Фразеологизмсем
презентация к уроку (8 класс)

Фразеологизмсем çынсен пурнăçенче мĕнле вырăн йышаннине пĕлесси, сăмах йышне пуянлатасси; пуплевре фразеологизсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл frazeologizmsem_2024.pptx2.3 МБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Урок теми : Фразеологизмсем Хатĕрлекенĕ : Çĕрпÿ районĕнчи МБВУ « Апакассинчи В.Т.Трофимов ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул » чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Павлова Е.А

Слайд 2

Урок тĕсĕ : çĕнĕ темăна вĕренмелли урок . Технологисем : информаципе коммуникаци , критикăллă шухăшлава , харкамлăха аталантарни , вăйă , ушкăнпа вĕренни , пĕрле ĕçлесе вĕренни , сывлăха упрани , . Харкамăн ( пайăррăн ) пĕлÿ илмелли тĕллевсем :Фразеологизмсем çынсен пурнăçенче мĕнле вырăн йышаннине пĕлесси , сăмах йышне пуянлатасси ; пуплевре фраз-семпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси

Слайд 3

Мелпе меслетсем Пĕтĕм класпа ĕçлени ; ачасен умне проблема кăларса тăратни , ăна шутлани ; тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни , ыйту-хурав , Тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав , ыйтусем çине хурав тупма вĕренни , тема тăрăх калаçу иртттересси , Сывлăха сыхлани , хăнăхтарăва ушкăнпа çырса туни , хăйсем тĕллĕн ĕçлени , пĕр - пĕрне тĕрĕслени , хăйсене оценка лартни , , вулавпа куçару , кластер туни , синквейн çырни , ушкăнсенче ĕçлени , харпăр хăй ĕçне тишкерни , хаклани ; суйлавлă ( альтернативăллă ) килти ĕç . Курăмлăх хатĕрĕсем : урок презентацийĕ (таблица кластер, синквейн , хĕвеллĕ кластер); Интернетран илнĕ материалсем , кĕнекесем ; валеçсе памалли материал ( карточкăсем , рефлекси материалĕ ). Кăтарту хатĕрĕсем : компьютер, презентаци , мультимедиапроектор

Слайд 4

Актуаллăхĕ : Юлашки вахăтра аслă классенче вĕренекенсем те текстри фразеологизмсене тупаймаççĕ , палламаççĕ,пĕлтерешĕсене те пĕлмеççĕ . Хырăм хыр таррине хăпарчĕ --? Куршанак çыпăçнă --? Хуп турттар --?

Слайд 5

Урок теми кроссворд хуравĕн пуçламăш саспаллисене вуласан тема ятне пĕлме пулать 1.Чĕлхен сасă çинчен вĕрентекен пайĕ 2.Космоса вĕçмелли карап ячĕ вырăсла 3.Чи пысăк çырла 4.Вăл янăрасан урок пуçланать 5.Симĕс сăмахăн синонимĕ 6. Местоимени вăл вырăсла 7.Чĕлхен сăмах йышĕ çинчен вĕрентекен пайĕ 8.Паттăрăн чи пысăк награди 9. Хаçат сăмах вырăсла 10.Изюм сăмах чăвашла 11. Тырă сăмах вырăсла 12. Пуш уйăхĕ вырăсла

Слайд 7

Тĕллевĕсем Предметлă : Фразеологизмсем çинчен нумайрах пĕлесси , вырăс чĕлхинчисемпе танлаштарма вĕренесси Метапредметлă : Пухнă пĕлÿпе усă курса фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене уçса пама вĕренесси

Слайд 8

Мĕн вăл фразеологизм? Фразеологизм тесе- хăйсен малтанхи пĕлтерĕшне çухатса урăх пĕлтерĕш туяннă уйрăлми пĕрлешсе ларнă сăмахсен çыхăнăвне калаççĕ . Т-х : тăм пуç - ухмах , ылтăн алă - маçтăр Тытăмĕпе 2 тĕслĕ пулаççĕ:1. ят сăмахсен пĕрлешĕвĕ :кĕске турта ( час çилленекен ), кукăр алă ( вăрлакан ) 2.глаголпа ят сăмах пĕрлешĕвĕ : алă кĕçтет ( çапăçасшăн ), çил хăвала ( усăсăр çапкаланса çÿре )

Слайд 9

Фразеологизмсен пулăвĕ Пулăвне кура 2 ушкăна уйăраççĕ : 1.Чăваш чĕлхинче пулса кайнисем: чĕлхен чаракĕ çук ( ытлашши калаçакан ), тип мунча ( вăрçни , ятлани ), патак çи ( хĕнени ), 2.Вырăс чĕлхинчен калькăласа куçарнипе: зубы точить— шăл хăйра , море по колено— тинĕс те чĕркуççи таран, грызть гранит науки--ăслăлăх чулне кăшла тата ытти те.

Слайд 10

Мĕн тума кирлĕ фразеологзмсем ? Фразеологизмсем çын пурăçĕн пур енĕсене те пырса перĕнме пултарать . Çын характерĕн ЛАЙĂХ енĕсене те уçса пама пултарать ( ылтăн алăллă , çепĕç чĕлхеллĕ ), ЯПĂХ енĕсене те кăтартма пултарать :( турти кĕске , пуклак чĕлхеллĕ ) Ахаль сăмахсемпе кăна каласан эмоцисĕр , кичем шухăш пулать;фразеологизмсемпе пуплевре тĕрĕс усă курни пуплеве сăнарлăрах та эмоциллĕ тума пулать .

