Савапла ят.
методическая разработка (7 класс) по теме

Васильева Ираида Ивановна

Литературно-музыкальная композиция по жизни и творчеству Василия Митты.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon savapla_yat._mitta_vasleye.doc89.5 КБ

Предварительный просмотр:

Яманчуреленчи  пĕтĕмĕшле пĕлу паракан теп шкул МВУ

Сценари

«Сăваплă ят»

/Митта Васлейĕн пурнăсĕпе пултарулăхĕ/

                                                                                 Есе пурнăслаканĕ:

                                                  Чаваш челхипе

                                                              литература верентекен

                                                  Васильева И.И.

«Атал юрри» юра янарать

1 ертсе пыракан 

 «Митта Васлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, самрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзии пылакне тутанса пăхать…»

                                                                                А.Талвир

   Аллă сул – сур ĕмĕр. «Сĕр синче сĕр сул пурăнасчĕ!» - тесе такмакланă чăваш ваттисем. Анчах Митта Васлейĕ сур ĕмĕрне те тултарайман… Асаплă пулнă унăн пурнăсĕ. Истори умĕнче сакна пытарма сук. Аслă саманан аслă трагедийĕ – поэт калашле, «культ киремечĕ» - нумай сыннăн трагедийĕ пулса тăнă.

   «Суралнă сершывра вилекен – телейлĕ… Атте-аннепе юнашар пытарăр», - темешкĕн ĕлкĕрнĕ поэт. Ырă кăмăл, таса чĕре, сăпайлăх. Нимĕнле аслă хисепе те хапсăнман вăл.

  « Астан пĕлес: суралнă сĕр-шывне асăнса вăл, тен, хамăрăн тĕрлĕ сĕре сапаланнă нумай сыравса аса илнĕ пулĕ. Сеспĕл Украинăра выртать. Павлов тăприне Хура тинĕс хĕрринче шырамалла, Тал-Мăрса йĕрĕ таста Сĕпĕрте сухалнă…  Мĕн чухлĕ мал ĕмĕтлĕ сăмах салтакĕ пус хучĕ тата иртнĕ аслă вăрсăра!

   Савсемпе танлаштарсан, поэтăмăр хăйне телейлĕ теме пултарнă: чăваш сĕрĕнче чăваш чĕри тапнă чух унăн тăпри тăлăх пулмĕ.

                      Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам:

                      Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр,

                      Ана тăван ыр кăмăлпа юрлатăр,-

                      Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

   Сапла сырнă унăн палăкĕ сине. Нумай та вăхăт иртмĕ – сак сăмахсене халăх кăмăлĕ тастан курăнмалла сутатса ярĕ.»       /                                                                               /П.Хусанкай/

                                          Пурнăс сулĕ

                                 (учитель каласа парать)

   «Кĕске пулчĕ ун сырас кун-сулĕ, анчах та вăл сак кĕске хушăрах тепри ĕмĕр тăршшĕпех тăвайманнине туса хăварчĕ… Вăл тăван чĕлхе хăвачĕпе мухтавне питĕ хытă ĕненетчĕ. Пурнăспа сынсем сине сав тери савăнса, ача пек хĕпĕртесе, таса куспа тинкерсе пăхатчĕ…» - сапла аса илнĕ Стихван Шавли поэт Митта Васлейĕ синчен.

   Василий Егорович Митта 1908 сулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Аслă Арапус ялĕнче (халĕ Первомайски) вăтам хресчен кил-йышĕнче суралнă.

   Аслă Арапус Пăла шывĕ хĕрринче вырнаснă. Ялăн икĕ вĕсĕнче – пĕчĕк вăрман. Сулла та, хĕлле те вăл ытарма сук илемĕпе хăй патне туртать.

   Сак илемлĕ вырăнта туслă семьере усет Васлей. Ашшĕпе амăшĕ хут пĕлмен чăвашсем пулнă пулсан та ачисене вĕрентме тăрăшнă.

