Отец и мать- опора в жизни
методическая разработка (7 класс)

Васильева Оксана Николаевна

Открытое мероприятие,  приуроченное году Семьи в Российской Федерации

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл verenu_ecienchi_informatsi_tehnologiyesem._vasileva_o.n.docx27.01 КБ

Предварительный просмотр:

«Киностудия Windows Live»  программӑра видео тума вӗрентетпӗр.

Паян эпир çак девизпа ĕçлĕпĕр:

«Каласа пар- манса каятăп,

Кăтартсан- астуса юлăп,

Хама ĕçлеттерсе пăхсан-вĕренĕп»

Конфуций.

XXI ĕмĕре информаципе компьютеризаци  ĕмĕрĕ тесе калама хăнăхнă. Этемлĕх, экспресс-пуйăс çинчи пек, пурнăçра çĕнĕлĕхсем витĕр вирхĕнсе пырать. Çак  информаци «купинче» çитĕнсе çитнĕ çын та  çухалса кайма пултарать.

Паян шкулта ĕçлекенĕн  ачасен вĕренес туртăмне аталантарас тесен, вĕсене кăсăклантарса  ярас тесен уроксене çĕнĕ меслетсемпе технологисене алла илме тивет. Паянхи  çĕнĕ пурнăç та тахçан малтан ĕмĕт çеç пулнă. Кунта манăн вырăсла сăвăпа çакна каласа хăварас килет:

Мне очень в жизни повезло-

Живу на рубеже веков!

Ведь время без компьютеров прошло,

Без интернета нет вообще домов

И в Год Наставника давайте

Мы с вами создадим кино!

Чтоб каждый смог сказать: « Мотор!

Я тоже режиссер»

1-мĕш утăм: Вӗрентекенӗн паян режиссер пулмалла та çав. Апла, пуçлӑпӑр.

Паян эпир кино (видео) тума вӗренетпӗр, ӑна «Киностудия Windows Live» программӑра  тӑвӑпӑр. Кино тума пуçличчен тема суйламалла. Эпир пĕрле çуркуннене  халалланă сюжет туса пăхăпăр.  Кирлĕ материалсене ятарлă папкăна пухрăм. Ăна  ĕç сĕтелĕ çине вырнаçтаратӑп. Папкăна сулахай шăши çине икĕ хут пусса илнипе уçма пулать. Сирĕн папкăра çуркуннене  сăнлакан  ÿкерчĕк- фотосем, сăвăсем, юрă-кĕввисем пур. Вĕсене итлесе те пăхма юрать.

2-мĕш утăм: Малалла пĕрле ĕçлĕпĕр. Икĕ хут пусса илсе  Киностудие уçатпăр (Пуск, Все программы, Киностудия Windows Live). Пирĕн умра графика интерфейсĕ тухать.

3-мĕш утăм:   «Добавить видео и фотографии»  хушăва уçатпăр — сулахай шăшие пĕр хут пусса илнипе. Пирĕн умра кантăк уçăлать (диалоговое окно)

Укерчĕк-фотосемпе ĕçлетпĕр.  2-3 минутлăх кино валли 25-30 ÿкерчĕк те кирлĕ пулма пултарать

4-мĕш утăм: Анимаципе ĕçлетпĕр. Курсора малтан пĕрремĕш кадр çине лартатпăр, унтан  сулахай шăшипе  пĕрре пусса анимации суйлатпăр. Тÿрех ку кадр мĕнле майпа тухнине пăхса илсе суйлама пулать.

5-мĕш утăм:  Унтан «Главная» сăмах çине  пусса добавить  музыку суйлатпăр. Музыка мĕнле кайнине ун çине пусса палăртса тĕрĕслеме пулать. Енчен те сире юрă пĕтĕмпех кирлĕ мар пулсан сирĕн ăна касмалла: çÿлти панель çинче «Средства для работы с музыкой»  суйламалла та «Разделить» пусса илмелле. Хăш тĕлтен касмалла курсора çавăнта лартса  сылтăм шăшие пусса илсе «Удалить» хушăва  суйламалла.

6-мĕш утăм: Кадр çине текст хушма та пулать.  Ун валли каллех «Главная» çине куçмалла,  «Название» кнопка тупса хăвăр хăш кадр çине çырасшăн- çавна суйламалла.