Слайд 11

Соматика фразеологизмĕсем Этем кĕлеткин пайĕсемпе çыхăннă фразеологизмсене СОМАТИКА фразеологизмĕсем теççĕ . Тĕслĕхрен : Ылтăн алă —мастер на все руки Кукăр алă —вор Алран кай —отбиться от рук Алă кĕçĕтет —руки чешутся Сăмса çине картса хур —зарубить на носу Хăлха тăрат —навострить уши

Слайд 12

Зооморфизмсем Чĕр чун ячĕпе çыхăннă фразеологизмсене тепĕр майлă зооморфизмсем теççĕ . Вĕсемпе пуплевре ытларах танлаштарăва палăртма усă кураççĕ . Вăкăр ( лаша ) пек ĕçле —работать, как лошадь Йытăпа кушак пек пурăн – жить, как кошка с собакой Кашкăр пек выçă — голоден как волк Кăлăк чăххи пек пурăн — живет, как клуша Шыври пулă пек йăрă —бойкий, как рыба в воде Чăх чавнă пек çырать —пишет ,как курица лапами

Слайд 13

Фразеологизмсен синонимлăхĕ Тĕтĕмсĕр ял, автансăр ял, леш тĕнчене ăсан — çăва , масар Хĕрлĕ юр çусан , çумăр хыççăн кĕçнерни кун, автан çăмарта тусан – нихăçан та Йыт урипе ут , йыт хăвала , çил хăвала — усăсăр çапкаланса çÿре

Слайд 14

Физкультминутка ( минут сехете перекетлет ) Пĕр минутра мĕн тăватпăр ? Куçсене мăч-мăч хупатпăр , Питĕ тутлăн карăнатпăр , Мăйсене кăшт пăркалатпăр , Пĕрне - пĕри йăл кулатпăр , 3 çеккунт шăпăрт тăратпăр . Алран алла тытăнса Пĕрне пĕри ыр сунатпăр , Шăппăн вырăна ларатпăр .

Слайд 15

Хисеп ячĕллĕ фразеологизмсем Çичĕ ют— 7 вода на киселе Çичĕ пĕлĕт çинче — быть на 7 небе от счастья Ик айкки те тăвайкки — все равно Икĕ кашăкпа пăтă çимеççĕ —2 ложками кашу не едят Çиччĕ виç те пĕрре кас —7 раз отмерь, 1 раз отрежь

Слайд 16

Фразеологизмсен антонимĕсене тупăр Алă усса ĕçле Ват çерçи Çут тĕнчене кил йытăпа кушак пек пурăн Сар сăмса çанă тавăрса ĕçле Пĕр çăвартан пурăн леш тĕнчене ăсан

Слайд 17

Тест: кам пирки çапла калаççĕ ? 1.Шывран типĕ тухать : а) ăслă çын б) айван çын 2.Чĕлхен шăмми çук : а) нумай калаçакан б) сахал калаçакан 3.Чĕлхине тăснă : а) витлет б) çилленнĕ 4.Шывра та путмасть , вутра та çунмасть :а ) вилĕмсĕр çын б) нихçан та çухалса каймасть , пĕтмест 5.Чĕлхипе çу юхтарать : а) улталать б) тутлă çиет

Слайд 18

Тест 1. Мĕн вăл фразеологизм?: а) шухăшĕпе çыхăннă сăмах майлашăвĕ б) уйрăлми пĕрлешсе ларнă сăмах çавранăшĕ 2. 7 тинĕс леш енче мĕне пĕлтерет?: а ) питĕ аякра б) инçех мар 3.Хăшĕ фраз-зм мар ? : а) ылтăн сехет б) ылтăн алă 4.Кукăр алă мĕне пĕлтерет?: а ) хуçăлнăран кукăр сыпăннă б) вăрлама юратать 5.Хăшĕ фраз-зм пулать ? а) пăри пăтти б) пăшăл пăтти

Слайд 19

Тупсăмне тупăр ( ситуациллĕ задача) Çулла . Утă вăхăчĕ . Амăшĕпе пĕчĕк хĕрĕ (7 çулхи Марине) уя утă тавăрма кайма тухнă . Пĕрле сенĕк , кĕрепле , кĕленчепе шыв илнĕ . Марине амăшĕнчен юлас мар тесе хыçран чупать . Вăл та кĕрепле йăтнă . Кÿршĕ хĕр арăмĕ çакна курсан сăмах чĕнмесĕр чăтаймасть : - Ай-уй , сирĕн пĕчĕк Маринене те куршанак çыпăçнă-çке,-тет . Марине нимĕн ăнланмасăр хăй йĕри-тавра пăхать , ним те курмасть . --Ним те çук-çке ,- тет . -- Çыпăçнă çав , çыпăçнă ,- тет кÿршĕ . Ăнлантарса парăр-ха Маринене : кÿршĕ мĕн пирки каларĕ ?

Слайд 20

Ф разеологизмсем тупăр 1.- Пăшалпа выляма юрамасть,-тесе винтовкине атте стена çинчи пăтаран çакса хучĕ,-вăйăран вăкăр тухать теççĕ .( А.Талвир ) 2.Хăйне валли тесен вăл çывăрмасăр вăкăр пек ĕçлет . (А. Афанасьев) 3. – Эп каланине манса ан кай , сăмса çинех картса хур .(С.Аслан) 4. Ял-йыш тар тăкнă вăхăтра ахаль лармарăн , акрăн вăрлăх . (А. Воробьев)

Слайд 21

Çакăнта мĕнле фраз-змсем пытаннă-ши ?

Слайд 24

Рефлекси Паян кам мĕнле ĕçлерĕ : 1. Çанă тавăрса -- « 5» 2.Алла кăштах усса — «4» 3.Алă сулса — «3»

Слайд 25

Киле ĕç 1. Пĕр фраз-зм тăрăх ÿкерчĕк тума 2. Чĕлхе сăмахпа кластер тума 3. Фразеологизмсенчен тăракан текст çырма