   Илемлĕ литературăна Васлей мĕн ачаранах юратнă. «Пушкинпа Гоголь кĕнекисене касса кайса вулаттăм, юратнă сăвăссене пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Чăваш поэзийĕн ытарайми илемĕпе («Арсури», «Нарспи» хайлавсемпе) паллашни пусăмра хам вăя висе пăхма хĕтĕртекен шухăш хускатрĕ: ун пек кĕнекесене сынсемех сырассĕ иккен, чăвашсен хăйсен те сăвăссем пур… 8 сул вĕренсе пĕтернĕ тĕле хам сăвăсене сырса тултарнă самай хулăн тетрадь пурччĕ манăн, каярахпа сав сăвăсенчен хăш-пĕрисем пичетленсе тухрĕс», - тесе сырнă автобиографийĕнче Митта Васлейĕ.

   Шкул хыссăн Ульяновскри педагогика техникумĕнче вĕренет, учитель ĕсне тытăнать. 1932 султа Шупашкара кусса килет, Радиоинформаци комитетĕче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулса ĕслет, хăй те нумай сырать. Ана СССР Писателĕсен союзĕн членне илессĕ. Пĕррехинче писательсен пухăвĕнче Митта Васлейĕ хулара пурăнакан чăваш сыннисем ачисене чăвашла вĕрентменни, вырăслантарса яма тăрăшни синчен пăшăрханса калать. Сак шухăшсенех вăл хăйĕн «Сĕрĕм» поэминче те палăртать. «Сыхă» тăракан критиксем ăна националист тесе айăплассĕ, сакăн хыссăн Сĕпĕре ăсатассĕ.

   Поэт мăшăрĕ Н.К.Еремеева-Митта аса илнинчен: «Васлее 1937 сулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче тытса кайрĕс. Килессе сĕрле, вун иккĕсенче, килчĕс. Турех «пăшал пур-и?» тесе ыйтрĕс. Вăл шăпах темĕскер сырса ларатчĕ: «Сук ман нимле пăшал та, ак сак ручка – ман пăшалăм!» Пĕтĕмпех ухтарчĕс, сапаларĕс, пăтратрĕс. Унăн мĕн пур кĕнекине, вырăсла, чăвашла хучĕсене илсе кайрĕс. Пирĕн ун чухне «Калевалăн» сав тери чаплă томĕ пурччĕ, Васлей тин сес туяннăччĕ. «Калевалăна» та йăтса кайрĕс. Ун чухнех М.Горькин «Окуров городокне» кусарнин ал сырăвĕ те сухалчĕ. Ахăртнех, хăйсен килĕсенчи библиотекăсене пуянлатрĕс-тĕр. Эп пĕр чарăнми «мĕн туса хутăн эс» те «мĕн туса хутăн эс» тетĕп. Вĕсем: «Хăй мĕн туса хунине вăл хăй те пĕлмест», - тессĕ сурĕккĕн. Ухтарнă чухне уйăрса илнĕ япаласене сыхма кантра тавраш ыйтрĕс. Кантри тупăнмарĕ. Вара эп вĕсене хура хăю сĕнтĕм. Малтанах килĕшмерĕс, анчах кайран сав хăюпах туртса сыхрĕс япалисене. Ун чухне темшĕн ытла та ăшăччĕ. Картишне тухрăмăр. Шыв юхать. Кулленчĕксем тăрăх Васлей кĕсатпах утса кайрĕ.

   Ана Карл Маркс урамĕнчи 26-мĕш суртран, Госбанка хирĕсскертен, тытса кайрĕс. Каярах Васлей банка кĕмелли вырăна Некрасов сăввинчи чаплă алкумпа танлаштаратчĕ…

   Пĕр-ик эрнерен «касхи хăнасене» урамра тĕл пултăм. «Митта ăста?» - тетĕп. Пĕр сăмах та чĕнмерĕс, нимĕн те пулса иртмен тейĕн. Пăрăнса утрĕс.

   Кайран тин, январьтеччĕ пулас, эпĕ ăна сав-сав кун НКВДăн следствии тĕрмине кусарса пырассине пĕлтĕм. Эп ситнĕ сĕре унта сынсем – Краснов-Аслипе ытти палланă сынсен арăмĕсем – тăрассĕ. Вĕсем те кĕтессĕ. Акă Васлее турттарса килчĕс. Вăл тухрĕ, анчах унпа юнашар – вис-тăватă милиционер. Хăй пĕрмай ман еннелле пăхать, утнă хушăрах урине сĕклет те кăсаттин тĕпне аллипе кăтартать. Сук, ăнланмарăм эп вăл мана мĕн каласшăн пулнине, кăсатти те вĕр -сĕнĕччĕ те. Кайран тин вăл хăйне этапа ăсатни синчен пĕлтерни пуса пырса сапрĕ».

