырнă "Чире парăнма çуралман" калава вуласа тухрăмăр.
Калавпа пĕтĕмĕшле калаçса кĕрсе кайиччен малтан вĕреннине аса илер.
3) Мĕн-ха вăл калав?
Калав – вăл çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар произведении;
– калавра сăнарсем йышлă мар, ĕçĕсем те нумай пулса иртмеççĕ;
– пысăках мар калавпах автор пысăк шухăш пĕлтерет.
– Мĕнле пысăк шухăш каласшăн-ши пире Иван Лисаев "Чире парăнма çуралман" калавĕпе? Автор шухăшне тĕрĕс те тарăннăн ăнланас тесен пирĕн калав патне тепĕр хут таврăнас пулать.
Кĕске содержани калаттарни- 2 ача калаççĕ
(Витьăн питĕ хăрушă чир – шăмă туберкулезĕ.
– Аса илĕр-ха, калав мĕнле ÿкерчĕкпе пуçланать?
Кашни утăма шутласа Витя шкула талпăнать. Юлташĕсенчен сехет маларах тухса виçĕ пине яхăн утăма шăлĕсене çыртса çĕнтерме тăрăшать.)
Пĕтĕмлетÿ çапла: Усал чир çап-çамрăк ачана асаплантарнипе пуçланать те калав тăршшĕпех çав ыратăва туйса тăратпăр эпир.
– Витя асапланăвне кăтартакан хăш вырăн уйрăмах чуна ыраттарчĕ сирĕнне? Мĕншĕн?(çав вырăнсене кĕнекере тупса вулани)
4) Сумкине çурăм хыçне çакнă, аллисем пушă мар – костыльсем йăтнă. Кайсан-кайсан пĕр юпа тĕлĕнче е çурт умĕнче канса тăрать, сывлăш çавăрать те каллех малалла утать (192 стр.). Утма меллĕрех пултăр тесе костылĕсене мĕнле майлă çавăркаламарĕ-ши? Пурпĕр хул хушши айĕсем пĕçерсе ыратрĕç. Хăрах ура çинче те сиккелесе пăхрĕ.
Кил хушшинче каллĕ-маллĕ сиккелесе шунă Витя. Тимĕр татки çĕклесе аллисене пĕрре хуçлатнă, тепре тăснă. Сывă мар уринчен гантель çакса ярса ăна пĕрре çĕклерĕ, тепре антарчĕ. Пит-куçĕнчен мунчара ларнă вăхăтри пек тар тумланă.(202стр)
Калава вуланăçемĕн Витя асапланăвне, унăн ыратăвне эпир хамăрта туйса тăтăмăр.
Пĕтĕмлетÿ: Шутлăр-ха эсир, унăн ури çав тери ыратать. Вăл çав ыратăва чăтмалла мар ыратупа асаплантарать. Мĕншĕн? Мĕншĕн больницăра выртса эмельсем ĕçсе çав ыратăва лăплантарас, манас тесе шутламасть? Пирĕн унтан-кунтан кăшт ыратсан та эмел ĕçме васкатпăр, чирлĕ тесе физкультура урокĕсене тухмастпăр е шкула та пачах килмессе пултаратпăр.
5) Ача пĕтĕмлетĕвĕ: Витьăн ĕмĕт пулнă: чире çĕнтерсе сывалса спортсмен пуласси.
6) Калаври ачан ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланма пултарассине ĕненме пулать-и?(кĕнекере тупса вулани)
Çук,çынсем те, ашшĕ-амăшĕ те ĕненмеççĕ çакна (автор 193 страница çырса кăтартать): "Витя чун-чĕринче мĕнле ĕмĕт пытаннине пĕлнĕ пулсан тем териех тĕлĕннĕ пулĕччĕç. Унăн ĕмĕчĕ юлташĕсене те шалтах аптăраса ÿкерĕччĕ: "Шÿтлеме те маçтăр иккен эсĕ". Ашшĕ-амăшĕ вара, аслă ывăлĕн шухăшне пĕлсен, куçран пăхма та хăяймĕччĕç.
Ача пĕтĕмлетĕвĕ: "Пурнăç саккунĕ хăй те хирĕçлетчĕ ун ĕмĕтне", тесе калани хăех Витьăн ура çине тăма нимле шанчăк та çуккине кăтартать.
