Конспект урока "Ике тус" 8 класс
план-конспект урока (8 класс) на тему

Людмила Алексеевна Родионова

Конспект урока "Ике тус" 8 класс

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon ike_tus._8kl.doc48 КБ

Предварительный просмотр:

8 класс

Уçă урок планĕ

    Урок теми: Икĕ тус..  

    Сăпарлăх тĕллевĕ: Тимлĕ пулма, туслăха хаклама, упрама вĕрентесси.

    Пĕлÿ тĕллевĕ: 1) «Икĕ тус» калава вуласси, содержанине ăнланасси; 2) Пулас вăхăтри глаголсен вĕçленĕвне аса илсе çирĕплетсе хăварасси.

    Аталантару тĕллевĕ: Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси, танлаштару тума вĕрентесси.

    Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, предложени, текст, илемлĕ вулав, ваттисен сăмахĕсем, ыйту-хурав, кластер, калаçу.

    Курăмлăх хатĕрĕсем: Печников О.И., Печникова М.Н. Чăваш сăмахĕ: вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли. – Шупашкар, 2008. – 287 с.; «Тантăш» хаçат, 2№, 2011, кăрлач, 20;  «Пулас вăхăтри глаголсен вĕçленĕвĕ» таблица; карточкăсем.

    Çĕнĕ сăмахсем: уйрăлми - неразлучный, çивĕч – бойкий, проворный, платна – толстый, пÿ -  рост.

      Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.

Урок юхăмĕ:

     I. Класа йĕркелени.

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

1. Урок темипе тĕллевне палăртасси.

- Паян эпир урокра туслăх çинчен калаçăпăр, çынна сăнлама вĕренĕпĕр, пулас вăхăтри глаголсен вĕçленĕвне аса илсе çирĕплетĕпĕр.

Пурнăçăн илемĕ

Çирĕп туслăхра.

    Туслăха çĕнеймĕн.

                                                              Теççĕ халăхра.

                                                                           (В.Пехил)

    Чăвашсем мĕн авалтанах туслăха пысăка хунă. «Туслăх – ылтăнран та хаклă, тимĕртен те çирĕп, çил-тăвăлран та вăйлă. Пирĕн мăн асаттесем çамрăксене яланах пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕрентнĕ.

    2. «Туслăх » темăпа диалог йĕркелесси.

    - Санăн шанчăклă юлташ пур-и?

    - Вăл мĕн ятлă?

    - Эсир пушă вăхăта пĕрле ирттеретĕр-?

    - Мĕнле?

    - Вăл сана йывăр вăхăтра пулăшать-?

    - Эсир чăн- чăн туссем-и?

Ачасем, сирĕншĕн пурлăх е туслăх хаклăрах?

    3. Ваттисен сăмахĕпе ĕçлесси. (Сăмахсене уйăрса ваттисен сăмахне тĕрĕс вулăр, пĕлтерĕшне ăнлантарса парăр).

    Туслăха/сутăн/ илеймĕн. – Дружбу за деньги не купишь.

    Туслăх/пулсан/пуслăх/пусараймĕ. – Дружба дороже денег. Если это дружба крепка, то жизненные тяготы её не преодолеют.

    4. «Икĕ тус» текстпа ĕçлесси (136 -137 стр.)

    1) çĕнĕ сăмахсемпе паллаштарни;

    2) текста учитель вуласа пани;

    3) ачасем вулани, вырăсла куçарни;

    4) ыйтусемпе ĕçлени;

    5) пĕтĕмлетсе калани.

    III. Çирĕплетни.

    1. Текст планне тăвасси, çырса хурасси.

    1) Уйрăлми туссем.

    2) Артистсем.

    3) Евгени сăн-пичĕпе кăмăлĕ.

    4) Аркаш сăн-пичĕпе кăмăлĕ.

    5) Вĕренÿри çитĕнÿсем.

    2. Панă план тăрăх танлаштаруллă сăнлав туни. (Класри икĕ ачана сăнласа памалла).

    1) Пĕвĕ (çÿллĕ, вăтам, лутра).

    2) Çÿç тĕсĕ (сарă, хура, çырă).

    3) Куç тĕсĕ (хура, хăмăр, симĕс, кăвак).