   17 сул хушши пурăнать поэтăмăр ачисенчен, юратнă мăшăрĕнчен, тăван халăхĕнчен аякра. Вĕсем патне 1955 султа Сталин вилнĕ хыссăн сес таврăнать. Санă тавăрса ĕслеме тытăнать вăл. Культурăпа литература ĕсне хастаррăн пусăнать. Писательсен Союзĕн правленийĕн литература консультанчĕ, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ пулса ĕслет, сĕнĕ сăввисене, кусарăвĕсене пичете хатĕрлет. 1955 султа М.Горькин Митта чăвашла кусарнă «Фома Гордеев» романĕ иккĕмĕш хут пичетленсе тухать. Вăл хăйĕн поэзи цехĕнчи ĕстешĕсен пултарулăхне сăнасах-тишкерсех тăрать. Самрăк сыравсăсем патне ĕслеме хавхалантаракан, шанчăк паракан сырусем сырать, пичетре унăн тарăн шухăшлă критика тишкерĕвĕсемпе рецензийĕсем кун сути курассĕ. Пурте кăсăклантарать сăвăса: чăваш театрĕн сĕнĕ спектаклĕсем те, чăвашсен самрăк сăвăсисен хайлавĕсем те, Лакрей вăрманĕнчи юрă уявĕ те, чăваш оперин пуласлăхĕ те. Унчченхи пекех вăл нацилĕхпе интернацилĕхĕн шайлашăвĕ пирки шухăшлать. Анчах унăн хавшаса ситнĕ чĕри чăтаймасть. Поэт 1957 сулхи июнĕн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех кусне хупать.

   Поэт вилсен те – чĕрĕ тесе ахальтен каламан. Митта Васлейĕн сăввисене халăх юратать. «Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш – акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ савра, тулли рифма… Сăввăн тĕп шухăшĕ, шалти тасалăхĕ кăмăла савăрать». Сапла пысăка хурса хаклать Митта Васлейĕн иксĕлми пултарулăхне чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.

 

                           Пултарулăх – пусарулăх

2-меш ертсе пыракан

   Чăн-чăн поэзире тарăн шухăшлă сулмаклă сăмахсем епле ирĕккĕн, кĕвĕллĕн шăранассĕ:

      Ас патăр ватти,                     Мухтав та пехил

      Вăй патăр яшши.                  Емĕр-ĕмĕрне

      Этем этеме                            Тарпа тăварланнă

      Ан пул ытлашши.                 Ыраш сăкăрне!

   Сак сăвва сыраканĕ – Митта Васлейĕ – чăваш  литературинче тивĕслипех пысăк поэт шутланать. Унăн хисеплĕ ячĕ умĕнче пирĕн паллă сыравсăсем те сĕлĕке хывассĕ.

   Митта Васлейĕн пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе С.Шавли сапла каланă: «Кĕске пулчĕ ун сырас кун-сулĕ, анчах та вăл сак кĕске хушăрах тепри ĕмĕр тăршшĕпе тăвайманнине туса хăварчĕ… Вăл тăван чĕлхе хăвачĕпе мухтавне питĕ хытă ĕненетчĕ.

   Вăл пурнăспа сынсем сине сав тери савăнса, ача пек хĕпĕртесе, таса куспа тинкерсе пăхатчĕ… Шупашкарăн тĕп урамĕпе хула пуслăхĕ пек утса пыратчĕ. Кашни сĕнĕ сурт, асфальт витĕнекен кашни урам унăн чун-чĕринче кĕвĕ-юрă хĕлĕхне хускататчĕс…»

   

   Митта Васлейĕн чи лайăх хайлавĕсем чуна тивекен сынлăхпа, чĕлхе сĕткенлĕхĕпе, пурнăсри чăнлăхпа палăрса тăрассĕ. Ахальтен мар сăвăс хăй те сапла сырнă: «Поэзии никĕсĕн висĕ парăс: чĕре хĕлхемĕ, чĕлхе илемĕ тата тăрă ăс». Унăн «Висĕ хăват» сăввинче шăпах сакă никĕсре тăрать.