– Чăннипех те ĕненме май çуккине автор мĕнле мелпе кăтартса парать?
Танлаштарса кăтартать. Витя спортсмен пулма пултарнине янкăр тăрă çанталăкра сасартăк аслати авăтнипе, шартлама сивĕ хĕлле тăруках çумăр лÿшкенипе танлаштарать. Кун пек пулăм пулма пултараймасть, апла пулсан Витя та чиртен хăтăлма пултараймасть.
2)çапах та Витьăн ĕмĕт пур – утма пуçласси çеç мар, спортсмен пуласси,.çав ĕмĕт патне ăнтăлма камсем пулăшаççĕ ăна? Тата кашниех çак пулăшăва хайлавра мĕнлерех сăмахсемпе палăртать.
1. Ачасем шкула кайнă чухне Витьăна систермесĕр юра таптаса пыраççĕ?
2. Амăшĕ: "Эсĕ утакан пулатăнах", – тесе пĕр тĕслĕх илсе кăтартса хавхалантарать.
3. Тухтăр: "Ан хăра, спортсмен пулатăнах", – тесе тĕрлĕ хусканусем тумалли упражненисем çырса парать.
4. Эпĕ шутлатăп, Сергей Щербаков çинчен çырнă журнал та Витя аллине ăнсăртран лекмен. Амăшĕ е урăх кам та пулин ăна систермесĕр хурса панă.
5.çав вăхăтрах вăл кашнин пулăшăвнех йышăнасшăн мар. Пĕрле вĕренекен Роза Витьăн малашлăхра художник пулмалли пирки калать. Ку Витьăна килĕшмест. Ашшĕ ывăлне хĕрхенсе шкула лашапа леçесшĕн – Витя хирĕçлет. Мĕншĕн тесен Витя хăйне хĕрхеннине юратмасть.
– Хăйне хĕрхеннине Витя мĕншĕн килĕштермест?
Хĕрхенни, шеллени вăл пулăшу мар-ха,çак туйăмсем çынна чирпе кĕрешме вăй-хал паманнине, пушшех те нишлĕлентерсе янине Витя ăнланать.
– Апла пулсан çумри чирлĕ çынна туйма, ăнланма пĕлес пулать: пĕри шеллетересшĕн хăйне, тепри… Мĕн вăхăт хушши кĕрешет Витя хăйĕн асаплă чирĕпе? Уйăх?çулталăк?
Пĕрремĕш класса каймалла чухне тухтăрсем патне лекет те вуннăмĕш класс пĕтерес умĕн костылĕсене пăрахать.
– 10çул хушши кĕрешме мĕн таран вăй, чун вăйĕ (сила воли) кирлĕ! Калав мĕнле сăмахсемпе вĕçленет?
"Хăй çине тăнипе çын пулчĕ: чăтăмлăхĕ, тÿсĕмлĕхĕ пысăккипе чире çĕнтерчĕ", –çапла калаçнă ун çинчен ялта.
3) – Витя шухăшĕ, кăмăлĕ, тыткаларăшĕ енчен мĕнле характерлă пулнине куратăр?
Вĕренекенсене Витьăн характерне, шухăшне, кăмăлне, тыткаларăшне сăнлакан паллă ячĕсене тупма хушатăп.Кластер туни-3мин
Шухăшĕ енчен Кăмăлĕпе Тыткаларăшĕ енчен
çивĕч лăпкă маттур
çирĕп хăюллă тирпейлĕ
мал ĕмĕтлĕ чыслă йĕркеллĕ
тимлĕ сăпайлă тарават
талпăнуллă тÿсĕмлĕ
шанчăклă
йăваш
Синквейн туни-2 мин
Витя
Тÿсĕмлĕ, мал ĕмĕтлĕ
Чăтать, тăрăшать, çĕнтерет
Шанчăка çухатманнисем, ĕмĕтленекенсем – телейлĕ
Сывлăх
- «Чире парăнма çуралман калав пафосĕ мĕнле-ши?» Мĕн-ши вăл пафос? (пурнăç çине тĕрлĕ кăмăлпа пăхни (савăнса, хурланса е тарăхса)).
