Эпир пулна,пур, пулатпар!
методическая разработка (10 класс) по теме

Давыдова Оксана Михайловна

Визитка-представление к юбилею П.П.Хусанкая.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon krossvord2_novyy.doc95.5 КБ
Microsoft Office document icon 1v_____yra_kun_pultar.doc36 КБ

Предварительный просмотр:

2

1

3

2

4

        

3

4

5

6

        

7

8

5

9

        

10

        

                                       

Горизонтальпе: 1.Ухсай поэзийĕнчи тĕнче уçлăхĕн, этем чăтлăхĕн палли. 2.Ухсайăн асăну хăмине  тунă скульптор.3.Кĕлпук мучинне ытти япаласемпе пĕрле мĕн вăрласа кайнă ? 4.2011-мĕш çулхи чÿкĕн 26-мĕшĕнче 100 çул тултарать. 5.1944-мĕш çулта « Вăрçă хирĕнче» ятлă  сăвăсен пуххине йĕркелесе кăларакан. 6.Ухсайăн «Нарспине» лартнă режиссер.7.Ухсай канлĕх тупнă вырăн. 8.Ухсай çырнă  трагедии.9.Кĕлпук  мучие  ÿкернĕ художник. 10.Ухсайăн юратнă поэчĕ.

Вертикальпе: 1. «Телей юмахĕнче» хресченсем Раççей тăрăх телей шырама мĕнле ялтан каяççĕ?2. Ухсай мĕнле хулара художник хваттерĕнче сывалса пурăннă?  3.Ухсайăн  хĕрĕн  ячĕ.4. Ухсайăн пĕрремĕш сăвви мĕнле журналта пичетленнĕ? 5. Ухсайăн  мăшăрĕн  ячĕ.



Предварительный просмотр:

Визитка –представление к юбилею П.П.Хусанкая

1в     Ырă кун пултăр, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, хăнасем!

2 в.   Сывлăх сунатпăр  пурне те!

1в.  Сире Аччари вăтам  шкулти «Хĕлхем» ушкăн чăваш  халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа  105 çул  çитнине халалласа ирттерекен савăнăçлă уява  чĕнет.

2в.    Ыратать анне чĕри

         Хăй   ачамĕшĕн

         Хурлăх, хурлăх çав  тери

         Салтак амăшĕн.   ( П.П.Хусанкай)

1в.    Çĕр- шывăмçăм,  Чăваш çĕр-шывĕ,

         Кирек ăçта пулсассăн та

         Ман асăмра эс чĕрĕ, сывă,

         Пуласчĕ хам та асунта. (П.П.Хусанкай)

2в.  П.П. Хусанкай, чăваш  халăх поэчĕ,  К.В. Иванов тата  Çеçпĕл Мишши  ячĕпе              хисепленекен премисен лауреачĕ – чăваш поэзийĕн  тÿпинче çутатса  тăракан çăлтăрсенчен  пĕри, хăй  сÿнсен те  çĕр çине пин-пин  йăлтăр  çутă сапаканни.

1в.    П.Хусанкай пурнăç нушине те, пултару тертне те тÿснĕ. Хăйĕн  пурнăçне вăл  пысăк ĕмĕтпе те  шанчăкпа,  хĕрÿ ĕçре,  кĕрешÿре,  пĕр  вĕçсĕр  шыравра   ирттернĕ.  Чăваш халăхĕ  малалла аталанса пырасса  çирĕп  шаннă поэт.

         Ĕмĕрсем  иртсе пыраççĕ ,

         Ўстерсе вăй-хал мулне.

         Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

         Чăвашсен куне-çулне.

         Тинкеретпĕр  малалла,

         Кайрине те халь куратпăр…

         Манăн  шухăшăмпала –

         Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

2в.    Поэт чăваш  халăхне ытти  халăхсемпе тан,  «чун хавалĕпе те паттăр»,  «ăс-пуçран та  катăк  мар», « чĕрепе те шĕл кăвар» курать.

          Пĕр  вăрман  пулсан этемлĕх,

          Тĕрлĕ  йывăç  пур унта.

          Ярăнса кăна  ÿсмелĕх  

          Вырăн  çитĕ вăрманта.

          Каснă,  вăтăрнă  пире,

          Кăкласа  хăртман- тăр,

          Вăрлăх  юлнă  пурпĕрех:

          Эпир пулнă,  пур, пулатпăр!

3в.   П.Хусанкай хăйĕн « Эпир  пулнă, пур, пулатпăр!» сăввинче чăваш халăхĕн  хăйĕн ташши, хăйĕн  юрри пурри  çинчен савăнса, мăнаçланса  çырса  парать.

                      (Федорова Анжелика  « Сăпка юрри» )

4в.   Чăваш   халăхĕ   ытти  халăхсемпе  тан пулни, тĕнче  уçлăхне  Алла илни çинчен каласа парать пире « Çÿлелле» поэма.  Поэмăри  лирикăлла  герой çăмăл мар пурнăçпа  пурăннă,  анчах  çутă  ĕмĕтне  çухатман этем- тĕнчери халăхсен  ĕмĕртенпе  кĕтнĕ  ĕмĕт пурнăçланнишĕн савăнать.

          Чăваш ачи, Андриян Николаев,  «çĕр  туртăмĕнчен» тухса кайнишĕн  пĕтĕм чун-чĕререн  хĕпĕртет поэт:

           Сехетсерен çĕкленекен çĕр

           Сире чĕнет малтан мала

           Пур йывăрлăхсене  те  эпĕр

           Çĕнтерĕпĕр  Андриянла.

5в.      Чăваш   халăхĕн  малашлăхĕ çутă,  пуласлăхĕ  çирĕп. Тĕнче  уçлăхне малалла тĕпчес ĕçре  чăвашăн та  тÿпи  пысăк.

6в.     П.Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвви , «Çÿлелле» поэми  халăх асĕнчен  нихăçан та  тухмĕç. Çак  произведенисем П.Хусанкай сăмахĕсее  çирĕплетсе параççĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр! » тенĕ  Петр Петрович.

7в.   Ман шутпа, çак  сăмахсем питĕ  тĕрĕс, мĕншĕн  тесен  чăваш  халăхĕ  иртнĕ ĕмĕрсенче те пулнă,  халĕ те пур,  хăйĕн пуласлăхĕшĕн  тăрăшать.  

8в.   Апла пулсан вăл  малашне те пулать.  Эппин эпир çак сăмахсене   мăнаçлăнах калама  пултаратпăр:

Пурте:   Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

                     

   Эпир  

         пулнă,  

                   пур,

                       пулатпăр

                                                                        Аччари  вăтам шкулти

                                                                   «Хĕлхем» ушкăнăн сценарийĕ

                                              Ачча -2011




По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Вопросы дистанционной олимпиады по чувашскому языку и литературе «Эпир пулнă, пур, пулатпăр»

Ответы на задания нужно отправить 24.04.13 до 16:00. Желаем всем успехов!...

Открытый урок по чувашскому языку на тему: «Эпир - И.Я.Яковлев ачисем» - «Мы – ученики И.Я.Яковлева»

Данный урок в учебном процессе относится к разделу «Славные люди Чувашской земли» на уроках чувашского языка и культуры родного края....

"Эпир чăваш йăхĕнчен"

Сценарий внеклассного материала...