  «Висе хават» савва 1 ача вулать

   1-меш ертсе пыракан

   Поэт сырса хăварнине халăх хăй чун-чĕрине йышăнса ырланă. Вăл сырнисен шучĕ те, калăпăшĕ те пысăк мар, сапах та унăн сăввисемпе поэмисем, очеркĕсемпе статйисем хăйсен витĕмлĕхĕпе, сулăмлăхĕпе – пахисен шутĕнче.

   Кашни халăхăн сыравси ытти халăх ăстисемпе пĕр пек кăмăллă, сав вăхăтрах хăйне уйрăм сăн-сăпатлă пулни хаклă. Митта Васлейĕн чăвашлăхне – ун сăнарĕсен хăйне евĕр сынлăхне, вĕсен ĕсри хăйне евĕрлĕ сирĕплĕхĕпе хастарлăхне эпир илемлĕх мелĕсенче те, ун геройĕсен шухăшлавĕнче те, вĕсем хăйсене ĕсре епле тытнинче те, таврари япаласене епле сăнарлă курнинче те асăрхатпăр.

   Митта чăвашлăх «хупăлчине» хупăнса ларман: вăл ытти халăхсен литературипе культуринчен вĕренсе пыма тăрăшнă, тус-юлташĕсене те сав ĕсе хастарлă хутшăнма явăстарнă. Вăл Гейне, Лонгфелло, Пушкин, Л.Толстой, Горький, Джалиль тата ыттисен хайлавĕсене чылай кусарниех сакна калать.

   Митта сăнарĕ – ситĕнекн самрăк ăрăва та, ситĕннисене те ырра вĕренме йыхăракан тĕслĕх. Поэтăмăр И.Я.Яковлев, М.Ф.Федоров, К.В.Иванов, Сеспĕл Мишши ĕс-хĕлне шанчăклăн малалла аталантарнă. Унăн чи паха лирикăлла сăввисенче «Сĕр чĕлхи», «Тайăр» поэмисенче, вичкĕн статйисенче, унпа пĕрлех хулен сырса пынă хучĕсенче те кирлĕ чух вырăнлăн усă курмалли, сынна савăнтармалли сунатлă сăмах сахал мар, вĕсенчен эпир автор халăх хуйхи-суйхипе пурăннине, савăнпа вăл тивĕслипех халăх сăвăси пулнине куратпăр.

   Чăн-чăн сăвăс-юрăсăн пултарулăхĕ яланах асамлă. Миттан чылай япалине вуланă чух сакна лайăх курса тăратăн, ăрăмлăх ытамне лекетĕн.

Пер ача «Анатри юра» савва вулать

             Митта Васлейĕн поэзийĕнчи лирика геройĕ

2-меш ертсе пыракан

   Манăн умăмра Митта Васлейĕн «Сак юррăма эп ахаль мар юрларăм» кĕнеки. Унта сăвăсăн тĕрлĕ сулсенче сырнă хайлавĕсене кĕртнĕ. Вĕсенче кашнинчех поэт шухăш-кăмăлĕ, тавра курăмĕ, чун-чĕре ыратăвĕпе тунсăхĕ курăнать

   Мĕн сырать-ха вун саккăрти Митта? Нумай ачаллă семьери тертлĕ пурнăса пĕтĕмлетсе сапла сырать:

              Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,

              Макăрсан пыл хумарăн тута-сăвара.

              Анчах сансăр пусне, ыр сĕр-шывăм,

              Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..

   Мĕн-ха уншăн сав «тĕнчере чи хакли»? «…Чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ» пекскер, «укăлчари» симĕсленнĕ калча, хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм юхаканскер… Тăван кĕтес патне чунĕ сапла туртнинчен хăй те тĕлĕнет:

              Суралнă сĕр-шыв,

              Эс ма илемлĕ?

              Мĕншĕн яланах

              Маншăн хисеплĕ?

                          / «Суралнă сĕр-шывра»/

   Пер ача «Сурална сер-шывра» савва вулать

1-меш ертсе пыракан

   «Хаклă чăваш сынни» - поэтшăн тăван. Тăван шăпи – унăн шăпи. Вăл ăна йывăр ĕсре йăпатасшăн – ятарласа ун вали сăвă сырать.