- Хăвăр тунă кино сюжетсемпе эсир уроксенче те усă курма пултаратăр, выпускниксем шкул пĕтернĕ чух та кино  хатĕрлеме пултаратăр, тăвансене те саламлама  юрать тесе шутлатăп. Анчах та манӑн тӗп тӗллев-ачасене çак ӑслайпа ӗçлеме хӑнӑхтарасси. Вуласа паллашнӑ произведени  тӑрӑх кайран вӗсем пӗчӗк кино туса пама яланах хапӑл, ку ӗç компютерпа çыхӑннӑ, вӑл кичем мар вӗсемшӗн. Кунашкал ӗçлеттерни ачасене  тата малалла  вулама хавхалантарать, кино  укерес ӗçри çӗнӗлӗхсем, тӗрлӗ майсем вӗсемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ. Видеосене,  паллах ытти программа приложенисенче  е тума пулать. Пирӗн ачасем  CapCut,  InShot,  Movavi Clips редакторсенче  хапӑлласах ӗçлеççӗ.

InSot (Иншот) приложенипе вĕренекенсем тунă хăш-пĕр  ролик –ĕçсем пирки асӑнса хӑварас килет

  1. Г.Волковăн «Ăслă ача» калавĕ. Бурьянова Анна, 5 класс
  2. А.Николаевăн «Юра асламăшĕ» калавĕ. Сергеева Арина тата класра вĕренекенсен ушкăнĕ, 6 класс
  3. «Туслăхра  - вăй», Никифоров  Николай, 6 класс
  4. Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ. Федорова Александра, Кузьмина  Катя, Чудецкий Володя-   7 класс
  5. Н.Ишентей  «Чĕп хуралĕнче». Яковлева Елизавета, Петрова Олеся, Иванова Ксения -  5 класс.
  6. Чăваш автономи облаçне 100 çул. Петрова Ангелина, 10 класс.
  7. Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен. Петрова Ангелина, 10 класс
  8.  Хĕллехи кайăксен  пурнăçĕ. Федорова Александра, 7 класс.
  9. Шупашкар- капăр хула. Николаева Ксения,  9 класс
  10. Вĕренекенсен ирха саламĕсем, ăнăçу сунса янă илемлĕ открыткăсем т ыт те

 Ку хушăра  7 класра вĕренекенсен ушкӑнӗпе  «Самый маленький  дождик» ятлă вырăсла мультфильма  чăвашлатассипе ĕçлетпĕр. Текстне чăвашла куçарса пĕтернĕ  ĕнтĕ, рольсем тăрăх сасăсене çыртарса  монтажне тăвасси кăна юлать.  Унтан вара кĕçĕн  класра вĕренекенсене  кăтартас тетпĕр.

Çапла вара ачасене вĕрентес ĕçре информаци технологийĕсене кĕртни сисĕм-туйăм процесне, шырав-тĕпчеве тĕрлĕ майлă, интереслĕ те кăсăклă тума пулăшать. Интернет та мультимеди те кĕске хушăрах нумай информаци параççĕ, çавна пула ачасен вĕренес кăмăлĕ ÿсетех тетпĕр.

Пурнăçра инновациллĕ меслетсене аталантарнипе пĕрлех ачасене тăван чěлхепе, культурăпа кăсăклантармалла, илĕртмелле. Вěренекенсен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне, кăмăлне, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăмне çуратмалла. Çак тĕлĕшпе ĕçлетпĕр те.

Сире çĕнĕ программăсем  килĕшрĕç-и? Ку Киностудия Windows Live программа вĕренме пуçлакансемшĕн чи çăмăлли шутланать. Ăна Интернетран та уçласа илме пулать. 

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенипе эпĕ  туллин килĕшетĕп. Тата ĕмĕр  ăстала, çĕнни ту (твори) тесе хушса хурас килет!

Шупашкарти 19 -мӗш шкулта  

чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен

Васильева Оксана Николаевна

(8 927 999 76  22)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рекомендации для родителей: "Папина любовь или какую роль играет отец в жизни дочери"

Папина любовь или какую роль играет отец в жизни дочери...

Исследовательская работа. «Отец и сын: две жизни, две судьбы»

Судьбы людей – живая память. Изучаешь их и словно перелистываешь страницы интересной книги. Они рассказывают о делах недавних и давно минувших дней. Человек не может не помнить своё прошлое. В часы ра...

исследовательская работа на тему "Чтобы в жизни состояться, матом лучше не ругаться"

Проблема сквернословия в настоящее время очень актуальна. В «Толковом словаре русского языка» Ожегова сквернословие определяется как «речь, наполненная неприличными выражениями, непристойными словами,...

Семья-опора в жизни.

Занятие по  личностному  развитию по теме"Семья-опора  в  жизни".  Для всех  классов....

В движении – жизнь» Значение физических упражнений для формирования аппарата опоры и движения.

Тема : « В движении – жизнь» Значение физических упражнений для формирования аппарата опоры и  движения.Цель: раскрыть влияние физических упражнений на формирование системы опоры и движенияЗадачи...