«Чире парăнма çуралман» хайлав паттăрлăх,çĕкленÿллĕх хавхиллĕ.
-Ачасем эсир Витьăна чăн-чăн паттăр тесе калама пултаратăр-и?
-Пултаратпăр.
-Ăçта курăнать-ши унăн паттăрлăхĕ?
-Вăл чирпе кĕрешни, ман шутпа, чăн-чăн паттăрлăх.Пурте Витя пек чăтăмлăх çитерсе чирпе кĕрешеймĕччĕç.
-Витьăн чунне ял çыннисем, ачасем пурте ăнланаççĕ-ши?
-Витьăн чунне пурте ăнланса çитереймеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем Витя физкультура упражненийĕсем тунă чухне те: «Мĕн асапланать-ши.Кĕрсе выртасчĕ вырăн çине канлĕн»,-тенĕ. Теприсем –шелленĕ те ăна, мухтакансем те пулнă.
– Мĕнле пысăк шухăш палăртса калать автор?
Темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмалла мар, чире парăнмалла мар, кĕрешмелле. Вара çĕнтеретĕпех.
5) Калавăн тĕп шухăшне çывăх мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр-ши?-5 мин (Тÿсĕмлĕх,чăтамлăх шанчăк)
(Ачасем калаççĕ)
1. Пурнăç тилхепине çирĕп тытас пулать.
2. Сывлăх пурлăхран хаклă.
3. Хурлăх курмасăр ырлăх мĕнне пĕлме çук.
4. Чир аллине лексен часах хăтăлаймăн.
5. Ĕмĕтлĕ çын –çунатлă.
6. Ыр туни çухалмасть.
7. Ырри усала çĕнтерет.
8. Сывлăхпа ăса укçалла илеймĕн.
9. Ыр сунакан хур курмасть теççĕ.
10. Шанчăка çухатманнисем –телейлĕ
Ваттисен сăмахĕсене каларăмăр-ха , анчах пурне те ăнланатпăр-ши эпир?
Илсе пăхар-ха «Шанчăка çухатманнисем –телейлĕ» ваттисен сăмахне. Мĕнле ăнланатăр эсир ăна?
-Витя шанчăка, ĕмĕте çухатмасăр йывăр чирпе кĕрешрĕ, юлашкинчен çĕнтерчĕ. Телей мар-и вара ку? Паллах –телей.
Пĕтĕмлетÿ:çак калав ятĕнченех тĕп шухăшĕ, автор калас тени курăнса тăрать: эпир çак тĕнчене пурăнма, вĕренме, ĕçлеме килнĕ; чире, йывăрлăха парăнсан пурăнма май çук. Пирĕн çумра яланах ĕмĕт, шанчăк пулмалла.
Словарь ĕçĕ
-Малалла вара эпир сирĕн тимлĕхе тĕреслĕпĕр -5 мин .тест
Кану саманчĕ: ачасем тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ-2 мин
Атьăр-ха кăштах канса илер.
Эпир ывăннă кăштах алăсене вылятар
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă,
Пиллĕксем çине куçар.
Харăс-харăс пит хаваслăн
Пилĕксене вылятар.
Ăс пухмашкăн пуçсене те
Каллĕ-маллĕ сулкалар.
Куçăм ялан сывă пултăр,
Ун çинчен манар мар.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăватă,
Малалла ларса ĕçлер.
IV. 1) Витя Кулешов пирĕн илемлĕ литературăри сăнар пулчĕ. Пурнăçра тĕл пулаççĕ-ши ун пек çынсем?
- Паллах тĕл пулаççĕ. Акă эпир урок пуçламĕшĕнче Альпăрт Канаш сăвăç çинчен пĕлтĕмĕр. У пек çынсем тата спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ.
Ирек Зарипов, Сергей Шилов, Анна Бурмистрова, Мария Иовлева
-Эсир тата пурнăçра çавăн пек çынсене камсене пĕлетĕр-? Тен вуланă вĕсем çинчен, тен курнă, илтнĕ.
