Чӑваш литературинчи хӗрарӑм ҫыравҫӑ сӑнарӗ
методическая разработка по литературе (7 класс)

Марфа Трубина - чувашская детская писательница. Ее произведения включены в школьную программу "Хӑнаран", " Чӑхпа кушак". Эту работу можно использовать в внеклассном мероприятии для средних и старших классов.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл material_kosheleva_yu.docx20.8 КБ

Предварительный просмотр:

             Марфа Трубина ача-пӑча ҫыравҫи

Усӑ   курмалли хатӗрсем:

 Марфа Трубинан пурнӑҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ слайдсем. Кӗнеке выставки  

Тӗллевӗ: Марфа Трубинан пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарасси, ачасен пӗлӗвне тӗрӗслесси,  тавракурӑмӗпе пултарулӑхне аталантарасси.

Ертсе пыракан:   Марфа Трубина  ячӗ чӑваш литературинче чи сумлӑ ятсенчен пӗри. Ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ: вӑл поэт, прозаик, драматург, вӗрентӳҫӗ.  Трубина Марфи чӑваш ача-пӑча литературине пуҫарса яракансен йышӗнче пулнӑ. Унӑн хайлавӗсенчи геройсем – чӑваш ачисем, тӗп вырӑнта вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ, вӗренӗвӗ, кулленхи пурнӑҫӗ. Ҫӗр-шыва юратакан, уншӑн тӑрӑшакан, ҫынсене хисеплеме пӗлекен ӑру ҫитӗнтӗр тесе ӗмӗтленнӗ Трубина Марфи. Вӑл ҫырнисене ачасем те, пысӑккисем те паян кун та юратса вулаҫҫӗ. Ачасен юратнӑ ҫыравҫин пурнӑҫне станцисем тӑрӑх пӑхса тухӑпӑр.

                                  Ҫул ҫӳрев хучӗн йӗрки: Станци ячӗсем.

1. «Трубина Марфин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» станци

2. «Пултаруллисем, тавҫӑруллисем» станци

3 «Ҫут ҫанталӑк – этемлӗх сӑпки» станци

5. Викторина. «Трубина Марфин пурнӑҫ ҫулӗ» станци

                                «Марфа Трубинан  ачалӑхӗ» станци.

1-мӗш вӗренекен:  Марфа Дмитриевна Трубина  1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи  Аслӑ Куснар ялӗнче, чухӑн хресчен кил-йышӗнче  ҫуралнӑ. Хӗр ача пулса ҫут тӗнчене килсенех унпа пӗрле ҫӗр ҫине хурлӑх килнӗ. Ӑна ҫӗр паман, хисеплемен.

  –   Мӗн ача? –  ыйтнӑ вӑл (ашшӗ –   Мӗтри) калама ҫук хумханса.

  – Хӗр, – илтӗннӗ арӑмӗн хурлӑхлӑ, кӑмӑлсӑр сасси.

Мӗтрин пичӗ-кучӗ кӗл пек шурса кайнӑ. Йывӑр хуйхӑ килсе ҫакланнӑ пек, вӑл чунтан-чӗререн тарӑхса пуҫне чиксе тӑнӑ.

Анчах ҫуралсан та, каярах та Мархвана хӗр ача пулнӑшӑн килӗнче никам та ӳпкелешмен.

  – Ан йӗр, – тенӗ Мӗтри арӑмне те, ачине те хӗрхенсе,  – чӗрке хӑвӑртрах мӗнпе те пулин. Турӑ пӳрменнине илес ҫук. Эх, мӑнтарӑн пурнӑҫӗ… Мӗскӗнсен лаши те, тем ӑнланнӑ евӗр  пуҫне усса тӑнӑ…

«Мӑнтарӑн ачи, хурлӑх курма ҫеҫ пултӑн эсӗ. Хӗр пурри–хӗрӗх хуйхӑ тенӗ. Асапа, мӑшкӑла тӳсме Пӳлӗх тӳсӗмлӗ ӳстертӗр сана– хӗн-хур курма ҫуралнӑ мӗскӗн чуна…», – тесе пиллет Мархвана кукамӑшӗ.

Тӳсӗмлӗх, ҫӑмӑллӑх пехиллемелле пулнӑ ватӑ кукамӑшӗн тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ пепкене.                        «Вӗренӳ ҫулӗсем»  станци.