    4) Кăмăл (ырă, усал, хаяр, лайăх, лăпкă, çирĕп).

    5)  Мĕнле вĕренеççĕ? (лайăх, япăх, аван, тăрăшса).

    3. Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвне аса илесси. (Таблицăпа усă курмалла)

            Пĕрреллĕ хисеп                          Нумайлă хисеп              

      1с. Эпĕ парăп, ĕçлĕп                    1с. Эпир  парăпăр, ĕçлĕпĕр                          

      2с. Эсĕ парăн, ĕçлĕн                    2с. Эсир парăр, ĕçлĕр                          

      3с. Вăл парĕ, ĕçлĕ                        3с. Вĕсем парĕç, ĕçлĕç

    4. Текстран глаголсене тупасси, пулас вăхăта лартасси.

    Вĕренеççĕ – вĕренĕç, лараççĕ – ларĕç, тăратаççĕ – тăратĕç, юрлаттараççĕ – юрлаттарĕç,

тухаççĕ – тухĕç, калаçать – калаçĕ, каять – кайĕ, тивет – тивĕ, пултарать – пултарĕ, юратаççĕ – юратĕ.  

    IV. Пĕтĕмлетни.

Калавсемпе паллашасси, тĕп шухăша палăртасси.

Чуна уçсан кăна

    Туссăр пурăнма йывăр. Мĕн чухлĕ юлташ нумайрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Юнашар шанчăклă çын пур чухне эсĕ тунсăхламăн, хăвна та шанчăклă туятăн. Анчах та тĕрек вырăнĕнче пулма пултаракан çын тупма пĕрре те çăмăл мар. Тус хăйĕн юлташне сутнине кинора та час-часах куратпăр, йывăр вăхăтра пăрахса кайнине калавсенче те асăрхатпăр. Ун пеккисене ниепле те çывăх çын тесе калаймăн.

    Сана пулăшма, ăнланма, кирлĕ чух чуне уçса пама хатĕр туса кăна чăн-чăн юлташ теме пулать. (Алёша Казаков)

Упрама, хаклама пĕлмелле

    Манăн юлташ нумай. Ытларахăшĕ пĕр класра вĕренекенскерсем. Хăш чухне пĕр-пĕрне вĕренÿре те пулăшатпăр. Çынна ăшă сăмах кăна кирлĕ. Вăл хăй чăн-чăн эмел пек сиплет те, чуна та çăмăллăх кÿрет. Туссемпе пушă вăхăтра уçăлса çÿретпĕр, библиотекăсене çитсе тĕрлĕ кĕнеке вулатпăр, сÿтсе яватпăр. Туслă пурăнатпăр тесе çирĕплетемепултаратăп. Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр тесе ахаль каламан çав. Юлташа упрама, хаклама пĕлмелле. (Настя Гурьева)

    - Ачасем, эсир туслăха еплерех ăнланатăр?

    2.  «Туслăх» темăпа кластер тăвасси. (пулăшу, вăй, пурнăç, савăнăç, шанчăклăх, ырлăх, тĕрĕслĕх).

    V. Киле ĕç пани. («Туссем» калав çыр)    

МБВУ «Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентсе

 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 39-мĕш шкул»

Чăваш чĕлхипе  8-мĕш класра

«Икĕ тус» темăпа

ирттермелли  урок планĕ

                           Ĕçе пурнăçлаканĕ: Родионова Л.А.

Шупашкар 2012


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока в классе эстрадного вокала с обучающейся 4 класса

Тема урока: "Работа с интонационной дикцией. Скэт - как способ развития голоса."...

Конспект занятия, 5 класс, по УМК Биболетова 5- 6 классы

Интересный урок "Animals in our life", с элементами игры. Урок носит обобщающий характер....

Конспект урока ФГОС Класс птицы. Общая характеристика класса

Конспект урока Класс Птицы.Общая характеристика класса....

Конспект урока ФГОС Класс птицы. Общая характеристика класса

Конспект урока разработан по учебнику Латюшин Биология 7 класс...

Конспект урока 5 класс "Баскетбол", 7 класс

Конспект урока 5 класс "Баскетбол", 7 класс...