1-мĕш ача: Эпĕ Зинаида Курицына парашютистка çинчен вуларăм. Пин хут ытла сикнĕ вăл çÿл тÿперен çĕр çине, анчах пĕррехинче парашют уçăлмасть. Унăн ура шăмми çĕр ăшне кĕрсе ларнă. Хуçăлман шăмă юлман темелле. Икĕ çул хушши больницăсенче сипленет. Унтан ура çине тăрсан тепĕр хут тÿпене çĕкленет тата 4 пин хут ытла сикме пултарать.Пурĕпе вăл паршютпа 7132 хутчен сикет. Вăл çеç те мар, çÿллĕ сăрт çинчен йĕлтĕрпе ярăнас спортпа туслашать. Шăммисем çĕмĕрĕлсе хуçăлса пĕтсен те хуйхăрса калаçманни тĕлĕнтерчĕ мана. Тем çÿллĕшĕнчен ÿксе амансан та вăл «Пĕтрĕм!» темест: «Жива! нет, какое счастье: жива!» – тет.
2-мĕш ача: Эпĕ Николай Островский шăпипе паллашрăм. Граждан вăрçинче йывăр аманнă, вырăнпах выртма пуçланă, икĕ куçĕ те курми пулаççĕ. Чире пăхмасăр «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» роман çырнă. Николай Островский çапла калани ман асра юлчĕ: (çырнине экран çине кăларать) «Шлепнуть себя каждый дурак сумеет. Это самый трусливый и легкий выход из положения. А ты пропобвал эту жизнь победить? Ты все сделал, чтобы вырвтаться из железного кольца? Умей жить и тогда, когда жизнь становится невыносимой. Сделай ее полезной!»
Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Чăннипех те çакăн пек вăйлă çынсен шăпипе паллашсан çапла калама пулать: «Чăннипех те вĕсем паттăр, нимĕнле йыварлăх умĕнче те пуçа усмĕç, шанчăка çухатмĕç»
Хамăрăн тĕллев патне çитме пирĕн вăйлă пулмалла, тĕллеве пурнăçласан эпир телейлĕ. Апла пулсан эпир телейлĕ пуласси хамăртанах килет иккен.
Телей тата Сывлăхлă пулни те терĕмĕр. Халĕ вара сирĕнпе сывлăх хаçат кăларăпăр. Кам мĕн тума пултарать
- «сывлăх» кластер(мĕн? Мĕнле? Мĕн тăвать?)
- «сывлăх» синквейн
- Сывлăх çинчен ваттисен сăмхĕсем, сăвăсем, кроссвордсем тума
пултаратăр тата ÿкерчĕксем те тума пултаратăр
- Çакăн пек хаçат кăлартăмăр ачасем сирĕнпе
Пурнăç пирĕн вăя, чăтăмлăха тĕрĕслени кирлех мар, анчах та çакăн пек инкек килсе тухсан пуçа усса алла та сулмалла мар.
Пĕтĕмлетÿ:
– Ачасем, паянхи урокра кашни сăмах – эпĕ каларăм-и, эсир-и,çавах – кашнин чун-чĕринчен тухрĕç тесе шутлатăп. Апла пулсан çав сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалтăрччĕç. Кашнин чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша ятăрччĕç; пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистетĕрччĕç.çапла пулсан вара эпир хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр тесе шутлăпăр.
Ачасем хайсен ĕçне хаклани:
Доска çинче 3 тĕрлĕ смайлик
-кама урокра пĕтĕмпех ăнланмалла тата пĕтĕм ĕçсене пурнăçланă пулсан жетонсене çаванта хураççĕ
- камăн мĕнле те пулин йывăрлăхсем пулчĕç пулсан, иккеленсе татар пулсан иккĕмĕш смайлик патне хураççĕ
-кама урокра ĕçлеме йывăр тата ĕçсене пурнăçлаймарăр пулсан виççĕмĕш смайлик патне хураççĕ
Ачасен урокри ĕçне хакласа журналпа дневниксем çине оценкăсем лартни.
Вăхăчĕ: 1 мин.
V. Килте пурнăçламалли ĕç:
Çак темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинении çырăр:
– «Шанчăка çухатманнисем – телейлĕ»;– «Ырри усала çĕнтеретех»;
– «Витя Кулешов сăнарĕ пире вăйлă пулма хистет».
Урок «Надежда» юрăпа вĕçленет