2-мӗш вӗренекен: И. Я. Яковлев Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗ уҫнӑ хыҫҫӑн хӗр ачасем те вӗренме пуҫланӑ. Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни тӗттӗм пулнине ӑнланакан мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗсем хушшинче хӑйӗн пуласлӑхӗ пирки ҫеҫ мар, халӑх шӑпи пирки те кӗҫӗнренех шутлама пуҫланӑ Трубина Марфи те Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулта вӗреннӗ чухне шкула И.Я.Яковлев инспектор килет. Вӑл ачасен пӗлӗвне тӗрӗслет. Марфа вӗрентекен ыйтнӑ ӗҫсене   пурне те лайӑх тӑвать. Вулама та,  вуланине каласа парассипе те  куҫару ӗҫӗпе те, тетрадь ҫине таса ҫырассипе те палӑрать. Иван Яковлевич Марфа тӑлӑх пулнине пӗлсен хӗр ачана Чӗмпӗрти чӑваш шкулне пыма чӗнет. «Дмитриева Марфа, ҫак шкултан  аван вӗренсе  тухсан вӗренме Чӗмпӗре пыр»,-  терӗ. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр  пилӗ малалла та  хавхалантарса пынӑ.

                                    «Вӗрентекен ӗҫӗ» станци

3-мӗш вӗренекен:  Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ  хыҫҫӑн Ҫӗрпу районӗнчи Ҫырмапусенчи земство шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл яланах учительте ӗҫленӗ. 1918-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна хӑйсен ялӗнчи шкула куҫарнӑ.  1925-мӗш ҫулта  Трубина Мархвине Шупашкарти коммуна шкулне чӗнсе илнӗ. Юратнӑ ҫыравҫӑ мӗн ҫӗре кӗричченех Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснарти шкулта ӗҫлесе пурӑнать. Ачасене 43 ҫул хушши пӗлӳ парать.  Ҫыравҫӑн шкулти, литературӑри ӗҫӗсене хакласа ӑна тава тивӗҫлӗ учитель ятне параҫҫӗ, орден-медальсемпе чыслаҫҫӗ.

                                     «Литература ӗҫӗ» станци

4-мӗш вӗренекен:  Ача-пӑча литературин никӗсне хывас тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе ҫыравҫӑ нумай вӑй хунӑ. Ҫамрӑк ӑру валли сӑвӑсем, юмахсем, калавсем чылай ҫырнӑ. «Хӗрлӗ галстук», «Вӗренепе куршанкӑ», «Шӗшкӗ»,  «Аслати», «Хӗллехи каҫсенче», «Ял тӑрӑх», «Чӑпӑркка», «Ача чухнехи»,   «Арҫури», «Пӗчӗк колхозниксем», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх»   тата  ытти паллӑ хайлавӗсем те ачасемшӗн юратнӑ  хайлавсем пулса тӑнӑ. Ҫыравҫӑн хайлавӗсем ҫамрӑк ӑрун ӗҫпе вӗренӳри хастарлӑхӗ пирки каласа параҫҫӗ. Марфа Трубина драматурги жанрне аталантарас тӗлӗшпе те нумай ӗҫленӗ.

                                     «Чысӗ-хисепӗ»  станци

5-мӗш вӗренекен : 1944 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ ята параҫҫӗ.

 1951 ҫулта «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята тивӗҫет. Марфа  Трубина ячӗпе хӑй ҫуралса ӳснӗ ялти  урам хисепленсе тӑрать. Шупашкарти Калинино районӗнче ҫыравҫӑ ячӗпе   урам  пур. Шупашкарта 1971 ҫултанпа    Тубина Марфи ячӗллӗ ача-пӑча  библиотеки ӗҫлет. Ачасем валли ҫыракан пултаруллӑ ҫыравҫӑсене Марфа Трубинан премине парса чыслаҫҫӗ.

 «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» (1944), «Тӑван ҫӗршывшӑн 1941-1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫи      вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн (1949) медальсене илме тивӗҫлӗ пулать.  1934 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Марфа Трубина 1956 ҫулхи ноябрӗн 27-мӗшӗнче тӑван ялӗнче ҫӗре кӗнӗ. Паллӑ ҫыравҫа юлашки ҫула ӑсатма ҫывӑхри ялсенчен икӗ пин ҫынна яхӑн пынӑ. Шупашкартан пысӑк делегаци килнӗ.

                              «Пултруллисем, тавҫӑруллисем»  станци.

          Ваттисен сӑмахӗнчи  сиксе юлнӑ сӑмаха  тупса ҫырӑр:

       1. Вӗренмесен…  хуҫма та пӗлеймӗн.

       2.  Вӗреннӗ … виҫӗ айванран та ирттерет.

3. Вӗренни …..  мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть.

4. Вӗренни йӑтса ҫӳрес … мар.

5. Вӗренни кансӗрлемӗ, ӑна …  вырӑнне хулпуҫҫи ҫине ҫакса ҫӳремелле мар.

6. Вӗренни нихҫан та…  

7. Вӗренни … ыйтмасть.

8. Вӗренни … хаклӑ  теҫҫӗ.

9. Вӗренни – … ,вӗренменни – тӗттӗм.