              Эпир иксĕмĕр те ĕс ачисем –

              Суралтăмăр асап йăвинче,

              Пире йывăр пурнăс хăвачĕсем

              Устерчĕсĕ хăйсен аллинче.

                         / «Чăваш сыннине»/

   Поэт тăван сĕр-шывшăн тем тума та хатĕр. Унăн вăй-хал та, чун-чĕре хĕрулĕхĕ те сителĕклĕ:

              Туятăн-и эсĕ: сак пирĕн чĕре –

              Пĕр саншăн тапать вăл,

              Пĕр саншăн хĕрет.

             Чи сиплĕхлĕ, хаклă таса сăл кус пек

             Сан сывлăх-хăватшăн пулатпăр пуспех.

                                       / «Сĕр-шывăм, сĕр-шывăм…»/

   Сĕр-шыва «чăн чĕререн ялан юратса пурнас теп чĕлхемпе ĕмĕр йăпатса» текенскер, тăван халăх шăпи пирки шухăшлать Миттан геройĕ. Ун шучĕпе, кам хăйĕн тăван чĕлхине, культурине юратмасть, савăн ячĕ чыссăр.

   Марш евĕр янăрассĕ Миттан 30-мĕш сулсенче сырнă сăввисем. Вĕсенче сĕнелекен сĕр-шыв аталанăвĕн таппи уссăн палăрать:

               Кĕрлет хапрăк-савăт,

               Шавлать сесен хир.

               Пурте – пирĕн шав вăл,

               Пурте вăл – эпир.

                                 / «Уяв юрри»/

   «Эпир» - маттур чăваш самрăкĕн сăнарĕ. Есре те, уявра та вăл малта, ыттисене тата хастар пулма чĕнет. Сĕнĕ самана сыннин сивĕч пулмалла, вăхăта усăсăр ирттермелле мер тет. Сав вăхăртах савăнма та пĕлмелле:

              Юр укет-и лапка та лапка…

              Пурнăс, пурнăс, ытла ан васка.

              Самрăк ĕмĕр – самант.

              Ун парни –

              Сут шăнкăравлă кĕс-кĕс сăварни.

                                  / «Суресе синселмен сурен ут…»

   Поэтăн «Тайăр» ярăмри сăввисем – чун сăмахĕсем, асапланса ыратакан чĕре кĕввисем. Ярăмри лирика геройĕ – ăслă шухăшлă, ырă туйăмлă сирĕп сын. Сак сăвăсенче Митта хăйĕн шухăш-туйăмне философилле тарăн ăслăлăхпа палăртма пултарнă.

             Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

             Парсам пăлхавлă чунăма,

             Пар чăнлăх, савăнăс, илем.

             Пар ирĕк – сутăрах сунма.

                           / «Тăван чĕлхем!»/

«Таван челхем» савва пер ача вулать

             

   2-меш ертсе пыракан

   Пурнăсĕн юлашки сулĕсенче Митта хăй утса тухнă кун-сулне тишкерме пуслать. Ана усăллах пурăнса ирттертĕм-ши, халăха тивĕслĕ хайлавсем сырса ĕлкĕрейрĕм-ши?

            Поэтăм, вилĕме ан асăн,

            Сак пурнăс - ĕмĕрхи илем.

            Кун-сулĕ кăлăх пулмасассăн,

            Вилсен те пурăнать этем.

                           / «Кĕрхи илем»/

   Поэт хăй самрăклăхне аса илет, вăл кăштах шухă иртнĕ пирки укĕнесшĕн. Сывăх тăванĕсене, юлташĕсене ырăпа асăнать, вĕсене чунтан каламалли сăмахсене поэзин асамлă чĕлхипе сырса хурать.

             Шухă пулнă, шухăшсăр суренĕ,

             Такăрлатнă Атăл хĕррине.

             Кам шутланă, кам ăна ĕненнĕ –

             Чи хакли яш ĕмĕр иккенне?..

                         / «Пит маттур-ске Иванов бульварĕ»/

Пер ача «Пит маттур-ске Иванов бульваре» савва вулать

1-меш ертсе пыракан

   Митта Васлейĕ, мĕн пурнăс тăршшĕпе ирĕклĕхе ĕмĕтленнĕскер, пурнăс вĕсĕнче сак шухăша пĕтĕмлетет: Ирĕклĕх кăна пултару никĕсĕ пулма пултарать иккен, поэтшăн ирĕклĕх сутă тĕнчере «чăн-чăн хакли», «нимрен хакли»:

              Поэзии – эсĕ Сил ачи.

