мой опыт
статья на тему

Никитина Наталия Петровна

краткое описание моего опыта работы в школе

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon мой опыт работы29.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тăван ен культурине вĕрентекенсем умĕнче

тухса калаçнă кĕске  доклад

Ырă кун пултăр, сире, хисеплĕ вĕрентекенсем! Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе пурне те ырлăх-сывлăх, пысăк çитĕнÿсем сунатăп!

Чи малтанах хампа кăштах паллаштарасшăн.  Эпĕ, Никитина Наталия Петровна, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Патăрьел районĕнчи Алманчăри вăтам шкулта 1998 çултанпа ĕçлетĕп. Пĕрремĕш кунранпах ачасене тăван ен кльтурине вĕрентетĕп. Малтанхи вăхăтра кĕнекесем çукки питĕ пысăк чăрмав кÿретчĕ. Материалсене хаçат-журналсенче шыраса тупмаллаччĕ. Димитриев программипе ĕçленĕ май вырăнти материалсем нумай пулăшу паратчĕç, ачасем хăйсем шырав ĕçне кÿлĕнетчĕç.

О.Кульев кĕнеки пичетленни пĕр класра ĕçлеме паратчĕ, ытти классем валли ал айĕнче мĕн пуррипе усă курнă.

2004 çулта Елена Енькка кĕнекисем тухнăранпа ĕçлеме çăмăлланчĕ,

анчах та çак вăхăтрах çĕнĕлле технологисем пирĕн пурнăçа кĕчĕç. Классенче компьютерсем çукки пăшăрхантарма пуçларĕ. Çапах уроксене çĕнĕлле вĕрентме пуçларăмăрах.

        Хамăн ĕçре Елена Енькка кĕнекисемпе усă куратăп. Питĕ пуян содержаниллĕ кĕнекесене алла илме те кăмăллă. Унсăр пуçне кĕнекере ÿкерчĕксем те нумай. Çакă та урока ирттерме çăмăллăх кÿрет.

        Урок тăршшĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме ытти кăтарту хатĕрĕсемпе те усă куратăп: альбомсем, брошюрăсем, энциклопедисем.

        Урок темине ăнланнине тĕрĕслеме ĕç тетрачĕсем пур. Кашни класс валлиех пичетлесе кăларнă. Çак тетрадь темăна тарăнрах тата нумайрах пĕлес текенсем валли питĕ вырăнлă. Унпа ачасем килте хăйсем тĕллĕн те ĕçлеме пултараççĕ.

          5, 6, 7 класс вĕренекенĕсем валли тест пуххи пур. Унпа хăйсен пĕлĕвне урок вăхăтĕнче е килте тĕрĕслеме пултараççĕ.

        Юлашки çулсенче уроксем валли дисксем кăларма тытăнчĕç. Тăван ен культури  урокĕсем валли те ун пекки пур. 6 тата 7 класс валли Е.Еньккан «Родной край» пособийĕ те вырăнлă. Унпа уйрăм урокра е вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче аса илмелли урокра усă курма май пур. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче усă курнă чух сассине чарса хурса ачасене калаçтарма пулать. Хăйсем мĕн астуса юлнине тĕрĕслеме питĕ аван.

        Унсă пуçне шкул библиотекисенче «На земле чувашской», «Звенящее серебро тухьи», «Чебоксары – чистый и благоустроенный город» видеофильмсем пур.    

Нумаях пулмасть сутлăхра «Чăваш халăх йăла-йĕркисем» тата «Авалхи сувар-чăвашсем» ятлă дисксем тупма май килчĕ. Вĕсемпе те урокра  усă курма пулать.

Пур хатĕрсемпе усă курма питĕ çăмăл, анчах та ачасене хăйсене урока хатĕрленме, ăс-тăнне аталантарма, нумайрах пĕлме киле ĕç парса яни те вырăнлă. Урокра пĕлнипе çеç лăпланман ачасем килте хăйсем шыраса, тупса урока валли презентацисем, кроссвордсем, тест ыйтăвĕсем хатĕрлеççĕ. Вĕсемпе урокра паллашатпăр, пĕр-пĕринне тĕрĕслетпĕр. Ачасем тата хам тунă кроссвордсемпе ытти классенче усă куратпăр.

Пĕр çул класра хĕр ачасем ытларах пулнине кура тата ачасем хăйсем ыйтнипе тăван ен культури урокĕсене проект мелĕпе ирттертĕм. Ачасене чи малтанах чăвашсен пĕр-пĕр илемлĕх хатĕрĕпе паллаштаратăп та ытти уроксенче практика мелĕпе усă курса çав япалана хатĕрлеме тытăнатпăр. Шăрçапа, укçапа усă курса илемлĕ хатĕрсем турăмăр. Вĕсене ачасем уявсенче питĕ кăмăлласа тăхăнаççĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче масмак, ум çакки, тевет, пиçиххи тума ĕлкĕртĕмĕр.

 

         

     


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Эссе «Если б снова начать, я бы выбрала опять бесконечные хлопоты эти…»

Моя учительница была не только самой умной, но и самой красивой, самой доброй, самой замечательной. А потом открылся передо мной многообразный и удивительный мир школы....

Опыт работы

Долгое время я занимался вопросом использования интеллект-карт. Убедился, что для запоминания,воспроизведения и понимания такой метод обучения может использоваться не только в биологии....

Презентация к уроку литературы, 10 класс, тема "М.Ю.Лермонтов"Проснешься ль ты опять, осмеянный пророк?"

Данная презентация содержит вопросы для анализа стихотворения "Пророк", аудиозапись стихотворения....

Опять война, опять блокада

Сценарий внеклассного мерооприятия,посвященного Дню снятия блокады Ленинграда...

классный час "Опять война. опять блокада"

: Светлой памяти жителей  блокадного  Города Ленинграда мы посвящаем наше выступлениеЦель и задачи:   Показать на конкретных фактах    истории  мужество русских...