10. Вӗрентекен пур чух …

11. Вӗрентсен ….. та ташлама вӗренет.

   Хуравӗсем (ҫӑпата, ҫын, кутамкка, ҫӗклем, вӗрлӗк, пӑсӑклӑ мар, ҫӑкӑр, мулран,  ҫутӑ, вӗренсе юл )

                     «Ҫут ҫанталӑк-этемлӗх сӑпки» станци

«Вӗренепе куршанкӑ» юмах малтанхи хут «Анкарти хыҫӗнче» ятпа пичетленнӗ. «Ачасем валли ҫырнӑ юмахсем» кӗнекере кун ҫути курнӑ.  

Арпашнӑ сыпӑксене тӗрӗс сыпӑнтарса пирӗн тӑрӑхра ӳсекен йывӑҫ ячӗсене вулӑр.

Сыпӑксем

Сыпӑксем

Хуравӗ

1.

Ҫӑ

ма

Ҫӑка

2.

Пи

мӗрт

Пилеш

3.

Хура

не

Хурама

4.

Ҫи

ка

Ҫирӗк

5.

Вӗре

рӑн

Вӗрене

6.

Ху

рӗк

Хурӑн

7.

Ҫӗ

леш

Ҫӗмӗрт

                            Викторина. «Трубина Марфин пурнӑҫ ҫулӗ» станци

1.  Ҫыравҫӑ хӑҫан тата   ӑҫта ҫуралнӑ? (Марфа Дмитриевна Трубина  1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи  Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ).

2. Кукамӑшӗ мӗншӗн хӗр ҫуралнӑшан пӑшӑрханать? (Ун чухне хӗр ачасене ҫӗр паман). )

3. Пулас ҫыравҫа, хисеплӗ вӗрентекене Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме каймашкӑн   кам хавхалантарать? (И.Я.Яковлев инспектор).

4. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче мӗнле паллӑ сӑвӑҫпа пӗрле вӗренет? (К.В.Ивановпа пӗрле пӗр класра вӗреннӗ).

5. Марфа Трубина нумай ҫул хушши мӗнле шкулта ӗҫленӗ? (Куславкка районӗнчи Аслӑ   Куснарти шкулта ӗҫлесе пурӑнать).

6. Миҫемӗш ҫулта Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ ята параҫҫӗ? (1944 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ ята параҫҫӗ).

7. Ҫут ҫанталӑк темине мӗнле хайлавӗсенче хускатать? («Шӗшкӗ» тата «Вӗренепе куршанкӑ» юмахсенче).

8. Трубина Марфи миҫе ҫул хушши шкулта ачасене пӗлӳ панӑ? (43 ҫул хушши шкул ӗҫӗпе пурӑннӑ).

9. Юратнӑ ҫыравҫӑ  хӑҫан вилнӗ, ӑна ӑҫта пытарнӑ ? (1956 ҫулхи нобрӗн 27-мӗшӗнче тӑван ялӗнче ҫӗре кӗнӗ.)

10. Литературӑра ачасем валли ҫыракан пултаруллӑ ҫыравҫӑсене камӑн премине парса хавхалантараҫҫӗ? (Марфа Трубинан премине парса чыслаҫҫӗ).

                                                    Пӗтӗмлетӳ

                   Марфа Трубинана халалласа синквейн  ҫыратпӑр

                                                 Марфа Трубина

                                                Пултаруллӑ, ӗҫчен

                                        Ҫырать, вӗрентет, аталантарать

                              Пултаруллӑ Марфа Трубина  ачасем валли ҫырать

                                                        Ача-пӑча ҫыравҫи

Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ:  Кошелева Юлия Васильевна, Чӑваш Республики

Йӗпреҫ  округӗ, Липовкӑри   тӗп шкул

                                               


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Комсомольски районӗнчен тухнӑ ҫыравҫӑсем

писатель, поэт–юрӑҫ, журналист....

Онлайн-тесҡа саҡырам.

Мифтахетдин Камалетдин улы Аҡмулла тормош юлыГрамматикаБашҡорт телеБашҡортостанды беләһеңме?...

Сборник стихотворений автор Шигжал Т.В.«Спорт – сyзyyм, ырым, шyлyyм», 2015 год

Тамара Викторовна написала стихотворения о своей семье, о здоровом образе жизни, вреде алкоголя....

Үзем үлсәм исемем, җырым үлмәс, Ул яңгырар илнең кырында. дәрес- панорама

Укучылар М. Җәлилнең сугыш елларындагы  тормышы һәм иҗаты турында  танышалар.Архип Ефимович Митрофановның “Жизнь его песней звенела в народе” иемле мәкаләсе турында үзләренең фик...

Читательская конференция "Иван Григорьев çыравçă пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ"

Статья по итогам читательской конференции учителей чувашского языка и литературы Моргаушского района Чувашской Республики...