              Эс Вут ачи, эс Шыв ачи…

              Эс Ирĕкшĕн сунса тăран,

              Эс хумханатăн, пăлханан.

                             / «Аслă стихия»/

  Поэт хăйĕн пултарулăх кун-сулне «Тав сана» сăвăпа вĕслет. Ку вăл – юлашки сăмах. Хăйшĕн сутă хĕвел вырăнне пулнă юлташне Петĕр Хусанкая халалланă вăл ăна. Вăй-хăват, шанчăк, хавал, хĕвел парать иккен ăна тус-юлташĕ.

              «Тав сана» савва пер ача вулать

 2-меш ертсе пыракан

   «Унăн… ытти нумаях та мар сăввисем юлашки вăхăтри темĕн чухлĕ шупка сăвă-юрă синче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăрассĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш – акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче», тенĕ хăй юлташĕн пултарулăхне хакласа Петĕр Хусанкай.

   Паян уссăнах калама пулать: Митта Васлейĕн поэзийĕнчи лирикăлла герой пурнăса хытă юратакан, уншăн вутта кĕрекен хастар, хĕруллĕ, ăслă сын. Савни умĕнче те, сĕр-шывпа халăх умĕнче те таса чунпа, ăмăртуллă ĕспе, чыслă ятпа пурăнма тăрăшать вăл. Пирĕншĕн сак тĕллевсем, сак ăслă та сивĕч шухăшсем ют пулма пултарассĕ-и? Сук. Савăнпа эпир халĕ те тахсанах сырнă сăвăсене савăнса, ăнланса вулатпăр, вĕсен янравлă чĕлхипе, вичкĕн шухăшĕпе, сулăмлă туйăмĕсемпе хавхаланатпăр.

                                                 Хыс сăмах

                                              (учитель самахе)

   «Митта Васлейĕн вырăнĕ Константин Иванов, Сеспĕл Мишши, Петĕр Хусанкай ĕретĕнче. Вĕсемпе вăл сумма суммăн ларса пĕр чĕлхе тупса каласма пултарать: ун поэзийĕнче К.Ивановăн чăн-чăн чăвашла, сыпăсуллă та ирĕк чĕлхи, Сеспĕлĕн хĕрулĕхĕ, Хусанкайăн пуянлăхĕ. Анчах Митта никам пек те мар, хăй пек сех: унăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, сепĕслĕхĕ, хĕрулĕхĕ. Сăвви-юррин пĕр йĕркине илсен те, «ку – Митта» тетĕн. Кашни сăмахĕ, пичет сапнă пек, вырăнлă, кашни сăмах саврăнăшĕ тирпейлĕ…

…Вăл яланах хĕрĕх тăххăрта. Акă ман ĕс сĕтелĕ синчи сăн укерчĕкре те Митта Васлейĕ кĕрнеклĕ, вăйпитти. Кăшт хĕсерех пăхнă тунсăхлăрах кусĕнче сăпайлăх, тур кăмăллăх, чăтăмлăх, чунлăх – митталăх. Петĕр Хусанкай калашле,

                Ларать вăл – турĕлĕх салтакĕ

                Яланлăх, ĕмĕрлĕх таса!»

                                         / Н.Исмуков/

                                   Усă курнă литература

  1. Антонова З.С., Метин П.Н. Тăван литература. / 7 класс/ Ш.,2002
  2. Исмуков Н. Сăпайлăх, тур кăмăллăх, чунлăх /Митта Васлейĕ суралнăранпа 80 сул ситнĕ май/ «Тăван Атăл» журнал,1988
  3. Митта Васлейĕ. Сак юрра эп ахаль мар юрларăм. Ш.,1990
  4. Михайлова З.П., Михайлов В.М. Сочиненисем,4 пай. Ш.,2004
  5. Никитин В.П. Чăваш литератури /9 класс/. Ш.,2003
  6. Сăваплă ят /Митта Васлейĕ суралнăранпа 90 сул ситнĕ май/ Аса илусем. «Хыпар» кĕнеки. Ш.,1998